Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXII сыпăк


— Сан сĕрĕм тухрĕ мар-и, Улатти?

— Çу-ук. Тĕтĕм кăна вăл. Вутпуççирен.

— Чăнах, куçа йӳçĕтет.

— Ан пăшăрхан. Часах иртет ак, — Улатти аялти лӳшкене юриех тĕпне çитичченех хупрĕ, спут тимрине хучĕ.

— Ай-ай, пĕтеретĕн!

Эльба салтакĕ вăрттăн кулса илчĕ те çӳлти лӳшкене çурри ытла тайрĕ. Хăй Пракка çине чалăшшăн пăхрĕ.

«Ну, мĕнле пек? Аван-и?» — тенĕнех çиçсе илчĕç унăн куçĕсем. Бригадирăн сĕрĕм йӳçĕтнипе куççулĕ тухнă. Вăл хĕрелнĕ куçне сăмса тутрипе шăлкаласа илет.

— Чӳречене уçас пуль. Питĕ йӳçĕ! — аптраса çитрĕ Пракка.

— Çук, çук, уçма юрамасть, уçсан çăкăр пичĕ килмест, — Улатти çăкăр хывма пуçларĕ. — Акă пĕри чиперех вырнаçрĕ. Вăт Эльба! Айта иккĕмĕшне илер-ха. Эхе! Кĕреçе çумне çыпăçасшăн. Пăх-ха эс ăна!

— Тӳсме çук, — урайне анса ларчĕ Пракка.

Улатти çăкăрне хывса пĕтерчĕ те çӳлти лӳшкене веçех хупса хучĕ. Пӳрте татах сĕрĕм тухрĕ. Эльба салтакĕ кăвас тĕпне хырса типтерлерĕ те алкумĕнчен пысăк шуç валашка, витресем чанкăртаттарса илсе кĕчĕ. Унтан ачасен хуралнă кĕпе-йĕмне туртса кăларчĕ.

— Мĕн, кĕпе çума тытăнасшăн-и эсĕ? — ыйтрĕ Пракка.

— Ялан хирте пулнипе нумай пухăннă-ха вĕсем. Çумалла пуль.

— Ай, пăчă кунта санăн.

— Ничево. Аптрамасть-çке.

— Мĕнле тӳсетĕн эсĕ. Вăт Эльба салтакĕ!

— Тӳсес пулать.

— Чим-ха, кĕпе çума пуçличчен çакна пушатар эпир, — кĕсйинчен эрехне кăларчĕ Пракка. — Пĕр муклашкине илсе килтĕм эпĕ.

Улатти тĕлĕнсех кайрĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Мĕншĕн бригадир хăех эрех чиксе килнĕ? Эльба салтакĕ малтанлăха ним калама та аптрарĕ. Урăх кам та пулин эрехпе килнĕ пулсан Улатти халь тӳсейместчĕ ĕнтĕ, çав çынна хăваласах кăларса яратчĕ. «Мĕн мăшкăлласа çӳретĕн эс!» — тесе кăшкăрса пăрахнă пулĕччĕ ăна. Ун умĕнче акă бригадир. Мĕн сăлтавпа ĕçме шутланă-ха Пракка? Ку таранччен пĕрре те курманччĕ-çке бригадир эрехпе çӳренине. Çук, кунта темскер пулнах пулмалла. Улатти Пракка çине тата тинкеререх пăхрĕ. Темле кичем, ӳрĕк-сӳрĕк ун сăнĕ паян. Пракка хăй çине Улатти сăнаса пăхнине сисрĕ те:

— Мĕн, тĕлĕнетĕн-и-мĕн? Паян эп çуралнă кун-çке. Çавăнпа кăшт юрать пуль, — терĕ.

— Юрать, юрать, — татах темскер сиснĕ пек пулчĕ Улатти. Анчах хăй сĕтел çине апат-çимĕç касса хума та, черккесем илсе килме те васкамарĕ. Валашка çине хуранти вĕри шыва ячĕ. Пӳрте пăс тулчĕ. Халĕ Улаттипе Пракка пĕр-пĕрне те аран кураççĕ.

— Чăнах, капла пурăнма йывăр сана, — тĕтре ăшĕнчен илтĕнчĕ бригадир сасси.

— Йывăр та, тӳсес пулать, — ачасен кĕписене ухма пикенчĕ Эльба салтакĕ. Вăл хĕрарăм пекех çаврăнăçуллă та пĕлсе аппаланать. Унăн шывра хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ пысăк аллисем шап-шурă кăпăк ăшне путрĕç. Пӳртре кăвак пăс çăралнăçем çăралать. Чӳрече кантăкĕсем пурте шултра тумламсемпе тарларĕç. Праккан текех ларасси те килми пулчĕ кунта. «Мĕн тума килсе кĕтĕм-ха эп çак пӳрте? Çӳремеллеччĕ урамрах йĕпенсе», — шухăшларĕ каччă. Унтан вăл хăй асрăхамасăр тенĕ пекех персе ячĕ:

— Пекарня, прачечнăй кирлĕ пире. Капла текех пурăнма май çук!

— Вăт-вăт! — ун умне супăньлĕ аллипех пырса тăчĕ Улатти. — Эпĕ санран çак сăмахсене илтесшĕнччĕ. Хăçан пулать пирĕн пекарня! Хăçан ĕçе яраççĕ прачечнăй тенине? Пулаççĕ-и вĕсем? Çапла, ман пек, ялти кашни килтех асап кураççĕ-çке. Пекарнине çулла кăшт уçкалаççĕ. Унта кил валли мар, хирте апатланма çеç пĕçеркелеççĕ. Ялан ĕçлекен пекарня кирлĕ! Ачасем валли те...

— Стройматериал çитменнипе чарăнса ларчĕ-ха ку ĕç. Ахаль пулсан...

— Унпа мар. Ак çакăнта çуккипе! — чĕри тĕлне аллипе тытса кăтартрĕ Улатти.

Праккана лайăх мар пек туйăнса кайрĕ. Чăнах та, бригадăра колхозниксен килти пурнăçне çăмăллатас шутпа хальлĕхе никам та чупса, вăркăнса çӳрени çук-ха. Пракка çакна халиччен хăй те правлени ĕçĕ ку, стройбригада ĕçĕ ку тесе шутланă. Малашне капла кĕтсе пурăннипе май килес çук. Праккан ку ĕçе хăйĕн, хăйĕн ярса илмелле. Ку ĕç — пĕтĕм бригада çыннисен ĕçĕ. Мĕнле çакăн çинчен маннă-ха Пракка? Мĕнле ас илмен вăл ун çинчен.

Улатти ача кĕписене пăрса кăмака çумĕнчи кашта çине çакса тухрĕ. Урайне сăтăрса типĕтрĕ. Вара сĕтел пуçне кайса ларчĕ.

— Ну, чашлаттарар-и ку путсĕре? — эрех кĕленчи çине тĕллесе кăтартрĕ бригадир.

— Хăвăн кăмăл, — лăпкăн каларĕ Улатти.

— Мĕн, эсĕ ĕçме шутламастăн-и?

— Çук.

— Мĕншĕн апла?

— Манăн ĕçме юрамасть.

— Пĕр-ик черкке аптăратмĕ-çке.

— Ĕçкĕпе аташасси вăл кирек хăçан та пĕр черккерен пуçланать. Чи хăрушши пĕрремĕш черкке. Çавна ĕçмесĕр тăма хăюлăх çитертĕн пулсан — эсĕ паттăр çын. Ăна ĕçсе ятăн пулсан — пĕтрĕн вара. Ĕлĕк ялта вăрă-хурахсем пурăнсан çав яла хура юпа лартнă. Унта иртен-çӳренсем пĕри те çĕр каçма юлман. Малтанхи черкке пирки те, кашни çынна астуса тăма, вăрăм хура юпа лартмалла. Çав хура юпа пурне те курăнса тăтăр.

— Хăвна ху çирĕп тытсан пĕр черкке пăсмĕ-ха.

— Çук çав, манăн ăна тытма юрамасть. Вăл мана тӳрех хăй аллипе тыткалама пуçлать. Çавăнпа пăрахрăм эп ăна. Куçăмпа та курас килмест. Эльба!

— Манăн темшĕн ăш çунать-ха паян. Ларас-тăрас килмест.

— Тепĕр чух пулать çав ун пекки. Темскер инкек тупăнмарĕ-и?

— Çук.

— Мĕн, калама юраман япала-и?

— Тепĕр чухне калăп. Апла ĕçместĕн?

— Пĕр тумлам та.

— Пултаратăн! — ура çине тăчĕ бригадир. — Мухтатăп сана! Каçар — ĕçмен çынна сĕнсе çӳренĕшĕн. Так, çапла, кĕрсе тухам-ха терĕм. Халĕ правление çитсе килес.

— Лар-ха. Çумăр чарăнман пулас. Мĕн, çумăр витĕрех каяс тетĕн-и?

— Каятăп. Пекарньăпа прачечнăй çинчен халех калаçса пăхас. Çапла, — хыпалансах тухса кайрĕ Пракка.

Улатти ăна ниепле те ăнлансах çитмерĕ. Мĕн шухăшпа килнĕ Пракка? Тен, вăл юриех тĕрĕслеме килмен-ши? Эрех ĕçнипе ĕçменнине пĕлме. Çук, апла пулма пултараймасть. Пракка ун пек вăрттăнлă-мĕнлĕ çын мар. Çапах та Пракка эрех чиксе çӳрени хытă тĕлĕнтерчĕ ăна.

Бригадир хир тăрăх пылчăк ашса кайрĕ. Сивĕ çумăр çӳçентерчĕ, шăнтрĕ ăна. Халĕ Лисука тарăхни те кăшт лăпланнă пек сисĕнчĕ ĕнтĕ. Ун вырăнне пекарня çинчен, прачечнăй çинчен, çĕнĕ ялти çĕнĕ пурнăç çинчен шухăшларĕ бригадир... Ял çыннисене килти вак-тĕвек ĕçсенчен хăтарни вĕсене хирте, фермăра ытларах тăрăшма пулăшать.

Праккан пылчăклă урисем йывăрланнăçем йывăрланчĕç.

Хирте ыраш хăмăлĕ тăлăххăн чĕтренет. Вырса пĕтереймен тулă хирĕ сап-сарă сарăлса выртать. Кăшт аяккарах кукуруза пусси ем-ешĕл хунав вăрман пек курăнать. Сылтăм енче — çĕр улми. Уйра васкамалли, тĕпĕртетмелли пайтах-ха. Капла çумăра кайсан мĕн курăпăр тата? Кашни сехете, кашни минута шута илме тивет.

Колхоз правленине çитсен Праккана тӳрех партком секретарĕ хулран ярса тытрĕ.

— Айта-ха ман пӳлĕме! Сăмах çинех çитрĕн. Ну, мĕнле ĕç-пуçсем? — хăйпе юнашар танкăлтаттарса уттарса сĕтел патнех илсе пычĕ ăна Алексеев. — Паян колхозниксем мĕн тăваççĕ?

— Паян-и? Паян канатпăр. Мунча хутса кĕреççĕ, çăкăр пĕçереççĕ, кĕпе-йĕм çăваççĕ. Унсăрăн ав, ик-виçĕ эрне ĕнтĕ, пĕрре те килте ларса курман. Сывлаччăр кăштах.

— Сывлаччăр эппин...

— Анчах... — тытăнса тăчĕ Пракка.

— Мĕн «анчах»?

— Анчах сывлама çук-ха вĕсен. Хирте ĕçленинчен те хĕсĕкрех вĕсене паян...

— Мĕншĕн?

— Паллă ĕнтĕ ял çыннисен. Килти ĕçĕ мăй таранах. Пекарня, пысăк мунча, прачечнăй кирлĕ пире. Мунчипе прачечнăйне тума çуркуннех тытăнтăмăр. Кăшкарне купаланă, тăрри çаплах çук-ха. Пекарня уçасси, тĕрĕссипе каласан, йывăр ĕç те мар. Ун валли çурчĕ те хатĕр. Сентре Униçĕмĕ хăйĕн пӳртĕнч çăкăр пĕçерме чармасть. Вăхăтлăха унта чип-чипер ĕçлеме пулатчĕ. Председатель çаплах тăсса пырать. Йăлăхтарчĕ пире. Ĕçе тăвас тăк тумалла ăна! Капла мĕскер? Улатти патне кĕтĕм те паçăр... — тарăхсах калаçрĕ Пракка.

— Эхе! Çамрăклăх темерĕн! Тустарма, аркатма килтĕн пулас-ха та пире, — сĕтел хушшине ларчĕ Алексеев. Унăн хăмăр куçĕсем кăмăллăн çуталчĕç. — Юрать, юрать... Хирĕçлеме вуçех пултараймастăп. Тĕрĕс калатăн. Анчах пире тепĕр чухне вăш-вашлăх, пуçарулăх çитсех кайманни пĕтерет. Чăнах та... Вăт, эс пекарня пирки каларăн. Тума май пур тетĕн. Апла тăк мĕн тăхтамалли кунта. Ыйтăва правлени ларăвне лартмалла. Çийĕнчех татса памалла. Эпĕ сана пулăшăп.

— Кунсăр пуçне тата... мĕн... Строительство бригади уксахлать-ха пирĕн. Тĕккелесех тăмалла ун бригадирне. Унсăрăн пуртти мăкалать пулмалла вĕсен...

— Чăнах. Хăйрине çавăрсах тăма тивет. Строительство бригади çинчен парти пухăвĕнче калаçăпăр. Ну, ытти ĕçсем мĕнлерех Анаткасра?

— Паян, паçăрах каларăм, колхозниксем канаççĕ.

— Пурте канаççĕ-и?

— Пурте.

— Капла мĕнле-ши, Пракка шăллăм? Аванах-ши? Çумăра пула пĕтĕм ĕçе шăнкăрт! чарса лартни бригадăри комсомолецсене килĕшет-ши? Сирĕн унта комсомол райкомĕн членĕ те пур! Лисук...

— Пĕр кунлăха канччăр ĕнтĕ.

— Хăш-пĕри кантăр. Çапах та пурĕ канни вырăнсăр. Заводсенче те канмалли кун кочегаркăна сӳнтерсех лартмаççĕ-çке. Пирĕн ма сӳнтерсе лартас?

— Тĕрĕсех пуль.

— «Пуль» çеç мар. Чăннипех çавăн пек кирлĕ. Тата çакна пĕлесшĕн эпĕ: Хисеп хăми çине кĕртме кама-кама сĕнесшĕн эсир? Ман шутпа, халь Владимир Петровича та кĕртме юрать. Тăрăшать-çке. Начар мар. Ун пек çынсемпе çăкăр çиме пулатех...

Пракка юлашки вăхăтра Улатти мĕнле улшăнни çинчен каласа пачĕ.

Алексеевăн кăвак çӳçĕ электричество çутинче (пĕлĕтлĕ пулнипе кăнтăрлах электричество çутнă) юр ларнă пек шуррăн курăнать. Пракка ун çине..'£шшăн пăхрĕ. Ăна çак çын çывăх тăван пек, хурăнташ пек курăнма пуçларĕ. Бригадир унăн çивĕч хăмăр куçне те, пĕркеленчĕк питне те юратса сăнарĕ. Ăна çак çын сăнĕ хăй ашшĕ сăнĕ пекех туйăнчĕ. Чăнах, Пракка хăй ашшĕне, курман пулин те, чисти çакăн пек пулнă тесе шутлать. Ăна ашшĕн сасси те, хусканăвĕсем те — пĕтĕмпех Алексеевăнни пек пулнăн туйăнать. Пракка çак çынна хăй ашшĕне ĕненнĕ пекех ĕненет. Унăн Иван Алексеевича ăшри вăрттăн туйăмсем çинчен те пĕр пытармасăр каласа парас килчĕ. Вăл тӳсеймерĕ. Паян хăй мĕншĕн пăлханнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.

Алексеев чĕререн итлерĕ.

Партком секретарĕн пӳлĕмĕнчен вăл каç пулсан тин тухрĕ. Унăн кăмăлĕ вырăна ларчĕ, чунĕ ăшăнчĕ. Ăна халь кӳлешӳ-кĕвĕçӳ тени темле пĕчĕкçĕ те киревсĕр çӳп-çап пек курăнчĕ. Хир варрине çитсен вăл кĕсйинчи çур литр эрехе кăларчĕ те çухрăм юпи çине печĕ. Тулли кĕленче чĕлтĕрех саланчĕ.

■ Страницăсем: 1 2