Хуняма :: Иккĕмĕш пайĕ


Пиллĕкмĕш картина

Пушă сцена. Режиссер пĕчченех. Вăл пукансемпе декораци лартать.

 

Режиссёр. Кунта пукан лартăпăр, ăна йывăç тĕмĕ тейĕпĕр. Кунта — тенкел... Акă парк пекки пулса та ларчĕ. (Сехечĕ çине пăхса илет.) Çичĕ сехет çитрĕ — вĕсем пĕри те çук. Самодеятельность темерĕн. Паян юриех иккĕшне çеç чĕнтĕм, чи хастаррисем темелле ĕнтĕ. Вĕсем те вăхăтра килмеççĕ. Çук, капла ĕçлеме май çук. Мĕн нервăна пăсса пурăнмалла? Каятăп чăн-чăн театра. Артист вырăнне илмесен режиссер помощникне кĕретĕп е... реквизит, бутафор, рабочий пулса ĕçлетĕп.

 

Васкаса Ира кĕрет.

 

Акă çитрĕ пĕри, Нарспи.

Ира. Каçарăр, Семен Алексейчă, кăштах кая юлтăм пулас.

Режиссёр. Кая юлтăн çав, малтан сывлăх сунас пулать.

Ира. Здрасте, мĕн, кăштах тытăнса тăма лекрĕ.

Режиссёр. Пулать ĕнтĕ вăл çамрăк чух.

Ира. Чăнах, чăнах, начальник тытса чарчĕ.

Режиссёр. Начальникĕ çамрăк каччă пулĕ-ха?

Ира. Производство, ĕç пирки.

Режиссёр. Ĕненетĕп, ĕненетĕп.

Ира. Уйăх вĕçĕ, план тулман... Вăт...

Режиссёр. Аврал пулĕ ĕнтĕ.

Ира. Аврал çав. Канмалли кун та ĕçлеме лекет.

 

Трахви кĕрет.

 

Режиссёр. Акă хайхи, тепĕр геройĕ çитрĕ.

Трахви. Каçарăр, кăштах кая юлма тиврĕ.

Режиссёр. Начальник тытса чарчĕ пулĕ-ха?

Трахви. Унран аслăраххи.

Режиссёр. Директор-и?

Трахви. Çук. Унтан та аслăраххи.

Режиссёр. Нивушлĕ министр хăй?

Трахви. Çӳлерех çĕкле, килти прокурорпа унăн хăватлă адвокачĕ.

Режиссёр. Ĕненетĕп, ĕненетĕп, авă мĕншĕн пуçна уснă эсĕ? Хăвар-ха куна, килте мĕн пулнă, килех хăварар. Кунти пурнăçпа пурăнар. Халĕ эпир хамăр спектакль пуçлăпăр. Ну, сирĕн умра парк тейĕпер. Ира, сире юратакан каччă каçхине 8 сехетре çак паркра кĕтетĕп тенĕ. Эсĕ капăрланса, васкаса, хумханса килтĕн пахчана, вăл çук, кĕтмест сана. Ăнлантăн-и?

Ира. Ăнлантăм.

Режиссёр. Ну, пуçларăмăр. Хатĕрлен, йĕркелен.

 

Ира хускалмасăр тăрать.

 

Çӳрекеле, уткала, унта-кунта пăхкала. Вăл çаплах çук. Эсĕ килен, вăл çук та, кĕтмест те.

 

Ира çĕнĕрен килсе кĕрет, унта-кунта пăхкалать. Сехечĕ çине пăхса илет, пуçне усса тăрать.

 

Режиссёр. Пуçна усни аван, анчах малтан ĕнен. Эсĕ хавхаланса килен, вăл сана кĕтмест те. Мĕн пулнă-ши, ахаль çеç улталанă-ши? Çав шухăш сана пуç устарма пултарнă та. Тепĕр хут.

Ира. Татах-и?

Режиссёр. Пуçларăмăр. Халĕ эпĕ сцена çинче çук. Так, раз, два, кайрăмăр.

 

Ира кĕрет, пăхать.

 

Çук, çук, тепĕр хут.

Ира. Тухмасть ман, Семен Алексейчă.

Режиссёр. Эсĕ тухассипе тухмасси çинчен ан шутла. Каччу çинчен çеç шухăшла. Каччупа тĕл пуласси синчен шухăшла тепĕр хут. Ан васка, пуçтарăн. Ман çине ан пăх. Сан умра пахча, пукансем мар, йывăçсем, парк, никам та çук. Йывăç тăрринче икĕ кайăк çех чĕвĕлтетсе лараççĕ, тен, юрату çинчен юрлаççĕ. Васкаса каччи тухать. (Трахвие.) Эсĕ мĕн тата юпа пек хытса тăран? Паллах, кая юлнăшăн айăплă ĕнтĕ. Анчах юратнă хĕре курсан хытса тăмалла-и? Эсĕ ватă çын пек ахлатса тăран.

Трахви (ассăн сывласа). Фу, çунса тăма хал çитмест-ха паян.

Режиссёр. Эсĕ халĕ çамрăк, çиçсе çех тăмалла.

Трахви. Настроени çук-ха, камăл хуçăлнă.

Режиссёр. Футболла выляса ятăн-им?

Трахви. Килте ман...

Режиссёр. Килтине киле хăвар халь. Килте мĕн пулнине ман.

Трахви. Киле хăвартăм çав, арăм килтен хăваласа ячĕ. Мĕнле манас-ха манăн?

Режиссёр. Вăт кăна ĕненмелле каларăн, кăна ĕненетĕп. Вăт çапла. Кăна чунтан-вартан каларăн.

Трахви. Манран пулмасть пулĕ ку роле вылясси.

Режиссёр. Мĕнле пулмасть, ăçтан шутласа кăлартăн эсĕ ку сăмаха? Эсĕ, мĕн, пĕрремĕш кун ĕçлетĕн-и? Ай театра юратма пăрахрăн-и?

Трахви. Çук.

Режиссёр. Тата мĕн?

Трахви. Ман арăм...

Режиссёр. Сан пулас арăму, пьеса тăрăх ĕнтĕ, Ира. Ăна хăвăн юратнă савни тесе шутла.

Ира. Семен Алексейчă, эпĕ ку роле вылямастăп пулĕ.

Режиссёр. Ку мĕн тата? Эсĕ, мĕн, чăхăмлама тытăнтăн-им?

Ира. Вăл манпа вылясшăн мар пулĕ? Ку роль ман пур-пĕрех тухмасть.

Режиссёр. Тухассипе тухмассине эпĕ пĕлетĕп. Так, пуçтарăнăр. Юрĕ, хам кăтартса парам. (Сцена çине улăхать.) Вăт çаплалла. (Сцена хыçне каять, кăшт тăрсан васкаса кĕрет.) Ну, ну, пуçларăмăр, Ира. (Трахви васкаса кĕрет.)

Трахви. Чунăм!

Режиссёр. Стоп! Хăв савнине курман, чунăм тесе хăлаçланан. Малтан кур. Сăмахне калама ан васка. Кур. Чĕрĕре, ăшра пиçсе тухтăр вăл сăмах тени. Пурнăçра курмасăрах ыталатăн-и? Туймасăрах чуптăватăн-и? Мĕнле сăн-сăпатлă вăл? Мĕнле унăн куçĕ, чунĕ...

Трахви. Пурнăç вăл — пурнăç.

Режиссёр. Сцена çинче те пурăнмалла. Шухăшпа, туйăмпа, тĕллевпе пурăнмалла.

Ира. Эпир, мĕн, суфлер хыççăн каласа пыратпăр та.

Режиссёр. Сăмахĕсене вĕренес пулать. Вăл сăмахсене хăвăн тăвас пулать, чунтан тухтăр, чĕререн. Хăвăн сăмахусене çеç мар, партнер сăмахĕсене те вĕренмелле тетчĕ пирĕн режиссер.

Ира. Вĕсем чăн-чăн артистсем-çке-ха. Эпир...

Режиссёр. Эсир, мĕн, пукансем-и? Сирĕн куç çук-им? Хăлхăр çук-им? Е сивве-ăшша та туймастăр-и? Пылакпа йӳççе те сисмеçтĕр-и? (Пирус туртса ярать.) Фу, ăшă пула пуçларĕ-ха. Юрĕ, сирĕн умăрта парк тейĕпĕр. Эсĕ, Ира, кĕтетен ăна. Савнине ĕнтĕ. Куртăр пĕр-пĕрне. Ну, пĕр-пĕрин çине пăхса тăратăр. Пĕр-икĕ утăм турăр... Пуçлăр!

Трахви. Чунăм, каçар мана кая юлса килнĕшĕн.

Ира. Каçаратăп.

Трахви. Мĕнле юрататăп эпĕ сана, пĕлетĕн-и?

Режиссёр. Ĕненмелле мар, пуш сăмахсем кăна, эсĕ сăмахсене куçран пăхса, васкамасăр, йăвашшăн кала. Эсĕ хăçан та пулсан юратнă хĕре юрататăп тесе каласа курнă пуль?

Трахви. Паллах.

Режиссёр. Аса ил хăвăн юратнă хĕрне. Э-э! Е арăмна. Ăнлантăн-и? Аса ил-ха, аса ил!

Трахви. Аса илтĕм-ха та... Тем кăмăл уçăлсах каймарĕ-ха.

Режиссёр. Эсĕ лайăх самантусене аса ил, чунтан юратнă вăхăтсене.

Трахви. Чунтан юратнă вăхăтсем мар, тарăхнисем куç умĕнчен каймаççĕ-ха. Пулмасть пулĕ манран ку роле вылясси...

Режиссёр. Мĕнле пулмасть? Ăçтан шутласа кăлартăн эсĕ ăна? Кам калать сана пулмасть тесе?

Трахви. Çемье пăсăлать. Кунта çӳресен арăм пăрахать.

Режиссёр. Ăнланатăп... Апла эсĕ театр ĕçне юратмастăн?

Трахви. Юрататăп.

Режиссёр. Чунпа юратмастăн.

Трахви. Чунпа юрататăп, анчах мĕн тумалла-ха, арăм питĕ кĕвĕçет пулсан...

Режиссёр. Арăм тен? Вăл пурнăçран юлнăскер-им?

Трахви. Инженер. Амăшĕ пăсать. Хуняма путсĕр. Çав пĕтерет пирĕн пурнăçа.

Режиссёр. Ку начар вара. Мĕн тума хушша-хуппа кĕртетĕр ăна? Ăна, мĕн, спектакле чĕн, курччăр, вĕренччĕр.

Трахви. У-у, кунта килеççĕ-и вĕсем?

Режиссёр. Мĕн тума пырать вăл сирĕн пата, сирĕн пурнăçа пăсма-и? Ан яр, ан кĕрт.

Трахви. Амăшĕ вĕт, юратнă амăшĕ, мĕнле чарам.

Режиссёр. Да...

Ира. Эпĕ те вылямастăп пулĕ ку роле.

Режиссёр. Санăн та упăшку кĕвĕçет-им?

Ира. Эпĕ качча кайман, анчах...

Режиссёр. Мĕн «анчах»...

Ира. Çын çемйине пăсас килмест.

Режиссёр. Пĕтрĕ пуç, камсем ман умра? Эсир мещенсем-и? Эпĕ сире шаннă, ĕненнĕ. Тепĕр çур уйăхран фестиваль пуçланать. Эсир кутăнланма пăхатăр. Коллектив мĕн калĕ? Мĕн шухăшланă эсир малтан? Халĕ хуняма рольне выляканни те декрета кайрĕ, тата эсир. (Пирус туртса ярать, тухса каять.)

Трахви. Аван мар пулса тухрĕ, мещенле.

Ира. Аван мар çав.

Трахви. Тепĕр тесен, арăму-пуçу, хуняму-пуçу, ăнланса илĕ-ха, хамăр çех туса пăхар-ха. Режиссер пăхнă чухне темле вăтанан, пăлханан, пĕтĕм сăмахсене манса каян. Ансат япала мар иккен артист пуласси.

Ира. Арăму килсе тухсан парать ак пире.

Трахви. Вара ĕненетĕп вăл мана чунтан юратнине. Ну, эсĕ ман çине çех пăх, эпĕ санăн хĕвелӳ, сан çăлтăру.

 

Сцена çинче Трахвипе Ира репетици тума пуçлаççĕ. Кулюк Серахвие çавăтса кĕрет.

 

Кулюк. Ан сывла, кунта пулĕ-ха вĕсен йăви.

Трахви (Ира патне çывхарса). Чунăм!

 

Мĕншĕн эп сана халиччен курман,

Пĕр ялта пулсан та палламан?

Мĕншĕн Вăрмарта тĕл пулман?

Эс пурри-çуккишĕн кулянман?

 

Ира.

Палласассăн иккĕн пĕр-пĕрне,

Тем кĕрсе вырнаçрĕ чĕрене.

Халь пырам-и сирĕн çурт умне,

Кăшт пăхса илем-ха сан çине?

 

Трахви.

Мана урăх ним те кирлĕ мар.

Иксĕмĕр çеç туслăн калаçар.

Эс, савни, чунăм, ют çын мар,

Ăшăма хыптартăн вут-кăвар.

 

Кулюк. Ай туру, ав ăçта унăн чунĕ, илтрĕн-и?

Серахви. Тсс. Ан шавла.

Трахви. Каçар мана кая юлса килнĕшĕн.

Ира. Каçаратăп.

Кулюк. Ăй туру, ирĕлсех кайрĕ.

Трахви. Тытăнса тăма лекрĕ, ман чунăм.

Ира. Кам патĕнче пултăн, ма кая юлтăн?

■ Страницăсем: 1 2 3 4