Пăва çулĕ çинче :: Çĕрлехи çапăçу
Тепĕр кун ирхине Пăвана çитрĕмĕр. Хулана кĕрес умĕн офицерсенчен Наговицын хушаматли лавсене чарма хушрĕ, унтан конвойри прапорщиксене темскер каларĕ. Лешсем, лашисем çинчен сиксе анса, Михаил Алексеевич лавĕ патне чупса пычĕç те унăн аллисене хыçалалла хутлатса чĕн пиçиххипе туртса çыхрĕç. Тепĕр минутран конвоирсем пирĕн лава çавăрса илчĕç. Шаккамана урапа çинчен хăваласа антарчĕç, çуран утса пыма хушрĕç, пире, асаттепе иксĕмĕре те, çыхса лартрĕç. Ку çеç те мар-ха. Кашни лав хыççăн икшер юланут тăрса тухрĕç. Урам варрине кĕрсен, çак конвойри юланутсем хĕçĕсене йĕннинчен кăларса лашисен каçанĕ çине тăратрĕç. Чи малта Наговицын пырать, ун хыçĕнчен икĕ юланут, унтан Михаил Алексеевича лартнă лав, каллех икĕ юланут, унтан пирĕн лав...
Урам тулли халăх вĕркет. Хулари мещенсем куçĕсене чарсах пирĕн çине пăхаççĕ. Акă, шăп хула варрине çитсен, эпĕ хирĕç килекен чаплă тăрантас çинче сарлака пакунлă полковник ларса пынине куратăп. Наговицын лашине чарсах полковника рапорт парать, пирĕн çине кăтартать.
Хĕрлĕ чиркӳ патне çитсен, пирĕн лавсене, ушкăнтан уйăрса, тĕрмене илсе кайрĕç. Эпĕ хыçалалла çаврăнса пăхрăм та Зоя Савельевна лавне те, полковник тăрантасне те тек курмарăм.
Тĕрмере пире виçсĕмĕре те пĕр камерăна хупса хучĕç. «Чул миххе çыхса пăрахрĕç», — терĕ Михаил Алексеевич, cтена çумне пĕшкĕнсе ларнă май. Тăваткал камерăн вараланса пĕтнĕ стенисем тăватă енчен те симĕс шапа хырăмĕн курăнса йĕрĕнтереççĕ. Чул урайĕ те, лутра маччи те, кантăка карса илнĕ тимĕр решетки те — сан çине, чăнах та, темле йывăр чул муклашка пусса тăнăн туйăнать. Решеткеллĕ чӳрече çине хĕвел ури ӳкрĕ — шăнасем ларса вараланă кантăк, пушшех те сарăхса, куçа тарăхтарчĕ.
Кĕтесре пĕчĕк кăмака-голландка пур та — халĕ, ăшăра, ăна хутмаççĕ. Тен, çавăнпа та сывлама йывăр: çĕрĕк шăрши кĕрет. Мал енчи стена çумне кусла ураллă сĕтел тĕртсе лартнă: хăмисене саваламан, тумхахлă çул пек катра. Саваламан хăмасенченех тунă тапчансакĕсем те — çап-çара.
Пăртак тăрсан, пирĕн пата икĕ тутара пырса хупрĕç вĕсем. Пăва таврашсемех теççĕ, иккĕшне те такам чĕп-чĕр юн юхиччен хĕнесе пĕтернĕ, аран сьшлаççĕ. Михаил Алексеевич вĕсене тапчансак çине улăхса выртма пулăшрĕ.
Эпир, асаттепе иксĕмĕр, малтанласа тутарcенчен кăштах ютшăнса тăтăмăр. Кăвакарса пĕтнĕ пит-куçлă çынсем тĕрмене мĕншĕн çакланнине пĕлмерĕмĕр эпир. Кăмака çумне лăпчăнса урайне лартамăр та чылайччен сăмах хушмарăмăр. Тутарсем те ахлатса çеç выртрĕç...
Михаил Алексеевич, ахăртнех, çул çинче ларса килнĕ чух ыратнă пилĕкне тӳрлетес тесе, урай тăрăх пĕр-икĕ утăм ярса пусрĕ те пирĕн ума пырса тăчĕ. Асатте, ăна ларма сĕнсе, ал лаппипе чул урайне шăлса илчĕ.
— Сире мĕншĕн тытса килчĕç? — шăппăн ыйтрĕ Михаил Алексеевич.
— Э, кам пĕлет ăна, — терĕ асатте, сухалне якатса. — Савик ывăлĕ салтаксем ертсе килчĕ те саламатпа хăмсарма тытăнчĕ. Кутускăна илсе кайрĕ, унтан кунта çитерчĕç... Ильпăрас Тиххăнĕ тĕтхĕртсе тăчĕ, вăл питех кăшкăрашман пулсан, тен, тивместчĕç те...
— Ашшин, ывăлин, çветтуй сывлăшин ячĕпе тенĕ пек, сире ним айăпсăр тытса хупрĕç пулать, — терĕ Михаил Алексеевич, — çиллине шăнарайманнипе тем тума та хатĕр вĕсем. Сантăра ашшĕшĕн, сана ывăлушăн айăплама тăрĕç, астăвăр, допросра çирĕп тăрăр. Лука Тимофеевича вĕcем, паллах, хĕрлисемпе кайнă тесе шутлаççĕ.
— Мĕн пулĕ ĕнтĕ малалла?
Асатте пире мĕн пулассине пĕлесшĕн, Михаил Алексеевич ăна урăхла ăнланчĕ. Вăл пĕтĕм самана мĕнле пуласси çинчен калама тытăнчĕ.
— Эпир пуянсенчен Савикпе Кериме тата Ильпăраса пĕлетпĕр. Раççейпе илсен, вĕсен йышĕ чылай вара. Пурлăхне илсен, Савикрен çĕр хут пуянрах фабрикантсемпе банкирсем те пур. Патша генералĕсемпе адмиралĕсем те халăх ирĕке тухасран хăраççĕ. Пирĕн патшана вырăнтан сирпĕтнипех лăпланса лармалла мар, унпа пĕрле халăх юнне ĕмсе пурăннă улпутсемпе фабрикантсене те хăваламалла. Вĕсем йышлăн, вăйлă, ăшă вырăнтан хăйсен ирĕкĕпе хăпасшăн мар. Хăпасшăн çеç те мар — ĕлĕкхи саманана çавăрасшăн пире хирĕç вăрçă тапратса ячĕç. Халăх вĕсене пурпĕрех çĕнтерет вĕт, унччен юн тăксах çапăçас пулать...
Михаил Алексеевич мĕн каланине суранланса пĕтнĕ тутарсем те хăлхине тăратсах итлеççĕ. Пĕр вăхăтлăха вĕсем ахлатма, йынăшма, суранĕсене хыпашлама та пăрахрĕç. Акă Михаил Алексеевич чарăнчĕ, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Коридортан аттипе шаплаттарса утакан хуралçă иртсе кайни илтĕнчĕ. Асатте, хăй калаçни палăрасран сыхланса, шуррисем Ярхуна мĕнле асаплантарса вĕлерни çинчен сăмах тапратрĕ. Михаил Алексеевич ăна итленĕçемĕн пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе каять. Куçĕсем кăвар пек ялкăшса илеççĕ.
— Вулăсра тата кам коммуниста çырăннă тесе темĕн чул асаплантарсан та, вăл пĕр сăмах чĕнмерĕ, пĕтĕм халăх асапне хăй çине илчĕ, — терĕ юлашкинчен асатте.
— Чăн-чăн коммунист çавăн пек пулмалла та! — ура çине сиксе тăчĕ Михаил Алексеевич, — пăхма хăй хавшак çынччĕ вĕт, чунĕпе епле паттăр пулнă вăл!.. Эпĕ Ярхуна та, арăма та хампа пĕрле Йĕпреçе илсе каясшăн пытăм вĕт. Йлкĕреймерĕм. Уесри исполком мана приказ панăччĕ...
Мĕнле приказ панине эпир пĕлеймерĕмĕр вара. Михаил Алексеевича допроса илсе кайрĕç. Тĕрме, суранлă çынсем йынăшнипе, вĕлле пек сăрлатса тăрать. Кăшкăраканни, ылханаканни, аташаканни, йĕрекенни те пур сак чул хӳме тыткăнĕнче. Пирĕн камера умĕнчен час-часах таканлă атăпа шаклаттарса утса иртни илтĕнет. Тепĕр чухне тата допроса илсе тухакансене пăшал кĕпçипе чышса антăхтарни, вăрçни, «ут! ут!» тесе кăшкăрса пăрахни те илтĕнет. Допроса илсе кайнисенчен хăшĕ каялла таврăнмаççĕ те — ку вĕсене персе пăрахнине пĕлтерет, таврăнаканнисем те аран-аран йынăшса сывлаççĕ.
Малтанхи каç пĕр самантлăха та куç хупмарăмăр, Михаил Алексеевич таврăнасса кĕтрĕмĕр, анчах ăна урăх камерăна куçарчĕç пулмалла — килмерĕ. Хамăра та допроса чĕнессе кĕтетпĕр. Халлĕхе пирĕн ят тухмарĕ.
Асатте, турра кĕлтунăн, тем пирки пăшăлтатса ларать. Пире курса тутарсем те çывăрмаççĕ. Михаил Алексеевич калани вĕсен чĕрине те пырса тиврĕ-мĕн — тăтăшах пуçĕсене çĕклесе пирĕн енне çаврăнса пăхаççĕ. Тулти хунар çути урайне кăшт çеç ӳкет те — пĕр-пĕрне курсах тăратпăр. Акă тутарсенчен пĕри тапчан çинчен сĕтĕрĕнсе анчĕ те, уксахласа, пирĕн ума пырса ларчĕ.
— Синь хăш ялтан килчен? — çурри чăвашла, çурри тутарла ыйтрĕ вăл.
— Эпир Юхма таврашĕсем, — терĕ асатте.
— Минь билем. Патăръел. Вулăс кантурĕ пур. Шăнкăртампа юнашар.
— Юхма пасарне пырса курман çын çук-тăр ĕнтĕ вăл ку таврашра, — тутара тарават пулчĕ асатте.
— Тĕрĕс, ами, Юхмара эпĕ нумай пулнă. Буа пек пысăк ял у. Эпĕ таçта та пулнă. Тагир Каюм тесен, мана таçта та пĕлеççĕ. Эпĕ кăмака туса çӳретĕп... Пăва уесĕнче эпĕ пулман ял çук та пулĕ. Тагир Каюма вырăсĕ те, тутарĕ те, чăвашĕ те пĕлет. Шулай. Салтака кайиччен ывăл та кăмака тума вĕреннĕччĕ..
Асатте йынăшса выртаканни çине кăтартрĕ:
— Ку ывăлу-и санăн?
— Юк. Ку мар. Ку ман пек ватă çын вĕт, амутка. Абдулла Юлдашев вăл. Ăна та шуррисен йытти туласа илнĕ. Мĕншĕн туланă?
Шурă сухалне якатса, Тагир Каюм хăех хуравларĕ:
— Абдулла пирĕн Совет присидателĕ! Шулай. Шуррисем килчĕç те тӳрех Абдуллана тапăнчĕç... Кăштах вĕлермерĕç.
Асатте тинех тутарсенчен ютшăнми пулчĕ.
— Эсĕ, Тагир Каюм, кунтарах лар, — тесе, вăл ăна хăйпе юнашар вырăн пачĕ, унтан шыçса кайнă пит-куçĕ çине хĕрхенсе пăхрĕ.
— Сана мĕншĕн айăпларĕç?
— Мана айăпламаççĕ. Манăн ывăла айăплаççĕ. Вăл, салтакран килсен, кăмака тума тытăнмарĕ, продотряда çырăнчĕ, халĕ хĕрлисемпе Хусаненне куçса кайрĕ. Шуррисем мана ывăлшăн ăшалантарчĕç. Тĕрмене те ывăлшăн хупса хучĕç.
— Манăн ывăл та Хусан патĕнче, — терĕ асатте.
— Эй, апла, пирĕн ывăлсем пĕр çулпа çӳреççĕ, пирĕн тепĕр çулпа утмалла. Шулай!
— Утмалла? Тĕрмерен кăлармасан? — хурланса ыйтрĕ асатте.
Тагир Каюм асатте пăшăрханнине шута илмерĕ, çийĕнчех Патăръелĕнчи пĕлĕшĕсем пирки ыйтма тытăнчĕ. Малтан калаçу амалансах пымарĕ те, сăмах иртнĕ çуркунне çĕр валеçни патне çитсен, асатге хăй тĕрмере ларнине те манса кайрĕ пулмалла. Кунĕпе калаçса ларчĕç вĕсем. Кас-кас Абдулла Юлдашев та пуçне çĕклесе сăмах хушкаларĕ. Хĕвел аннă вăхăтра пирĕн камера алăкĕ тепĕр хут уçăлчĕ.
Эпĕ, Михаил Алексеевич таврăнчĕ тесе, савăнса сиксе тăтăм. Надзиратель тахшине çурăмĕнчен тĕке-тĕке кĕртрĕ.
Эиир вăл хамăр кĕтекен çын маррине туйса илтĕмĕр. Тĕксĕм хунар çути лутра çын пичĕ çине ӳкрĕ. Эпĕ ăна таçта курнă, палланă пек туйăнчĕ. Лайăхрах пăхрăм та тĕлĕннипе кĕçех кăшкăрса ямарăм: Ярмуш! Ăна нумай нулмасть продотряд салтакĕсемпе милиционерсем Шăмăршă вулăсĕнче тытса Пăвана илсе килнĕччĕ, хупсах хунă тетчĕç. Мĕнле-ха вăл шуррисен аллине те лекнĕ?
— Эх, Керенски чухнех аванччĕ, — тесе, вăл хăй тытăнчĕ хыпар тума. — Вăхăтлăх правительство тетчĕç те манран пурте хăраса тăратчĕç. Хĕрлисем килчĕç. Мана хĕсĕрлеме тытăнчĕç. Çак тĕрменех хупса лартрĕç. Унтан шуррисем килсе мана ирĕке кăларчĕç. Тав турăм вĕсене, лайăх самана таврăнчĕ терĕм. Пĕр-икĕ кун хула тăрăх савăнса çӳрерĕм те киле кайма шут тытрăм. Ярмуш çуран çӳреме пултарайманни сирĕншĕн паллă ĕнтĕ. Хĕç çакнă пĕр офицер утланса çӳрекен лашана юратса пăрахрăм. Кăвакал мăйлă хăй. Амрисем алăк пек сарлака. Турă. Купарчи çинче шыв кӳлленсе тăма пултарать. Лаша мар — картинка. Ну, вăрларăм çакна. Хула тулли çын вĕркет — эпĕ, лаша утланса, Кипеккассинелле кустартăм. Тытрĕç, мур илесшĕсем. Лаши кăштах йывăртарах чупаканни пулчĕ. Тем пек çаптарсан та тарса ӳкеймерĕм. Хыçалтан пăшалпа шатăртаттарса хăвалаççĕ вĕт. Хăрарăм та пулмалла çав. Хамах каялла çаврăнса тăтăм. Икĕ алла та çĕклерĕм, каçарăр, айăплă терĕм. Ăçта унта!.. Чутах персе пăрахмарĕç. Эсир мĕншĕн çаклантăр кунта?
Асатте Ярмушпа калаçасшăнах пулмарĕ. Ăна курса эпĕ те урайне пĕшкĕнсе лартăм. Кĕпи çаннисене çурса суранĕсене çыхсан, Тагир Каюмпа Юлдашев та, асатте енне çаврăнса, Юхма пасарĕнче тырă мĕн хак иккенне ыйтрĕç, Ярмуш пакăлтатнине илтмен пек пулчĕç. Асатте вĕсемпе кăмăллăн сăмахлама пуçлани Ярмуша килĕшмерĕ. Вăл шăртланма тытăнчĕ.
— Эсĕ, Ахмар старик, мĕншĕн мана сывлăх сунмастăн? Пĕр палламан çын пек чĕнмесĕр ларатăн. Е манран, тĕрмене çакланнă çынтан, йĕрĕнетĕн-и? Эсĕ хăв та тĕрмере вĕт? Мĕншĕн ларнине те пĕлетĕп. Лашашăн ларатăн. Сана хĕрлисем лаша парса хăварнине илтсеччĕ... Эпĕ те лаша пирки çаклантăм. Çылăхсем пирĕн иксĕмĕрĕн те пĕрех. Эпĕ хам вăрланă, эсĕ хĕрлисем вăрланине йышăннă. Мăнуку та лашашăн ларать. Тутарсем те лашашăн лараççĕ пулмалла, — тесе, вăл суранланнă çынсем çине пăхса илчĕ.
— Эпĕ кăмакасем тăватăп, — терĕ Тагир Каюм, юн хытса ларнă тăнлавне хыпаласа, — мана лаша вăрланăшăн хупман, ывăл хĕрлисемпе кайнишĕн хупнă.
— Мана, лаша вăррине, Ярмуша, ĕлĕк кĕпĕрнаттăр пĕлсе тăнă, халĕ шуррисем те, хĕрлисем те пĕлеççĕ. Эпĕ тунма юратмастăп. Тӳрех калатăп. Айăплă. Пăва уесĕнче эпĕ вăрламан ял та çук. Ахмар старикĕнне те ĕне пек пысăк хырăмлă лашине вăрланăччĕ. Айăплă. Вилсен леш тĕнчере мана тӳрех тамăка ăсатаççĕ пулĕ ĕнтĕ. Ну, ку тĕнчере эпĕ виçĕ кунтан ытла ларса курман вара. Халĕ те нумай лармастăп. Пĕрре çеç шăхăратăп: кăларса та яраççĕ. Курăр акă.
Асатте лашине вăрланипе мухтаннине илтсен, эпĕ сивчир тытнă пек чĕтреме тытăнтăм. Манăн мĕнпур вăйпа çак хамăра хур кăтартнă усала сухалĕнчен ярса тытас килет, унăн хĕсĕк куçлă кĕççе пичĕ çине лачлаттарса сурма та хатĕр. Тĕрме стенисен тыткăнĕ çеç кăштах чăрмантарса тăрать — вăйпитти Ярмушран ниçта тарса ӳкме çук. Асатте мана хăй çумне чĕнсе илчĕ. Юлдашевпа Тагир Каюм та йĕрĕнчĕклĕ таса мар япала çыпăçасран шихленнĕн, Ярмушран пăрăнса, пирĕн тавра чĕркуçленсе ларчĕç.
— Мана ака умĕн лашасăр тăратса хăваракан эсĕ пулнине тахçанах сиснĕ эпĕ, — тесе ылханса илчĕ асатте. — Пуçна пултăр!
— Ылханакансем нумай, — ĕхĕлтетсе кулса ячĕ Ярмуш, — анчах мана çĕр те çăтмасть, аçа та çапмасть.
Турă курманнине эпир кăтартма пултаратпăр, — пирĕк хута кĕрсе каларĕ Юлдашев. — Тăваттăн тытсан, шăшие çăпатапа пуснă пек лапчăтса хурăпăр. Йĕксĕк, мĕнпе мухтанать вăл!
— Алла варалас килмест, — терĕ асатте. — Хам салтакра чухнехи пек çамрăкрах пулсан, эпĕ ăна хĕрхенсе тăмалла мар та, хам ватăлтăм ĕнтĕ, çылăха кĕрес килмест.
— Усала пăвса пăрахнăшăн турри каçарать пуль, — шахвăртса илчĕ Юлдашев.
Ярмуш сасартăк чĕнми пулчĕ, хăравçăн пăхкаласа, çăмха пек, алăк патне куçса кайрĕ. Унтан сиксе тăчĕ те пыр тĕпĕпе кăшкăрса ячĕ:
— Хурах!.. Мана пĕтереççĕ!..
Сас-чĕв пулмарĕ. Ярмуш икĕ аллипех тимĕр алăка шаккама тытăнчĕ:
— Кунта мана вĕлересшĕн, хурах!
Хуралçă килсе алăка уçсан, Ярмуш ăна тепĕр камерăна куçарма тархасларĕ, пирĕн çине кăтартса темскер пăшăлтатрĕ.
— Вĕ-ле-ре-ççĕ те-тĕн? — сăмаха тăсса ыйтрĕ хуралçă. — Тĕрĕс тăваççĕ!
Алăк шалт хупăнчĕ.
Ярмуш кĕтессе хутланса ларчĕ те, пирĕнпе пĕр казар пуласшăн тăрăшнă пек, пăшăлтатса илчĕ:
— Хĕрлисем чухне кунта салтак тăратчĕ. Кун пек хаяр марччĕ вăл.
Ирхине пире, пĕр çур сехетлĕхе, тĕрме картишне илсе тухрĕç. Пĕрерĕн тăрса тăвăр картиш тавра умлăн-хыçлăн çаврăннă чухне эпир Михаил Алексеевича куртăмăр, Вăл пире темскер каласшăн пулчĕ, анчах та çиллес надзиратель ăна ушкăнтан уйăрса кайрĕ.
— Сывă пулăр, юхмасене салам калăр, мана паянтан чĕрĕ хăварас çук! — тесе çеç кăшкăрма ĕлкĕрчĕ вăл.
Иккĕмĕш каçхине, чăнах та, шуррисем Михаил Алексеевича таçта илсе кайрĕç.
Каçхине пире те, асаттепе иксĕмĕре, допроса чĕнтерчĕç, анчах тĕрме тулашĕнче вĕçĕмсĕр пăшал пени, кăшкăрашни, ушкăнĕ-ушкăнĕпе такамсем таплаттарса чупса иртни илтĕнсе кайрĕ. Сывлăшра та темскер «у-у-у» тесе ӳлет (хĕрлисен самолечĕсем пулнă иккен).
Допрос тăвакан офицер, сĕтел хушшинчен тухса, чӳрече умне пырса тăчĕ, сывлăшри сасса итлеме тытăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, тĕрмепе юнашар çурт çине бомба ӳксе çĕре чĕтретсе илчĕ. Пире сыхлакан салтаксем таçта кайса кĕчĕç, допрос тăвакан офицерĕ те сасартăк тухса вĕçрĕ. Эпир ним тума пĕлместпĕр, тăратпăр анра сурăх пек.
Картишĕнче тахăшĕ кăшкăрса ячĕ:
— Юлташсем! Тĕрме алăкĕ уçă, тухса тарăр часрах! Çавăнтах тепĕр çын сасси коридортан илтĕнчĕ:
— Михаил Алексеевич — ăçта-ши?!
— Пожеданова шыраса тупăр!
Кăна илтсен, эпир текех иккĕленсе тăмарăмăр, урама чупса тухрăмăр. Тĕрме умĕнче пирĕн пек ирĕке тухнă çынсене çул кăтартса тăракан командир кашнийĕнчен ыйтать:
— Юлташсем, Пожеданова кам курнă?!
Эпĕ, пĕр самантлăха чарăнса, командир патне пырса тăтăм:
— Михаил Алексеевича-и? Пирĕнпе пĕр камерăра ларчĕ вăл, — тесе пĕлтертĕм ăна.
— Чĕрĕ-и?!
— Çук, ăна ĕнер персе вĕлерчĕç пулмалла.
— Эх, ĕлкĕреймерĕмĕр иккен, çăлаймарăмăр Михаил Алексеевича! — тесе, командир икĕ аллипе те пуçне ярса тытрĕ. — Наговицын мĕн таран çын пуçне çирĕ пулать!
Тĕрме хапхинчен палкаса тухакан çын мĕлкисем чарăнса тăмаççĕ, тӳрех тăвалла, хула тулашне вăркăнаççĕ.
— Пире Кипеккассинче кĕтĕр! — тет командир.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...