Пăва çулĕ çинче :: Эпĕ Хусана каятап
Аттене салтака ăсатса янăранпа акă ĕнтĕ çулталăк ытла иртрĕ...
Пĕррехинче мана урнă йытă туласа хăварчĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн пулса иртрĕ ку. Эпĕ картишĕнче йывăç кĕреçепе юр хыраттăм. Хапха айĕнчен картишне çăмха пек пĕчĕк йытă йăраланса кĕчĕ. Хуп-хура хăй. Хăлхи вĕçĕсем çеç кăштах шурăпа улаланнă. Питĕ те хитрен туйăнса кайрĕ вăл мана. «Ай-уй, мĕскĕн, пасар хăнисенчен аташса юлнă пулĕ ку», — тесе, эпĕ алăри кĕреçене вите умне тăратрăм та йытă патне чупса пытăм, тухса тарасран хăраса, ăна икĕ аллăмпа та ярса тытрăм. Йытти хăйне кура мар тата — пĕчĕккĕ пулсан та, хирĕç тăрать. Малтан вăл, хăйĕн кĕске мăйĕпе хăяккăн туртăнса, мана сылтăм алăран ярса илчĕ, унтан сулахай алă пӳрнисене те асав шăлĕпе йĕрлесе пĕтерчĕ. Эпĕ ăна пурпĕрех хам алăран вĕçертесшĕн пулмарăм. Йытă тем пек хаяррăн тулашма тытăнсан та, ăна пăхăнтарасшăн пултăм.
Йытти те çиеле тухасшăн тапаçланать, кап та кап хыпса илет ман алăран. Пĕринче тата хытах çыртса илчĕ, мур илесшĕ. Эпĕ те çилленсе çитрĕм пулас, таканлă урапа ăна тапрăм — йытă хапха айĕнчен урамах сиксе тухрĕ. Эпĕ ăна, аманчĕ пулĕ тесе, хĕрхенсе илтĕм — вăл, лутакаскер, хăнк та тумарĕ, тислĕкпе сарăхнă çул урлă сиксе каçрĕ те чупрĕ хирелле. Пĕр çулсăр чупать. Эпĕ ун хыççăн хăвалама тытăнтăм, анчах çурхи юр мана, çамрăкскере те, чăтайми пулнă. Эпĕ юр ăшне путса ларнине курса, урамра лашалла вылякан ача-пăчасем те ман пата кĕпĕрленсе пычĕç. Пĕр çул-йĕрсĕр хирелле таракан йыта пирки весем çийĕнчех ман чуна çӳçентерекен сăмах персе ячĕç:
— Урнă йытă вĕт вăл!
Эпĕ ерипен сĕлкĕш юр ăшĕнчен ашса тухрăм та хапха умне пырса тăтăм. Ним тума аптранă енне хапха тăрринчен пăт-пăт ӳккелекен тумлампа суранланнă алла çума тытăнтăм. Ача-пăчасем хыççăн хăваласа килнĕ Катек çынни те пирĕн ума пырса тăчĕ. Вăл мана туласа тарнă йытта паçăртанпах шырать имĕш. Сирĕн касса çитсен таçта хăямата кайса кĕчĕ, шыра-шыра тинкем тухрĕ тесе, вăл кĕмĕл пек йăлтăртатса выртакан аслă хир çине аллинчи чукмарĕпе тăсса кăтартрĕ те çапла каларĕ:
— Урнă йытта ăна таçтан пĕлме пулать, унăн куçĕсем курмаççĕ, сас-чӳ памасан, вăл çынпа юнашар тăрсан та нимĕн те туймасть. Эсĕ, ачам, ху айăплă, пĕр пĕлмен йытăпа тупăшма тытăннă.
Кăна илтсен, анне икĕ аллине шарт çапрĕ: «Ачасăр тăрса юлăн çав», — тесе, мана алăран ярса тытрĕ те асаттесем патне çавăтса кайрĕ.
— Нăрвашра вĕрме пĕлекен юмăç пур, тет, çавăнта илсе каяс пулать, — тесе, асанне чĕлĕм тивертсе ячĕ. — Нăрвашĕ аякра мар.
— Вăт инкек, курассу пулсан, тĕк тăнă çĕртех... — тесе, инке те темскер калама тăнăччĕ, анчах ăна асатте пӳлчĕ.
— Тĕк тăракана урнă йытă та тивмест тенĕ те ваттисем, Сантăрăн алли кĕçĕтнĕ пулĕ ĕнтĕ, çамрăк вĕт-ха, айван.
— Урамра ача-пăчасем кĕтĕвĕпе ашкăнса çӳреççĕ, вĕсене тивекен çук, — тесе, анне чĕрçиттийĕпе шывланнă куçне шăлса илчĕ, — инкекĕ ман ывăл хыççăн çӳрет пулать иккен. Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ, ăраскалăм çук пулсан.
— Аслашшĕ, илтетĕн-и, аслашшĕ, тетĕп, — кăна чĕлĕм паккаса ларакан асанне кăшкăрса каларĕ, асаттен хăлхи илтсех каймасть те, — каç пуличчен Нăрваша çитсе килместĕр-и тетĕп. Унта çĕлен сăхсан вĕрсе тӳрлетекен юмăç пур теççĕ. Мункуна хатĕрленĕ шăрттана кин кĕртсе патăр та, йăтса кайăр вара, мĕн тăвас тетĕн-ха, ăратнири йĕкĕт инкеке лекрĕ пулать те, шăрттанăма хĕрхенсе тăмăп ĕнтĕ. Эх, пурнăç, пурнăç, ашшĕпе пиччĕшĕ салтакран таврăннине курса пулĕ-ши е вĕсене курмасăрах вилсе кайăп-ши...
— Ĕлĕк-авал, эпĕ Варшава çывăхĕнчи крепоçра тăнă чухне, пĕр салтака урнă йытă çыртнăччĕ, ăна лекĕр темле укол туса янăччĕ те, чĕрĕлнĕччĕ вара. Çук, Нăрваша çити сĕтĕрĕнсе çӳриччен пирĕн, ачам, пульницăна кĕрсе пăхас пулĕ.
Асанне кăмăлсăр пулчĕ, эпĕ ун сăмахне итлеменшĕн çилленсе мăкăртатма пуçларĕ, анчах асатте, картишне тухса, лаша кӳлме тытăнчĕ. Тĕлнех килчĕ тата, пульницăна çитсен, пире хирĕç сторож тухрĕ те тухтăр тифпа чирленĕ терĕ. Асатте эпир мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлтерсен, сторож шухăша кайнă пек пулчĕ.
— Эсир кăштах кунта кĕтсе тăрăр-ха, — тесе вăл каялла кĕрсе кайрĕ.
— Ак тамаша, тухтăрĕ те чирлет иккен, ман шутпа, вăл пĕтĕм чир-чĕрсене пĕлсе тăмалла, хăй ураран ӳкме кирлĕ мар пек ĕнтĕ. Çук, чирĕ вăл тухтăртан та хăрамасть иккен.
Эпĕ калай çивитти çинчи юр ирĕлсе крыльца çине тумла тумланине сăнама тытăнтăм. Çанталăк питĕ те ăшăтрĕ: каçкӳлĕм те тумла юхма чарăнмасть.
Пульницăран тухнă сторож пире шала чĕнсе кĕчĕ. Тухтăрĕ, чăнах та, тăрайми пулнă имĕш, манăн алла фельдшер шурă бинтпа çыхса ячĕ те урăх нимĕн тума та май килмест терĕ.
— Урнă йытă çыртнă пулсан та, нимĕн те тума çук-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ асатте, — эпĕ Варшавра службăра чухне пĕр салтака лекĕр темле эмелпе хăех чĕртнĕччĕ.
— Сирĕн, старик, ача аллине ешĕлсенкерпе çуса тăкмаллаччĕ. Ху Варшавра пурăннă, çавна та пĕлместĕн, — асаттене тĕртсе илчĕ фельдшер.
— Апла пулсан, ешĕлсенкерне пульницăра тупма пулать пулĕ вĕт?
— Халь тин пулăшмасть, çийĕнчех кирлĕччĕ.
— Нимĕн те тума май килмĕ-ши?
— Урнă йытах çыртнă пулсан, ачине Хусана илсе каяс пулать.
— Урнăпа урманнине пĕлме пулать пулĕ вĕт?
— Анчăкне тытса килĕр, унсăрăн халех пĕлме çук, хĕрĕх кунтан тин палăрать.
Эпир киле таврăннă çĕре каç пулчĕ. Пульницăра мĕн каланине пĕлме пӳрт тулли халăх пуçтарăннă. Эпĕ кĕрекере чаплă хăна пек сĕтел çине таянса ларатăп. Анне алăкăн-тĕпелĕн чупкаласа çӳрет. Ăна такам тата хĕрĕх кунтан мана, урса кайни палăрсан, пăшалпа персе вĕлереççĕ тесе хăратнă та, халĕ нимĕн тума пĕлмест. Асаттепе кӳршĕри ватă çынсем ыран ирпе йытă хыççăн йĕлтĕрпе кайма шут тытрĕç. Катек çынни хăйĕннех перет:
— Анчăкне шыраса çӳресе вăхăт та ирттермелле мар, вăл урни таçтан паллă. Ырă йытă пĕр-пĕччен хир тăрăх ланккаса çӳремĕ ĕнтĕ.
— Мĕн тăвас пулать-ши вара? Эй, турăçăм-пӳлĕхçĕм, инкекĕ ман ача тĕлнех сиксе тухрĕ пулать ĕнтĕ. Мĕнле çылăха кĕтĕмĕр-ши, ашшĕ салтакра, икĕ уйăх ытла пĕр çыру та çырмасть, те чĕрĕ, те çут тĕнчерен те уйрăлнă, — тесе, анне кас-кас çынсен умĕнчех йĕрсе ярать. Ăна курсан, тĕпелти кутник çинче ларакан Ванюкпа Кирук та çухăра-çухăра илеççĕ.
— Тем каласан та, Хусана илсе каяс пулать.
— Ыран-паян шыв-шур тапранмалла иккен те, Хусана епле çитсе ӳкес тетĕн-ха?
— Хусана çитме 150 çухрăм теççĕ çав...
— Чугун çулĕпе кайсан çеç ĕнтĕ...
— Э-э-э-э, станцие çитме те 45 çухрăм-çке. Тимĕрçкасси кĕперне сӳтнĕ пулсан, шыв урлă мĕнле каçса кайăн-ха?
— Хусанне çитсе килес, Хусаннех, — тесе, асатте йывăр шухăша кайрĕ. Кӳршĕсем саланса пĕтсен те, вăл чылайччен пĕр чĕнмесĕр ларчĕ.
Çул йăлтах пăсăличчен пирĕнтен 45 çухрăмри станцие çитсе ӳкме шут тытрĕ вăл. Хушка çамкаллă хура лашине асатте тĕпе кӳлме палăртрĕ, пирĕн сакăл ураллă çӳрене — пичеве, икĕ лаша кӳлсе, парпа каятпăр иккен. Çул çйне каякансем виççĕн: эпĕ, асатте, инке. Станцирен эпир асаттепе поезд çине ларса Хусана каятпăр, инке лашасемпе киле таврăнать.
Икĕ кун хушши çул çине тухма хатĕрлентĕмĕр. Анне пĕр кушил сухари типĕтсе тултарчĕ, асанне шăрттан кĕртсе пачĕ, кӳршĕсем çунана килсе тĕрĕслерĕç, хăмăт пăявĕсене тытса пăхрĕç, Çĕпритун Кавĕрле арăмĕ (анне ăна Майка амăшĕ тесе чĕнет): «Тухтăрсене кучченеç парас пулать», — тесе, пĕр хутаç пăри кĕрпи йăтса килчĕ. Вăлах лашасене пичевлесе кӳлес вырăнне пĕрне мала ярса кӳлме сĕнчĕ.
— Çулĕ анлă мар, пичеврине йывăр килĕ, — тесе, вăл асаттепе чылайччен калаçса ларчĕ, — çулĕ питех то начар пулсан, çунине пĕр-пĕр яла кĕртсе тăварса пăрахăр та юланутпа кайăр. Виççĕн икĕ лашапа епле те эсир станцăна çитсе ӳкмеллех ĕнтĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе шыв лаша хырăмĕ таранах пулма пултарать те, анчах эсир малтан Хушкапуçне ярăр, вăл хăрамасть. Эпĕ унпа пĕлтĕр вăрмана кайнине астăватăп...
— Çул çинче маиăн Сакăлура та кунăç пыраканччĕ, — тесе, асатте хăйĕн лаши çинчен каласа кăтартма тытăнать, — пĕррехинче Пăвана тырăпа кайнăччĕ те, киле таврăннă чух хуларан питĕ те кая юлса тухрăм. Часах çĕрле пулчĕ. Кĕрхи çĕр. Уйăх тухман. Куçран йĕппе чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Мĕн тăвас, каялла хулана çаврăнсан — хваттер укçи тӳлесси тетĕп. Мĕн пулсан пулать, уттарса пăхам-ха терĕм. Тилхепене, лăнчăрах ярса, урапа уратинчен çыхса хутăм та тек тытса та пăхмарăм — лаша хăй тĕллĕнех çур çĕр тĕлне киле илсе çитерчĕ.
— Такăр çул чухне пырать пулĕ те, халĕ шыв-шур тапранмалли вăхăт çитрĕ вĕт? — тесе, Майка амăшĕ те пирĕн хушка пуçлă çӳрен çинчен «çын пек ăслă» тесе сăмах тапратать (ку лашана эпир Майка кукашшĕнчен илнĕ).
Эпĕ халиччен станцире пулса курман, чугун çул тăрăх тимĕр кустăрмаллă вагонсем çӳреççĕ, вĕсене пăспа ĕçлекен пăравус туртать тенине те çынсенчен çеç илтнĕ, Хусанта пирĕн ялти чиркӳрен те çӳллĕ, темиçе хутлă чул çуртсем пур теççĕ. Эпĕ Хусанта пулса курман. Çавăнпа асаттепе Майка амăшĕ мана хулана илсе çитересси çинчен ятарласах калаçса ларни тем пек кăмăлăма çĕклентерет. «Тинех эпĕ те поезд çине ларса куратăп. Хусанта пулатăп», — тесе, эпĕ хам инкеке лекни çинчен те манса кайрăм. Мана уесран килнĕ пысăк пуçлăх пек станцие парпа илсе кайма хатĕрленнине илтсен, кӳршĕри тантăшсем пурте ман енне çаврăнса ӳкрĕç. Халиччен пĕр-пĕр япала пирки тавлашма тытăнсан, Керим пуян Тарасĕ ялан мана хирĕç пулаканччĕ. Хампа пĕрле вĕреннĕ Миккульпе Сергей те час-часах ун хыççăн каятчĕç. Пĕлтĕр вĕсем мĕтеçле вылянă чухне, пĕр каварлă пулса, мана пĕр мĕтеçсĕр тăратса хăварнăччĕ. Кăçалхи çăварнире катаччи чупнă чух та Тарас, потреслă çунипе ман лава çаклатса, эпĕ лартса тухнă çынсене йăвантарса хăварнăччĕ. Паян Тарас ман хута кĕрсе, Миккульпе Сергее урам варринчех «хăлха чикки тыттарса» ячĕ. Эпĕ асаттесем патне кайнăччĕ те киле таврăнаттăм. Миккульпе Сергей Керим хапхи умĕнче тăратчĕç. Мана курсан. «Эй! урнă Сантăр, кил кунта, пире туласа кай», — тесе, йытăлла вĕрме, витлеме тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, картишĕнчен Тарас сиксе тухрĕ. «Эсир мĕн хăямата Сантăра мăшкăллатăр», — тесе, вăл пĕрер çеç чышрĕ — Миккульпе Сергей чикелене-чикеленех кайрĕç. Эпĕ телĕннипе шак хытса тăтлм. Тарас ман ума пырса тăчĕ.
— Итле-ха, Сантăр, Хусана кайсан, ман валли зажигалка илсе килĕн-и? Эпĕ сана укçа парса ярăп.
— Сутаççĕ-ши унта?
— Хусанта-и? Унта тем те сутаççĕ, тет. Долбовăнни пек çап-çуттине илсе кил. Юрĕ-и?
— Юрĕ, илсе килĕп, — тесе, эпĕ Тарас ман май çаврăнса ӳкнишĕн хĕпĕртерĕм. Халиччен вăл мана выртмара та, урамра та, вăйăра та нихçан куç уçтармастчĕ, хăй пек пуян ачисемпе çеç çӳретчĕ. Хуларан илсе килнĕ зажигалкăшăн вăл малашне те ялан ман хута кĕрекен пулĕ. Тарас, ман шухăша пĕлнĕ пекех, юр çинчен тăрса силленме тытăннă Миккульпе Сергее чĕнсе илчĕ.
— Малашне эпир пурсăмăр та ялан пĕр майлă пулăпăр, кам та пулин Сантăра хирĕç тăрать-тĕк — пурсăмăр та ун хутне кĕретпĕр. Миккуль е Сергей çумне çыпçăнсан та, пурте пĕр кавар пулатпăр. Илтрĕр-и? Сантăра тек ан тивĕр. Паянтан вăл пирĕн ушкăнта пулать.
— Эпир пĕлмен, пĕлнĕ пулсан тек мăшкăлламастăмăрччĕ, — тесе, Миккуль кĕсйинчен типĕтнĕ кантăр вăрри ывăçласа кăларчĕ, — ме, Сантăр, çи, — терĕ вăл.
— Хусанта пăшал пек перекен пугач пур-ши? Сантăр, санăн çавна илсе килесчĕ! — ман çине Сергей те ăшшăн пăхса илчĕ. — Эх! Çӳреттĕмĕр вара, выртма кайсан та никамран хăрамăттăмăрччĕ.
Килте мана час-часах анне ятлакаласа илетчĕ. Пусăран шыв ăсса кĕнĕ чух витрене алăк уратинчен тивертнĕшĕн те, чăлхă-çăпата йĕпетнĕшĕн те, апат çинĕ чух калаçнăшăн та мана тиветчĕ. Урнă йытă çыртнăранпа анне пачах вăрçми пулчĕ. Вăрлăхлăх тырра алласа тасатма тăрсан, вăл, мана пысăк çын шутне хурсах, икĕ Пăла хушшинчи ана çине кăçал мĕн аксан аван пулĕ-ши тесе ыйтрĕ. «Урпа акас», — терĕм эпĕ. «Юрĕ, эсĕ каларăшле, кăçал унта урпа акăпăр»,, — терĕ анне.
Мана Хусана илсе каясси çинчен илтсен, ялти ытти хурăнташсем те мана хĕрхенсе кучченеçсем илсе пыракан пулчĕç. Вăрçăран аманса таврăннă Сетели Ваççукĕ кăштах укçа пырса пачĕ, Шерне йысна арăмĕ пĕр теçетке çăмарта йăтса килчĕ. «Мункун çăмарти вырăнне парса яратăп ĕнтĕ. Хусанне çитмесĕр ан пĕçерсе çи», — тесе, вăл мана пуçран шăлса илчĕ.
Çурхи хĕвел ăшăтма тытăнсан, юр чакннне астуса та юлма çук. Хĕлĕпех шурă чус пек шуралса выртакан уй-хирсем сасартăк улаланчĕç. Эпир Хусана çитес пасар хыççăн тин тухса кайма шутланăччĕ. Пасар хăнисемпе пĕрле çул çинче авантарах пулĕ тенĕччĕ. Анчах ялпа юнашар лапăри юр, милĕк çулçи пек симĕсленсе, лаппипех сĕлкĕш пулнине курсан, асатте пасар кунне те кĕтсе тăрасшăн пулмарĕ.
— Ыран ирпе уттарас, — тесе, вăл асанне çине пăхса илчĕ, — çул çине пуçтаратăн пулĕ, карчăк. Кĕçĕр çанталăк шăнтсан тем пекчĕ те вĕт, те шăнтĕ, те çĕрĕпех тумла юхĕ. Элексантăр, пыр, чуп, аннӳне кайса кала, хатĕрлентĕр, ирхине каятпăр те.
— Ыран юнкун — йывăр кун, епле-ха вăл инçе çула тухса каяс пулĕ? — тесе, асанне чĕлĕм тивертсе ячĕ, — эрнекун пасар пулать иккен те... çулĕ пĕр талăкрах пăсăлмĕ ĕнтĕ.
— Е, ан шарла, карчăк, ан шарла, тултар кушиле, тăвар хума ан ман. Мункун çăмартине те хурса яр. Тен, эпир унччен çаврăнса килеймĕпĕр те.
— Икĕ эрнере те çаврăнса килеймĕр-ши? Акана тухсан мĕн тăвас пулĕ вара?
— Акана таврăнăпăр-çке.
Эпĕ, ӳппĕн-теппĕн хыпаланса, сăхмана тăхăнса ятăм та киле тухса чупрăм. Урамра мана каллех Тарас тĕл пулчĕ.
— Ну, Хусана хăçан каятăр?
— Ыран!
— Асту, зажигалка пирки ан ман.
— Манмастăп-çке.
Аннепе Майка амăшĕ пахчара юлашки юр çине пир сарса пăрахма тытăннă. «Акă пире пулăшакан килчĕ», — тесе, Майка амăшĕ мана тĕртсе илет. Эпĕ асатте ыран ирпе станцие кайма шут тытнине пĕлтеретĕп.
— Епле çитĕр ĕнтĕ, — шикленнĕн калать Майка амăшĕ,— çулĕ пĕртте йĕркеллĕ мар вĕт-ха?
— Вăрмана çитиччен йывăр пулĕ, вăрмана çитсен аптрамĕччĕç вара, унта юр халех ирĕлмелле мар пек, — тет анне.
Эпĕ илсе килнĕ хыпар аннепе Майка амăшне шухăша ярать. Пахчари ĕçе пăрахса, вĕсем пӳрте кĕреççĕ, эпĕ каялла асаттесем патне вĕçтеретĕп.
— Ну, асанне, текех ан кулян, ыран каятпăр, — тетĕп эпĕ, ун куçĕнчен пăхса. Вăл темшĕн пĕртте савăнмасть, яланхи пекех салхуллăн ларать.
— Çулĕ ăнăçлă пулин юрĕччĕ ĕнтĕ, — тесе, асанне пуçĕнчи тутăр вĕçĕпе манран вăрттăн куçне шăлса илет.
Ăна курсан, манăн та ăш вăркама тытăнать. Хула курас шухăш та, савăнăç та таçта кайса кĕрет. Эпĕ, картишне тухса, асаттене лав хатĕрлеме пулăшатăп. Сĕлĕ миххипе утă лăппине эпир каçах çуна çине хурса майларăмăр, вĕренпе çыхса лартрăмăр. Картишĕнчи ĕç пĕтсен, пӳрте кĕрсе, каçхи апат турăмăр.
Çул умĕнхи каç, çуртра çын вилнĕ чухнехи пек, тискер те йывăр хуйха путарать. Эпĕ выртсан та нумайччен çывăрса каяймарăм. Тĕпелти йывăç кравать çинче выртакан анне йывăррăн сывласа яни илтĕнет. Çурхи каç чылай кĕскелнĕ иккен. Часах автансем авăтни те илтĕнме пуçларĕ. Эпĕ шурăмпуç çитеспе тин çывăрса кайрăм. Апла пулин те, темле хăрушă тĕлĕксем курса пĕтрĕм. Вăрантăм та, анне ман умра йĕрсе ларнине курах кайрăм.
— Мĕн пулнă, анне?
— Эй, ачам, телейӳ çук пулĕ çав, — тесе, вăл куçне шăлса илчĕ, — кĕçĕр аслаçу лашине вăрласа кайнă вĕт, икĕ киле пĕр лашапа тăрса юлтăмăр. Хусана каясси те пулмарĕ. Урсах каятăн пулĕ ĕнтĕ, хам куç умĕнчех персе вĕлерĕç ĕнтĕ сана. Эй, турри, турри, мĕншĕн çав тери çылăха кĕтĕмĕр-ши!..
Пирĕн сасса илтсе, тепелте çывăракан пĕчĕк Ванюк та вăранчĕ, анне йĕнине туйсан, вăл паян та чуна çӳçентерекен сасăпа çухăрма тытăнчĕ. Мăскĕн, анне хурланнине вăл, пĕчĕккĕ пулсан та, ăнланать...
Эпĕ тăрса асаттесем патне чупрăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...