Каç


Лăпкă каç


Тĕлĕрет çурхи тĕнче

Хăйĕн лăпкăлăхĕнче.

Канлĕ ыйхă çĕр çинче —

Пурте тутлă çывăраççĕ.

 

Ыйхăра уйсем-шывсем,

Улăхсем, сĕм вăрмансем.

Шур çеçкеллĕ çĕмĕртсем

Сывлăша ыр хум сараççĕ.

 

Шавлă шăпчăксем кăна

Пĕлеймеççĕ çав ыйха —

Пĕр сас-чӳсĕр таврана

Çепĕç юрă сапалаççĕ.

 

Лăпкă, лăпкă ялăмра

Ентешсем ман канăçра...

Анаслать салхун йăмра.

Пурте, пурте çывăраççĕ...

«Ăшă каç...»


Ăшă каç. Юр выртать пĕр тикĕс.

Çăмăл йĕр... Пыратпăр йĕрпеле.

Лăпкă çил ачашшăн пире хирĕç

Вĕркелет.

 

Шурă çурт. Ав уйăх та хăпарнă.

Çывхаратпăр. Çилĕ кăтăклать.

Виçĕ каитăк. Виççĕшне те карнă

Шăтăкла.

 

Çывхаратпăр. Ырă колхоз каçĕ.

Кантăкран пăхатпăр кăшт кăна.

Хĕрсем хыттăн шавласа вулаççĕ

Пушкина.

Хĕллехи каç


Кăн-кăвак-çке хĕл каçĕ,

Тĕлĕрет тăван тавралăх.

Йăмрасем тĕнсе лараççĕ,

Çывăрать иккен йăмралăх.

Каç чаршавĕ карса хунă,

Ял пĕр авăклăх канать.

Çăлтăрсем вăййа-ши тухнă,

Ушкăн-ушкăн пухăнать.

Шурă юр çути хĕмленчĕ

Кĕмĕл уйăх çуннипе.

Чăн, эреш пулса тĕрленчĕ

Çăлтăрсен пин çутипе.

Тӳперен анса ларман-ши

Çакă кĕмĕл хĕлхемсем?

Пурнăçран-ши, юмахран-ши

Ярса панă пӳлĕхсем.

Юр çути епле шап-шурă,

Мĕнешкел хитре, ĕлккен.

Сăпка уйăх шăппăн шурĕ

Ырă-ырă тĕлĕке.

«Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне...»


Шурă юр ăшшине, ун хĕрӳ чĕнĕвне

Эп

Ĕнер —

Шурă юр хуралсан —

Туйса илтĕм.

Хура каç илемне, унăн йăл çутине

Эп

Ĕнер

Çутă Кун шуралсан —

Туйса илтĕм.

Йăлтăр Çăлтăр ятне, унăн вĕçсĕр сасне

Эп

Ĕнер —

Сăмахсем çухалсан —

Туйса илтĕм.