Пăва çулĕ çинче :: Савикпе тĕл пулни
Эпир Эрнаслу инкене малти урапа çине лартрамăр та тӳрех Савак хуçа хуттарне çул тытрăмăр.
Пирĕн ялтан виçĕ çухрăмри хуттăра эпир Патăръел чане иккĕмеш хут çапнă çĕре çитрĕмĕр. Пире хирĕç Савик хуçан Якрав тухрĕ те хуçа чиркĕве кайнине пĕлтерчĕ. Эпир, пĕр килнĕскер каялла кайма шутламарăмăр, çак хуттăрти тарăн пусă умнее пырса тăтăмăр. Шаккаман старик ĕнентернĕ тăрăх, çакăн пек тарăн пусă Пăва уесĕнче те урăх çук.
— Ăна Столыпин хушнипе хысна туса панă, — терĕ вăл, пусă çийĕнчи барабана хыпашласа.
Эпĕ çтолыпин кам иккенне пĕлмерĕм, анчах Савик хуçа вали хысна тунă пусă чăнахах та тарăн — унта чиркӳ кĕртсе лартас пулсан, унăн хĕресĕ те курăнас çук, пусă тĕпенчи шывĕ çăлтăр пек çеç палăрать.
Пăртак тăрсан, Савик хуçа тăрантас кӳлнĕ тимĕр кăвак лашипе тĕрлеттерсе çитрĕ. Ĕлĕкрех вăл çак тăрантасĕпе пире, аттепе иксĕмĕре, вутлă арманне юсама илсе кайнăччĕ. Ун чух Савик хуçа мана тем пек ырă кăмăллăп курăнатчĕ. Пыра-киле вăл аттене, хăйĕн тарçи вырăнĕнчех ĕçлеттересшĕн пулса, хăй патне куçма сĕннĕччĕ. Атте, лаççине хупсах, Савик патне тарçа кĕме килĕшменччĕ. Ун хыççăн Савик хуçа пĕрмай пире çилленсе çӳрекен пулнăччĕ, вутлă арманне юсанă чух та аттепе аслă ывăлĕ урлă çеç калаçатчĕ.
Тăрантас çинчен анакан Савик хуçа умĕнче ниме халăхе шăпăрт пулчĕ. Эрнаслу инке чĕтрекен сассипе Шаккамана сăмах тапратма тархасларĕ. Шаккаман çĕлĕкне пусарах лартрĕ те кхм, кххм! туса ӳсĕрме пуçларĕ.
Хура пуставран çĕлетнĕ çăмăл тумтирлĕ Савик пире асăрхасан юри мĕшĕлтетме пикенчĕ, уринчи çĕнĕ аттине вараласран сыхланнăн, ярса пусмассеренех чарăнса тăрать. Эпир, хăватлă этем çывхарасса кĕтсе, сывлама та хăймастпăр.
— Мĕн пулнă? — мăнаçлăн хăлаçланса ыйтрĕ вăл.
— Ара... Эпир мĕн... Нимене кайнăччĕ те,— такăна-такăна пуçларĕ Шаккаман,— чăрманни те ахалех пулчĕ.
— Эсĕ сăра кӳпесшĕн пулни куçăнтан пăхсах паллă,— ерипен каларĕ Савик.
Ун умне Эрнаслу инке пырса пуç тайрĕ:
— Эпĕ хам çĕре хамах акасшăнччĕ те...
— Качака кӳлсе-и? — йăвашшăн ĕхĕлтетсе илчĕ хуçа.
— Эпир Эрнаслу кине хур кăтартасшăн марччĕ, ушкăнпа пухăнса акса парасшăнччĕ.
Савик, çӳллĕ крыльца умне пырса, питĕ те вăраххăн Урине хырнă пек туса тăчĕ, çутă сăмсаллă карттусне хывса, йывăç çу сĕрнĕ çӳçне якатса илчĕ, анасларĕ, ыра кăмăллăн кулса кăтартрĕ, унтан, Эрнаслу çине пăхса, ăна шала кĕме сĕнчĕ.
— Эсир килĕрсене вĕçтерĕр. Хăвăрăн та акса пĕтмен пулĕ-ха? — терĕ вăл, пирĕн енне çаврăнса. — Эрнаслу тахлачă çĕрне эпĕ хам вăрлăхпа акса патăм. Ăна усал шухăшпа туман ĕнтĕ. Упăшки вăрçăра, ывăлĕн пуçне Керим çирĕ, лаши çук терĕм, эпĕ хĕрхенмесен, кам хĕрхентĕр терĕм, акса парас килчĕ.
— Ара, эсĕ çуррине ху анкартине кĕрттересшĕн пулăн-ха, — хăюлланса каларĕ Шаккаман.
— Анкартине кĕртмелĕх манан тăлăх арам тыррисĕр те пухăнĕ тетĕп. А эсĕ, Шаккаман, ахалех манна элеклетĕн.
Эпир нимĕн тума аптраса тăратпăр. Савик мана асăрхарĕ:
— Эсĕ Ахмар Лука ачи мар-и? Çавă. Э, мĕншĕн эсĕ хир тăрăх сулланса çӳретĕн? Санăн тимĕрçĕре ĕçлес пулать. Э, пиçмест-и? Ĕçĕ тупăнмасть пулсан, каллех ман пата кил, вутлă арман хуçи тăвăп,— тесе, вăл каллех чарăнса тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ те çапла каларĕ: — Э, çитĕ сирĕнпе сăмах тутине сая ярса тăма. Кайăрах хăвăр çулăрпа!
Çак сăмахсем хыççăн кĕреш пек тĕреклĕ Савик Эрнаелу инкене хăй патне çавăтсах илсе кĕрсе кайрĕ.
— Эпĕ таврăнăп, сăра пичкине пуçламасăр ан саланăр-ха,— тесе хăварчĕ пире Эрнаслу инке.
Эпĕ Савик умĕнчен тӳрех асатте патне кайрăм, Эрнаслу инке анисене акакан тупăнни çинчен каласа кăтартрăм. Асатте, куç харшийĕсене пĕркелесе, вăрăммăн сывласа ячĕ.
— Темĕн. Аш турамĕ Савик пек хуçана лексен, вăл каялла сурса кăларасса ан шан вара. Мĕнле мыскара тăвасшăн-ши ĕнтĕ?
Пирĕн вулăсра Савик мыскарисене пĕлмен çын та çук-тăр. Вăл ăçта пулнă— унта халăха тĕлĕнтерсе хăварнă.
Çамрăк чухне Савик Илюн Ахваниçĕн хĕрне илесшĕн пулнă, тет. Илюн таврашĕсем вулăсри çĕрме пуянсем пулнă, Ахваниçĕн Неттӳк ятлă хĕр çитĕннĕ, ăна Савик юратса пăрахнă имĕш, вăййа тухмассерен Неттӳк
хыççан çӳреме тытăннă. Хĕрĕ те хирĕсерх пулман ĕнтĕ. Мĕнле пулнă-тăр, каччипе хĕрĕ малтан сăмах пĕтернĕ-и ĕнтĕ е каччи хăй тĕлленех чăрсăрланнă-и, пĕррехинче Савик куршĕри ватă Сахруна ертет те Илюн Ахваниçĕ патне хĕр çураçма пырса кĕрет. Ахваниçĕ муллă çын пулнă, Савиксен ун чухне урам енче хапхи те пулман, тет. Ахваниçĕн, паллах, çитĕннĕ хĕрне те хăйпе пĕр тан çынна парас килнĕ. Савикпе Сахрун старик мĕн çăмăлпа çӳренине тавçăрса илсен, вăл ахăлтатса кулса ярать те хĕр çураçма пынă çынсене мăшкăлласа хăваласа кăларать, йыттине вĕслетет.
Ялйышсем Савикрен кулма тытăнаççĕ, выртмара та ăна йĕкĕлтеççĕ, вăййа тухсан та куç уçма памаççĕ. Пурничен ытла пуян ачисем ашкăнаççĕ: «Кама хапсăнатăн, Неттӳк упăшки пулса пуйма шутлатăн-и-мĕн?» — тесе витлеççĕ.
Савик çак мăшкăла чăтса тăраймасть, çав çулхинех ялти пуян инке-арăм Пăраски патне киле кĕрет. Лешĕ çил арманĕ тытнă. Малтанхи упăшки авлансан çулталăкранах арман шĕтĕрнекĕ хушшине кĕрсе вилнĕ, тет. Пăраски пĕччен юлсан та пурлăхне салатман, арманне те тытнă, упăшки тара илсе хăварнă çĕрĕсене те вĕçертмен. Ялти маттур каччă ун патне киле кĕресшĕн пулнинчен Пăраски пĕртте тĕлĕнмен, вăл хăй инке-арăм пулсан та ватă мар, пуян, мĕншĕн-ха унăн телейлĕ пулас мар?
Савик, Пăраски пурлăхне çавăрса илсен, чи малтан Юхма пасарне кайса лавкка вырăнне кăмăлланă. Унта Илюнсен пусма-тавар сутакан лавкки пулнă. Савик шăпах Илюнсен лавккипе юнашар йышăннă. Малтанхи пасар кунах вăл, Илюнсемпе тавлашма тытăнса, çитсă аршăнне çур пус йӳнерех сутнă. Хĕрупраçсемпе тин çеç качча тухнă çĕнĕ çынсем пурте Савик лавккине сырса илнĕ. Илюн çав кунхине пĕр аршăн пусма та сутайман имĕш. Ашĕнче çапах та вăл кулянсах кайман. Савик тупăш вырăнне сăтăр курасса шаннă.
Тепĕр эрнере вĕсем, кĕçнерникун, Аслă Арапуç пасарĕнче те юнашар вырнаçнă иккен, Савикĕ унта та халăха Илюнран сивĕтме тăрăшать. Аслă Арапуçенчен каллех Юхмана таврăннă. Çул çинче вĕсем пĕр-пĕринчен ирттерсе каяс шутпа лашисене кăпăклантариччен хăваланă, тет. Эрнекун Юхма пасар халăхĕ каллех Савик лавки умне пухăнса тăрать. Илюнĕ каллех пĕр пуслăх пусма та сутаймасть.
Юхма пасарĕнчен суту-илӳ тăвакансем турех Кушăк пасарне, Кушăкран Елчĕк пасарне, Елчĕкрен Упи пасарне каяççĕ. Пирĕн уесри пасарсем кун пек сиктерсе ылмашăнса пырасçĕ. Савик май килнĕ таран пур çăре те Илюн Ахваниçне чĕпĕткелесе илет. Илюнесем Савик панкрута тухасса кĕтеççĕ. Вăхăт эрнере пĕрре пулакан Юхма пасарне тухмассеренех малалла шавать. Çу та иртсе каять, çумăрлă-пылчăклă кĕркунне те çитет, хĕллехи шартлама сивĕ кунсем те çывхараççĕ. Савик çав-çавах Хусанăн та Чĕмпĕрĕн çӳрет, таварсем илсе килет, пасарсем тăрăх çӳренипе çеç çырлахмасть. Хĕл варринчех Пăраскин ултă кĕтеслĕ пӳрчĕ çумне чус хăмаран чăлан пек лавкка тутарса лартать, килĕнче те суту-илӳ тума тытăнать. Тепĕр çулхине вăл, килĕнчи лавккине аслăлатса, мануфактур таварĕсемпе юпашар бакалей таварĕсем те сутма тытăнать, краççын нӳхрепĕ те уçать, тикĕт те кӳртерет, савăт-сапасем те сутать. «Пăраски укçи пĕтме кирлĕ-çке»,— тесе тĕлĕннĕ Илюн Ахваниçĕ. Савик панкрута тухма мар, кунсеренех пуйса, хăватланса пынă. Илюн Ахваниçĕ хăйне такăнтарса пыракана çĕнтерейменнипе суту-илӳ тума пăрахать те çил арманĕ лартать, лăпкăн çеç пурăнма ĕмĕтленет, çил тухмассеренех кĕреçе çăнăхĕ юхса выртать тесе шутлать. Ăна курса, Савик çил арманĕ çеç мар — вутлă арман лартать, кĕреçе çăнăхне Ахваниçрен икĕ хут ытла илет. Çил çук чухне халăх ирĕксĕрех вутлă армана çӳрет, Савике пуйтарать. (Çакăн чух ĕнтĕ вăл манăн аттене двигатель юсаттарнă.) Ахваниç пĕррехинче, хĕрĕнкĕ пуçпа, çын умĕнчех ывăлĕсене ӳпкелесе илнĕ, тет. Эсир пĕртте пултараймастăр, янтă пурлăха çеç тустаратăр, кăна пĕлнĕ пулсан, Савике хамăн кĕрӳ тумаллаччĕ иккен тесе каланă пулать вара.
Асатте, Эрнаслу инке çĕрне Савик хуçа акса кайнине илтсен, питех те пăшăрханчĕ: «Ырра мар ку», — тесе хучĕ. Хиртен тавраннă чух вăл пĕррехинче юриех Эрнаслу инке патне кĕрсе ларчĕ. Вĕсем мĕн çинчен калаçнине эпĕ пĕлместĕп те, Кристин аппа пирĕн пата пырса аннепе тем пирки пăшăлтатса ларни тĕлĕнтерчĕ вара. Кристин тухса кайнă чух эпĕ унăн куçĕсем хĕрелнине астурăм.
— Анне, Кристин аппа мĕншĕн йĕрет? — тесе ыйтрăм:
— Сана мĕн кирлĕ, хĕрарăм старости, пурне те хăлхана чикетĕн? — тесе вăрçса тăкрĕ вăл.— Сан пеккисем тахçанах урамра, эсĕ пур — килтен тухма пĕлместĕн.
Анне вĕрентсе каланине хирĕç тăма çук ĕнтĕ, анчах Кристин аппа хурланса çӳрени ман кăмăла та хуçрĕ. Эпĕ пĕр-икĕ кун хушши ялан Кристин аппана курасшăн, хам ун хутне кĕрсе темскер тума хатĕрри çанчен каласа кăтартасшăн пултăм. Тĕл килмерĕ.
Ака пĕтсен, çĕрулмисем лартма тытăнтăмăр. Эпир, яланхи пекех, кăçал та çĕрулми лартма Эрнаслу инкепе Кристин аппана, Мишша пичче арăмне тата Майкапа амăпше чĕнтĕмĕр. Асатте сухапуçĕпе сухалаканни пулчĕ.
Эпĕ, тураса хатĕрленĕ улма миххинчен Кристин витрине яма тарсан, çывăхра никам суккине курса, пĕр каварлă çын пек, юриех Ухике аса илтертĕм:
— Эсĕ унран çыру илнĕ теççĕ, мĕнле, вăл таврăнмасть-и?
— Кам каларĕ? — хĕп-хĕремесленсе кайрĕ Кристин.
— Хам пĕлетĕп.
— Пĕлетĕн-тĕк — шăлна çырт та никама та ан шарла. Юрĕ-и?
— Юрĕ. Каламăп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...