Кăвак çĕмрен :: Пăшал сасси


Хĕвеланăç хĕрелет,

Пирĕн юнпа пĕвенет.

Юрăран.

 

Хĕвел хăйĕн кăварланнă урисемпе тĕнче хĕррине пуснă. Васкамасăр канма каймашкăн хатĕрленет.

Вăл вăрман хыçне пытана пуçласанах таврана темĕнле тĕксĕм сăн çапрĕ. Сивĕтнĕ пек пулчĕ.

Уй-хир тăрăх вирхĕнсе пыракан пĕччен юланут мĕлки çĕр пичĕ çине ним тĕлли-паллисĕр ӳкет. Çил пек вĕçтерет юланут. Çул çине тусан явăнса юлать, тусанпа пĕрле — ут ури сасси. Вăхăт-вăхăт тата юланутçи çинçе сассипе тем кала-кала утне васкатни илтĕнет.

Çав териех ăçта васкать-ши юланугçă? Кам-ши вăл?

Пуçĕнчи калпакĕ ӳксе юлнă, сулахай аллинче – ухă. Тулли укçăвĕ çурăм хыçĕнче вăйлă чуптарнипе тухакан çил çинче ялав пек вĕлкĕшсе пырать.

Юланутçă сăрт çамкипе чĕвĕнсе хăпарчĕ те вăрман хĕрринчи çулпа тин кăна хускалнă пĕр ушкăна курчĕ.

Юланутçăсем те, лав та пур унта.

— Çавсем! — пăшăлтатса илчĕ пĕчченçи юланутçă.

Учĕ, ун сăмахне ăнланнăн, чупнине тата вăйлатрĕ. Акă ĕнтĕ юланутçă леш ушкăн патнех çывхарчĕ тата васкарах чупат ут, тата васкарах…

Юланутçăн çивчĕ куçĕ лав çине çыхса пăрахнă çын кĕрнеклĕ арçынна таçтанах курчĕ.

— Патька-патша! — хыттăн кăшкăрса ячĕ вăл çинçе саспа.

Лав çине çыхса пăрахнă çын, ку сасса илтсессĕн, ялт! Кăна пуçне çĕклерĕ.

Ку Пăкачав пулчĕ.

— Укаслу! - палласа илчĕ вăл. - Укаслу-хĕрĕм!

Вĕсен куçĕсем тĕлме-тĕл пулчĕç.

Икĕ кăйкăр, икĕ кăйкăрăн чăрсăр куçĕсем пĕрне-пĕри курчĕç.

Иккĕшĕн куçĕнче те мĕн пулса иртнине ĕненменни çав хушăрах — ним тума аптрани...

Лав çумĕнче çӳрен утне ташлаттарса пыракан юланутçă кунта çывхарсах çитнĕ хĕре асăрхарĕ. Куçĕ çиçĕм пек ялкăшса илчĕ унăн. Такама мăшкăлланăн тутине кăшт пăрса кулса илем пекки турĕ. Вара аллине пăшал тытрĕ те утне чарса тăчĕ. Ку Сюльдяшов пулчĕ.

— Патька-патша! — кăшкăрса ячĕ тепре Укаслу. Унăн учĕ лав патнех сиктерсе çитрĕ, аллинче çĕмрен вĕлтлетсе иртрĕ...

— Кĕрĕс-с! — турĕ çав вăхăтра пăшал сасси.

— Ах-х!.. Ан-н-неçĕм! — кăшкăрса ячĕ те хĕр тайăлса-тайăлса кайрĕ, аллинчи çĕмренĕ те, уххи те çĕре ӳкрĕç, анчах вăл хăй учĕ çинче тытăнса тăрайрĕ, каллĕ-маллĕ туртăнса илчĕ те ун ăмри çине выртрĕ. Учĕ вара такам хăйне васкатнă пек, хăраса ӳксе, каялла хăвăрт çаврăнчĕ те ăçтан килнĕ çав еннелле сиккипех тапса сикрĕ.

— Укаслу-у-у! Укаслу-хĕрĕм!..

Пăкачавăн хуйхăллă сасси ут ури тăпăртатни ăшĕнче путрĕ. Çав вăхăтра çак хăрушă ĕçе курас мар тенĕ евĕр хевел чупса-чупса васкаса вăрман еннелле шурĕ. Патька-патша пулнă чăрсăр вĕçеве çĕкленнĕ çыннăн юлашки сассине илтеймерĕ вăл — анса ларчĕ.