Сулӑ


Хурав


Ăсталанăччĕ эп сулă,

Илĕртетчĕç инçетсем.

Аллăмра — илемлĕ сулă,

Ĕмĕтре — сенкер хумсем…

 

Ман тытас килетчĕ пулă,

Вĕлкĕшетчĕç парăссем.

Шел, çыранĕ пулчĕ чуллă,

Юхса иртнĕ шыв-шурсем.

 

Пурнăç çулĕ сăртлă-туллă.

Чăрмавсем — вĕт-шак чулсем.

Пулмасассăн пит хăюллă

Парăнмаççĕ çӳл тусем.

 

«Сăввусем мĕн-ма-ши хурлă?» —

Шав ыйтаççĕ пĕлĕшсем.

Ырату çуратмĕ кулă,

Вăй-хал памĕç сурансем.