Кăвар


Кăвар тытан алăсем


Хĕлхем çине пăхса, пĕр сассăр

Ларать канса сухаç-пичче...

Кăвар вăл илчĕ васкамасăр,

Сиктерчĕ ал лаппи çинче.

 

Типтерлĕн чĕлĕм çине хучĕ,

Пусарчĕ çутă чĕрнипе.

Шур тĕтĕм витĕр чупрĕ куçĕ

Суха кассин çĕн йĕрĕпе.

 

Çурхи тӳпе — кăвак шăналăк.

Хир шавĕ илĕртет чуна.

Кăвар тытан алла шанатăп,

Ĕçпе вăл чун кĕртет куна!

Кăвар çинчи ташă


Выртать кăвар йăл-йăл çиçсе,

Пире парса хăй ăшшине.

Вут пек таса пулас тесе

Чăваш пуçлать хăй ташшине.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла сыхлать хăй сывлăхне.

 

Кĕрсе каять кăвар çине

Вăл хăйшĕн хӳтлĕх шыраса.

Çарран сикет кăвар çинче,

Те савăнса, те макăрса —

Ташлать чăваш кăвар çинче.

Çапла упрать чун хавалне.

Çапла сыхлать вăл хăй чысне.

 

Сикет чăваш кăвар çинче

Ниçта кайса кĕме çукран.

Ташланă чух кăвар çинче

Хăрушă мар нимле тăшман.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла упрать таса ятне.

Ташлать чăваш кăвар çинче,

Çапла сыхлать хăй ирĕкне.

Чăваш ташлать кăвар çинче...