Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 16 пай
(Тарталья тӳркĕтеслĕхĕн виççĕмĕш йĕрки е числисен виççĕмĕш юпи.) Çак вĕçе-вĕçĕнлĕхĕн членĕсене пирамидаллă, е тĕресрех тетраэдриллĕ числосем теççĕ: 1 — пĕрремĕш тетраэдриллĕ число, 4 — иккĕмĕш, 10 — виççĕмĕш тетраэдриллĕ число т.ыт.те, çапла вара «тет-раэдриллĕ число Т³m+2-па тан. Çак числосем виç кĕтеслĕ пирамидăна (тетраэдрăна) миçе шар вырнаçтарма май пуррине кăтартаççĕ. (12-мĕш ӳкерчĕк)
— Ăнланмаллах калатăп-и? — ыйтрĕ Эртиван, каялла чакса хăй мĕн çырнине тимлесе пăхрĕ.
— Ăнланатăп, — терĕ Леша.
— Малалла каятпăр, — Эртиван каллех пурăпа вакун стени çине ӳкернĕ шарсене тинкерчĕ. — Нумай кĕтеслĕ тата пирамидаллă числосем ăсчахсене Авалхи Грецирех интереслентернĕ.
12-мĕш ӳкерчĕк |
Нумай кĕтеслĕ числосене пирĕн эрăчченхи II ĕмĕртех пĕлни паллă. Хăшпĕр математиксем пирĕн эрăчченхи V ĕмĕртех вĕсене чаплă математик Пифагорпа унăн вĕренекенĕсем пĕлнĕ тесе ĕнентереççĕ...
Пăравус темиçе хутчен хыттăн кăшкăртса ячĕ. Эртиван вакун хушăкĕнчен тулалла пăхрĕ. Унта хула хĕрринчи çуртсем курăнса юлаççĕ, пĕчĕк заводсемпе мастерскойсен тăрписенчен çӳлелле тĕтĕм явăнса хăпарать.
— Канаша çитрĕмĕр! — пĕлтерчĕ савăнăçлăн Эртиван. — Эпĕ те нумай кĕтеслĕ числосем çинчен каласа пĕтертĕм.
— Часах чарăнатпăр-и? Пурăпа çырнине халех тасататăп, — терĕ Леша, вăл та хулана хушăкран пăхса илмесĕр чăтаймарĕ.
— Мĕншĕн хуратмалла? Юлтăр çаплипех! Пĕлччĕр ку вакунра ахаль çынсем ларса çӳременнине, — терĕ Эртиван. Пурăпа вăл чи çӳле хитре сас паллисемпе: «Паскаль виçкĕтеслĕхĕ», — тесе çырса хучĕ.
— Питĕ чаплă, — терĕ Леша ун шухăшĕпе килĕшсе. Канаш станцийĕнче вĕсен вакунне пăравус унталла-кунталла турттарса çӳренĕ хыççăн ялсенчен çĕр улми турттарса килекен складсем çывăхне тăратрĕ. Унта кладовщиксем пыма ĕлкĕриччен Эртиванпа Леша çапах та вакунран тухма ĕлкĕрчĕç. Унтах, инçех мар, шыв колонки ĕçлет. Ачасем ун умĕнче çăвăнчĕç те пĕчĕк ларекра çăкăрпа пылак шыв туянчĕç. Çавăнтах пĕрене çине ларса апатланчĕç те Çĕрпӳ çулĕ çине тухма васкарĕç. Тен, çула май машина тупма пулать?
Сарă хĕвеллĕ кун ачасемшĕн ăнăçлă пуçланчĕ. Аслă çул хĕррипе нумаях та утаймарĕç, машина кăшкăртни илтĕнчĕ. Ачасем чарăнмаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Сахал-им çул çинче кăшкăртакан машина? Кашнин еннелле çаврăнса пăхса тăрсан мĕн чухлĕ вăхăт сая каять. Анчах ку хутĕнче урăхларах пулса тухрĕ. Машина кăшкăртни çеç мар, çын кăшкăрни те илтĕнчĕ:
— Эй, пулас министрсем! Халех укçа миххисем çĕклесе пымастăр пулĕ-çке, мĕншĕн çаврăнса та пăхмастăр?
Гаврил Сергеевич сасси! Вăл пуçне кабинăран кăларнă та кулкаласа ачасене хăй патне кăчăк! туртса чĕнет. Ăна курсан Лешăпа Эртиван савăнса ун патне чупсах пычĕç.
— Килелле-и?
— Килелле!
— Финанс министрĕн вырăнĕ пушă мар-и?
— Пушă мар.
— Вĕренес енĕпе мĕнле?
— Экзамен «пиллĕклĕх» тытрăмăр, анчах йышăнмарĕç.
— Çав териех кая юлнă-и?
— Малтан улттăмĕшпе çиччĕмĕш классенчен вĕренсе тухмалла теççĕ. Эпир улттăмĕшĕнче çеç-ха.
— Çапах экзамен тытма хăрамарăр-и?
— Пĕлсен нимĕн хăрамалли те çук унта!
— Хатĕрленӳ курсĕпе мĕнле?
— Ун пек курс ĕçлемест, çапах та пирĕн сĕнӳ пирки шутласа пăхатпăр терĕç.
— Лайăх сĕнӳ панă эсир апла тăк. Директорĕ килĕшсен паллах. Ăна куртăр-и?
— Экзаменсене вăл хăй тыттарчĕ.
Гаврилов шофер чухлать: ăслă ачасене лартса килнĕ вăл çĕркаç. Кусем малашне те аптăрамĕç, пурнăçра хăйсен вырăнне тупаççех. Шăппăн ларса пымалла та кабинăра, анчах çамрăк пассажирсемпе те сăмахлас килет.
— Мĕншĕн çĕр каçма ман пата пымарăр? Адрес патăм-çке.
— Чăрмантарас темерĕмĕр. Ун вырăнне Вăрнар станцине курса килтĕмĕр, — çĕрле мĕнле пăтăрмаха лекнине кĕскен каласа пачĕç ачасем.
Гаврилов шофер малтан Чулхулан хăлтăр-халтăр пĕчĕк грузовикĕпе хăвел анăç чиккинчен Сталинграда çити чакнă, кайран çав грузовикпах фашистсене хăваласа Днепр урлă каçнă, унтан Америкăн тимĕр кузовлă, вăйлă моторлă «Форчĕ» çине куçса ларса Берлина çитнĕ. Мĕн чухлĕ машина тăшман снарячĕ тивнипе е бомба айне пулнипе çунса кайман пулĕ, мĕн чухлĕ салтакăн пурнăçĕ машина шоферĕннипе пĕрлех татăлман пулĕ хаяр вăрçă çулĕсем çинче!.. Гаврилов вара икĕ орденпа тăватă медаль çакса Аслă Çĕнтерӳ хыççăн хăйĕн «Форчĕпех» тăван ялне таврăннă! Унăн куçĕ умĕнчех пурнăçĕ татăлнă салтаксем хушшинче, тен, çак ачасен ашшĕсем те пулман-ши? Кам пĕлет... Вăрçă турри те пĕлсе çитереймест пурне те... Çавсен ачисем халĕ шкулта выçăллă-тутăллă вĕренсе класран класа «пиллĕксемпе» куçса пыраççĕ, малалла вĕренме ĕмĕтленсе улттăмĕш класрах хăйсен пĕлĕвне техникумра экзамен тытса тĕрĕслеççĕ. Вăрçăри йывăрлăхсене аса илсен тата кунта тăлăх ачасен асапĕсене курсан Гаврилов чунĕ яланах сĕрлесе ыратса каять, вĕсем умĕнче хăйне айăплă туять. Мĕншĕн тесен Гаврил Сергеевич тăватă çул фронтра татти-сыпписĕр малти позицие снаряд, мина, пуля ещĕкĕсем турттарнă, анчах пĕрре те аманман. Машинине темиçе те хытах юсама тивнĕ унăн, хăй темĕнле пăтăрмахра та тĕрĕс-тĕкелех сыхланса юлнă. Çавăнпа фронтовиксем: «Миçе хут аманнă, миçе госпитальте выртнă?» — тесе ыйтсан халĕ те хăйне вĕсем умĕнче айăплă туять, шăппăн çеç: «Пĕрре те аманман», — тесе хуравлать. Çапах та ăна никам та ĕненмест, сăпайланма кирлех-ши теççĕ çеç хирĕç. Уйрăмах ачасем умĕнче аванмарланать вăл, хăйĕн ачисемпе çурма тăлăх ӳсекен ачасене танлаштарать те вĕсене ялан мĕнле те пулин пулăшма тăрăшать. Ачисем, паллах, тĕрлĕрен пулаççĕ, анчах халĕ хăйпе юнашар ларса пыраканнисем пеккисене пĕрремĕш хут курать вăл: еплерех мал ĕмĕтлĕ, тĕллевне пурнăçлассишĕн еплерех тăрăшаççĕ! Гавриловсен самани иртет, çĕршыв шăпи часах çак маттурсен аллине куçать. Шофер чунĕ аса илӳсемпе, тĕрлĕ танлаштарусемпе самаях хускалчĕ, ачасене мĕнпе пулăшса хăварма пулать-ши тесе шутлама пуçларĕ.
— Чи йывăрри ялта мĕн шутланать сирĕншĕн, ачасем? — ыйтрĕ вăл.
— Хĕлле валли вутă хатĕрлесси, — терĕ Леша. — Паранкă сухапуçне алăпа туртса лартатпăр, тырă çурлала выратпăр, утă пуçтаратпăр. Патшалăха пама брынза та пĕçерсе пăхрăмăр. Кирпĕч çапатпăр. Кăçал кăмака тума та вĕрентĕмĕр. Вăрман ялпа юнашар çукки касать. Хĕл каçма вутă хатĕрлемешкĕн аннесене ниепле те пулăшаймастпăр. Лаша черечĕ кĕтсе чун тухать. Машина тара тытма укçа çитмест.
— Пирĕн те çавах. Хĕлле уроксем те алсиш хывмасăр тума тивет, — терĕ Эртиван.
Гаврилов çак енчех, Чурачăк таврашĕнче ӳснĕ, Канашра çурт туянни те темиçе çул кăна. Ачисем шкулта лайăх вĕренсе çын ретне тăччăр тесе куçнă вăл Канаша. Мĕн пĕчĕкрен вăрман урлă пурăнакансем вутăшăн нушаланнине курнă. Вăрçă хыççăн — пушшех те! Акă мĕнле пулăшма пултарать вăл ачасене! Палланă вăрман хуралçисем, вăрман улпучĕсем йĕркипех унăн кунти вăрмансенче...
Машина Шăхасантан тухса Чурачăкалла ыткăнса пыма пуçларĕ. Гаврилов кабинăри ачасене иккĕшне те ыталаса хăйĕн çумне пăчăртарĕ.
— Машина кирлĕ апла тăк сире, — терĕ вăл. — Акă вăл, хăвăр ларса пыратăр!
— Мĕнле ăнланмалла куна?
— Вутă тиесе килсе паратăп. Иксĕре те!
— Ой, шофера тӳлеме укçа пухман-ха эпир...
— Эпир те, — терĕ Эртиван. — Вуттине туянма укçа çулталăкĕпе пĕрер тенкĕн пуçтаратпăр. Машина валли...
Ачасем вутă машинăпа турттарса килме май тупайманшăн кичемленсе шăпланчĕç. Двигатель çеç пĕр тикĕссĕн кĕрлет. Гаврилов ачасене тепĕр хут хăй çумне пăчăртарĕ.
— Ан кулянăр, сире, пулас министрсене, ахалех турттарса паратăп! Паянах килте аннĕрсемпе калаçса татăлăр. Автобазăпа хамах майлаштаратăп. Вăрçăра Канашран Берлина машинăпа çитнĕ Гаврилов шофер пулăшать тейĕр. Кирек хăш кун та кайма хатĕр тăрăр. Килĕшрĕмĕр-и çапла?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...