Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XX сыпăк
Çак вăхăтра пĕр автомашина шăппăн шутарса çитрĕ те хĕр тĕлĕнче кăшăрт чарăнчĕ. Кабинăран шофер пуçне кăларса:
— Эй, хĕрĕм, ларса пыратăн-и? — терĕ. Лисук шартах сикрĕ, çаврăнса пăхрĕ.
— Эсир тин таврăнатăр-и? — чĕнчĕ хĕр.
— Тин пулмасăр, черетре тăтăмăр. Кил кабинăна!
— Мана çӳлте те юрать, — кузов çине вăш-ваш хăпарса ларчĕ Лисук.
Йĕтем çине вĕсем тĕттĕм пуличчен кăшт маларах çитрĕç. Унта хуралçă Ахваниç мучи çеç юлнă. Ыттисем пурте Хăмăшлăх çырми хĕрринче — апатра. Лисук унталла çул тытрĕ. Унăн ыраша чăннипех вырса пĕтернипе пĕтерменнине пĕлес килчĕ. Паçăр комбайн çӳренĕ вырăнта халь улăм куписем кăна. Апат патĕнче çынсем кĕшĕлтетеççĕ.
— Аха! Лисук хăй те килчĕ. Ирт-ха кунтарах! — аякранах чĕнчĕ Улатти. — Эсĕ лешне манман-и-ха?
— Мĕне?
— Ара, Праккапа ал уйăрнине.
— Э-э, çук, çук. Манман, — хаваслăрах пулма тăрăшрĕ хĕр.
— Эпĕ сирĕн аллăрсене уйăрнă çын. Çавăнпа манăн ку ĕçе вĕçнех çитермелле. Эй, Пракка! Прокопий Егорович! Ăçта пăрăнатăн эс? Ун пек юрамасть!
Апатри çынсем кулма, шавлама тапратрĕç.
— Тĕрĕс, Улатти! Тĕрĕс!
— Ха-ха-ха! Лекрĕ Пракка!
— Кун пек мăшкăл ĕмĕрне те пулман пуль.
— Хĕрсем, пуçтарăнăр часрах!
— Кино курма! Театр курма! Камит курма!
— Бригадир çунса кайрĕ!
Улатти Праккана Лисук умне çавăтса пычĕ:
— Паллатăн-и çав хĕре?
— Таçта курнă пек... — кулчĕ бригадир.
— Эй, бригада çыннисем! Ваттисем! Вĕттисем! Пурте итлĕр, тăнлăр! Мыскара пуçланать! — аллине çĕклерĕ Улатти. — Шă-ăп! Эльба!
Пракка тӳрленсе тăчĕ те:
— Юрĕ. Килĕшнине тăвасах пуль. Анчах эпĕ ним чухлĕ те йăнăшман. Эпĕ Терентей Ваççипе Лисука хавхалантарас, вĕсем тата харсăртарах тăрăшчăр тесе тупăшрăм. Тĕрĕс турăм-и эпĕ? Ман шутпа, тĕрĕс. Чăннипе кунта эпĕ, пĕтĕм бригада выляса илнĕ теççĕ.
— Ан чеелен! — кăшкăрчĕ Микка.
— Халь эс тем те калăн! — кулчĕç колхозниксем.
— Акă урапа çине хăпарса тăр! — таçтан урапа сĕтĕрсе пычĕ Терентей Ваççи.
Бригадирăн ирĕксĕрех: «Мана çĕнтерчĕç»! — тесе виçĕ хутчен кăшкăрмалла пулчĕ.
Кун хыççăн пурте куççуль тухичченех ахăлтатрĕç.
2
Тепĕр кунхине Терентей Ваççипе Лисук Нар сăрчĕ леш енне, тулă хирне, куçрĕç. Комбайна майлаштарса лартрĕç вĕсем, анчах вырма пĕр-ик куна тăхтас терĕç. Тулă чĕрĕрех-ха. Комбайнер кăнтăрла çитес умĕн яла кайрĕ. Тимĕрç лаççине анас пулать-ха манăн, гайкăсем, болтсем шырамалла терĕ. Лисук комбайна тăпра-тусанран тасатма, çу сĕрсе типтерлеме юлчĕ. Пĕччен юлсан çамрăк хĕр ĕнер Кольăна курни çинчен, вăл каланă сăмахсем çинчен татах аса илчĕ.
«Офицер арăмĕ пуласси, паллах, начар мар ĕнтĕ, — шӳтлĕн шухăшларĕ Лисук. — Хула урамĕсем тăрăх унпа çавтăнса шăкăрт-шăкăрт утса пырăн. Сумлăн. Мăнаçлăн. Малтан çӳçе кăтралатăп, тутана хĕретĕп, куç харшине сăрлаттарăп. Эх, тĕл пулччăр вара мана Анаткас çыннисем! Пурте тĕлĕнĕç. Пурте çаврăна-çаврăна пăхĕç!»
Комбайнер помощникĕ хăй патĕнче выртакан кĕреплене илчĕ те ăна хăрах аллипе каччăна çавăтнă пек тытса малалла чаплăн пуçне каçăртса утрĕ. Кăкăрне хитрен каçăртса, тутине тăп тытса пычĕ вăл. Çапла комбайн тавра икĕ хут çаврăнчĕ Лисук. Вара хăйĕнчен хăй ахăлтатса кулса ячĕ.
— Мĕн хăтланатăп-ха эп? Эй, ухмах! — хыттăн каласа хучĕ вăл.
— Мĕншĕн ухмах пултăр. Эсĕ ухмах мар, эсĕ такамран та чее, — килсе тухрĕ Пракка.
— Ай! — вăтаннипе питне аллипе хупларĕ хĕр.
— Вăтанам пекки тăвать тата. Пĕлетпĕр! — сиввĕн, хаяррăн калаçрĕ бригадир.
— Мĕн пулнă сана? — аллине пит çинчен илчĕ Лисук.
— Мана ним те пулман. Сана вăт темскер пулнă. Ыраш хирне пăхса килтĕм те шалтах тĕлĕнтĕм. Ну, çавăрттарнă та эсир ĕнер. Ик-виçĕ шит тăршшĕ хăмăл хăварнă. Ăçта пулнă сирĕн куç? Ăçталла пăхнă эсир? Мĕн çинчен шухăшланă?
Лисук кăмăлĕ хуçăлчĕ. Вăл айăпа кĕнĕ çын пек кичеммĕн пăхса тăчĕ. Пракка çаплах çунтарчĕ ăна.
— Ĕç çинчен сахалрах шутлатăр пуль çав. Пуçра урăххи пур чухне хăмăл çинчен аса илетĕн-и вара? Хăмăл мĕн вал? Хăртăр та пĕттĕр. Анчах çакна та ан ман, Лисук: кӳршĕ колхозсенчен хăшĕ-пĕри мĕн-мĕн хăтланчĕç? Улăма Волгоград облаçĕнчен турттарса тăккаланчĕç. Выльăхсем улăм çитмесен вилсех пĕтеççĕ, хĕрĕм...
— Апла шавлама сăлтав тупăнать-и, Пракка? Лайăхрах шухăшласа пăх. Унта çĕрĕ муклашкаллă, чуллă...
— Пĕлетпĕр сана! Ăçта кайма васканине те чухлатпăр. Лисук тинех Пракка мĕншĕн хирĕçнине, тарăхнине
ăнланчĕ. Вăл хăмăла çӳллĕрех хăварнăшăн çеç мар, станцăна кайнăшăн тулашать иккен. Комбайнер помощникĕ йăл кулса илчĕ те çирĕппĕн:
— Сана эп ăçта кайни мĕн тума кирлĕ? — терĕ.
— Мĕнле ун пек? Эсĕ хăш бригадăра иккенне мантăн-им? Эсĕ «Малалла» колхозри иккĕмĕш бригадăра тăратăн. Çав бригадăн бригадирĕ эпĕ. Çавăнпа хам бригадăри çынсем мĕн тунине, ăçта кайнине пĕлмелле манăн. Унсăрăн мĕнле-ха? Пĕри унта кайтăр, тепри — урăх çĕре, виççĕмĕшĕ — тата урăх çĕре. Вара мĕн пулать? Ăсан хыççăн чупакан чăхăн пĕсехи çурăлнă.
Комбайнер помощникĕ бригадир сăмахне итлемесĕрех пăрăнса утрĕ, çĕтĕк татăкĕ илсе мотора сăтăркалама пуçларĕ.
— Телеграмма çаптарсах чĕнеççĕ иккен сана! — тӳсеймесĕр каласа хучĕ Пракка.
Вар ыратмасть пуль те уншăн?
— Хитре каччă çав Коля...
— Санран начарах мар. Тата мĕн каласшăн эсĕ?
— Ним те мар. Хитри — виçĕ кунлăх, лайăх — ĕмĕрлĕх.
— Юрĕ, мана виçĕ кунлăх та çитĕ.
— Ху чи малта пыракан бригада тăвас тетĕн. Чи малтан каларăн çак шухăша. Халь чи малтан таратăн...
Пракка пичĕ пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ. Вăл çӳçне каялла сăтăркаласа тăчĕ-тăчĕ те хыттăн ӳсĕрсе илчĕ. Вара пусă хĕррипе хуллен утса кайрĕ.
Лисук Пракка кайнă еннелле тинкерчĕ. Лешĕ Нар сăрчĕ çине хăпарса çитрĕ. Халĕ леш еннелле анать. Аннăçем пĕчĕкленсе пырать. Акă унăн урисем çухалчĕç. Пилĕкĕ курăнми пулчĕ. Çурăмĕ. Мăйĕ. Шурă карттусĕ çеç чылайччен çĕтмерĕ. Ниушлĕ вĕсен туслăхĕ те çакăн пекех çухалĕ? Çук, ун пек пулма пултараймасть. Э-эй, пурнăçра пуриншĕн те хуйхăрсан? Пуриншĕн те пуçа ватсан? Апла, пуçра çӳç пĕрчи те юлмĕ. Уссе çитичченех карчăк пулса ларăн. Лисук шуххăн юрласа ячĕ:
Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен
Çулçи витĕр курăнать.
Ку çамрăка тем çитмен,
Çилленнĕ пек курăнать.
Юрла-юрла комбайна шăлса тасатрĕ те хăмăшлăх çырми хĕррине Татюк патне кайма шухăш тытрĕ. Икĕ пусă чиккинчи курăклă çул тăрăх утма кăмăллă. Хĕр кĕпине утмăл турат, çтаппан пуç чечекĕсем сĕртĕнеççĕ. Пушмакне йыт пырши явăнасшăн. Чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Кунтах сарă хырăмлă тĕкĕлтура нăрласа çӳрет. Пурте пурăнасшăн! Пурте тăрăшаççĕ.
Хирти столовăйне апат çиме çынсем килеймен иккен-ха. Татюк ешĕл сухан тураса ларать. Суханĕ пит йӳçĕ пулас. Повар куçĕ хĕрелсе кайнă.
— Кун пек хаяр сухана ăçтан илсе килнĕ? — çитсенех калаçма пикенчĕ хĕр.
— Хаяр мар вăл.
— Эппин, куçу ма хĕрелнĕ?
— Э-э, вăл урăххипе-ха.
— Мĕнле «урăххипе»?
— Пракка вăрçса пĕтерчĕ мана. Тустарчĕ.
— Сана та-и?
— Мана та...
Татюкпа Лисук пĕр-пĕрне куçран тинкерчĕç.
— Эй, çавăншăн йĕретĕн-и? Çилленчĕк çын урайĕнче кушак хӳрине тăратса çӳресен те çилленет.
— Ара, тем те каласа пĕтерчĕ-çке мана. Эсĕ Лисука манран сивĕтетĕн тет. Иртнĕ кĕркунне те эсех Кольăпа паллаштартăн ăна тет. Халĕ те телеграммăсем парса çӳретĕн тет.
— Малтанах çакăнтан пуçларĕ-и?
— Малтан-и? Малтан унран мар. Килчĕ те хурансене уçкаласа пăхрĕ. «Сирĕн ирхи апат пĕтнĕ-и?» — тет. «Пĕтнĕ», — тетĕп. «Мĕнле апла? — хăр-р çыпăçрĕ мана. — Паян эпĕ чăх вити тăвакансене те кунта çиме хушрăм», — тет. Эй, кайрĕ вара шавласа! Тӳсес тĕк — тӳс. «Сана халех повартан хăваласа яратăп», — тет. Эпĕ чăтайманнипе: «Мĕн, эсĕ паян сулахай уру çине пусса тăтăн-им?» — терĕм. Хайхи ман Пракка урсах кайрĕ. Сан пирки кӳреннĕ ĕнтĕ. Çавăнпа çиллине шăнараймасăр çӳрет.
— Çӳретĕрех. Çилленнипе çил армань лартаймĕ.
— Çапах та чуна хурлантарса хăварчĕ-ха. Ахалех ирттерсе ярас марччĕ кăна.
— Эпир ăна çамрăксен пухăвĕнче ярса илетпĕр.
— Питĕ ярса илмелле. Пĕр çылăх та пытанса ан юлтăр. Хăвана çамрăкла авмалла. Ман ăна стена хаçачĕ çине кĕртес килет. Лайăх сăрласа хурасчĕ.
— Чăнах та, — кулса ячĕ Лисук. — Эпир ăна кĕçĕрех майлаштаратпăр. Тăраткаланчăк çӳçлĕ, вăрăм сăмсаллă ӳкерĕпĕр ăна. «Эпĕ тем калама та пултаратăп! Эпĕ ку бригадăра хам хуçа. Эпĕ — Пракка, тĕксĕр пыркка»! — тесе çырăпăр...
Çакна илтсен Татюк та ăшшăн кулчĕ, унăн пусăрăнчăк кăмăлĕ уçăлчĕ.
Каç пулас умĕн бригадăри стена хаçачĕ тухрĕ. Унта тыр-пула часрах пухса кĕртесси çинчен çырнă, Прокопий Александров бригадира та хытă «чĕпĕтсе» илнĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...