Тăвăл


Çĕтсе çӳрем


Вăрман паян çиллес хĕлпе пĕр майлă:

Шăй-шай шавлать вăл, ӳхĕрет, йĕрет.

Сукмак ахаль те ансăр, тăйлăк-тайлăк,

Ăна халь юр шăлать те питĕрет.

Авать çил хырсене, силлет хаяррăн,

Туратсене вăрса такать çĕре.

Пас сывлăшра вĕçсе тăрать чăл-паррăн,

Шур çăнăх сапăнать çӳл тӳперен.

Юр çаврăнать. Асать чарусăр тăвăл.

Умра те сăрт, те вар — ним курăнмасть.

Пĕччен. Кичем. Анчах мĕскер-ха тăвăн!..

Тек ĕнтĕ çул хытти те палăрмасть.

Туллаштăр, ахăртăр кăра çанталăк...

Эп тертленем, кĕрте ашса утам,

Сĕм вăрманта çĕтсе çӳрем пĕр авăк,

Çĕтсе çӳрем те — çул çине тухам.