Пăва çулĕ çинче :: Тăвăл умĕн
Ирхине эпĕ ирех урама чупса тухрăм. Кашни çурт умĕнчех çынсем пухăна-пухăна тăнă. Патша çйнчен калаçаççĕ. Пурте савăннă. Керим хуçапа Ильпăрас староста çеç хăмăр пĕлĕтĕн курăнакан пулчĕç, иккĕшĕ те Аслă Патăръелĕнчи вулăс кантурне кайса килчĕç те Керим патĕнче хупăнса ларчĕç. Урамра пасарти пек шавлакан ялйышсем темле сăмах та вĕçтереççĕ. Пĕрисем Питĕрти латша хуралçăран ыйтмасăр карта хыçне те тухса кĕреймест теççĕ. Теприсем çураки умĕн утелне çĕрне ятран валеçмелли çинчен калаççĕ. Патша кăларнă укçа пăрахăçа тухать текенни те пур. Кăна хирĕç манăн асатте çапла каларĕ:
— Эпĕ укçи пăрахăçа тухнăшăн хăрасах ӳкместĕп, манăн пурпĕр сая каймасть!
— Ха-ха-ха! Манăн та шăтăк кĕсьери укçа ылтăнтан хаклă, самани темиçе тĕрлĕ улшăнсан та, хăйĕн хакне çухатмасть, — шӳтлесе илчĕ Лăриван.
Çĕр çинчен калаçнă чух ялйышсем сасартăк кулма чарăнаççĕ. Çĕр ыйтăвĕ, хресченсемшĕн пулсан, — пурнăç ыйтăвĕ, унăн ĕçĕ те, ĕмĕчĕ те тĕрлĕ пулассипе çыхăннă. Ахаль мар асатте каçсеренех хăй тĕллĕн мăкăртатса калаçакан пулчĕ. Пĕррехинче эпĕ вăл пӳрнисемпе шутласа ларнине куртăм. «Тĕрĕс, утелне çĕрне валеçсе ярсан, пире кашни ята пĕрер теçеттин çĕр лекет», — терĕ вăл, шухăша кайса.
Тĕлĕнмелле тапхăр тапранса кайрĕ — халăх хушшине кунсеренех çĕнĕ хыпар сарăлать. Виçĕмкун, акă уретнике çыхса Пăвана ăсатнă терĕç. Ун хыççăн земски начальникĕ те çĕр хута таçта тухса тарнă пулать. Ĕнер тата Савик хуçа тройка кӳлсех Чĕмпĕре вĕçтернĕ. Кăна куракансем каçса кайса кулаççĕ — патша сирпĕннĕшĕн те ун чул савăнман тейĕн çав.
— Ну, васкать хăй, ну, васкать, лашисене хыçалтан хăваланă пек чавтарать, эсрелĕ. Тĕнчене усал кăтартса çӳриччен пĕр-пĕр çырма тĕпне чикеленсе анинччĕ!
Акă мĕнле ылханаççĕ ăна. Эпир, çамрăксем, ваттисем калаçнă чухне сăмаха хутшăнмастпăр. Итлесе çеç тăратпăр. Хамăр тĕллĕн юлсан вара — кашни хыпарах хăпартса яратпăр. Тепĕр чухне хамăр мĕн каланине хамăр та ăнлансах пĕтерейместпĕр. Тăтăшах «комитет» сăмаха асăнатпăр — вăл мĕн иккенне пĕри те ăнланмастпăр. Уретнике тытса кайнă хыççăн малашне вăрă-хурахсене кам хĕсĕрлессине те пĕлместпĕр.
Ĕлĕк Ильпăрас хăйĕн кăкăрĕ çине пĕрмай «сельский староста» тесе çырнă йĕс çаврашка çакса тухатчĕ, ăна пĕтĕм ялйыш пăхăнса тăратчĕ, халĕ вăл халăх хушшинче мĕн тума пултарать-ши?
Самана улшăннă май вулăса кайçа килнĕренпе Ильпăрас килĕнче хупăнса ларма юратать, çын куçĕ умне курăнсах каймасть. Вăл йăлтах йăвашланни çинчен эпĕ акă мĕн илтрĕм. Вырсарникун асаттесем патĕнче пулса иртрĕ ку. Эпĕ пырса кĕнĕ-кĕменех пӳртре Шаккамавпа Лăриван пуррине астуса илтĕм. Ватăсем тин çеç чиркурен таврăннă иккен. Асатте çĕнĕ сăхманне те хывма ĕлкĕреймен. Асанне хăйĕн юратнă вырăнĕнче — кăмака çинче — ларать. Ятлаçмасть. (Вăл асаттене ӳпкелемесĕр-тумасăр ларни сайра пулать.) Те çавăнпа, эпĕ кăмака енне çаврăнса пăхрăм: асанне çинçе сас вĕççĕн каçса кайсах кулать. Ытла та ырă кăмăллă-çке вăл паян, уявра сăра ĕçнĕ чухнехи пек савăннă, мĕн хыпар илтнĕ-ши?
Сăмах Ильпăрас çинчен пырать имĕш. Акă асатте ĕлĕкрех староста чиркĕве мĕнле пырса кĕнине тăрăхласа кăтартать, чавсисене саркаласа, вăл тӳрех мăнаçлăн клирос çине улăхса тăратчĕ, тет.
— Аттипе урайне шаплаттарса утни пĕтĕм чиркĕве янрататчĕ вĕт, темле чаплă улпут килсе кĕчĕ тейĕн, — чĕлĕмне мăкăрлантарса тăракан Лăриван старик те сăмаха хутшăнчĕ, — пуçа катаччи лаши пек каçăртса çӳретчĕ.
— Хăй, ман хăраххăн, вулама та, юрлама та пĕлместчĕ, çапах кĕлĕ юррине юрлакансене тĕрткелесе, çын куç умне тухса тăратчĕ, пулать те вĕт вĕçкĕн, — кăна Шаккаман старик каларĕ. — Атти çине пĕр лакăм тикĕт юхтаратчĕ пуль, çӳçне йывăç çу сĕретчĕ, пустав халатпа пыратчĕ. Паян, мур илесшĕ, ыйткалакан пек, саплăклă кивĕ сăхман тăхăнса пынă, урине те çăпата сырнă.
— Паян вăл клирос çине хăпармарĕ, — тепĕр хут пуçларĕ асатте, — алăк патĕнче мĕскĕннĕн сĕнксе тăчĕ.
Акă мĕншĕн кулать иккен асанне. Ватăсем чылайччен староста мĕскĕне тухнине тăрăхласа ларчĕç. Сăмах Ильпăрас çинчен пуян Керим çине сиксе ӳкрĕ. Кутăруçăн вăл та каллĕ-маллĕ çаврăнкаласа пăхать пулĕ, тен, малашне унăн та шалчи тулĕ. Ларсан-ларсан, Ильпăрас Тиххăнĕ те сăмах çине лекрĕ. Вăл ухмаха персе вăрçăран юлни ялйышсен асĕнчен тухмасть вара. Ухик çарамасланса урам тăрăх чупнине те асăнса илчĕç ватăсем. Вырсарникуна пула кăнтăр варринчех пуçланнă халап вĕçĕмсĕр амаланса пычĕ. Эпĕ Лăриванпа Шаккаман хăйсен килне ăсанасса кĕтетĕп. Анне мана асаттепе асаннерен çăнăх ыйтса пăхма хушса янă-çке-ха! Килте кăвас хума çăнăх çуккипе аптрарăмăр. Шуратман çĕрулми те типĕ яшка çеç çиетпĕр. Ванюк апата лармассеренех çăкăр ыйтать...
Лăриванпа Шаккаман старик тухса кайсан, эпĕ хул хушшине хĕстерсе килнĕ хутаçа асатте куçĕ умне хутăм. Эпĕ «çăнăх» сăмаха асăннă-асăнманах асатте сăн-пичĕ улшăнса тĕксĕмленчĕ, айăпа кĕнĕн вăл кăмака енне çаврăнса пăхрĕ. Асанне те сасартăк кулма чарăнчĕ, çилленнĕн тем пирки мăкăртатса илчĕ, унтан, пирĕн çине пăхса, акă мĕн аса илтерчĕ:
— Тахçанах каланăччĕ, çав пӳртри пăрăва сутса çăнăх туянăр тенĕччĕ.
— Çăва хирĕç выльăха сутмĕç, — терĕ асатте, ĕнсине хыпаласа.
— Пăруран выльăх тăвиччен пайтах çитермелле-ха, — хăй тĕллĕн мăкăртатса, асанне шаларах сиксе ларчĕ.
Асатте ман хутаç çине хурлăхлăн пăхса илчĕ, ним тума аптранипе вăл сасартăк, темле вăйсăр çын пек пуçне усса, шухăша кайрĕ. Асатте унашкал хавшаккине халиччен эпĕ курманччĕ-ха. Хутаçпа килсе ахалех хурлантартăм. Пăртак тăрсан, асаттене хĕрхенсе, майĕпен кăна киле тухса шурăм.
Анне эпĕ пушăлла таврăннинчен пĕртте тĕлĕнмерĕ. Вăрăммăн сывласа илчĕ те вăл вучаха кăвайт хурса тивертсе ячĕ. Чăмăрла улма пиçсен, ăна шуратса пĕчĕк тукмакпа тӳрĕ, унтан Ванюкпа иксĕмĕре сĕтел хушшине апата ларма сĕнчĕ. Пирĕн килте тăвар та çук иккен. Анне уншăн та хыпса çунмарĕ.
— Уйранпа сыпса çийĕр, — терĕ вăл, пирĕн ума шывпа шĕветнĕ турăх лартса. — Часах акă аçăр килĕ. Ун чухне тăварĕ те, çăкăрĕ те пулĕ.
Пĕр эрне иртрĕ, икĕ эрне... Салтакран таврăнакансем курăнмаççĕ. Кӳршĕри ялта пĕр çын килчĕ — Ярхун Захарĕ теççĕ ăна — хăрах алли çук. Ун пек чăлаха, паллах, киле ярас пулнă. Пирĕншĕн çакă сисĕнчĕ: тĕрĕс-тĕкеллисене çартах тытаççĕ. Патшана вырăнтан сирпĕтнĕренпе пĕрмай савăнса çӳрекен анне сасартăк пуçне усрĕ, атте часах таврăнас çуккике туйса илчĕ. Çитменнине, Савик хуçа та Чĕмпĕртен темле хут илсе килнĕ сасă сарăлчĕ, унта унăн çĕрне те, пурлăхне те тивме юрамасть тесе çырнă пулать вара. Пирĕн кӳршĕсем ăна пасарта курнă. Каллех хур аçи пек пуçне каçăртса çӳрет, çĕнĕ йĕркене те мухтать, тет. Патши вырăнсăр тăрса юлнă пулсан та, пирĕн таврари çĕрме пуян хăй вырăнĕнчех.
Çăкăрсăр тӳсме хĕн. Эпĕ, атте лаçне уçса, мăлатукпа сивĕ сунтала шаккама тытăнтăм — тимĕрçĕ сасси кăлартăм. Хам пата çынсем пухăнасса шансах каймастăп. Çапах та ыйхăри яла вăратма кĕрĕшнĕн мĕнпур вăйпа чаклаттаратăп. Уçă лаçри сасса илтекенсем пулчĕçех. Чи малтан ман ума Майка пырса тăчĕ. Эпĕ тем пек савăнтăм.
Темшĕн паян эпĕ хам пĕчĕккĕ чухне чăрсăрланса Майка теттисене çĕмĕрсе тăкнине аса илтĕм. Вăхăчĕ унтанпа лайтах шуса иртрĕ. Халĕ Майка та тăмран теттесем тăвакан пĕчĕк хĕрача мар. Вунулттăра ĕнтĕ вăл. Пирĕн ялти йăла тăрăх Майка качча тухмалли хĕрсен шутĕнче çӳрет. Эпĕ — вунпиллĕкре, каччăсен шутне кĕреймен-ха. Тен, çавăнпа манăн хăюлăх çитеймест.
Майкаран кăштах вăтанни палăрасран сыхланатăп, ĕçе путнă çыннăн, çăмăл паяльника пĕрре верстак çине хуратăп, тепре вучахри кăмрăк ăшне чикетĕп. Майкан кулса тăракан кăвак куçĕсем ман çине пăхаççĕ. Çӳллĕ те сарлака хулпуççиллĕскер, вăл пĕрмеллĕ сăхман кĕсйинчен чăпар кружка кăларать.
— Мĕн çăмăлпа килтĕн? — тетĕп, шăла çыртса.
— Çакна сапламалла. Пултаратăн-ши е аçу килессе кĕтмелле?
Атте юсама илсе килнĕ савăт-сапана малтан çутă çине çĕклесе тĕрĕслетчĕ. Майка кружкине эпĕ те куç умне труба пек тытса тулалла пăхатăп. Кружка тĕпĕнче кантăр вăррй пĕрчи пек пĕчĕк шăтăксем курăнаççĕ.
— Мĕнле?
— Мĕн «мĕнле»?! — тесе, эпĕ рашпиль тытатăп та кружка тĕпне хăйраса тасатма тытăнатăп.
— Юсама май килсен юрĕччĕ, — ман алăри рашпиль çине хăравçăн пăхса илчĕ Майка.
— Килтерес пулать, — хама хам чăн-чăн ăста вырăнне хурса ерипен çеç тавăратăп.
Кружка тĕпĕнчи шăтăксем рашпильпе хырмассеренех аслăланса пыраççĕ. Ку Майкана хăратсах пăрахрĕ. Манăн ирĕксĕрех ăна тутăхнă тĕле тăхлан çыпăçманнине ăнлантарса парас пулчĕ.
— Эсĕ ахаль мар ăстаçă ачи, темĕн те пĕлетĕн, — тĕлĕнсе калать Майка.
Эпĕ чĕнместĕп. Алăри кружкăна верстак çине хуратăп та вучаха чĕртсе яратăп, паяльника хĕртетĕп. Тăхлан татăкĕпе кислота кĕленчи манăн паçăрах хатĕр — лаçа уçнă-уçманах чӳрече умне тирпейлесе хунăччĕ.
— Кружка сапласси вăл йывăр мар, — Майка куçĕнчен пăхса илетĕп хам. — Пĕр-пĕр машина таврашне юсасси вăт хĕн, унта винтсемпе кустăрмасем урăм-сурăм нумай, шутласа та кăларас çук.
Паяльник хĕрсе çитрĕ. Унăн сăмси çумне тăхлан татки çĕçĕ çумне пыл çыпăçăннă пек çакăнать. Эпĕ ирĕлнĕ тăхлан тумламĕпе кружка тĕпне сапласа сивĕтетĕп. Вунă пуслăх кĕмĕл укçа пысăкăш саплăк хĕвел çинче йăлтăртатса куçа та йăмăхтарать. Майка савăннипе ниçта кайса кĕреймест. «Ытла та хăвăрт юсарăн-çке», — тесе, вăл сăхман кĕсйинчен мăйăр хутаççи кăларчĕ те ман енне тăсрĕ. Эпĕ кружка тĕпне пикенсех чӳпĕкпе сăтăратăп: «Мана нимĕн те кирлĕ мар», — тесе, мăйăр хутаççине каялла тĕртетĕп.
Майка ман алăри кружкăна вăйпах туртса илчĕ:
— Асту, Сантăр, ан сăтăр, каллех шăтăкĕсем курăнакан пулĕç, ĕçӳ харама кайĕ, — тесе, вăл лаçран тухса шурĕ.
Мăйăр хутаççи верстак çине выртса юлчĕ.
— Майка, хутаççуна манса хăвартăн!
Вăл илтмĕш пулчĕ. Васкаса ялалла утать. Эпе, хутаçа йăтса, Майка хыççăн чупрăм.
— Эсĕ, мĕн, ухмаха тухнă-и-мĕн? Çав ăçтиçукшăн та кӳршĕ каччине тӳлеме тăратăн. Кирлĕ мар, каялла илсе кай!
— Кӳршĕ каччине теместĕн-и? Эсĕ каччă-и? Эпĕ сана Сантăркка-халтăркка, арçын ача çеç тесе-ха!
Манăн ăна парăнас килмест, хам арçыннине астутарса, юр муклашкипе перетĕп. Майка мана ним вырăнне те хумасть, лӳпперрĕн кăна тĕртсе чĕркуçлентерет те пите юрпа çуса хăварать, хăй ахăлтатса килне чупать.
Эпĕ тăрса тумтире силлекелесе юртан тасатнă çĕре ман ума Керим кинĕ çитсе тăчĕ. Аллинче унăн тăвăр тĕпла витре.
— Ĕне сăваканниччĕ те ку, юхать, — тет пуян кинĕ. Манăн лаçри паяльник сивĕнмен-ха, вучахри кăмрăксем те сӳнмен. Çийĕнчех тепĕр хут ĕçе пикенетĕп. Шурă шăвăç витрене сапласси йывăр мар, анчах эпĕ ĕçе юри тăсатăп: мĕн чул васкатăн, çавăн чул сахалрах илетĕн.
Керим кинĕ çур сехете яхăн лаç умĕнче кĕтсе тăчĕ. Ĕç пĕтсен вăл, чеескер, мана кĕçех улталаса хăвармарĕ: патша пуçлă çирĕм пуслăх марка тыттарасшăн пулчĕ. Эпĕ кĕмĕл мар укçана йышăнмарăм.
— Ку патша пуçне сысна хӳри вĕçне çыпăçтарса яр, ман валли пĕр çăкăр илсе кил! — акă мĕнле каласа хутăм эпĕ ăна.
Пуян çын кинĕ хăйне кура мар — витрине халех илсе каясшăн пулчĕ, çăкăрне каçхине киле леçтерĕп терĕ. Эпĕ ĕçе кĕтмелле парса ямарăм:
— Çăкăрна илсе килетĕн — витрӳне йăтса каятăн!
— Эй, ачам, эсĕ ытла та хаяр-çке, аçу пек мар, вăл мана шанаканччĕ, — тутине тăсрĕ хĕрарăм. — Кирек мĕне те кĕтмелле парса яратчĕ.
— Атте панă пулĕ те, эпĕ памастăп!
Керим кинĕ ирĕксĕрех пушăлла утрĕ. Пăртак тăрсан, сарă çап-çаврашка çăкăрне вăл сĕтел çиттипе чĕркесе килчĕ. Хальхинче эпĕ ăна пĕр сивĕ сăмах каламарăм, шурă витрине верстак çинчен илсе тыттартăм та ĕни сĕтне нумай патăр тесе ырă сунтăм. Паçăр çилленнĕ хĕрарăм йăл кулса ячĕ.
— Эсĕ каланă пек пултăр.
Лаçра пĕр-пĕччен тăрса юлсан, эпĕ çаврашка çăкăра ярса тытрăм — тутлă шăршă сăмсаран кăтăклать. Çынсем ĕç йăтса килессе текех кĕтсе тăмарăм. Çăкăра хул хушшине хĕстерсе киле чупрăм. Аннепе Ванюк тĕлĕнсех кайрĕç.
— Асаннӳ парса ячĕ-и?
Çăкăра хам ĕçлесе илнине пĕлсен, анне хурланса кăштах йĕрсе илчĕ, унтан шывланнă куçĕсене шăлса кулса та ячĕ, сĕтел çине пуçтарма тытăнчĕ.
Паянхи апат ĕмĕрлĕхех манăн асра юлчĕ. Анне тем пек савăннă. Ванюк çăкăр чĕллине çăвар тулли çыртса çини кăмăлăма çĕклентерет: эпĕ хамăн икĕ аллăмпа çемьене тăрантарма пултаратăп…
Апат хыççăн атте канаканччĕ. Эпĕ лара-тăра пĕлместĕп, анне сĕтел çинчи çур çăкăра алшăллипе чĕркесе тĕпеле кайса хунă-хуманах, тăла пиншака тăхăнса ятăм.
Анне темскер каласшăнччĕ, эпĕ тула тухма хатĕрленнине курса сăмах тапратмарĕ, хуçа вырăнне хисеплерĕ пулас. Çемье выçă ларассипе тутă пуласси малашне пĕтĕмпех манран килет. Çак шухăш пĕтĕм пуç мимине кăтăкласа илсен, эпĕ ял хĕрринчи лаç патне çил пек вĕçсе çитрĕм. «Часрах, часрах шаккас, тимĕрçĕ сасси кăларас» тесе, сивĕ сунтал тавра чупкаласа çаврăнтăм, алă айĕнчи мăлатукпа шаккакаласа илтĕм, вучаха та чĕртсе ятăм.
Сунтал чанкăртатса янрани ялйышсен хăлхине илтĕнмелле ĕнтĕ. Темшĕн ман лаçа килекенсем çук.
Эпĕ тарăхнипе пысăкрах мăлатука ярса тытрăм. Мĕн-пур вăйпа сунтала кӳпкеме тытăнтăм. Кас-кас сивĕ сунталтан вут тухса каять. Ман сасса масар çинчи вилнĕ çынсем те илтмелле ĕнтĕ.
Тертленни кăлăхах пулчĕ: лаç умне пырса тăракансем пулмарĕç.
Пĕр çур сехете яхăн асаплантăм та йывăр мăлатука, çилленсе, çĕре çĕклесе çапрăм. Уçă алăкран кураксем савăнса кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ. Тула тухса лаç алăкă çумне таянса тăтăм. Тарланă çамкана çанăпа шăлнă май йĕри-тавра пăхкаласа илтĕм: пур çĕрте те çуркунне! Хир варринчи юр тĕл-тĕл ирĕлсе хура çĕре кăтартать, икĕ ял хушшинчи çул та пусăрăннă, кураксем çăрса илнĕ ватă йăмрасем вара çурхи хĕвелĕн хăватне пĕтĕмпех хăйсем çине туртса илнĕ тейĕн — кĕленче пек çуталса лараççĕ. Çара йăмрасем витĕр хăмпăланса çĕкленнĕ Пăла курăнать.
«Час пăр тапранать», — тесе, эпĕ асаттепе пĕрле пулла хатĕрленнине аса илтĕм. Ăшра сасартăк темле катрам ирĕлнĕн туйăнчĕ. Сисмерĕм те, ман хыçра тахши тăрать. Çаврăнса пăхрăм: Куршук мучи капкăн йăтса килнĕ!
Кураксен кĕтĕвĕ вĕркенине пăхса тăни мана килĕшмест. Васкаса урата урлă ярса пусрăм та верстак умне пырса тăтăм, пĕр усăсăр выртакан гайкăна рашпильпе якатам пекки турăм.
— Мĕн япала хăйратăн, ăçта çын? — сăмаха кивçен илнĕ пек аран-аран каласа хурать Куршук.
— Вăлта вĕçне çыхмалли хатĕрлетĕп, час çулла пулать вĕт, — суятăп хам.
— Вăлта вăхăчĕ час мар-ха, — тесе, Куршук ман ума капкăнне хурать. — Аслаçу кĕтме те пултарать, эпĕ кĕтейместĕп вара. Мулкачăсем йăлтах асса кайрĕç, хăяматсем. Улмуççисене шăпах тĕпĕнчен хуппине сĕвеççĕ.
Эпĕ тутăхнă капкăна çĕтĕкпе сăтăркаласа илтĕм, унăн хăрах пружини çăртинчен татăлнине курса, шухăша кайрăм: мĕнле юсас пулать-ха? Куршука пурпĕрех хам иккĕленнине систермерĕм.
— Юрĕ, тăвăпăр, — терĕм.
— Хăçан тăвăн, ачам?
Кăна хирĕç калама хĕн вара. Эпĕ, ĕç айне путнă ăста пек, мучие хурав пама васкамастăп. Куршук тепĕр хут ыйтать:
— Хăçан хатĕр тăвăн-ши?
Эпĕ хам та сисмерĕм, чĕлхе вĕçĕнчен сăмах татăлса вĕçрĕ:
— Ырантан тепĕр кун кил.
— Ыран каçа туса параймăн-ши?
Çук, ырана тăваймастăп, — тесе, эпĕ кивĕ капкăна хуçине тăсса патăм.
Куршук капкăнне тытмарĕ, хыçалалла чакрĕ, тĕлĕнсе мана куçран тĕллерĕ.
— Тăрăш-ха, Сантăр, ырана ĕлкĕрт, эпĕ сан валли йӳçĕтнĕ панулми илсе килĕп, — терĕ вăл юлашкинчен.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...