Нарспи :: Тăватă вилĕ


Йывăр ĕçсем хыçĕнчен

Ыйхă темрен те паха:

Силпи ялĕн çыннисем

Кайрĕç тутлă ыйăха.

Çывăраççĕ этемсем,

Хура вăрман тĕк тăрать.

Тăрсан-тăрсан, чашласа,

Çил вĕрнипе вăранать...

Килсе тухрĕç вăрмантан

Акă икĕ урапа.

Шăппăн шурĕç ялалла

Парăн-парăн лашапа...

Акă сасă илтĕнет,

Чуна çурса ян ярать.

Авă сасса илтнĕ те,

Пĕр çын урампа чупать...

Шăлтăр-шалтăр ташласа

Урапасем кустарчĕç.

Вăрман ăшне кустарса

Кĕрсе кайрĕç, çухалчĕç...

 

Шăри-шари çын шавлать,

Урам тăрăх чупкалать.

— Михетере çаратнă! —

Тесе пĕри кăшкăрать.

Пурте турикасалла

Хашка-хашка чупаççĕ.

«Мĕн пулнă?» та «мĕн пулнă?» —

Пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ.

— Михетере çаратнă,

Пĕр япала хăварман!

Çĕр çăтманă вăрăсем

Турăран та хăраман:

Михетерпе карчăкне

Иккĕшне те вĕлернĕ!

Çичĕ тарçи-тĕрçине

Эрех парса ӳсĕртнĕ.

Сетнер чупса çитнĕ-мĕн

Илтсе карчăк сассине,

Вăрă, шуйттан, пурттипе

Пуçнех çурнă унăнне!

 

Михетере вĕлернĕ,

Мулне-мĕнне хăварман,

Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем

Турăран та хăраман!

Пĕтнĕ мĕскĕн Сетнер те

Усал вăрă пурттинчен.

Кун пек усал ĕç курман

Силпи ялĕ халиччен.

Михетерĕн Нарспийĕ

Пĕр куççуль те юхтармасть:

Ашшĕн пушă килĕнче

Вырăнтан та хускалмасть.

Кăтăр-кăтăр арман чулĕ

Чĕре çинче авăрать.

Арман чулĕ айĕнче

Мĕскĕн чĕре çурăлать.

Ах, çурăлса кайрĕ те,

Нарспи кайрĕ йăванса;

Тин ăн килсе кĕчĕ те,

Йĕрсе ячĕ кăшкăрса:

 

«Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,

Мĕншĕн мана çуратрăр?

Тĕнче асапне курма

Кун çутине кăтартрăр.

Эй, Турăçăм-пӳлĕхçĕм,

Мĕншĕн мана чун патăн?

Мĕскĕн çамрăк пуçăма

Пĕр телей те ямарăн.

Эй, чунăмçăм, çамрăк пуç,

Мĕншĕн капла пултăн-ши?

Пĕтĕм тĕнче хушшинче

Эсĕ пултăн ытлашши».

Йĕре-йĕре хуйхăрса

Нарспи утрĕ хирелле.

Ялтан тухрĕ, уттарчĕ

Кантăр варĕ еннелле.

Ялти çынсем шеллесе

Пăхса юлчĕç хыçĕнчен,

Паян пулнă ĕç çинчен

Пакăлтатрĕç тĕттĕмччен.

 

Тепĕр кунне ирхине

Чăваш хире тухмарĕ.

Эрнекуна асăнса,

Нимĕн ĕç те тумарĕ.

Ĕлĕкхи пек урама

Сарă хĕрсем тухмарĕç.

Вăйă ташши ташлама

Каччисем те хăймарĕç.

Тĕрлĕ çĕрте ваттисем

Ушкăн-ушкăн тăраççĕ,

Михетерĕн кил-çуртне

Сутма канаш тăваççĕ.

Нарспи таçта кайнăран

Ячĕç ăна шырама.

Михетерпе карчăкне

Пурте утрĕç пытарма.

Аслă масар-хăямат,

Виçĕ виле шăтăкра,

Ача чипер Сетнер те

Выртать юман тупăкра.

 

Кăнтăрлапа пĕтĕм ял

Пĕççисене шарт çапать:

Нарспи виллине тупса

Нимĕн тума аптăрать.

Шыракансем таврăнчĕç

Лашисене çунтарса:

Кантăр варта йăмраран

Вилнĕ терĕç çакăнса...

Вара вилнĕ вырăннех

Хучĕç ăна пытарса.

Тăпри тавра шĕшкĕрен

Çатан лартрĕç çавăрса.

Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ,

Чăваш çынни çывăрать.

Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ,

Чаваш ĕçе тытăнать.

Анчах пирĕн Нарспишĕн

Ĕмĕрлĕхе каç пулчĕ.

Ĕмĕр тĕттĕм тупăкра

Хуйхи-суйхи татăлчĕ.

 

Çапла иртрĕ пурăнăç,

Пуçĕ пĕтрĕ çамрăклах,

Ашшĕ-амăш ухмахран

Пĕтрĕ хуйхă-суйхăпах.

Курчĕ çутă тĕнчене

Пӳлĕх-Турă пӳрнипе,

Ӳсрĕ, пулчĕ сарă хĕр

Атте-анне пăхнипе.

Пӳлĕх-Туррăн кăмăлĕ

Ăслă турĕ хăй хĕрне,

Атте-анне ирĕкĕ

Çирĕ сарă хĕр пуçне.

Выртрĕ хĕсĕк тупăка,

Ячĕ юлчĕ ял çинче.

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен асĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне.

Ялан, çумăр çумасан,

Шыв сапаççĕ тăприне.