Пăва çулĕ çинче :: Тантăш пуçне çиекен
Шыв-шур тапранас умĕн лаша вăрлани пĕтĕм яла тĕлĕнтерчĕ. Инçе кайма çулĕ те шанчăклă мар, тен, лаша пĕр-пĕр кӳршĕри ялтах тăрать пулĕ те вĕт? Анчах ăçталла кайнине кураканни никам та пулман-çке. Лаша йĕрĕ те, нимĕн те палăрмасть. Стариксем пирĕнтен пилĕк çухрăмри ялта пурăнакан Ярмуш ятлă этеме асăнкаласа илеççĕ. «Тем каласан та, çав тунă», — тесе калакансем те пур. Картишне пухăннă ушкăнта асатте курăнмасть, вите алăкне питĕрнĕ. Лаша пуçĕ пек пысăк тимĕр çăраççие уçă юраттарса уçнине сăнакансем хушшинче те çук ман асатте. Ăçта-ши вăл? Эпĕ пӳрте чупса кĕретĕп. Унта асанне пĕчченех чĕлĕм паккаса ларать. Инке те çук.
— Ай-ай, виличчен тата тем курасси пур ĕнтĕ, — тесе, асанне пилĕкне тытса илет, — те чирлерĕм ĕнтĕ. Мĕн тăнăранпах чикен чикет. Салтаксем тĕрĕс-тĕкел таврăнĕçин юрĕччĕ ĕнтĕ, атту ачи-пăчисем тăлăха тăрса юлĕç, ыйткалама каясси çеç юлĕ. Ай-ай, каллех шалтан ыратать. Вăрçи татах нумая пырать-ши? Ну, Сантăр, аçу хăçан килет?
Атте салтакран хăçан таврăнассине эпĕ пĕлместĕп. Паян мана пуринчен ытла лаша вăрри тĕлĕнтерет. Çавăнпа эпĕ пӳртрен ерипен тухса шăвăнатăп та, тӳрех Ярмуш ятлă çын пурăнакан ял енне утатăп. Аслă çул çине тухсан, асаттепе инке тата ялйышсем те, тăват-пилĕк çын, лаша йĕрне шыранине куратăп.
— Темле таканлă лаша йĕрĕ пур, нумай пулмасть иртсе кайнă, анчах пирĕн Сакăлура йĕрĕ пек туйăнмасть, — тет асатте, — шăнтни хуплать, шăнтман пулсан, йĕр тăрăх таçта çити те кайма пулатчĕ... Ара, çур çĕр иртсен, эпĕ витене тухса, лашана сĕлĕ патăм вĕт-ха, çул çине тухса кайиччен çитĕр терĕм. Тем каласан та, ăна тул çутăлас умĕн тин çавăтса тухнă. Илтмен вĕт, илтнĕ пулсан, тӳрех пуртă йăтса тухнă пулăттăм.
Çĕрле шăнтса лартнă юр, иртенпех хĕртсе пăхакан хĕвел тӳпенелле хăпарнă май, каллех ĕнерхи пек хавшаса кайрĕ. Лаша ури путнă çаврака лакăмсенчи тĕртнĕ-тĕртменех чанкăртатса тăракан çӳхе кĕленче пек чечен пăр турамĕсем те ирĕлсе йăлтăртатма тытăнчĕç. Асатте мана алăран çавăтса ял çине васкарĕ. Инкепе кӳршĕ арăмĕсем çул çинех тăрса юлчĕç ахăртнех, вĕсем лаша йĕрне тупайманнипе темле урăх сăлтавпа Ярмуш ялне пырса кĕресшĕн. Ярмуша лаша вăрри тенине эпĕ те темиçе хут та илтнĕ. Ун çинчен теприсем халап янă пек каласа тĕлĕнтереççĕ. Пĕррехинче Ярмуш Чĕмпĕрте темле пысăк улпут лашине тăрантасĕпех вăрланă, тет. Кăна сисеççĕ те, Ярмуш хыççăн уретниксем хăвалама тытăнаççĕ. Ярмуш пурпĕрех лашине пăрахмасть, тет. Пĕрмай малалла хăвалать, вăрманта та сиксе юлмасть, тарăн çырмасем тăрăх та анса тармасть, тет. Тепри пулсан — сехри хăпмалла çав, а ку пĕртте шикленмест, хăй хыççăн хăвалакан уретниксене килнех ертсе килет. Яла кĕрес умĕн çеç каялла çаврăнса кистенĕпе юнаса хăварчĕ, тет. Уретниксем кăна пурпĕрех тытатпăр тесе, эх çаптараççĕ, тет, хăйсен лашисене шап-шур кăпăка ӳкерчĕç, тет. Ял варрине çитсен, уретниксен умĕнчен инçе те мар пыракан Ярмуш сасартăках таçта кайса кĕрет, çĕр çăтнă пек çухалать. Уретниксем шыраççĕ-шыраççĕ кăна, нихăш касра та тупаймаççĕ. Ярмуш килне те пырса пăхаççĕ — кунта уретниксене хирĕç шур сухаллă старик, Ярмуш ашшĕ, тухать. «Ярмуш килте-и?» — тесе ыйтаççĕ унран. «Çук, Ярмуш килте çук, вăл темле улпута Хусана леçме лава кĕрĕшсе кайрĕ», — тесе, шур сухаллă старик уретниксем çине тĕлĕнсе пăхать. «Хусана мар-тăр, Чĕмпĕре кайнă пулĕ вăл», — тесе тĕпчеççĕ уретниксем. «Хусана, — тесе тавăрать старик, — эсир мĕн çăмăлпа çӳретĕр? Ытах питĕ кирлĕ пулсан, кĕтсе пăхăр, лашăрсене утă парăп. Ярмуш вăл паян-ыран таврăнмаллах ĕнтĕ».
Уретниксем картишне, лупасайне, витисене те кĕрсе пăхаççĕ, мунчине те, нӳхрепне те тĕрĕслеççĕ — ниçта та нймен тупаймаççĕ, Чĕмпĕртен вăрласа килнĕ лаша шăрши те çук. Вара уретниксем ирĕксĕрех каялла Чĕмпĕре таврăнаççĕ.
Ярмуш пирĕн ялти арман хуçин икĕ ĕнине вăрласа та тĕрмене çакланмарĕ те — пирĕн пеккисем ăна ăçтан хирĕç тăччăр.
Ку çапла пулса иртнĕ. Арман хуçин выльăх картинчен çĕрле икĕ ĕне çухалать. Ирхине пăхаççĕ — ĕне йĕрĕ Ярмуш патнех илсе каять. Арман хуçи халăх пухать те ĕнесем хыççăн каять. Ярмуш вĕсене кĕтсе урамах тухса тăнă имĕш. Арман хуçи, аллинчи туйипе юнаса: «Тинех лекрĕн», — тесе, ăна тустарма тытăнать. Ярмуш тĕлĕннĕ пек пулать: «Мĕнле икĕ ĕне шыратăр, мĕн тĕслĕччĕ вĕсем?» — тесе ыйтать. «Пĕри хĕрлĕ, тепри хура, çамки çинче шурă çаврашка пур», — тет арман хуçи. «Мăйракисем мĕнле, малалла авăнса тăраççĕ-и е тулалла?» — тесе тĕпчет Ярмуш. «Ман ĕне мăйракисем паркаччĕ, эпĕ начар выльăха усрамастăп, мăйракисем иккĕшĕн те кăшăл пек шалалла авăнса кĕнĕччĕ, — тесе кăшкăрса пăрахать арман хуçи. — Хапхуна уç часрах, эпĕ хамăн ĕнесене таçтан паллатăп». Кăна илтсен, Ярмуш хапхине яриех уçса пăрахать те çапла калать: «Акă, курăр, ун пек мăйракаллă ĕне тавраш ман картишĕнче çук». Арман хуçи васкаса картишне кĕрет те тĕлĕнсех каять: пăхма ĕнисем хăйĕн, анчах мăйракисем иккĕшĕн те тулалла авăнса тăраççĕ. «Çук, кусем чăнах та манăн мар», — тесе хурать арман хуçи аптăранă енне.
Нумай юмах-халап çӳрет Ярмуш пирки пирĕн таврара. Ĕне мăйракисене вĕри çăкăрпа çемçетсе кукăртнине те арман хуçине хăйнех каласа панă, тет, вăл кайран.
— Вăрлаканĕ аллине хурса хăварман, — çапла каласа, асатте чылайччен пуçне усса ларчĕ. — Пĕлме хĕн, пире тахăшĕ лашасăр тăратса хăварчĕ ĕнтĕ.
Асанне ăна уретнике пĕлтерме сĕнчĕ. Асатте аллине çеç сулчĕ, пурпĕрех усси пулас çуккине систерчĕ. Атте салтака кайнăранпа пирĕн ялта темиçе çынна çаратрĕç — вăррисене тытаканни никам та пулмарĕ. Ун чухнехи «йĕрке» тăрăх асатте лашине вăрлани те ял-йышсемшĕн «тĕлĕнмелле хыпар» пулмарĕ.
— Хальхи çулпа пĕр лашапа станцие çитесси пулмĕ, анчах вăхăт иртет, — çуракине тухичченех пирĕн Хусантан çаврăнса килесчĕ, — тесе, асатте ял тăрăх тухса утрĕ. Эпĕ асаннепе тăрса юлтăм. Пăртак тăрсак, инке килчĕ. «Аçупа пиччӳ салтакран таврăнччăр-ха, кăтартăпăр вĕсене», — тесе, вăл вучах чĕртсе яшка пĕçерме пикенчĕ. Эпĕ хама урнă йытă çыртни çинчен те тахçанах манса кайнă. Манăн пуçри мĕнпур шухăш та — Хусана çеç çитсе курасси. Асатте лашине вăрласа кайни манăн Хусана каяс ĕмĕте татрĕ — çавăнпа пăшăрханса илтĕм эпĕ. Халĕ те асатте ял тăрăх лав шырама кайнине туйрăм. Çавăнпа вăл таврăниччен ниçта тухассăм çук, аннепе шăллăмсем патне те каяс килмест.
Инке пĕçерекен яшка вĕреме кĕрсен, пирĕн пата Эçук пырса кĕчĕ. Вăл, ашшĕсĕр тăрса юлнăранпа, Керим пуян патĕнче тарçăра пурăнать.
— Сантăр, сана аслаçу чĕнет, хăй вăл Керим пуян патĕнче ларать.
Эпĕ урари таканлă çăпатапа каптăртаттарса урама чупса тухрăм.
— Ан кай-ха, Сантăр, сана пĕр сăмах каламалли пур.
— Мĕн тата?
— Аслаçу сана хăйĕн салтак аттине илсе пыма хушрĕ. Керим пуяна саклата хума пулчĕ вăл, лешĕ ыран икĕ лаша пичевлесе станцие леçме пулчĕ.
Хăямата лаша вăррине! Эпĕ пурпĕрех Хусана, чиркӳ пек çӳллĕ чул çуртлă чăн-чăн хулана, каятăп. Асаттен пĕç тĕп таран аттине Керим пуяна леçсе патăмăр та, мĕн тăвас тетĕн, шел ĕнтĕ 25 çул усранă чаплă атта алăран вĕçертме. Сывлăх пулсан, тен, каялла тавăрăпăр-ха.
Асатте хăйĕн салтак аттине саклата хурса лав тытнă хыççăн эпир каллех çул çине хатĕрленме тытăнтăмăр. Пирĕн епле те пулин ыран станцире пулмалла. Керим пуянпа çапла калаçса татăлнă.
Каçкӳлĕм асатте мана Керим пуян патне сухари тултарнă кушил леçме ячĕ, ыран ирхине йăтса çӳресе вăхăта сая яриччен паянах хатĕрленсе тăни аван ĕнтĕ вăл.
Урамра мана кӳршĕ ачисем тĕл пулчĕç. «Куратăр-и, Сантăр çуранах Хусана кайрĕ», — тесе, вĕсем ман хыççăн пăхса юлчĕç.
Керим пуян çурчĕ чаплă, урама тăрăх сарăлса ларакан ултă пĕçмеклĕ пӳрт, çивиттийĕ симĕспе сăрланă калай, хапхине темле чĕнтĕрлесе пĕтернĕ хăмасенчен тунă, крыльци те тем çӳллĕш. Эпĕ çак кермен пек çурта крыльцинченех кĕме хăяймарăм, хапхипе юнашар кĕçналăкĕнчен картишне кĕтĕм. Ак инкек!
Картишне кĕнĕ-кĕменех ман икĕ ура хушшинче çăмха пек хура йытă йăваланма тытăнчĕ, пĕрре çăпата пуçĕнчен, тепре чăлхаран каплаттарса илет, чĕркуççи патнелле те кармашать. Эпĕ ăна çийĕнчех палласа илтĕм. Ара, ку мана туласа кайнă урнă йытă-çке! Ак тамаша! Ăçтан сиксе тухрĕ пулать-ха? Каллех ман çума çулăхать!
Эпĕ йытăпа айкашнине курсан, лупасайĕнчен Эçук чупса тухрĕ.
— Ан тап, ан тап, — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Эсĕ мĕншĕн пĕчĕк йытта тиветĕн? Ыратмасть тетĕн-и-мĕн? Хăвна тапса пăхам-ха. Улайкка, Улайкка, кил кунта. Ай-ай мĕскĕн, сана, пĕчĕкскере, тивеççĕ-и?
Хаяр пуçлă йытă ман ура айĕнчен Эçук патне сиксе ӳкрĕ, хӳрине пăтратма, çуланма тытăнчĕ, кас-кас ман енне çаврăнса вĕркелесе илчĕ.
— Сантăркка-халтăркка, ахаль мар сана урнă йытă туланă, — çилленсе каларĕ Эçук.
— Мана тулакан йытă çакă ĕнтĕ! — кăшкăрса ятăм эпĕ. — Таçтан паллă, ула хăлхаллă.
Кăна илтсен, Эçук ахăлтатса кулса ячĕ.
— Урнă йытă, ха-ха-ха! Пĕчĕк Улайкка урнă йытă пулчĕ пулать, ха-ха-ха!
Эçук каçса кайсах кулма тытăнчĕ. Унăн сасси ман чĕрене çурсах ячĕ, темле, аван мар пуласса систерчĕ. Мана йĕкĕлтени маншăн çеç мар, манран кулаканшăн та ӳкĕнмелле пулас пек туйăнса кайрĕ. Чи малтан эпĕ хама туласа хăварнă йытă урнă йытă пулманнине тавçăрса илтĕм. Ку хыпар çийĕнчех анне хăлхине пырса кĕрет. Вăл савăннипе асатте патне чупать, ыран ирпе Хусана каймалла мар иккенне пĕлтерет. Асаннепе анне ман куç умĕнчех çул çине хатĕрленĕ кучченеç хутаççисене пушатма тытăнчĕç, шăрттана мункунччен нӳхрепе тухса лартрĕç. Эпĕ, эрне ытла пысăк хула курасси çинçен ĕмĕтленсе çӳренĕскер, сасартăк çăварти татăк тухса ӳкнине астурăм: «Хусан курасси пулмарĕ иккен», — тесе нăшăклаткаласа илтĕм. Анне мана ятлама тытăнчĕ.
— Пулать ухмах, савăнас вырăнне куççулĕпе йĕрет. Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ çак ачупа, урса кайнă пулсан, пăшалпа персе вĕлеретчĕç вĕт. Вăт, айван!
— Хусанта пурпĕр чĕртетчĕç, — тесе, эпĕ сăхман çанни вĕçне çыртса çурма тытăнтăм. Каярах асаттесем патĕнчен киле таврăнтăм та çĕрĕпе уласа йĕтĕм.
Ирхине тăнă-тăманах мана хамăн тантăша, Калля Эçукне, пытарма килсе чĕнчĕç. Ку хыпар ман чĕрене çурсах ячĕ. Ĕнер çеç вăл мана Керим пуян йытти иккĕмĕш хут туласран хăтарчĕ иккен те — паян вилнĕ. Мана туласа кайнă йытă пĕчĕк Улайкка пулнине пĕлсен, вăл каçса кайсах кулчĕ, эпĕ телейлĕ пулнишĕн пĕтĕм чунтан-чĕререн савăнса кайрĕ. Çавнашкал ырă та правур ача епле-ха пĕр тăрук вилсе выртрĕ пулать?
Урамра эпĕ ачасенчен Эçук пуçне Керим пуян çинине пĕлтĕм. Ку эпĕ кушил леçме пынă хыççăн пулнă имĕш. Мана тулакан йытă Керим пуян Улайкки иккенне пĕлсен, асатте саклата хурса хăварнă аттине каялла илме пырать. Керим турткаланма, ятлаçма тытăнать, асатте аттине парасшăн мар пулать. Асатте — ватă салтак-çке-ха, вăл тем чухлĕ тавлашсан та — парăнмасть, аттине каялла илсе каять-каятех. Керим пуян çиллине шăнарайманнипе тарçăри ачана чĕнсе илет те: «Сан пирки пулчĕ ку», — тесе хĕнеме тытăнать. Çатăрка çаппи пек хыткан Эçук пĕрре çеç кăшкăрма ĕлкĕрет, унтан антăхса каять. Урса кайнă Керим, ача чĕнейми пулсан та, лăпланмасть, урипе тапа-тапа хĕнет. Хевтесĕр ача часах тăнне çухатать. Çĕр каçиччен лупасайĕнче выртнă ача ире хирĕç сывлайми те пулать. Кăна курсан, Керим Эçук амăшне чĕнтерет те: «Ывăлна лаша тапса вĕлерчĕ», — тесе суять.
Масар çинчен таврăннă чух эпĕ хамăн тантăш пуçне çиекен Керим пуяна тавăрасси çинчен шухăшласа пытăм. «Эх, мĕншĕн кунта Пожеданов çук-ши», — тесе, хам ĕмĕтри тӳрĕ кăмăллă çын ятне темиçе хут та аса илтĕм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...