Каяш


Юханшыв хӳхлевĕ


Вăтăр çул ытла — хĕлле те, çулла та — Чăнлăри сахăр завочĕ производство каяшĕсене кунĕн-çĕрĕн Сĕвене юхтарать.

 

«Хурăнлă Сĕве, пилĕкӳ çинçе», —

Ăмсанатчĕ аслă юханшыв.

Авалхи çынсем, хумсене сирсе,

Пуççапса ĕçетчĕç тăрă шыв.

Пĕтĕм Кузоват çăлкуçа савать,

Çамрăк каччă: «Тусăм» — тет мана.

Плуглă тракторпа тарăн сухалать

Ешĕл тумлă пурçăн çырана.

Чĕмпĕрти ĕçчен, ывăнса çитсен,

Вăлтапа çупах тытма анать.

Йӳçĕ каяшпа — урăх мĕн кĕтен? —

Кунĕн-çĕрĕн «чаплăн хăналать».

Чăнлă хуçисем сахăр вĕретсе

Чей ĕçеççĕ — кăмăл сарлака.

Тăрă шывăма — иксĕлми тесе —

Юхтараççĕ симĕс лăймака.

Пăрăнтăк çынни киленсе ишет

Çу çитсессĕн çутă хум çинче.

Тислĕк куписем хушшине кĕрет

Хăй йĕмне пăрмашкăн, эй, тĕнче!

Хĕрĕм, теç мана, йăмăк, теç мана,

Вĕтĕ-шакăр юп курать савса.

Хунтăлакана1, юратакана

Эп кĕтетĕп пилĕке авса.

 
1 хĕтĕлекене