Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ


Пуп арăмĕ хăй йывăр çынне пĕлтерни, макăра-макăра ӳпкелени Михха кăмăлне кăштах пăснăччĕ. Вăрмана кĕрсен каллех уçăлчĕ. Çул икĕ айккипе ларакан улмуççисем çинче улмисем сухан çыххи евĕр çакăнса тăраççĕ, Шĕшкĕсем çинчи мăйăр курланкисем хăмла пек курăнаççĕ. Пилешпе палан пиçейменха, хĕвел пайăрки ӳкнипе кĕмĕллĕн йăлтăртатаççĕ. Сывлама уçă, çăмăл. Энĕшкасси вăрманĕ, унăннипе танлаштарсан саплăк çеç пулин те, тăваннăн туйăнать.

Вăрмантан тухса уя кĕчĕç. Михха çĕрне çитесси те инçе мар ĕнтĕ. Вăл çĕкленсе пакур çине тĕренчĕ те — вĕçĕ-хĕррисĕр ыраш пусси курăнчĕ. Унта шучĕ çук йышлă хĕрарăм тыр вырать. Çывхарсан, Михха таса е таса мар вырнине тĕрĕслес шутпа тăрантас çинчен анчĕ. Кашни каçалăках тишкерсе, васкамасăр утрĕ. Хуçан тыррине халиччен те. Выракансем вăл кунашкал тĕрĕсленине, таса мар выракана кунĕпе ĕçлесен те пĕр пуссăрах хăваласа янине пĕлекенсем тирпейлĕрех вырма тăрăшрĕç, ыттисене те çавнах тума хушрĕç.

Хĕрарăмсен илемлĕ кӳлепи Миххана улахри пекех илĕртрĕ. Аскăнлăхне манашкăсем патĕнче вĕçтерсе хăварман пулсан, хăшĕнпе те пулин вылякалĕччĕ те. Халь тутă та рехетлĕ куçĕпе пăхса:

— Тăрăшăр, тăрăшăр, хĕрĕмсем... Хăвăрт вырса пĕтерсен, пĕрер кĕпелĕх хушса паратăн! — терĕ.

Хĕрарăмсенчен ютшăнса пыма хăтлансан та, Михха пĕрин тĕлне çитсен ирĕксĕрех чарăнчĕ. «Ăçта, хăçан курнăччĕ эпĕ ку кĕпçе пек яштак пӳ-сие?» Лешĕ пуçне çĕклемесĕрех ывăçри тыррине çыхă çине çавăрса хучĕ те каллех вырма пикенчĕ. Михха сасартăках темиçе çул каярах пулса иртнине аса илчĕ. Йăлăмран утă çулса каçсан, пĕррехинче Михха Атăл çинчен таврăнчĕ те хĕре урари аттине хывма хушрĕ. Лешĕ атта хывма тăрсан, ăна хăй çине туртса ӳкерчĕ. Чăлана йăтса кĕрсе вырăн çине пăрахрĕ. Май килмерĕ, пĕр сăрнайĕ кансĕрлерĕ. Çитменнине, турчкапа ислетрĕ. Михха хĕре пусмăрлайманшăн эрленсе ассăн сывларĕ: «Сăрнай темерĕн, мана кăмăлна парăннă пулсан, паян кун та хуçа арăмĕ евĕр пурăнаттăн... Халь ĕнтĕ ĕнсӳ татăласла мекĕçленсен те, тăраниччен çиеймĕн». Миххан çак хĕрарăмпа хирĕç тăрса калаçас килчĕ. Ан тив, хăй ăссăртан тарăхса пурăннине туйса хурлантăр. Енчен халь те парăнманла хăтлансан, Миххана хисеплемесен, ĕçрен хăвалама та юрать.

— Кĕтерук, турă пулăштăр! — хаваслă та шӳтле сасăпа чĕнчĕ Михха.

— Тавтапуç!

Пуçне çĕклесе пăхмасăрах саламлани Михха камăлне пăсрĕ. Ĕнтĕ тем туса пăрахма та сăлтав тупăнчĕ. Анчах йĕкĕлтесе путарас шухăшĕпе кулсарах каларĕ:

— Паян миçе тĕм турăн-ха?

— Шутламан...

Михха авăкланма пуçланипе сассине хăпартрĕ:

— Миçе тĕмне шутламасăр мĕнле выратăн?

— Шутлама мĕне кирлĕ мана? Хуçан тырри, вăл шутлатăр!

Миххашăн ку ытлашши те пулчĕ. Вăл ăна çĕр тӳсейми хур кӳрсе ĕçрен хвалама та хатĕрччĕ, хăма çуракан завод вăхăтсăр, халиччен илтменле вăраххăн та çуйлăн кăшкăртса яни чăрмантарчĕ. Малтанах Миххана таçта вут-кăвар хыпса илнĕ пек туйăнчĕ. Ун чухнехи пек кăшкăртманнине уйăрсан, Атăлкассинелле вĕçтерме шут тытрĕ. Анчах тăрантас еннелле ура пусма та ĕлкĕреймерĕ — Кĕтерук тӳрленсе тăчĕ те, хуçа ыйтăвĕ çине хуравланă пек, пĕтĕм сассипе йыхăрчĕ:

— Эй-й!.. Тусăмсем! Вырма пăрахăр!

Сасартăк вуншар хĕрарăм кăшкăрса пĕтĕм уй-хире янратса ячĕç:

— Хĕрарăмсем, вырма пăрахăр! Вырма пăрахă-ăр-р! Хĕрарăмсем Михха куçĕ умĕнчех пуçланă кĕлтине те тултармасăр Кĕтерук патнелле чупрĕç.

Халлĕхе ним ăнланмасан та, Михха Кĕтерука хаяррăн хăтăрса пăрахрĕ:

— Çынсене вырма пăрахтарма мĕнле хăйрăн!

— Ху илтмерĕн-и, завод кăшкăртрĕ! — хавхалануллăн тавăрса хучĕ Кĕтерук.

— Мĕн терĕн?

— Завод кăшкăртрĕ, ĕçе пăрахма вăхăт терĕм. Акă ĕнтĕ юлашкинчен те пулин санпа калаçма самант килчĕ.

Миххапа Кĕтерука пĕр ушкăн хĕрарăм карталаса илчĕ. Ыттисем те чупа-чупа çитнĕçемĕн карта аслăланса, çăтăланса пычĕ.

Хăйне читлĕхе лекнĕ тискер кайăк пек туйнипе Миххан ӳсĕрĕ-мĕнĕ çăва патне вĕçсе кайрĕ. Вăл кунашкал лару-тăрăва мĕнле çакланнине тата малалла мĕн тумаллине те тавçăраймарĕ. Çак çеç паллă ĕнтĕ ăна: мĕнпур айăпĕ Кĕтерукра. Хĕрарăмсене вăл ĕçе пăрахтарчĕ.

Кĕтерук шухăшне малалла каларĕ:

— Ан ман, хуçа... Енчен эпир мĕн ыйтнине памасан, тырруна пуçĕпех вырмастпăр!

Михха ирĕксĕрех аса илчĕ: кунашкал сăмахсене вăл çуркунне бурлаксенчен илтнĕччĕ. Нивушлĕ хĕрарăмсем забастовка тума шутланă? Куна ниепле те тӳсме çук!

— Эсĕ, сăрнай, мана хирĕç тăма-и? — кăшкăрса пăрахрĕ те Михха, чышкине чăмăрласа, Кĕтерук еннелле утăмларĕ.

— Майперех пул, хуçа! — ним хăрамасăр астутарчĕ Кĕтерук. Алăри çурли хĕвел çинче хăрушшăн çиçсе илчĕ.

— Майпе, сехмет!

— Тĕкĕнме ан хăй!

— Çакăнтах виле йытă пек выртса юлăн! — шавларĕç хĕрарăмсем, çурлисене вылятса.

Михха шартах сикрĕ. Чăмăрĕсем уçăлчĕç. Ун умĕнче хăй патĕнче тарçăра пурăннă, ялти путсĕр çын арăмĕ мар, темле юмахри аслати те кăра çил кăларакан асамçă тăнăн курăнчĕ.

— Майперех пул, хуçа! — татах астутарчĕ те Кĕтерук малалла каларĕ: — Халь эпĕ татăк çăкăршăн, çинĕ-çимен, çĕрне-кунне, канăçне-мĕнне пĕлмесĕр сан вараланчăк çи-пуçна тасатакан чура мар!

Хĕрарăмсен хушшинче йĕпĕслĕ сасăсем илтĕнчĕç:

— Лайăхрах ислет ăна! Ĕмĕр тăршшĕпех ан мантăр!

— Эсир пылпа çу çинче ишмелĕхне пилĕкĕме пайтах хуçнă, кĕлтума та макăрма тата телейсĕр ăраскалăма ылханма çеç пултаракан Кĕтерук мар эпĕ текех! Эпĕ халь — урăх Кĕтерук! Эпĕ халь — çын! Анчах сан йышши мар. Мĕншĕн тесен эсĕ çын мар — сехмет! — Кĕтерук сывлăш çавăрма чарăнчĕ. Тăнăçлăн та хаяррăн пăхса тăраççĕ хĕрарăмсем. Хăш пĕрисен куçĕнче куççуль пĕрчисем йăлтăртатаççĕ. Михха та хăрушă шăплăха сирме хăрать. Кĕтерук аллипе сывлăша кастарса илчĕ: — Мĕн каласси пур вара... Мана çеç хĕн-хур кăтартнă-и эсĕ! Манран çеç мăшкăлласа кулнă-и?.. 'Сан юнлă та çăткăн аллусем çитнĕ çĕрте: Атăл çинче, вăрманта, улăхра, уй-хирте — пур çĕрте те эсĕ пуймалăхне хĕн-хур тӳсеççĕ. Çакăншăн эсĕ — сехмет! Çавăншăн тăр-кăнтăрлах çĕршер бурлака çаратрăн. Вĕсем сан мулна юханшывпа антарса панă. Эсĕ вĕсене улталарăн. Халь ĕнтĕ сутăнчăк суд хӳтĕленипе бур-лаксен мăйне татасшăн.

Кĕтерук çине пăхса, ун сăмахĕсене итлесе тăнă май Михха, ку хĕрарăм мар, асамçă иккенне чăнласах ĕненчĕ. Çав путсĕр çын арăмĕ, ĕмĕрхи тарçă хĕрĕ çак сăмахсене ăçтан тупса калайтăр! Тата ытти çĕршер хĕрарăма ăçтан хăй майлă çавăрайтăр!

Хĕрарăмсем, Кĕтерука итлесе тăнăçем, хăйсен çын тивĕçлĕхне ытларах туйнипе мăнаçланчĕç, сехметпе çĕнтеричченех кĕрешес вăй-хăватне татах çирĕплетрĕç.

— Хăвах илтрĕн, — малалла каларĕ Кĕтерук, — завод пире санпа кĕрешме чĕнчĕ. Эпир паян, йывăр ĕçпе аманнă çанçурăма тӳрĕ тытса, сана çакна тума хушатпăр: чи малтанах, çуркунне çаратнă пилĕк пин тенке бурлаксене тавăрса пар. Округ сучĕ йышăннă киревсĕр ĕçе сӳнтер. Халь йывăç тиенĕ çĕрте бурлаксемпе килĕшсе çĕнĕ договор ту. Ку çеç те мар-ха, тырă вырнăшăн пире кунне пĕр тенкĕ тӳлетĕн, мĕн ĕçленине кашни кунах парса пыратăн. Паян ĕçленине кĕçĕр тӳлемесен, ирхине ĕçе тухмастпăр. Кăнтăрлахи апат валли хăймине пуçтарнă сĕт мар, чипер сĕтех илсе килетĕн. Эпир ыйтнипе килĕшмесен, туртана каялла çавăрса кӳлетпĕр те, тырру-пуллу çакăнтах юхса тухсан та, вырма тытăнмастпăр! самантлăха Кĕтерук каллех чарăнчĕ. Вара, сывлăша ӳпке тулли çăтса, пĕтĕм сассипе кăшкăрчĕ: — Тусăмсем, тĕрĕс каларăм-и эпĕ!

— Тĕрĕс! Тĕрĕс!

— Çаратнă укçана бурлаксене каялла тавăрса патăр!

— Кунне пер тенкĕрен кая тӳлесен, вырмастпăр!

— Хăймине пуçтарнă сĕт кирлĕ мар пире!

— Килĕшмесен, тырри-пулли çакăнтах çунса кайтăр! — хăюллăн та янравлăн шавларĕç хĕрарăмсем.

Михха хĕрарăмсен чĕрене касакан сассисене итлесшĕн мар карттусне пусарах лартрĕ те шав лăпланасса кĕтсе илмесерех урапа еннелле çаврăнчĕ.

Хĕрарăмсем, икĕ еннелле сирĕлсе, çул турĕç.

Михха хĕрарăмсен хушшинчен сирпĕнсе тухрĕ. Тăрантас çине хăпарса ларчĕ. Хуçи хушасса кĕтмесĕрех, Трифун урхамахне хăваларĕ. Хĕрарăмсен хаяр сасси Михха хăлхинче янласа пычĕ.

— Бурлаксене пилĕк пин тенке тавăрса пама ан ман!

— Кунне пĕр тенкĕ тӳлемесен, пурпĕр вырмастпăр!

— Хăймине пуçтарнă сĕт кирлĕ мар пире!

— Килĕшмесен, тырри-пулли çакăнтах çунса кайтăр. Тăрантас куçран çухалсан, хĕрарăмсем шăпланчĕç те каллех Кĕтерук еннелле çаврăнчĕç. Хавасланнă сăн-пичĕсенче куçсуль ялтăрать.

— Хаклă тусăмсем!.. — хавхалануллăн чĕнчĕ Кĕтерук. Малтисем кĕпĕрленсе пырса Кĕтерука ал-вĕççĕн çĕклерĕç. Вăл пурне те курăнакан пулчĕ.

— Хаклă тусăмсем!.. — тем пекех хумхансан та, янравлă сăмах пуçарчĕ Кĕтерук. — Юехмет нумай терт кăтартнă» пире! Нумай мăшкăлланă! Нумайăшне тĕп туса ыйткалакансен хутаçне çактарнă... Паян эпир хамăрăн çынлăхшăн, ĕç тивлечĕпе пурнăç тăвассишĕн, хĕн-хур çапса хуçнипе вăхăтсăр тупăка кĕрсе выртассине хирĕç, вилĕмле хĕрешĕве тухрăмăр. Çак аслă кĕрешӳре эпир ним те çухатмастпăр! — Кĕтерукăн «Пусть господствующие классы содрогаются перед коммунистической революцией. Пролетариям нечего терять в ней кроме своих цепей. Приобретут же они весь мир...» тесе калас килчĕ, анчах шарламарĕ. Революциллĕ сăмахсене илтмен хĕрарăмсем ăçтан ăнланайĕç ăна. Хам чĕлхепе каласа панине лайăхрах тăна хурĕç тесе шутларĕ. — Сехмет пуян та хăватлă, тӳре-шарасем ун майлă. Пурпĕр эпир-ĕçлесе памасан вăл — виле кăна. Çавăнпа эпир унран вăйлăрах та хăватлăрах. Эпир пурте пĕр чăмăр чухне — сехмет çĕнтереймĕ! Хаклă тусăмсем, çакна та ан манăр: сехметпе кĕрешес çĕрте эпир пĕччен мар. Пирĕнпе пĕрле хăма çуракан заводри рабочисем, рейдăра ĕçлекен бурлаксем, улăхра утă çулакансем, пĕр сăмахпа, Миххан мĕнпур тарçисем кĕрешеççĕ. Пирĕн хута кĕме ытти рабочисем те хатĕр. Анчах çĕнтерӳ çăмăллăн килессе ан шанăр. Сехмет пире чĕркуçлентересшĕн хурăн пуçлă çĕленĕн те курăнĕ, полицейскисемпе те хăратĕ. Чĕрене хытарăр, чĕтресе ӳкме ирĕк ан парăр! Хамăр хушăра хăравçăпа сутăнчăк этем тупăнсан, ăна çавăнтах çапса пăрахăр! Ун йышши çĕлен-калта çутçанталăка вараласа ан пурăнтăр... Хаклă тусăмсем, çĕнтеричченех çирĕп тăма сăмах парса, çак таса уйра тупа тăвар!

— Тупа тăватпар! — хавхалануллăн та хаяррăн янларĕ хĕрарăмсен сасси.

Кĕтерука çĕре тăратрĕç. Вăл чĕркуçленсе çĕре çыртрĕ. Ун хыççăн ыттисем те чĕркуçленсе çĕре çыртрĕç.

 

II

Упăшки ĕçĕсемпе питех интересленмен пирки Лукарье завод вăхăтсăр кăшкăртнине йӳпсесех каймарĕ. Ăна урăххи хăратса пăрахрĕ. Кил хушшине сурăхсем сĕрлесе кĕчĕç. Вара ĕнесене, пăрусене, юлашкинчен хурсене те кĕртрĕç. Лукарьене кĕтӳ çӳренĕ çĕрте темле инкек сиксе тухнăн туйăнчĕ. Хапхаран чупса тухрĕ те вăл тепĕр тĕлĕнмелле япала курчĕ: кунта кĕтӳçсем çеç мар, сысна, чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк пăхакансемпе ĕне сăвакансем пухăннă та вĕсене ватă кĕтӳç Кавĕрле тем каласа ăнлантарать.

— Мĕн пулнă? Выльăхсене ма хăваласа кĕртрĕр? — сывлăшне аран çавăрса каларĕ Лукарье.

Тарçисем ун еннелле çаврăнчĕç, анчах пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕç. Вĕсен умĕнче — хăйсене алăра тыткалама хăнăхнă, пĕр сăмахне итлеменшĕн тем туса пăрахма пултаракан хуçа арăмĕ.

— Выльăхсене ма вăхăтсăр хăваласа кĕртрĕр? Кавĕрле пичче, санран ыйтатăп, ма шарламастăн? — Çуйланнине пытараймасăр каларĕ Лукарье..

Ватă кĕтӳç парăнма хăнăхнă йăлипе çĕлĕкне хывса, хул хушшине хĕстерчĕ. Вара хĕн-хур айĕнче пурăнса та тĕксĕмленмен куçĕпе Лукарье çине пăхса хуравларĕ:

— Мĕн пуласси-мĕнни, Лукерья Семеновна. Хăма çуракан завод кăшкăртнине хăвăр та илтрĕр-и, тен... Вăл пире шурăмпуç хыççăн хĕвеллĕ кун çитнине хыпарларĕ. Эпир чурасем çеç мар, çынçем иккенне те пĕлтерчĕ. Сире эпир хамăр алăпа мул пухса панă. Акă, хамах илсен те, сирĕн патăрта ĕçлесе суха хăми пек авăнтăм. Инçе пин пуç выльăх пăхса ӳстермен эпĕ? Эсир мана пурĕ те чуна усрамалăх кăна тӳлетĕр. Эпĕ сирен пата килнĕ чухнех пекех çĕтĕк-çурханах. Ватăлса утайми пулсан ăçта выртса вилесси те паллă мар. Паян пуриншĕн те кăштах тӳлеттерес шухăшпа кĕтĕве ир хăваласа кĕртрĕмĕр...

Лукарье çуркунне бурлаксем çак май калаçаççĕ тенине илтнĕччĕ. Бурлаксем хуть вăрманта е Атăл çинче çӳресе чурăса тухнă этемсем. Кусем килти çынсем майлахчĕ. Ялан куç умĕнче, ал айĕнче пурăннă. Кавĕрле мучи текеннипе Лукарье имени çуртне куçнăранпа кашни кунах тĕл пулнă. Вăл хирĕç чĕннине мар, сассине кăларнине те илтмен. Ыттисене те çирĕп алпа тыткаланă. Сасартăк çав шанăçлă та парăннă тарçăсем темле кичемле сӳпĕлтетеççĕ. Улпут йĕркисене пăсса, выльăх-чĕрлĕхе киле хуса кĕртнĕ. Лукарьен, пĕр шухăшласан, ват кĕтӳçе питĕнчен çутăлтарса ярас килчĕ. Хĕрарăмсене çивĕтне тапăлтарсан та çылăх мар. Анчах вырăнтан хускалмасăр, çăварне уçаймасăр хытса тăчĕ.

Ватă кĕтӳç сăмахне малалла тăсрĕ:

— Хуçана çакна калăр: вăл çуркунне йывăçа мольăпа хăваласа антарнă çынсене çаратнă... Тавăрса патăр. Пирĕн шалăва та уйăхне вунă тенке çитертĕр. Кĕтӳре çӳренĕ чух выльăхсене пăхнă çĕрте тăхăнма тумтир, урана сырмалли ахалех патăр. Тип шӳрпе çеç сыпнипе урасем аран улшăнаççĕ. Ĕçре чирлесе ӳксен, кăларса ан ывăттăр. Эпир ыйтнисемпе килĕшмесен, выльăхăр-чĕрлĕхĕр çакăнтах вилсе пĕтсен те, пăхмастпăр,.

Шухăшне вĕçлесен, Кавĕрле çĕлĕкне тăхăнчĕ те айккинелле пăрăнчĕ. Ун хыççăн ытти тарçăсем те утрĕç.

Лукарье темле инкек сиксе тухнине чухларĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕхе халех кĕтĕве хуса каймасан, мĕн курĕç. Кил хушшинче мĕнпе тăрантарас вĕсене? Ĕнесем сĕт чакарĕç, тупăш пĕчĕкленĕ. Вăл хăвăртрах упăшкине тупса пĕлтересшĕн тимĕр хапха еннелле чупрĕ.

 

III

Хăма çуракан завод та ĕçлеменнине асăрхасан, Михха хĕрарăмсем сӳпĕлтетни ахальтен маррине ăнланса çитрĕ. Ав, рабочисем суртлакан площадка пухăннă. Пĕри сăмах калать пулмалла. Кам-ши? Михха палласа ĕлкĕреймерĕ, Волжанинов çӳллĕ вырăнтан халăх хушшине чăмса çухалчĕ. Унăн юлашки сăмахĕ çак пулчĕ: «Юлташсем! Пирĕн çĕнтересси хамăртан килĕ. Çавăнпа çирĕп тăма сăмах тăвăр! Сутăнчăксене иим шеллемесĕр пĕтерĕр!»

Михха тăрантас çинчен анчĕ те халь çеç Волжанинов тăнă вырăна, урнă кашкăр пек, сиксе хăпарчĕ. Çисе ярасла пăхса, сурчăкне сирпĕтрĕ:

— А-а, сăрнайсем! Пăлхав тума шутларăр-и?! Çĕпĕре каторгăна каяс килчĕ-и?!.

Ытла та тĕлĕнмелле: халăх, хăраса саланас вырăнне, вырăнтан та хускалмарĕ. Хушăран хаяр та юнавлă сăмахсем илтĕнчĕç:

— Ан хăрат!

— Мĕн хăратнипе çитет!

Михха кам сасă панине асăрхаса юлма тăрăшрĕ.

— Хӳтлĕхрен чĕлхе тăсма хăякан сăрнай кам вăл?!

— Эпĕ!

Кăнтăрлахи сменăра ĕçлекен кăчакар иккен. Ĕçри тумĕпех. Ку таранччен ним тусах та хăйне хăй палăртман, хуçана тĕл пулсан, çĕлĕкне хывса пуç тайнă. Çак çын хăйне паллаштарнипе çеç çырлахмарĕ, мала тухса тăчĕ.

— Чĕлхене тăсма хăяканни эпĕ-ха! — тепĕр хут çирĕплетрĕ те кăчакар пуриншĕн те сăмах калама тытăнчĕ; — Анчах хӳтлĕхе пытанма шутламан та. Унашкал йăла пирĕнте çук. Мĕн тесе пытанмалла, тет, пирĕн? Эпир никама та çаратман. Пирĕн чĕресем çын умĕнче тӳрĕ те таса. Çĕпĕре ярассипе те ахалех хăрататăн. Пирĕншĕн кунта та каторга. Тата çакна та йăнăшатăр: паянлăха пăлхавçăсем мар-ха эпир, забастовка кăна пуçарнă. Пире ĕçе кăларас тесен, акă мĕн сĕнетпĕр сире! Малтанах, çуркунне бурлаксене çаратнă пилĕк пине тавăрса пар. Суд ĕçне сӳнтер. Халь ĕçленĕшĕн бурлаксене пуçламăшĕнчех договор туса тӳле. Заводра сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ пултăр. Сакăр сехетрен ытла ĕçлеттерсен, хушса тӳле. Ĕçленĕ çĕрте инкек тивсен, вăл амансан-тусан сываличченех ĕç укçи тӳле. Çулталăкра икĕ эрне хушши канмалли кун туса пар. Ĕç укçи пуринне те çирĕм пилĕк процент ӳстер.

Кăчакар сăмахне пĕтерчĕ те çынсем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Халăх Михха мĕн каласса кĕтрĕ.

Миххан, уй-хирти пекех, хăй куçĕпе мĕн курнине, хăлхипе мĕн илтнине ĕненес килмерĕ. Кусем те шутленĕ пек туйăнчĕ ăна. Вăл тискеррĕн ахăрса ячĕ:

— Акă, мĕнле сăрнайсем иккен эсир?! Миххана парăнтарма шут тытнă! Хăвăра хăвăр хуçа, мана чура тăвасшăн-и? — Сасартăках ахăрма чарăнчĕ. Юнавлă сасă Çине куçрĕ: — Пĕлетĕр-и, сирĕн йышши сăрнайсене пуслăхпа тийĕп! Ман патăмра ĕçлеме килĕшменннсем, халех тасалăр! Ĕçлес текеннисемпе кăмăллăн калаçма хатĕр! — Михха хăратса та илĕртсе рабочисен çирĕплĕхне хавшатма, вĕсене икĕ пая уйăрма хăтланчĕ. Рабочисен хушшинчен çав-çавах татăклă сăмахсĕм тапса тухрĕç.

— Ан юна! Пире текех пĕччен-пĕчченĕн сутăн илеймĕн!

— Курăпăр, пирĕн вырăна ĕçлеме камсем килĕç!

— Халăх, мĕн пуплесси пур çавăнпа! Саланас!

Тепĕр самантран суртлакан площадкăра Михха пĕчченех тăрса юлчĕ. Тавралăх шăпланчĕ. Паçăр çеç çăра тĕтем йăсăрланан мăрье тӳленелле пушшăн та кичеммĕн кармашать.

 

IV

Завод кăшкăртма тапратсанах рейдăри бурлаксем шӳтле юррине татрĕç. Ĕçлеме чарăнса çĕлĕксене хыврĕç, завод сассине, тупа тунă чухнехи пек, хавхаланса итлерĕç. Чĕрисем çуйлăн та пăлхавлăн тапрĕç. Кашниех: «Пуçланчĕ!» — тесе шухăшларĕ. Завод шăплансанах, йыхравлă кăшкăрнă сасăсем Атăл тăрăх янласа кăйрĕç:

— Шапа-аç-ç!

Хуçине ăсатсан, кăштах çӳрерĕ те Хĕлип, бурлаксем ку вăхăтра яланах тăрăшса ĕçленĕрен, выртса канма шутларĕ. Завод вăхăтсăр кăшкăртнипе вырăн çинчен сиксе тăчĕ. «Шапаç!» тени ун чĕрине теме сиснĕн хускатрĕ. Кантуртан сирпĕнсе тухрĕ те бурлаксем такам хăваланă пек çыран хĕрринелле чупнине курчĕ. Малта пыракансем плашкут çине кĕме те ĕлкĕрнĕ. Ĕнтĕ Хĕлип çакна ăнланчĕ: хуçа ăна бурлаксене хăвалама, маткăна ик-виç кунтан кая юлмасăр тиесе тултарма хушса хăварнăччĕ. Бурлаксем, васкаса ĕçлеме мар, апат вăхăчĕ çитмесĕрех ĕçе пăрахнă. Хуçа пĕлсен мĕн калĕ! Хĕлип кĕтесре тăракан пакурне илчĕ те плашкут çине чупса кĕчĕ. Пакурне çавăр-каласа, хаяррăн кăшкăрчĕ:

— Чарăнăр! Каялла таврăнăр! Ĕçе тытăнăр!

Малта пыракан,бурлакĕ Хĕлип пакурпа çапса пăрахасран хăранипе ирĕксĕрех тăчĕ. Ăна пула хыçалтисен те чарăнма тиврĕ. Çуйхашнă сасăсем илтĕнчĕç:

— Утăр! Утăр! Путатпăр!

Яланхи вăхăт пулсан, бурлаксем каçса кайсах кулĕччĕç. Икĕ пĕренене юнашар çыхса тунă плашкут, çынсем чупнă чухне тӳснĕскер, халь тăршшипех тăрса тухнăран пута пуçларĕ. Бурлаксем шыва сике-сике ишрĕç. Хаяр шав çĕкленчĕ:

— Мĕн пăхса тăратăр! Шыва тытса ывăтăр!

Хĕлип вăрă-хурахла сисчĕвлĕхĕпе тек хирĕçсен ырă курас çуккине тавçăрчĕ. Плашкут çинчен тухас шутпа каялла çаврăнчĕ те çӳçĕ-пуçĕ вирелле тăчĕ. Ăшăхрах çĕре сикнĕ бурлаксем ун çулне пӳлме те ĕлкĕрнĕ иккен. Хĕлипе ялан сехрене хăптаракан шухăш пырса кĕчĕ: «Асаплантарса вĕлересшĕн мар-и вĕсем?» Çухалман тăнпуçĕ хăравçăлăхне сирчĕ. «Михха тарçине пӳрнене те тĕкеймĕç». Тăнăçланма хăтланнă сассипе хыттăн каларĕ:

— Ĕçе пăрахма мĕнле хăйнă эсир?! Халсх каялла таврăнăр!

— Эпир ĕçе пăрахма хăйни çинчен хуçака каласа парăпăр! Санпа, вăрă-хурахпа, сăмах уйрăм! Сан шăпу тахçанах Атăл тĕпĕнче! Тахçанах пулăсем валли апат пулмалла, — татса хучĕ чи çывăха пынă бурлакĕ.

— Атăла ывăтас!

— Чи тарăн çĕре ярăнтарас! — шавларĕç Хĕлипе хупăрласа илнĕ бурлаксем.

Хĕлип нумайранпа Атăл хĕрринче пурăнса та ишме вĕренейменнипе шывран вутран та ытла хăрать. Ун шучĕпе, вут-кăвартан тарса хăтăлма май пур. Хăй ĕмĕрĕнче пайтах кул-çурта вут тивертнĕ вăл. Çыннисем çунса кайнине астумасть. Шыва ӳксен, çăлăнас çук вара. Чул пекех тĕпне ярăнăн. Хĕлип пусма вырттарнă выльăх пек чĕтрерĕ, пит-куçне виле сăн çапрĕ. Вăрă-хăрахсен йышĕнчен уйрăлнăшăн пуçламăш хут хăйне хăй ӳпкелерĕ. Вăл сăмах калама ĕлкĕриччен ăна бурлаксен çирĕп те вăйлă аллисем ярса тытрĕç. Халь çеç хăйсем путнă плашкут тăрăх рейда хĕрринелле сĕтĕрсе кайрĕç. Хĕлип шывран хăранине пĕлнипе юри кăшкăрашрĕç:

— Шаларах! Тарăнтарах çĕре сиктерес! Рейдăн тулашĕнчи плашкучĕ çине сĕтĕрсе çитерсен, бурлаксем чарăнчĕç. Хуллăн-пĕççĕн йăтрĕç те Хĕлипе пуçхĕрлĕ тăрăнтарчĕç.

«Пĕтрĕм...» — Юлашки сывлăшĕпе шухăшлама ĕлкĕрсенех, Хĕлип шыв çăтма пуçларĕ.

Шыв çăтса антăхма памарĕç ăна. Каялла туртса кăларчĕç те, сывлăшне çавăрсан, каллех ярăнтарчĕç.

— Тăхтăр-ха, тăхтăр! — терĕ пĕр бурлакĕ, — ят хумасăрах шыва кĕртес мар.

— Мĕн ятлă хурас?

— Вăрă-хурах ятлах пултăр! — тесе кулчĕç те çӳçĕнчен тытса шыва чăмтарчĕç. Темиçе хут çапла путара-путара кăларсан, кĕсменсĕр кимĕ çине пăрахрĕç те шалалла тĕкрĕç, шавласа ăсатрĕç.

— Хуçана кала, тепрер сехетрен кунта килмесен, пурте пăрахса каятпăр!

— Хурал та хăвармастпăр!..

Хĕлип кимĕ тĕпĕнче халăх шавне илтнĕ-илтмен выртать. Вилесрен хăтăлнăн сунса, тăна кĕме те пуçланăччĕ — пăрахут хӳтлеттерсе çывхарнă сасă тепĕр хут минретсе пăрахрĕ. Чĕркуççи çине тăрса пăхрĕ те, анатран хăпаракан пăрахут тӳрех ун çинелле çул тытнине курсан, вилĕм тепĕр хут килнĕн туйрĕ. Хӳре тытман кимĕ, пăрахут айне кĕресшĕн пулнă пек, хирĕç юхать. Вĕсен хушши хăвăрт кĕскелсе пырать. Ĕнтĕ çăлăнăç çук. Кĕçех пăрахут таптаса кайĕ те, Хĕлип шыва путĕ, унта вилтăприне тупĕ. Таптамасан та хумĕпе путарса хăварĕ. Умра вилĕм çеç, Халиччен куçа çиекен илемлĕ пăрахут халь Хĕлип чунне илме килнĕ эсрелĕн курăнать. Тӳсеймерĕ вăл, аллисемпе хăлаçланса, кăшкăрчĕ:

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 22