Пăлан


Пăлансем


Пуçларĕ юр та тин каймашкăн,

Хĕвел куллен пăхать хĕртсе.

Хăй кил-йышне кăшт уçăлмашкăн

Пăлан аçи тухать ертсе.

Мăйракипе сирсе уçать вăл

Армак-чармак туратсене.

Уçланкă сукмакне тухсассăн,

Тăп чарăнать çыран хĕрне.

Пăхать вăл часовой пек тимлĕн,

Пуçне мăнаçлăн каçăртса:

Ни курăка тӳрех астивмĕ,

Ни шыв вăл ĕçмĕ антăхса...

Тин шăтнă курăка кăшлаççĕ

Пăрушĕ, амăшĕ — пĕрле.

Сас-чӳсĕр шăплăха саваççĕ

Вĕсем те этемпе пĕрех.

Сунарçă вĕсене пемесĕр

Тĕм хыççăн сисĕнми иртет:

— Çӳреччĕр ирĕкре, ĕрчеччĕр!

Çак вăрмантан ан писчĕр, — тет.

Паллаймарăм ун чух эп ăна...


Паллаймарăм ун чух эп ăна...

 

Вăл ун чух —

Ĕмĕт-кайăк —

Хĕп-хĕрлĕ çырлаччĕ.

Йĕкĕлтетчĕ:

«Çырла эп, çырла,

Татса ил-ха пĕр ывăç

Касиччен çут çурла».

 

Каярах

Ĕмĕт-кайăк —

Йăрăс пӳллĕ те шухă пăланччĕ.

Илĕртетчĕ:

«Пăлану эп сан,

Эп — пăлан,

Хăвала, тытса чар

Пултаратăн пулсан».

 

Е тата каярах

Ĕмĕт-каăăк —

Çутă уйăхăн çутă çутиччĕ.

Ӳкĕтлетчĕ:

«Çул çути эпĕ сан,

Кун çути,

Утăмла,

Усси çук

Кирлинчен ытларах шутласан...

 

Паллаймарăм ун чух эп ăна...

 

Ак, паян...

Шупка уйăхăн тĕссĕр çути...

Шух пăлан...

Ешĕл курăк çинче

Шух пăлан пусса иртнĕ хĕп-хĕрле çырла...