Ракета


Аван-çке çӳреме йăмралăхра...


Аван-çке çӳреме йăмралăхра,

хĕвел шевлиллĕ курăк — сарă симĕс.

Эс утă шăршине çак вăхăтра туйса

сывлатăн кăмăллăн та тикĕс.

Куратăн утă капанне малта —

тăрри ракета пуçĕ пек ун шĕвĕр.

Ракета-и? Ку сăмахпа кунта

тупаймăп килĕшӳллĕ, çывăх кĕвĕ.

Тен, вилĕм кăмпине хăй ăшĕнче

пытарнăран, ăна пăхатăп юттăн?

Сывлать ман пурнăç утă купинче:

унта — сĕт-турăх, кил ăшши, ман утăм.

Çулне тĕллет пулсан Марс еннелле,

ракетăпа та эпĕ вĕçмелле.