Киштек


«Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм...»


Тăван Енĕм, Тăхăрьялăм,

Чĕрери суран...

Эп ăçта кăна пулмарăм —

Эс чунрах ялан.

 

Ав Элшелĕ, Раккассийĕ.

Çут Шемек кунтах.

Ĕскӳлпелен Кив Мертлийĕ

Çума-çумăнах.

 

Элшелпелен юнашарах

Шурă Раккасси.

Янăратчĕ кашни каçах

Купăсăн сасси.

 

Çак ялта çуралнă, ӳснĕ

Валентин Урташ,

Юлнă халăхра ун чунĕ,

Вăл — ман хурăнташ.

 

Савнă каччă Киштекренччĕ,

Юман йăхĕнчен.

Ĕмĕрĕ кĕске ун пулчĕ,

Уйрăлчĕ пиртен...

 

Киштекрен инçе те мар-ха

Пĕчĕк Таккавар.

Эп унта чылай пулман-ха,

Çыннисем — вăр-вар!

 

Аслă çулпалан кайсассăн —

Пӳркел йăмрисем.

Унти тутарпа чăвашăн

Туслăх саккисем.

 

Кушкăри шкулта ĕçленĕ

Çамрăк чух атте.

Вулама, çырма вĕрентнĕ

Хĕре-йĕкĕте.

 

Элшел ялĕ — вăйăм-халăм,

Манăн тĕп кĕтес.

Асран кайми тăхăрьялăм,

Эсĕ — ман хĕрес.