Кăвак çĕмрен :: Çынна кура — хисепĕ


Пирĕн чӳречерен те хĕвел кĕрĕ.

Халăх каларăшĕ.

 

Хăйĕн шанчăклă çыннисене хавхалантарас тесе патька-патша çарсенче çӳрет. Унпа пĕрле, патька-патша сыхчи пулса, — Гаврила.

Малта — Чархула. Унта канма ĕмĕтленет Пăкачав. Улатăрта икĕ кун кăшт чарăнса пурăннăранпа та ут çинчен анман темелле ăна.

Поход... Суд... Вĕçĕ-хĕррисĕр çапăçу... Тăшман унтан та кунтан хытах хĕсе пуçларĕ. Михельсон — вĕшле йытă — çаплах хыçалтан хăвалать.

Чархула! Сан карманун хӳми хулăм. Унта канма пулĕччĕ те. Анчах унта кĕрес тесен, пысăк вăй, çапăçма пултаракан çар кирлĕ. Чархулара майра-патшан çарĕ тăрать. Ăна çĕмĕрсе тăкмалла. Умра хаяр çапăçусем тем чухлех. Пĕр шутлать те Пăкачав чăн-чăн кĕрешӳ халь кăна пуçланать пек-ха.

«Хусахсем сахал, — тет вăл хăй ăшĕнче. — Хресчен çарĕсем хулара çалăçма пĕлсех каймаççĕ. Паттăррисене паттăр хăйсем — пĕлменлĕх пĕтерет. Хавхалантарни пăсмасть... Хавхалансан кирек кам çумне те çунат хушăнать».

Паян, акă, патька-патша Укаслу полковникĕн çарĕнче. Ăслă сăмах каларĕ вăл:

— Йĕннинчен туртса кăларнă хĕçе тăшман пуçне касса татмасăр каялла чиксе хума юрамасть! — терĕ. — Нимĕн те апла-капла ан шухăшлăр. Эпир çĕнтеретпĕр. Мĕншĕн тесен пĕтĕм халăх ман майлă, пĕтĕм халăх хăй патшине Питĕрте ларнине курасшăн!

Çынна кура — хисепĕ.

«Ăслă çын, — терĕç ун çинчен чăваш йĕкĕчĕсем. — Ун пек çынна итлеме те, пăхăнса тăма та юрать». Вĕсенчен хăшпĕри тахçан иккĕленчĕклĕ шухăш тытнăшăн хăйне хăй ятларĕ те. Теприсем, ялан патька-патшана шанса пурăннисем, хăйсем тĕрĕс пулнишĕн савăнчĕç.

Пăкачав чăваш çарçыннин учĕсене пăхрĕ, хĕçĕсене, уххисене тĕрĕслерĕ. Çынсемпе калаçрĕ, шутлекелесе те илчĕ, хăйне савăнăçлă тытрĕ.

Вăл хаваслă пулни пурне те хĕпĕртеттерчĕ.

— Итле-ха, полковник, Асмантей ăçта? — ыйтрĕ патька-патша. — Ман Упа ашшĕ, тем, ниçта та курăнмасть.

— Атăл енчи çула пăхма кайнă, — терĕ Укаслу, — Эс килессе пĕлмен, патька-патша, ăна ямастăмччĕ те.

— Хăçан таврăнать?

— Паян таврăнмалла, анчах тем, курăнмарĕç-ха.

— Чылайранпа курман ăна. Чăннипе калатăп, тунсăхласах çитрĕм. Лайăх çын вăл. Пĕчĕк Упа пире иксĕмĕре пĕр пурнăç йĕвенĕпе çыхрĕ. Илтнĕ-и эсĕ, леш, Атăл урлă каçнă кунхине çуралнă ача пирки калатăп. Эпĕ — унăн аталăхĕ.

— Илтнĕ, пĕлетĕп, — хуравларĕ Укаслу.

Тапăрта пысăк хускану пуçланчĕ. Хăпартланса, патька-патшана чăвашсем пысăк чыс тăвас терĕç: хăйсен вăййинче вут-ташши ташласа.

Чăн малтанах пысăк кăвайт чĕртсе ячĕç.

Кăвайт çине пăрахнă çапăсем çатăртатса кăна çунаççĕ. Çулăм пĕлĕте çĕкленет. Хĕрĕвĕпех пĕçертсе илекен кăвар куçа çиет.

Чăваш маттур ташăçисем кăвайт тавра пуçтарăнчĕç. Мала шăпăрçăсемпе кавалçăсем тухрĕç.

Часах уй-хир тăрăх пĕр кĕвĕллĕ çинçе сасă — шăпăр кĕвви — янăраса кайрĕ.

Йĕкĕтсем ташла-ташла вут тавра çаврăна пуçларĕç. Унтан, йĕркерен тăрса, патька-патша патне пырса пуç тайрĕç те каллех вăййа тăчĕç.

Ку ĕнтĕ ташлама хисеплесе чĕнни.

Пăкачав чăвашсем мĕн хăтланнине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ. Кăсăк, çав тери асра юлмалла тыткаларĕç вĕсем, мăнаçлă, асамлă хусканусем турĕç. Анчах мĕншĕн кăвайт чĕртрĕç-ха, мĕншĕн ун тавра çаврăнаççĕ-ха? Куна Пăкачав ăнланаймарĕ. Хăй патне çапла пыра-пыра пуç тайни пушшех те тĕлĕнтерчĕ ăна. Юрать, çывăхра Укаслу пулчĕ.

— Ташлама чĕнеççĕ, — ăнлантарса пачĕ вăл. — Вут-ташши пуçлама чĕнеççĕ.

Пăкачав ним вут-ташшине те пĕлместĕп, тесе, хулпуççисене сиктеркелерĕ. Укаслу вăл калас тенине ăнланчĕ те ташлакансене кун çинчен каларĕ.

Пурте тĕлĕнсе кайрĕç.

Тĕрĕссипе, кунта ним тĕлĕнмелли те çукчĕ те-ха. Мĕншĕн тесен патька-патша чăваш мар, чăваш йăли-йĕркине ăçтан пĕлсе çитертĕр ĕнтĕ вăл! Анчах чăвашсемшĕн ку вăхăтра патька-патша ют марччĕ çав. Вĕсем ăна хăйсен çынни пек курнă, çавăнпа вăл чăваш ташшине пĕлмест тесе, шухăшлама та пултарайман. Çавăнпа тĕлĕнчĕç вĕсем.

Кăштах шухăшласа-тĕлĕнсе, пуçĕсене хыçкаласа тăнă хыççăн ташлакансем хăйсен хушшинчен пĕр çынна, патька-патша пекрех сухаллăскере, суйласа илчĕç те, ăна мала кăларса тăратрĕç.

Ку хисеплĕ хăнашăн ташлаканни пулать ĕнтĕ. Çавăнпа вăл ун сăнлăрах пулмалла та.

Ташă йăли-йĕрки çĕнĕрен пуçланчĕ.

Пурте тепĕр хут çак хăйсем суйласа илнĕ çын умĕнчен пуç тайса иртрĕç, унтан хуллен шухăша кайса, юрласа ячĕç.

Суйласа илнĕ ташăç сасартăк кăлтăрмач пек пĕр вырăнта çаврăна пуçларĕ. Çаврăннă май вăл аттине хывса пăрахрĕ. Вара, çара уранах, вут урлă сике-сике каçа пуçларĕ. Çулăм ун урине те, кĕпи-тумтиррине те ярса илес пек... Хăрасах каймалла çав çакăн çине пăхса тăрса. Çук, çулăм хыпса, ун урине ярса иличчен тепĕр енне каçса ĕлкĕрет вăл. Уншăн ним хăрама та кирлĕ маар иккен...

Чим. Мĕн ку? Акă иккен чи тĕлĕнтермелли! Çара уран ташăç ялт! сикрĕ те... кăвар варрине, çулăм çине, ӳкрĕ. Пăкачав хăранипе ахлатса ячĕ...

Вăйă картинче тăракансем çав вăхăтра тăруках шăпланчĕç. Унтан хуллен, нимĕн шарламасăр, хĕвеле-май çаврăнса, патька-патша еннелле утрĕç. Кашни хусканăвĕ, кашни утăмĕ вĕсен темĕнле юмах-халапран тухнă сăнарсем турĕ.

Вут-ташă! Авалтан ташланă çак ташша чăвашсем. Тасалăх ташши ку. Хисеплĕ хăнана, чыслă çынна е пысăк ĕç тума каякан паттăра чăвашсем ĕлĕкренех тасалăх ташши ташлаттарнă. Урăхла каласан, усал-тĕсел çыпçăннинчен тасатнă. Пыра-киле йăла-йĕрке хăйне майлă улшăннă та. Эпир çырса кăтартнă тапхăрта ку ташша çыншăн çын та ташлама пултарнă ĕнтĕ.

...Пăкачав куçне-пуçне чаркаласа тăнă вăхăтра ун умне ташăçсем пыра-пыра пуç тайрĕç. Чи юлашкинчен патька-патша умне ун вырăнне ташлаканни, вут çине çара уран сикни, пычĕ.

Пăкачав хăй куçне хăй ĕненмерĕ:

— Епле-ха капла? — тĕлĕнчĕ вăл. — Мĕнле пиçсе кайман-ха вăл? Ара, эпĕ вăл çара уранах вут ăшне сикнине хам куртăм! — ыйтрĕ вăл аптăранă енне Укаслуран.

Хĕр пуçне енчен-енне сулчĕ:

— Паян калама юрамасть кун çинчен, патька-патша.

— Мĕншĕн? — Пушшех те тĕлĕнчĕ Пăкачав.

— Пысăк çылăх пулать. Ăнăçу пăрахса тарать.

— Хăçан калама юрать вара?

— Пĕртен-пĕр кун калама юрать.

— Мĕнле кун вара вăл?

— Вăл-и? Астуса юлнă-и, патька-патша, çуркунне пĕр кун пулать, чи малтан аслати авăтать. Çав кунхине пĕрремĕш аслати сассине илтсессĕнех çак ташă вăрттăнлăхне пĕлес текен çыннăн сиккелеме пуçламалла, «чир-чир кайтăр! чир-чир кайтăр!» тесе кăшкăрмалла. Вара, çав аслати хыççăн, вăрттăнлăха ăна пĕлтерме те юрать, — хыпарларĕ хĕр.

Пăкачав кулса ячĕ:

— Апла пулсан, асту, — терĕ. — Тепĕр çуркунне каласа кăтартăн! Манса каймăн-и? Асту, ан ман.

— Юрĕ, — килĕшрĕ хĕр, — каласа кăтартăп, патька-патша. Сан ăна пĕлмеллех. Ăна пĕлсессĕн эсĕ тата телейлĕрех, ăнăçулăрах пулан.

Çав вăхăтра ташă йăлтах пĕтрĕ ĕнтĕ. Ташлакансем тĕрлĕ еннелле сапаланса кайрĕç.

 

Укаслу патька-патшана тата ун сыхчине Гаврилăна ăсатса яма шухăшларĕ.

Виççĕшĕ вĕсем чăвашсен тапăрĕнчен тухрĕç те аслă уй варринелле кайрĕç.

Укаслу сасартăк Сюльдяшов çинчен аса илчĕ.

— Патька-патша, — терĕ вăл, — Улатăр вăйпучĕ пулнă çын килсе çитнĕ тет-и?

— Сюльдяшов-и? — ыйтрĕ Пăкачав. Унтан Укаслу унпа килĕшсе пуç сĕлтнине курчĕ те çирĕплетсе каларĕ: — Килсе çитрĕ.

— Патька-патша, сутăнчăк вăл Сюльдяшов. Пуçне касас пулать унăнне.

— Çук, Укаслу-полковникĕм. Сюльдяшов сутăнчăк мар. Апла-капла шухăшлакалани пулнă пуль-ха унăн, чăн ĕнтĕ. Анчах хăй государьне сутман вăл. Сан çарна кĕтсе илнĕ чухне вăл, чăнах та, йăнăш тунă. Ăна хăй те йышăнать. Шанмарăм эпĕ, ахальтен хурах пусса çӳрекенсем пуль, терĕм, тет.

Укаслу тарăхса кайрĕ:

— Пĕрре те шанас килмест ман вăл çынна.

— Çапах та ман сире иксĕре килĕштерес килет. Сан çыннусем ăна кирлĕ чухне аванах ăс вĕрентнĕ, ӳлĕм вăл, паллах, тавçăруллăрах пулĕ ĕнтĕ.

— Вĕлерсех хăвармалла пулнă иккен ăна.

— Аплах юрамасть, Укаслу-полковникĕм, эсĕ капла калаçни мана пĕрре те килĕшмест. Ман çынсем капла пĕр-пĕринпе хирĕçсе пурăнма тытăнсан вара пурнăçа йĕркелеме пулмасть. Сирĕн иксĕрĕн килĕшес пулать. Пирĕн кашни хамăр майлă çынна хисеплемелле, хавхалантарма пĕлес пулать.

Укаслу хирĕç чĕнмерĕ. Патька-патша сăмахĕпе килĕшсех çитменнине пĕлтерсе, тутине çыртрĕ.

— Ак, çитес кунсенчех килĕштерĕп эпĕ сире, — сăмахне тăсрĕ Пăкачав. — Килĕштерĕп. Пĕр-пĕринпе калаçăр та аванах ăнланăр...

«Çăханпа кăйкăр епле пĕр-пĕрне ăнланни пур?» — шухăшларĕ хăй ăшĕнче хĕр. Çапах та текех патька-патшана хирĕçлеме хăяймарĕ. Кĕскен çеç каларĕ:

— Кайран ӳкĕнмелле ан пултăрччĕ тетĕп, патька-патша.

— Килес кун çутине никам та пĕлмест. Апла тесен, пурăнма та хăрамалла. Çук, кирлĕ-кирлĕ мара шухăшлар мар, — сассине хытарарах каларĕ Пăкачав. Хăй çав вăхăтрах, тарăн шухăша путрĕ: «Эх, мĕн тери йывăр иккен вăл халăх кĕтнĕ патша пуласси. Тем çинчен те шухăшламалла, теме те курмалла. Хирĕçес текеннисене килĕштермелле, улталас текеннисене тăрă шыв çине кăлармалла, тăшмансене тавăрма та пĕлмелле... Эх, йывăр, йывăр халăх кĕтнĕ патша пуласси. Кашнин кăмăлне килĕштерме тăрăшмалла...»

Вĕсем виççĕшĕ пĕрле пĕр пĕчĕк çырма хĕррине анчĕç. Пăкачав малтаччĕ. Сасартăк вăл шывалла ӳкнĕ ватă йывăçа курчĕ.

Йывăçăн тымарĕсем тăлпăнса тухнă, анчах ăна юхтарса кайма халлĕхе шыв вăй çитереймен курăнать.

«Кăшт вăйлăрах çумăр кăна çума пуçлатăр, шыв тулать те йывăçа юхтарса каять, — шухăшларĕ Пăкачав. — Ман пурнăçа сăнласа пани мар-и çакă?»

Вăл та хальхаççăнрех çак йывăç пек ĕнте. Чи çывăх тусĕсем, кĕрешӳ пуçланă кунтанах унпа юнашар пынисем, хура çĕре кĕчĕç, шанчăклă та паттăр хусахсенчен чылайăшĕ кĕрешӳре пуçне хучĕç. Хресченсенчен пухнă çара салтаксен çирĕп йĕркине хирĕç тăма йывăр. Паттăр пушкăрт йĕкĕчĕсем те çук халĕ. Чăн ĕнтĕ, ун вырăнне халь ун çарĕнче чăвашсем, çармăссем, ирçесем, тутарсем йышшăн. «Анчах та ĕçĕ кунта мар-ха, ĕçĕ манăн çарпуçĕсем мĕнлинче, — терĕ хăйне хăй Пăкачав. — Çар-пуçĕсем мĕнле! Хăшĕ чи шанчăкли, хăшĕ шанчăксăртараххи — ăçтан пĕлмелле çакна. Акă, çак хĕр-полковник Сюльдяшов пирки сутăнчăк, тет. Чăнах та сутăнчăк-ши вара вăл? Тен, Укаслу йăнăшать пуль? Çамрăк-ха вăл, хĕрӳ, ăна-кăна ăнлансах та пĕтереймест. Çитменнине тата, мĕн тесен те хĕрупраç. Турти кĕскерех, çиллине хăваласах çӳрет. Ваттисем: çиленсе çиларман лартаймăн, теççĕ. Çук, пирĕн ĕçре çилле хăваласа çӳренипе май килмест... Чим, хăй вара, Укаслу? Ку шанчăклă çарпуçĕ-ха. Ăна шанатăп эпĕ. Вăл сутас çук мана. Унăн йĕкĕчĕсем те сутас çук мана. Шанчăклăскерсем. Епле хисеп туса чысларĕç мана!» Шухăшĕ вĕçленнĕ пек пулчĕ Пăкачавăн. Анчах шывалла ӳкнĕ ватă йывăçа тепре курчĕ те вăл каллех шухăша кăйрĕ.

«Шыв — истори çулĕ, — терĕ вăл хăйне. — Вăл ăçталла илсе каяс тет, çавăнталла илсе кайĕ те çав ĕнтĕ. Унăн вăйне хирĕç тăмалăх хал çук пулĕ халĕ манăн, государь-император текен Пăкачав Емельккин, — шухăшларĕ вăл. — Хум çапать те йывăçа йăлтах хăй айне тăвать. Çил вĕре пуçлать те хумсен шучĕ ӳссех, ӳссех каять... Анчах чим, эпĕ çарпуçĕсем пирки шухăшланăччĕ. Çапла. Кама шанмалла, кама пит шансах пĕтермелле мар? Пĕтĕм çарăн аслă утаманĕ Андрей Овчинникова шанмалла-и? Шанчăклă пек-çке. Чумаков полковник те, Алюнов полковник те шанчăклă пек. Иван Творогов генерал-полковник хăшпĕр чухне, тем, пит килĕшсех каймасть пек те... Çук, çук, сутăнчăк мар вăл... Çапах та малалла куçпа çивĕчрех пăхмалла пуль, ăна-кăна асăрхама тăрăшмалла пуль...»

Хĕвел ниепле те ушкăн-ушкăн хура-хăмăр пĕлĕтсен тыткăнĕнчен тасалсах пĕтеймест. Пĕр ушкăнне хăваласа ярать те йăлтăр-р! çиçсе илет. Çав хушăрах хайхискерĕ тепĕр ушкăн пĕлĕтсем хупласа хураççĕ, хĕвел вара вĕсен тыткăнĕнчен тухас тесе çапăçма тытăнать.

Тарăн шухăша, йывăр шухăша кайрĕ Пăкачав.

Укаслу ун хыçĕнчеччĕ. Патька-патшана йывăр шухăша янă ватă йывăçа вăл та асăрхарĕ. Анчах урăхларах курчĕ. Йывăçпа уи хушшинче патька-патшаччĕ. Пăкачавăн кĕрнеклĕ те патвар кĕлетки ăна йăлт курса пĕтерме памарĕ, çавăнпа вăл шыври ӳкерчĕке урăхла, хăй пекрех ăнланчĕ.

«Çырманалла тайăлса ӳкекен ватă йывăç асамçă пекех маншăн, — терĕ хĕр-полковник. — Тымарĕсем тарăн унăн. Тымăрĕсем тарăнни тытса тăрать ăна. Антив, шыв кирек мĕнле урса кайса шавлатăр, антив, шыв ăна тулатăр — йывăç çаплах ӳсет...»

Вĕсем малалла кайрĕç, калаçмасăр, чĕнмесĕр, тарăн шухăша путса.

— Итле ман сăмаха, — терĕ патька-патша. — Итле, Укаслу! Темшĕн манăн çак сăмахсене калас килет. Йывăр пултăр, алла усмалла мар. Ирĕк тупăнмаллах çак çĕр çинче. Ĕненетĕн-и çакна? Ĕнен! Ирĕк тупăнмаллах, телей тупăнмаллах...

Хĕр ăна хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ. Сасартăк вăл аллине çӳлелле çĕклерĕ те, тӳпенелле кăтартса, патька-патшана çапла каларĕ:

— Пăх-ха!

Пăкачав пуçне çĕклерĕ.

Хĕвеле пĕлĕтсем хупăрласа илнĕ. Пĕрин хыççăн тепри ун çине кĕреççĕ, тĕссĕр чăптипе витеççĕ. Кайран, хĕвеле хупăрласа илсен, вырăнтан та хускаласшăн мар пек. Чăнах та хĕвел темиçе саманта йăлтах хупланчĕ. Анчах нумайлăха мар иккен. Унăн шĕл-кăвар урисем пĕлĕте шăтарса тухрĕç те тĕнче урати çине пусрĕç.

— Чăнах та тĕлĕнмелле, — терĕ Пăкачав. — Ман сăмах чăн тенĕ пекех ку ӳкерчĕк, Укаслу. Куртăн-и, Укаслу? Ирĕк те, телей те çавăн пекех. Ан тив, вĕсене вăхăтлăха хура пĕлĕтсем хупласа хуччăр. Çапах хăçан та пулсан хура пĕлĕтсем тасалаççех...

Тек нимĕнех те калаçмарĕç вĕсем, сывпуллашрĕç. Патька-патша хăйне кĕтсе тăракан хусахсем патне васкарĕ.

Ку кунсенче вăл çӳле-çӳле вĕçме çĕкленнĕ кăйкăр пекчĕ. Кăйкăрăн çунаттисем тăруках тытăнчăкне çухатнă, анчах кайăк ӳкмест-ха. Çунатне сарнă та тӳпере ярăнать...

Хăй тапăрне таврăннă май Укаслу тухăçалла каякан пысăк обоз курчĕ. Васкамасăр, никамран пытанмасăр пилĕк лавпа каяççĕ.

«Мĕнле çынсем пулчĕç-ха кусем? — тĕлĕнсе шухăшларĕ хĕр-полковник. — Ăçта каяççĕ?»

Темĕскер, пĕрре пăхсах, килĕшмерĕç ăна çак лавсем.

Тăр кăнтăрлах каяççĕ-ха. Халăх куç умĕнчех пек. Çапах та, тем, шанчăклă çынсем пек мар лав тытса пыраканĕсем те, вĕсене сыхлаканĕсем те. Патька-патша тăракан çĕртен пăрăнса иртеççĕ.

Çав хушăра Укаслу патне ун çыннисем çитрĕç. Хĕр-полковник утне те илсе пычĕç. Укаслу утне арçын пек сиксе утланчĕ те лавсем патнелле вĕçтерчĕ. Утаманне хураллакан чăвашсем те унран юлмарĕç.

Лав тытса пыраканĕсем те, хуралçисем те — хусахсем.

— Ăçталла çул тытатăр? Мĕн лавĕсем кусем? — ыйтрĕ Укаслу.

— Творогов генерал-поручик обозĕ, — хуравларĕ лавсене хураллакан вăрăм мăйлă хĕрлĕ питлĕ пĕр хусахĕ.

— Инçете каятăр-и вара?

— Ейĕк тăрăхне.

Çапла хуравларĕ те хусах, утне нухайкипе çапса, малалла вĕçтерчĕ..

Лавсем çинче мĕн пуррине курма çук. Чăптапа хупланă.

«Хамăрăннисемех», — шухăшларĕ те Укаслу утне каялла, хăн тапăрнелле кайма, хускатрĕ.

Ун çумĕпе юлашки лав иртсе пыратчĕ. Чăпти вĕçĕ кăштах сирĕлнĕ. Лав çинче — пуян тумтир, ача-пăча пушмакĕсемпе хĕрарăм аттисем.

«Тупнă та турттарса каймалли, — тĕлĕнчĕ Укаслу. — Творогова ку мĕне кирлĕ-ши вара?»

— Вăрланă япаласем, — терĕ Укаслу çумне пырса тăнă ватă чăваш. — Хусахсен хăшпĕр утаманĕсем çаратса тултарнă япаласене килне ăсатаççĕ тени тĕрĕсех иккен.

— Ан пакăлтат кирлĕ мара! — вăрçса тăкрĕ ăна Укаслу. Çапах та, тапăра таврăнсан, Укаслу чăтаймарĕ, хăй мĕн курнине Тимофей-хусаха каласа кăтартрĕ.

— Ун пек калаçнине эп те илтнĕ-ха, — терĕ ватă хусах. — Творогов иртĕхет тесе тахçанах сăмахлаççĕ. Анчах тытман — вăрă мар. Эх, çав лавсене хуса çитмелле те!

— Апла юрамасть пуль, — иккĕленчĕ Укаслу. — Ара, вĕсене патька-патша хушнипе Ейĕк тăрăхне янă пулсан... Хушман ĕçе хутшăнни пулмĕ-и ку?..

Капла каланине илтсен, Тимофей-хусах та шухăша кайрĕ.

— Тен, чăнах та апла та пулĕ. Çапах та, май тупăнсан, кун пирки государьпе калаçса пăхăп-ха. Творогов Ейĕк тăрăхне мĕнле обоз янине те пĕлĕп. Тĕрĕссипе каласан алли кукăрри паллă-ха. Хăшпĕрисем ăна пĕлеççĕ. Ватă чăваш калани тĕрĕсе килет пулсан — пуçне çухатать Творогов. Çынна кура — хисепĕ: таса чун-чĕреллине - тилĕ тăлăпĕ, вăрлама-çаратма юратакана — мăйçыххи-пăяв... Хусан патĕнче темиçе утаманпа полковник халăха çаратнăшăн пуçсăр юлнăччĕ-ха. Твороговпа та çав япала сиксе ан тухтăр. Ыранах калаçма тăрăшăп-ха государьпе.

 

Анчах Тимофей-хусах Пăкачавпа калаçма ĕлкĕреймерĕ. Хăрушă ĕç пулни чăрмантарчĕ ăна...