Пăва çулĕ çинче :: Эпĕ шкула каятап
Кӳршĕри ял. Чиркӳпе юнашар сакăр чӳречеллĕ урама тăрăх çурт пур. Унта земство шкулĕ вырнаçнă. Эпĕ тахçанах çак çурта çӳресси çинчен ĕмĕтленетĕп. Кăçал акă тинех манăн çул тухрĕ. Шкул алăкĕ уçăлнă пирвайхи куна эпĕ нихçан манас çук. Ун чухне эпĕ ирхине ирех тăтăм, аннене часрах яшка пĕçерме васкатрăм, тимĕрçĕ лаççинчи атте патне темиçе хут чупса килтем, шкула кайма вăхăт çитрĕ пулĕ тесе аптратрăм. Атте, учительница тăхăр сехетсĕр шкула пымасть тесе, текех вĕркĕч умĕнче аппаланать. Эпĕ тимĕрçĕ лаççи умне тухса тăратăп, миçе сехет иккенне пĕлес тесе, тухăçри ăшă хĕвел çине пăхса илетĕп. Вăхăт, чăнах та, нумаях мар пулмалла çав: хĕвел Улăп тăвĕ айккинчи хурăнпа çеç танлашнă-ха. Атте çак хурăнтан иртнĕ хĕвел çине пăхса сехетне тĕрĕсленĕ чух пĕрмай: «Сакăр сехет çеç-ха», — тесе калатчĕ. Халĕ çиччĕрен те ытла мар-мĕн. Апла пулин те, эпĕ атте куçĕ умĕнчех çаврăнкаласа çӳретĕп.
Ман хыçран тимĕрçĕ лаççине Ванюк шăллăм чупса килчĕ. Вăл та шкула пырасшăн, аттене хăйпе пĕрле ертсе кайма анратать. Атте ăна кăштах ӳсиччен, ман пек пуличчен тăхтама кирлине астутарать. Ванюк, ман ума чĕрне вĕççĕн тăрса, пуçĕпе хырăма чышать: «Кур-ха, атте, эпĕ Сантăртан кăшт кăна пĕчĕккĕ», — тет. Атте ăна: «Килес çулччен Сантăрпа пĕр тан пулатăн», — тесе лăплантарать. Ванюк савăннипе мана çанăран тула сĕтĕрет. Эпĕ шăллăм мĕншĕн чĕннине пĕлместĕп те, пурпĕрех унăн кăмăлне хуçас мар тесе, тимĕрçĕ лаççи умне тухса тăтăм. Ванюк кĕсйинчен хутпа чĕркенĕ канфет кăларчĕ те чĕлхипе пĕрре çуласа илчĕ, унтан мана тыттарчĕ: «Ме, асатте кучченеçне ил. Эпĕ ăна юри, сана шкула парса ярас тесе, çимесĕр усрарăм». Шăллăмçăм! Ытла та ырă кăмăллă-çке эсĕ, мăнтарăн ачи! Эпĕ тепĕр хут киле чупса кайрăм, ирхи апат хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслерĕм, яшка часрах пиçтĕр тесе, хуран айне аннерен вăрттăн кăвайт хутăм.
«Апат пиçрĕ, аçуна чĕн», — тенĕ анне сăмахне илтсен, эпĕ çил-тăман кăларса каллех лаççа чупатăп. Атте çаплах васкамасть, сунтал çинчи тимĕре туптать.
— Эçуксем паçăрах шкула кайрĕç, эпир пуринчен кая юлтăмăр, — тесе васкататап аттене.
Вал ман çине пахса кулать:
— Эçукран кая юлтăмăр тетĕн? Ав, вăл кунта килет!
Эпĕ çаврăнса пăхрăм та Эçукă курах кайрăм, тĕрленĕ çухаллă çĕнĕ кĕпе тăхăннă хăй, сăхмайне те тумеленĕ (ахаль чух вăл йӳле ярса çӳрет).
— Лука пичче, атте каларĕ, эсĕ мана та Сантăрпа пĕрле шкула ертсе каймĕ-ши терĕ. Хăй йĕтем çинчи тырра сăвăрма тытăнчĕ те, çил пур чухне пĕтерсех пăрахасшăн.
— Юрать, ачам, пĕрле кайăпăр, эсĕ ялан Сантăрпа пĕрле çӳретĕн иккен те, шкул кĕнеки çине те хушаматăрсене юнашар çыртарăпăр. Тăрăшса вĕренĕр вара!
Киле кĕрсе ирхи апат çиетпĕр те виçсĕмĕр те шкула каятпăр. Анне мана та Эçукăнни пек тĕрленĕ çухаллă кĕпе тăхăнтартрĕ, пиншак кĕсйине сăмса тутри чиксе ячĕ. Урам варрипе пынă чух эпир Эçукпа пĕр-пĕрин çине пăхса илетпĕр, таса алăсене варалас мар тесе, пӳрнесене хуçкаламастпăр, çурта пек тӳп-тӳрĕ тăсса пыратпăр. Паянтан пуçласа иксĕмĕр те шкул ачисен ятне илетпĕр-çке! Нумай та пулмасть, пĕлтĕр çеç-ха, урамра кĕнеке сумки çакнă ачасене курсан, вĕсем çине тĕлĕнсе пăхаттăмăр, вĕсем пек пулас килетчĕ. Акă паян хамăр тă шкула каятпăр. Кĕнеке сумкисем пирĕн тахçанах хатĕр, анчах паян çырăнма сумкăсăр каятпăр.
Аслă Патăръелне çитнине сисмерĕмĕр те урамра хирĕç пулакан çынсем çĕлĕкĕсене хывса илсе, аттерен: «Ăçталла каятăр?» — тесе ыйтаççĕ. Атте пирĕн çине кăтартса: «Çаксене шкула леçсе ярас терĕм-ха», — тет, — «Иккĕшĕ те хăвăн-и?» — «Çук, пĕри çеç, тепри вăл кӳршĕри Калля ывăлĕ», — тесе хуравлать атте.
Шкула çитеспе атте пире лăпкă çӳреме хушать, ачасемпе çапăçса, учительницăна çиллентерме кирлĕ маррине астутарать.
— Хушамату мĕнле тесе ыйтсан, калама пĕлетĕн-и-ха?
— Пĕлетĕп. Ахмаров Александр.
— Эçук, эсĕ мĕнле калатăн?
— Алексей Чакак, анчах пирĕн хушамат чипер мар, ачасем мăшкăлласран хăратăп. Атте ятне çеç çыртарсан юрамĕ-ши?
— Хăвна мĕнле килĕшет, çапла çыртарăпăр.
Чиркӳ тĕлне çитсен, чĕре кăрт-кăрт тапма пуçларĕ. Чиркӳпе юнашарах шкул. Ачасем шавлани таçтан аякран илтĕнет. Акă эпир те вăрăм коридор тăрăх утатпăр, кĕрлесе ларакан шкул алăкне уçатпăр. Учительница, Зоя Савельевна, аттене алă парать, сĕтел çинчи уçă журнал çине малтан ман ята, унтан Эçук ятне çырса хурать, миçе çултине ыйтать. Пирĕн хыçран ачисене ертсе килекенсем тата та пур. Эпĕ пуçа çĕклесе хура партăсем хушшинче ларакансем çине пăхатăп. Малтанхи парта хушшинче çитсă кĕпеллĕ виçĕ хĕрача лараççĕ, вĕсем Юхма пасар çĕрĕнчи вырăс хĕрĕсем пулас. Учительница пире, Эçукпа иксĕмĕре, иккĕмĕш парта хушшине лартать. Эпĕ класри доска умĕнче тăракан атте çине пăхса илетĕп. Вăл та ман çине ырă куçĕсемпе пăхать, эпĕ шкул ачи пулнишĕн савăнса, кулкаласа илет, учительницăна темскер калать. Шкула кĕме килнĕ ачасене журнал çине çырса пĕтерсен, Зоя Савельевна, ура çине тăрса: «Перемена, урама тухса кĕрĕр!» — тесе пĕлтерет.
Чи малтан шкулăн тепĕр енчи класс сиксе тăрать. Унта — тăваттăмĕшпе виççĕмĕш çул вĕренекенсем. Вĕсем хыççăн эпир те парта хушшинчен тăрса урама тухатпăр. Тăваттăмĕшпе виççĕмĕш çул вĕренекенсем пире çын вырăнне хисеплемеççĕ, хăйсем пĕрне-пĕри хăваласа çӳренĕ чух та пирĕн пек чĕмсĕр ачасен урисем çинех пуса-пуса каяççĕ, тĕртсе йăвантараканнисем те, мăшкăллаканнисем, витлекеннисем, хăратаканнисем те пур. Чиркӳпе шкул хушшинчи лаптăкра алхасакан ачасем çине пăхса тăрсан-тăрсан, эпир те, тин шкула килсе çырăннисем, кăштах хăюланса çитрĕмĕр. Эпĕ Эçука систермесĕр унăн кĕсйине пĕр çăмха куршанак хутăм та: «Санăн кĕсйӳ йывăрланса çитмерĕ-и?» — тĕрĕм. Вăл аллине кĕсйине чиксе пăхрĕ, куршанак çăмхипе мана пеме тăчĕ...
Шăнкăрав сасси перемена пĕтнине пĕлтерчĕ.
Эпир, класа кĕрсе, хамăр парта хушшине лартăмăр. Атте кайнă иккен. Учительница пĕр-пĕччен уткаласа çӳрет. Эпĕ пуçа çĕклесе пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: паçăр тем пысăкăш туйăннă шкул халĕ пĕртте ун пек
мар. Вăта çĕрте, шкула икĕ пая уйăрса, хура доска тăрать. Доскаран сылтăм енче пĕрремĕшпе иккĕмĕш класс, сулахайра — виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класс вырнаçнă. Пĕрремĕш класс пилĕк парта йышăннă, кашни парта хушшинче виçшер ача ларать — вунпĕр арçын ача, тăватă хĕрача. Иккĕмĕш класра — вуникĕ ача, виççĕмĕшĕнче — саккăрăн, тăваттăмĕшĕнче — пиллĕкĕн çеç вĕренеççĕ, вĕсенчен пĕри хĕрача. Тăватă класра та пĕр учительница, Зоя Савельевна, вĕрентет. Вăл паçăр, ман аттене тăваттăмĕш класс çине кăтартса, çапла тарăхса илчĕ:
— Халăх тĕттĕмлĕхĕ хуплать, ачисене нумайăшĕ тăваттăмĕш класа çитсен пăрахтараççĕ. Ултçĕр киллĕ ялта шкулта вĕренмелли ачасен хисепĕ çĕртен иртет, вĕсенчен кăçал пиллĕкĕшĕ кăна шкула çӳреççĕ. Шкулĕ те ялтах вĕт-ха. Эпĕ вĕреннĕ чухне пирĕн ялта шкул та çукчĕ, эпĕ сакăр çухрăмри яла чупаттăм.
— Мĕн тăвас тетĕн пирĕн халăхпа, асаттесем çыру пĕлмен. Эпир те вĕренмен, ачасем те çаплипех пурăнĕç-ха тесе калаçакансем нумай вĕт, — терĕ атте Зоя Савельевнăна.
— Ĕлĕк пурăннă та, малашне çыру пĕлменнисене кунсерен хĕн пулать. Çапла, Лука Тимофеевич, эсĕ хăвăнне вĕрентме тăрăш ĕнтĕ, вулама-çырма пĕлнĕ-пĕлменех ан пăрахтар.
— Амăшĕ ятлать те, эпĕ вĕрентес тетĕп-ха. Пирвайхи кун Зоя Савельевна виççĕмĕшпе тăваттăмĕш класра вĕренекенсене сарă хупăллă кĕнеке валеçсе пачĕ те пирĕн енне çаврăнса тăчĕ:
— Ну, кам вунна çитиччен пĕр такăнмасăр шутлама пĕлет?
Эпĕ вунна çитиччен мар, çĕре çитиччен те шутлама пĕлетĕп, анчах ачасем умĕнче вăтаннипе сасă памастăп. Эçук та ман пекех пуçне чиксе ларать.
— Кам пĕлет, çавă алă тăратăр.
Эпĕ хам та сисмерĕм, манăн сылтăм алă яшт çĕкленчĕ:
— Ну, Ахмаров, шутласа кăтарт-ха.
Эпĕ сиксе тăтăм та, мĕн пулсан пулать тенĕ пек, васкаса шутлама тытăнтăм. Пĕрре, иккĕ, виççĕ... Учительница кăмăллăн пăхса тăрать. Эпĕ савăннипе вунна çитиччен çеç шутламаллине мансах кайнă. Хĕрĕх, хĕрĕх пĕр, хĕрĕх иккĕ... алла, утмăла, çитмĕле, сакăрвунна, тăхăрвунна, çĕре çитичченех шутласа тăкрăм.
— Маттур, анчах эпĕ сана вунна çитиччен çеç шутлама каланă марччĕ-и?
Учительница асăрхаттарни ман кăмăла пĕр самантра пусăрăнтарса лартрĕ. Урамра, киле кайнă чухне, Эçук, ман хута кĕрсе, çапла каларĕ:
— Эсĕ вуннă урлă каçсан, эпĕ хулăнтан тĕртрĕм те, эсĕ сисмерĕн. Э-э, çĕре çитиччен шутлама пĕлни аван-ха вăл.
Киле таврăнсан, шкулта мĕн пулни çинчен малтан аннене, унтан тимĕрçĕ лаççинчен таврăннă аттене каласа кăтартрăм. Анне вуннă вырăнне çĕре çитиччен шутласа тăкнăшăн мухтарĕ, пуçран шăлса, «маттур пул» терĕ, атте вара йăлтах урăхла каларĕ:
— Вĕçкĕн ан пул, малтан ытлашши хăвăрт чупакан кайран кая юлать, теççĕ. Учительница мĕн ыйтать, çавна кала. Эпĕ ăна пине çитиччен те шутлама пĕлетĕп те, пурпĕрех, учительница каланă пек, вунна çитиччен çеç шутласа кăтартнă пулăттăм.
Кăна илтсен, савăнса урам тăрăх тухса чупас вырăнне, эпĕ пысăк шăпăр тытрăм та картишне шăлма тытăнтăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...