Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Михха çакнашкал тĕрлĕ çынсене пухса ĕçкĕ тунинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Японипе пыракан вăрçă унăн пуянлăхне темиçе хут та ӳстерчĕ. Кăçал акă Элнет шывĕпе юхтарса антарма çĕр пин тăваткăл чалăш ытла йывăç хатĕрленĕ. Çурчĕпе хирĕçех, Атăл хĕрринче виç рамăллă хăма çуракан завод ĕçлет. Тем лаптăкăш çыран тулли çурса хатĕрленĕ хăма купаланса выртать. Çуркунне ку хăмасене челенасем туса е баржа çине тиесе анаталла ăсатĕ. Ĕнтĕ Михха йывăççисемпе хăмисене Атăл тăрăх анаталла е кăнтăр енчи хуласене çеç мар, Раççей тулашĕнчи çĕр-шывсене те ăсатĕ. Хăй вăрманĕнче ӳсекен юманран катка-пичке тума хăма чутлаттарать те пулă тытакан вырăнсене — Каспипе ытти тинĕс таврашĕсене — ярса парать. Халь ĕнтĕ Миххан тырă амбарĕсем Атăлкассинче çеç мар, анатарах вырнаçнă хуласенче те пур. Атăл уçăлсан, хĕлле хатĕрленĕ тырпула тури хуласене ăсатĕ.

Кунсăр пуçне, Михха пиншер пуç мăйракаллă шултра выльăх, сысна, кайăк-кĕшек, чăх-чĕп усраса, вĕсене çар ведомствине тăратать, Мускавпа Питĕре ярать.

Михха ĕнтĕ Хусан, Чулхула, Ярославль, Самар тата ытти хуласенчи чаплă хуçасемпе çăкăр-тăварлă пурăнать. Вăл кĕпĕрнатăрпа та тус-йышлă. Анчах йăлара, пурнăçĕнче хăй чăвашне ниепле те пăрахаймасть. Тем таранах чаплă хуçасемле, пысăк вырăнта ларакан тӳре-шарасемпе тус-йышлă пулсан та, таврари чăваш пуянĕсенчен ютшăнмасть, вĕсен хушшинче пушшех хавасланать. Унăн сĕтелĕ çинче хулари ытти хуçасем лартса паракан çимĕçпе танах чăваш çимĕçĕсем те татăлмаççĕ. Паян та сĕтел çинче хрусталь черккесем, хаклă йышши ĕçме-çимепе юнашарах шăрттан, чăкăт, хуплу, çăмарта хăпартни, пăри пăтти пур. Эрехе те Михха пĕр черккерен ĕçтерет.

Ташламалли зал пушах. Пианино патне никам пырса тĕкĕнмен. Столовăйра виçĕ кĕслепе, виçĕ мăйлă купăспа чăвашсен хаваслă ташă кĕввине шăрантараççĕ.

Микулапа Анук пырса кĕнине пурте асăрхарĕç. Хĕрарăмсем, ахăртнех, Микула çине тинкерсе сăнарĕç те, унăн яштака пӳ-сийĕ, илемлĕ те вăй-хăватлă сăн-сăпачĕ, хуçалла капăр тумĕ хăшпĕрисен чĕрине хускатрĕ. Анук çине пăхрĕç те, чунĕсем кĕвĕçме тытăнчĕç. Вăл качча тухни ултă çул иртнине, унăн ывăл ача ӳснине пурте пĕлеççĕ. Анчах кăкăрĕ халь те арçын алли сĕртĕнмен пек, кĕпе умне çĕклесе тăрать. Пилĕкĕ те хĕр чухнехи пекех. Пичĕ-куçĕ тесен — уйăх та хĕвел. Çийĕнчи юсав та капăр тумĕ куçа çиет.

Михха тайкаланса ура çине тăчĕ. Пĕр мăшăрĕ ташланине мансах, аллипе сулса, музыкантсене чарчĕ. Ташлакансем кӳренсе хăйсен вырăнне таврăнчĕç. Михха, сăмах ӳсĕрскер, сăмахĕсене тăсарах та хаваслăн эхлетрĕ:

— Çухалнисем аранах тупăнчĕç!

— Ĕçкĕ вăйлă пултăр! — саламласа аллине тăсрĕ Микула. Михха ал тытмарĕ.

— Çук, тăванăм. Пирĕн патăрта кунашкал айкашмаççĕ. Пушăлла ал тытмаççĕ.

— Штрафнуй парас ăна!

— Штрафнуй пар! — хăнисен хушшинчен те хаваслă та шавлă сасăсем илтĕнчĕç.

— Ырă хăнасĕм». Тăхтăр-ха!... Пурне те йăла тăрăх та хăй вăхăтĕнче тăвăпăр. Халь мана кил хуçин тивĕçĕпе уçа курма ирĕк парăр! — терĕ те Михха черккене эрех тултарчĕ. — Микула, тав сана! — терĕ вара, черккине çӳле çĕклесе,

— Сав мана! — тав куркине ним пăркаланмасăр йышăнчĕ Микула.

Лукарье Анука тав турĕ. Иккĕшĕ те тĕппипе ĕçрĕç.

— Вăт ĕнтĕ... ал тытма та юрать... Салам... — Михха Микула аллине тус-йышлăн чăмăртарĕ. Анука саламланă чухне ун аллине вăрахрах тытрĕ. Умĕнче чĕрĕ Анук мар, асамлă хĕрарăм тăнăн курăнчĕ те пилĕк çул каярах ăна тапăнни усăсăр пулнăшăн эрленсе тутине çатăрр çыртрĕ.

Михха алли сĕртĕнсенех, Анук ӳт-пĕвĕ çӳçенсе кайрĕ. Вăл та Михха хăй патне пынине аса илчĕ, ăна курайман кăмăлĕ çивĕчленчĕ. Михха унтанпа пушшех те ирсĕрленнĕ иккен. Анук хăй аллине Михха аллинчен вĕçертесшĕн, евĕклĕх йăли хушнине те пăхмасăр, туртса илчĕ.

Лукарье, вутлăн-хĕмлĕн çиçсе, Микулана ал пачĕ. Хăюллăн куçран пăхрĕ.

— Эсир килнĕшĕн питех хавас...

— Салам... — хисеплĕн те кăштах хумханса хуравларĕ Микула, Мавра патĕнче мĕн пулса иртнине тахçанах маннă вăл. Лукарье Анука хур кӳме хăтланнине те сĕтĕрмерĕ. Асран кайми каçĕнче хăйне пырса систернипе, тен, вилĕмрен хăтарса хăварнăшăн яланах тав тунă.

Унтан Микулапа Анука хисеплĕ вырăна, Çеменпе юнанар, лартрĕç те, Михха черккене эрех тултарса Микулана тыттарчĕ.

— Ку вăт штрафнуй текенни. Улĕм нихçан та кая юлса ан çӳре!

Лукарье эрех тултарса Анука пачĕ.

— Сана та штрафнуй пултăр!

— Тĕрĕс! Вĕсене штрафнуй пама тивĕç! — хаваслăн та шӳтлĕн шавласа илчĕç хăнисем.

Микулапа Анук ирĕксĕртен ĕçрĕç.

— Тепрер черкке парăр!

— Маншăн та парăр! — шавларĕç хăнисем.

— Господа, татах штрафнуй черккине ĕçтересрен хăтарма ыйтатăп! — йăлăнчĕ Микула. — Манăн сирĕнпе пĕрле юрлас, ташлас килет. Эсир ĕçтерсе ураран ӳкересшĕн.

Анук штрафнуй черккине сиресшĕн сăра курки тытрĕ те сăвăлла юрласа ячĕ:

 

Арăмĕ лайăх-и,

Хуçи лайăх-и?

Арăмĕ лайăх-и,хуçи лайăх-н?

Пирĕншĕн пулсан арăмĕ лайăх,

Хуçи тата лайăхрах?..

 

Музыкантсем, халь çеç тăна кĕнĕн, Анука пулăшмалла кĕслипе хуткупăсне калама пуçларĕç, Лукарье те юрларĕ. Ун хыççăн ыттисем те юрлама тытăнчĕç. Михха та тӳсеймерĕ. Чăвашла пĕлменнисем юрă çаврăнăшĕ май сасă кăларса ал çупрĕç, Сăввăн иккĕмĕш сыпăкне Микула пуçарчĕ:

 

Хуçи лайăх-и,

Арăмĕ лайăх-и?

Хуçи лайăх-и, арăмĕ лайăх-и?

Пирĕншĕн пулсан хуçи лайăх,

Арăмĕ татах лайăхрах!..

 

Столовăя Кукмăрта тунă сăрлă çăматă тăхăннă, хĕрех çулалла çитнĕ арçын кĕчĕ. Хăй ахаль чухне çӳрекен тум тумланнă. Хĕрсе юрланă хăнисем асăрхама ĕлкĕриччен вăл хуçи патне пычĕ. Михха, юрлама чарăнса, ура çине тăчĕ те ăна ыталаса илчĕ.

— Хĕлип, хаклă тус-йышăм, мĕнле çитрĕн? Сывлăхсем мĕнле?

— Сывлăх калама çук çирĕп, хуçа. Çитессе те лайăх çитрĕм.

Хĕлип француз баронне вĕлерсе укçине пĕр пус пытармасăр илсе килнĕ каç сăмах панине Михха сая яман, ăна чи çывăх тус-йышĕ, чи çывăх пулăшаканĕ тунă. Хĕлип, пуринчен ытла йывăç кастарнă тата юхтарнă çĕрте ĕçлекенскер, халь çеç марисен енчи вăрмантан таврăнчĕ.

— Хăçан çитрĕн?

— Çуна çинчен антăм кăна. Хывăнса тумланма та ĕлкĕреймерĕм!

— Нимех те мар... Никамран та вăтанмалли çук... — Кунта вак-тĕвек çынсем çеçне пĕлтерсе ал сулчĕ Михха. — Вăрманти ĕç-пуçсем мĕнле пыраççĕ?

— Пĕтĕм йывăç пристаньре. Аллă ким вырăнта, Тата хăшпĕр хатĕрсене турттарса çитермелли çеç юлнă. Ана та килес эрнере турттарса пĕтерессе шанатăп. Вара йывăçа мольăпа хăвалама пурте хатĕр.

— Маттур, маттур! — мухтарĕ тарçине Михха, малалла ыйтса пĕлме тăрăшрĕ: — Кăçал Элнет пăрĕ хăçан ăлранать теççĕ çармăссем?

— Пĕлтĕрхинчен иртерех тапранасса кĕтеççĕ. Юр ытла шывлă теççĕ.

— Алла, эппин... — Шухăша кайнăн мăкăртатрĕ те Михха татах ыйтрĕ: — Йывăçа юхтарма хатĕрленес ĕçе хăçан пуçăнма шутлатăн?

— Тепĕр вырсарникун бурлаксене пухма тивет. Вара, пит кая юлсан та, юнкун унта каймалла. Йывăçа çырантан шыва йăвантарма самаях вăхăт кирлĕ.

— Аван, аван, тăванăм, — савăнчĕ Михха. — Ытти çинчен кайран калаçăпăр, Халь ĕçер те савăнар! — Михха стакана эрех тултарчĕ те арăмне чĕнчĕ, лешĕ çаврăнса пăхсан: — Кам килнине курмастăн-и-мĕн? — терĕ.

— Хĕлип таврăннă-çке! — вăрă-хурахран йĕрĕнсен те, упăшки кăмăлне ларасшăн çемçен чĕнсе ал пачĕ Лукарье.

— Сăра тултар-ха! — арăмне хушрĕ Михха. Эрех стаканне Хĕлипе тыттарчĕ. — Тĕппипе ĕç! Йывăçсене ăнăçлă хăваласа килес ячĕпе ĕç!

Хĕлип стакана шалт! ӳпĕнтерчĕ.

Хаваслă музыка тата юрланă шавпа киленнĕ хăнисем Хĕлип кĕнинĕ йăлтах манчĕç. Микула, хăйне хăй ниме асăрхаманла хăтлансан та, Хĕлиппе хуçи мĕн калаçнине çĕре ӳкермесĕр итлесе ларчĕ.

 

II

Хуткупăс каласа юрлакан ачасемпе катаччи чупма хаваслă пулин те, Уçкана вăл пурпĕр çырлахтармарĕ. Унăн юратакан хĕрĕпе çеç юлса аслă хирсем урлă çил пек шăхăртса каçас килчĕ, чăваш ялĕсем витĕр тухас килчĕ. Вăл урхамаха Михха кил-çурчĕ еннелле çавăрчĕ.

Тимĕр хапха патнелле çывхарсан:

— Уçка, ăçта илсе каятăн эсĕ пире? — кăмăлсăрланарах ыйтрĕ Ванюк.

— Сире кĕме вăхăт.

— Пӳртре мĕн тăвас унта? Пирĕн татах катаччи чупас килет!

— Эсир ахаль те нумайранпа чупатăр, Шăнса чирлесрен хăрушă.

— Ванюк, эсĕ ăслă ача вĕт.. — Уçка шухăшне çирĕплетрĕ Марье.

— Хăвах пĕлмелле... Хăçантанпа тулта ĕнтĕ эсир. Чирлесен мĕн тăвăпăр? Халь пӳрте кĕрсе ăшăнăр. Аннӳ те çапла каларĕ.

Анахвисĕн те анса юлас килмерĕ, Катаччи чупасси ытла та хаваслă, ытла та пархатарлă-çке. Çынсене курса çӳрени тата хăйсене кăтартни мĕне тăрать? Анчах кăмăлĕнче мĕн пуррине каламасăр ирттерчĕ.

Клавье амăшĕ хушнине аса илчĕ те Марье хутне кĕме васкарĕ:

— Ванюк, Анахвис! — Ĕнтĕ вăл тус-йышĕсен ячĕсене те пĕлет. — Атьăр пирĕн пата кĕрĕпĕр. Эпĕ сире пылак кучченеç çитерĕп, Унта чаплă музыкăнтсем ташă-юрă кĕвви калаççĕ. Хăнасем юрланине-ташланине куратпăр.

Ванюк юлашкинчен парăнчĕ. Пылак кучченеçе хапсăнса мар, ăна чаплă музыкантсем тен-и, вĕсем каланине итлес килни илĕртрĕ.

Параднăй алăк умне çитсен, Ванюкпа Анахвис ирĕксĕрех чарăнчĕç. Алăк патĕнче тĕлĕнмелле тумланнă кĕреçе сухаллă пысăк çын тăрать. Ванюксене вăл юмахри паттăр е асамçă пек курăнса кайрĕ.

— Ма чарăнтăр! — тус-йышĕсене чĕнчĕ Клавье. Лешсем швейцар çине тĕлĕнсе те хăраса пăхнине асăрхасан, кăмăлĕсене çавăрма васкарĕ. — Ан хăрăр, вăл сире тивмест. Ăна кунта алăка уçса хупма тăратнă. Атьăр!

Ванюкпа Анахвис швейцар тенине ăнланаймасан та, тĕлĕнмелле çын çинчен Клавье ним хăрамасăр калаçни вĕсен кăмăлне уçрĕ. Прихожăйра ачасем патне тепĕр çын васкаса пычĕ те çийĕнчи тумĕсене хывма пулăшрĕ. Вара Клавье вĕсене малалла ертсе кайрĕ. Столовăя çитсен, Ванюкпа Анахвис алăк патĕнче чарăнса тăчĕç. Вăрăм сĕтел икĕ айккипе капăр тумлă хăнасем ларса тухнă. Сĕтел тулли ĕçме-çиме. Сакăр музыкантпа пĕрле хăнасем юрă шăратаççĕ. Ку кĕвве Ванюк та калама пĕлет. Кăмăлĕпе вăл хуткупăсне халь туртса яма хатĕр, анчах ытла та ют çĕре килсе кĕни ун хăюлăхне тăлласа хучĕ.

Ванюкпа Анахвис ним тума аптраса тăнă çĕре Лукарьепе хĕрачи пычĕ.

— Тĕпелелле атьăр! — çемçен чĕнчĕ те Лукарье сĕтел патнелле ертсе кайрĕ. Пушă пукансем тĕлне çитсен, хĕр-ачине хушрĕ: — Юлташусене çакăнта ларт! — Ванюк хут-купăсне аллинчех тытса тăнине курсан, Лукарье хуткупăса диван çине илсе хучĕ...

Михха хапхинчен хăпсанах, Уçка Марьепе юнашар вырнаçрĕ.

— Ĕнтĕ ăçталла вĕçтерĕпĕр?

— Ăçталла кăмăлу савать, çавăнталла. Ванюксене килсе илес вăхăт çитиччен таçта кайса çаврăнма та ĕлкĕрĕпĕр.

Марье, Уçка пекех, кирек ăçталла кайма та хатĕрччĕ. Уй-хир урлă каçнă чухне никам куçĕ сăнаман, никам хăлхи илтмен çĕрте савнă каччăпа чунтан калаçма та ирĕк-çке... Анчах та хĕр чĕре туртăмĕ хыççăн каймарĕ. Каччăпа иккĕшĕ çеç катаччи чупса çӳренине пĕлсен, Энĕшкассинчи çамрăксем каçăхса кайсах кулĕç. Натюш мĕн калĕ тата? Ашшĕпе амăшĕ те кӳренĕç.

— Çук, ниçта та каймастпăр, Уçка!

— Ма? — тĕлĕнчĕ йĕкĕт. Чи чаплă урхамахпа иккĕшех катаччи чупса ырă курас хаваслăха хĕрĕ йышăнмасса кĕтменччĕ вăл.

— Юрамасть... — татса хучĕ Марье. — Пирĕн ял çыннисем мĕнлине хăвах чухламалла. Турă çырлахтăр, тем сӳпĕлтетĕç... — Уçка салхуллине сиссен, ăна йăпатма васкарĕ: — Иксĕмĕр çеç чупма аван маррине хăвах ăнланмалла. Чупасах тесен, тата кама та пулин лартмалла.

Уçкана каллех чун кĕчĕ. Марье пăрăнас шутпа мар иккен, хĕрĕн таса ятне упрасшăн çеç хирĕçлет.

— Кама тупса лартăпăр?

— Атя, пирĕн Натюша чĕнсе тухатпăр!

Уçка урхамаха станувуй кил-çурчĕ умне тăратрĕ. Марье кĕнĕ чухне Натюшпа ашшĕ хăйсен пӳлĕмĕнчех.

— Эсĕ мĕн çăмăлпа? — ыйтрĕ Натюш.

— Сана чĕнме кĕтĕм. Атя, Микула пиччен чи чаплă урхамахĕпе катаччи чупатпăр.

Натюш чĕри савăнăçлăн тапма пуçларĕ. Унăн та питĕ чупас килет-çке. Тата ытлашши ним ĕç те курăнмасть. Пĕтĕм станĕпе те дежурнăй стражник çеç. Ыттисем пурте хăнара. Тĕрĕсех, уретниксем Энĕшкассинчен таврăнман та... Вĕсем те ĕçке ячĕç-и, тен. Ахаллĕн çак таранччен тăрас çук унта.

— Пыраймастăп... — салхуланса хуравларĕ Натюш. Марье хăй аппăшĕн пысăк ĕçсем пур пулĕ тесе шутларĕ. Чĕри çеç кунпа çырлахмарĕ. Натюш килĕшменни ун ĕмĕтне те татать-çке.

— Ан тĕлĕнтер, аппа... Унччен ним те сиксе тухмĕ-ха. Ялти мĕнпур ача-пăча, хĕрупраç — пурте урамра паян, катаччи чупаççĕ. Атя ĕнтĕ... — йăлăнчĕ Марье.

Прахăрăн та хĕрне кăштах уçăлтарса çӳретес килчĕ. Натюш ытла та йĕп çинчи пек пурăнать-çке.

— Пыр, пыр. Эсĕ таврăниччен, Марье калашле, нимех те сиксе тухмĕ-ха. Вак-тĕвек ĕçсене хам та ĕлкĕрĕп, — терĕ вăл.

— Куртăн-и, атте те ирĕк парать. Атя, аппа!

— Ман тумланма кĕрек çук... — юлашкинчен кайма шутламан сăлтавне каласа пачĕ Натюш.

— Аппа, уншăнах тытăнса ан тăр! Ман кĕрĕке тăхăн. Эпĕ кĕçĕнни, мана сăхман та юрать.

— Хамăн кĕрĕк пур çĕртен санне тăхăнса лармăп-ха!

— Уй, аппа, тата тепĕр май пур. Малтан тӳрех киле кĕрĕпĕр те, эсĕ хывăнса тумланăн.

— Киле кĕрсе тухсан аванччĕ, хĕрĕмсем. Аннӳ пĕчченех, сире курасшăн çунать. Манран та пысăк салам калăр! — хушрĕ Прахăр.

Натюш килĕшрĕ. Васкаса сăхман тăхăнчĕ те, вĕсем урама чупса тухрĕç. Уçка хыçалтах ларнипе:

— Кучăр! Марш хăв вырăна! — васкатрĕ ăна Марье.

— Тархасшăн каçарăр! — шутлекелесе малти ларкăч çине куçрĕ Уçка.

— Тата, акă мĕн, кучăр, малтан пирĕн пата кĕрсе тухатпăр. Вара хуть кирек ăçта илсе кай!

— Итлетĕп, Мария Прохоровна!

Микулан магазинĕ тĕлне çитерехпе Уçка куракансен ушкăнĕнчен инçе мар Муравьев тăнине асăрхарĕ.

— Захар Павлович, салам!

— Салам, Уçка! — çĕлĕкне хывса хуравларĕ Муравьев.

— Пирĕнпе пĕрле катаччи чупма атьăр!

— Катаччи чупма? — терĕ те Муравьев çуна çинче ларакан хĕрсем çине пăхрĕ. Унта — унăн чунтан юратнă хĕрĕ. Кун пек час-час тĕл пулаймăн. Паян вăл ахаль те иртенпех ăна курасшăн çунать. Чăвашсен йăли чарман пулсан, Натюш çилленменнине пĕлес пулсан, пуринчен ытла вăрттăн ĕçлени чăрмантармасан, вăл паçăрах хăйĕн урхамахне кӳлсе тухĕччĕ те Натюша катаччи чупма чĕнсе кăларĕччĕ. Телей хăех çаврăнса çитрĕ. Хĕрĕн чысне, вăрттăн ĕçне те сиен кӳрес çук. — Эпĕ килĕшетĕп те... Хĕрсем йышăнĕç-и?

Натюш йăмăкĕпе ют каччăран именнĕрен ним те шарламарĕ.

Марье вара ăна-кăна йӳпсесе тăмарĕ. Вăл аппăшĕпе Муравьев хушшинчи сас-хурана пĕлмест. Уншăн Муравьев Микулан аслă приказчикĕ кăна.

— Захар Павлович, хăвăртрах! — сĕнчĕ Уçка.

— Акă кунта ларăр! — хăй вырăнне катартрĕ Марье.

— Марье, ан хускал, Кучăрпа юнашар хам ларатăп! Уçка урхамаха хăваларĕ. Кĕçех Энĕшкассине персе çитрĕç. Хĕрсен пяткуçĕсем вут хыпса илнĕн çуна пуçларĕç. Урам тулли халăх вĕсем çине çеç пăхса кулнăн туйăнчĕ. Ма ан кулччăр. Хĕрпе каччă катаччи чупнине кам курни пур? Натюшпа Марье вăтаннипе çынсем çине пăхма хăймасăр пычĕç. Чĕрисем: «Акă, пăхăр... нумай та пулмасть-ха эсир пире чухăн хĕрĕ тесе мăшкăллаттăр, кулаттăр, пире, Прахăр хĕрĕсене, çын вырăнне хумастăр. Халь пирĕн çумра та каччăсем. Эпир чаплă урхамахпа катаччи чупатпăр!» — тесе каласшăн пекех тапрĕç. Хĕрсем йăнăшмарĕç. Чăн та, курса тăракансем пурте вĕсем çине пăха-пăха юлчĕç, — Натюшпа Марье маттурринчен тĕлĕнчĕç.

Прахăр хапхи тĕлĕнче Уçка урхамахне чарчĕ. — Вăт çитрĕмер те... Мĕн кирлине кĕрсе илĕр те, малалла вĕçтеретпĕр!

Çук, Уçка, пĕрер курка сăра ĕçмесĕр ниçта каймастпăр! Марье, хапхана уç хăвăртрах! — аслăрах хĕрĕн тивĕçĕпе хушрĕ Натюш.

Хĕрĕсем икĕ каччăпа килсе кĕни Улянана йăлтах ĕшентерсе ӳкерчĕ. Тĕрĕсех, тек кирек мĕнле хăна кĕрсен те, намăсланма тивмĕ. Пĕр майлă саккăр, тепĕр майлă çичĕ аршăнлă шурă пӳрт ăшчикĕ хăй тата Марьепе Кĕтерук тăрăшнипе таса та капăр. Сĕтел çинче чăлт-шурă çитти. Саксем çинче килте тĕртсе тунă кавир. Чӳречесем умĕнче чечексем. Пурпĕр каччăсемпе катаччи чупса çӳрени хĕрсен ятне пăсмĕ-ши? Вĕсемшĕн пит-куçа пĕçертмĕн-ши?

Марье вунçичĕ çулхи айванлăхĕпе, амăшне тата ытларах пăшăрхантарасшăн пек, хаваслăн шӳтлерĕ:

— Анне, пирĕн каччăсене йышăн!

Уляна, хăйне хăй кирек мĕнле вăхăтра та тыткалама хăнăхнăскер, çемçен саламларĕ:

— Килĕрех, килĕрех.,.

Малтан Уçка пырса ал пачĕ, вара — Муравьев.

— Хывăнăр та тĕпелелле иртĕр-ха! — çав-çавах вашаватлă сĕнчĕ Уляна.

— Хывăнса тăма вăхăт çук, Уляна аппа. Эпвр самантлăха çеç кĕтĕмĕр.

— Апла мар-ха, Уçка. Кĕнĕ япала йăлипех пултăр. Праçник кукăльне пуçласа, пĕрер курка сăра ĕçтерем.

— Катаччи чупасси тармĕ-ха. Тĕпелелле иртĕр! — амăшĕн хутне кĕчĕ Натюш.

Тĕрĕссипе, Уçкапа Муравьев халех тухса кайма мар, юратакан хĕрĕсем патне кĕме май килнĕшĕн савăнаççĕ. Йăла тĕлĕшĕнчен çеç турткаланçи турĕç. Çавăнпа урăх сĕнтермесĕрех хывăнчĕç те сак çине вырнаçрĕç.

Марье, чупса çӳренĕн правурланса, сĕтел çине хуплу хучĕ. Тăм тирĕкпе сӳтĕн, чăкăт, аш пăтти лартрĕ. Кăкшăмпа сăра, пулштух эрех илсе пычĕ. Çав хушăрах палламан каччă Микулан аслă приказчикне, унран именме кирлĕ маррине амăшне хăлхаран пăшăлтатса пĕлтерме ĕлкĕрчĕ. Пурне те хатĕрлесе çитерсен:

— Каччăсем, сĕтел хушшине ларăр-ха! — тесе йыхăрчĕ.

— Çăкăр-тăвартан аслă пулма каламан ваттисем, — тесе, Муравьев сĕтел хушшине кĕчĕ.

Уçка та унран юлмарĕ.

Йăмăкĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ вăхăтра Натюш çенĕкри хура пустав сăртарса çĕлетнĕ кĕрĕкĕпе шаль тутăрне илсе кĕрсе кăмака хыçне ăшăтма çакрĕ. Хăнисем апат-çимĕçе тĕкĕнсе те пăхманнине асăрхасан:

— Анне, хуплу касса пар-ха! — терĕ.

— Хăвăр касăр... Çамрăксем умĕнче ват çын айкашни килĕшӳсĕр.

— Эпир касма пĕлместпĕр-çке.

— Ав, каччăсем касса парĕç!

— Уçка, хуплу кас!

— Эсĕ мĕн, ваттисен йăлине пăсасшăн-и? Е кунта кам аслăраххине мантăн-и?

— Тĕрĕс, Уçка. Мана ятлама та тивĕç. Захар Павлович, хуплу касăр!

— Мĕн тăвас, çине тăратăр пулсан тытса пăхам, — килĕшрĕ те Муравьев хуплăва хăй умнелле шутарчĕ.

Натюш никам сисиччен пысăк йывăç тирĕк çине мăйăр тултарса кĕчĕ. Ку кучченеç сĕтел çинчи мĕнпур çимĕçрен те хаклăраххи. Кунашкал кучченеçе хĕрсем хăйсем хисеплекен каччăсен умне çеç лартса параççĕ.

Кĕтмен çĕртен Мавра килсе кĕни çамрăксен хаваслăхне татрĕ. Вĕсем карчăк çине тинкерсе те йĕрĕнсе пăхрĕç. Лешĕ çакна сисмесĕр сăхха печĕ.

— Пихампар телей патăр... — саламларĕ вăл.

— Килех, Мавра аппа, — евĕклĕн хуравларĕ Уляна. Йăла тĕлĕшпе сĕтел хушшине ларма чĕнес вырăнне васкаса хăпарту татăкĕ илчĕ те Мавра патне пычĕ.

Мавра апат çиме лартасса кĕтнĕччĕ, вара çамрăксем мĕн калаçнине илтĕнсе шаннăччĕ. Май килсен, сăмах хус-катас кăмăлĕ те пурччĕ. Уляна çимĕç илсе пынипе вĕсем ăна килĕштерменнине, тухса кайма сĕннине аван ăнланчĕ. Лукарье Атăлкассане куçнăранпа парнесем лекме чарăннăран Мавра пурнăçĕ ĕлĕкхи пекех начарланнă. Вăл каллех çын куçĕнчен пăхас вĕçне юлнă. Анчах Уляна татăк парса кăларса ша хăтланни ăна кӳрентерчĕ. Юлашки вăхăтра Энĕшкассинче çеç мар, ытти ялсенче те хисеплеме пăрахнăран, кунта вăл, Уляна ăшпиллĕ çыннине астуса, вашават йышăнасса ĕмĕтленнĕ. Уляна та хăвалать иккен. Чĕри тем пек тăвăлсан та, çакна тавçăраймарĕ: çынсем патне полици хушнипе çӳренине Прахăрпа Натюш тăрă шыв çине кăларнăран вара ун çине пурте сиввĕн пăхаççĕ. Мавра хăпарту татăкне илсе тухса кайрĕ.

Ие çăпати темерĕн! — çилленсе каларĕ Натюш.

Эй, ачасем... Çав ăçтиçук тухатмăшшăнах праçник савăнăçне пăсас мар. Çийĕр-ха. Хĕрсем, эсир хăнасене ма пăхмастăр! — терĕ Уляна.

— Ку каччăсемпе ним тума та аптрамалла, анне, тем пек сĕнсен те, хуплăва тĕкĕнсе пăхмарĕç. Эрех-сăрине те тутанмарĕç, — хуравларĕ Марье.

Çапла вĕсем вăхăт иртнине те сисмерĕç. Каç еннелле сулăннипе кун тĕксĕмленчĕ. Пуринчен малтан Муравьев сĕтел хушшинчен тухрĕ, ун хыççăн — Уçка. Хĕрсем йăлишĕн ӳпкелешме хăтланчĕç. Хăйсен паçăрах катаччи чупма каяс килет. Марье кĕрĕк тăхăнса çенĕке тухрĕ те кĕсйине мăйăр тултарчĕ.

Натюш та тумланчĕ. Халь ун çийĕнче Марьенни майлах хаклă йышши пустав сăртарса çĕлетнĕ кĕрĕк, пуçĕнче шаль тутăрĕ. Каччăсене вăл тирекри мăйăра кĕсъене чикме хушрĕ. Лешсем выçланаççĕ теесрен пĕрер ывăç çеç илчĕç. Натюш вара тирĕкпех йăтса пычĕ..

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 20