Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 8 пай
Улька арçын ача хăйĕн умне Леша пекех уçса хунă кĕнекене тытрĕ те сасартăк ăна ша-ап! хупрĕ.
— Эсĕ, Ерофеев, эпĕ ыйтнисене нимĕн те илтместĕн пулмалла? Е юри хăвна вуланă пек кăтартса ларатăн?
— Хăйĕнчен ыйт.
Улька ыйтăвĕсене Микул мĕнле хуравласа пынине ирĕксĕрех итлеме тивнĕрен арçын ачан юлашки хуравне илтсен Наталипе Леша сасăпа кулса ячĕç. Натали каялла çаврăнса Микул çинех пăхса илчĕ, çав вăхăтра Лешăна та куçĕ хĕррипе те пулин сăнаса пăхмасăр чăтаймарĕ. Çакна староста та асăрхарĕ. Натали сăнĕнче нимĕнле çилĕллĕ е кăмăлсăр туйăм та курмарĕ вăл: ытти чухнехинчен хаваслăраххăн та курăннă пек туйăнчĕ хĕр ача сăнĕ: е унăн хутне вуланăран, е Микулăн пĕрешкел хуравĕсемшĕн? Çапах та Леша кăштах хавасланчĕ, çăмăллăнраххăн сывласа ячĕ. Чунне темĕскер тăвăрлатса тăни самантрах иртсе кайрĕ. Нумай кирлĕ-и çынна: хăйне килĕшекен хĕр ачан хура куçĕнче савăнăçлă кулă çиçĕм пек хăвăрт çиçсе илчĕ çеç, — ăна та текех нимĕн те кансĕрлемест. Улька кăна халĕ те Микула канăç памасть:
— Эсĕ, Ерофеев, манран кулма шут тытнă пулмалла. Асту, хамран никама та култармастăп эпĕ. Староста çурăмĕ хыçĕнче те çăлăнса юлаймастăн.
— Мĕскершĕн тапăнтăн мана? Эсĕ ыйхуна çухатнăшăн эпĕ айăплă-им? — Микулăн та чăтăмлăхĕ пĕтрĕ пулас, Улькана йăлтăр-ялтăр куçĕнчен тĕллесе пăхсах тавăрчĕ вăл.
— Саншăн çухатман! — терĕ халĕ те парăнма шутламан Улька. — Калас-и хăвшăн кам çывăрайми пулнине? Хысайкина Света!
— Маншăн вăл та юрать. Çӳçне çивĕтленĕ, питне çунă, хăлхине тасатнă...
— Эсĕ унăн хăлхине чакаласа пăхрăн-им?
— Мĕн тăвас манăн унăн хăлхипе? Илтмен-и, ашшĕ, выльăх хвелшерĕ, кашни ирех хĕр ачисен хăлхисемпе сăмсисене тĕрĕслет тенине? Çавăнпа кăшт сивĕтсенех сунаслама пуçлаççĕ вĕсем. Анчах хăçан та пулин эпĕ сунасланине курнă-и эсĕ? Курман? То-тă!
— Пĕлетĕп, сирĕн парта хушшинче никам та сунасламасть. Старостăпа пĕрле ларатăр та... Паттăрсем! — сассине пусарса кăшт мирлешме пуçларĕ Улька. — Çапах та эсĕ ытла ан хĕпĕрте, çав-çавах Эртиванов çинчен хама кирлине пĕтĕмпе пĕлсе çитиччен сн çумăнтан хăпмастăп.
— Хăйĕнчен ыйт, — терĕ каллех Микул Улькапа иккĕшĕ хушшинче халь çеç нимĕнле калаçу та пулса иртмен пекех лăпкăн.
Наталипе Леша каллех кулса ячĕç. Ку хутĕнче хĕр ача каялла çаврăнса пăхмарĕ пулсан та, Леша хăйне малтанхинчен те çăмăлтарах туйрĕ, çавăнпа юлашки урок епле иртсе кайнине те сиссе юлаймарĕ. Математика кружокĕ пуçланиччен пăртак уçăлас шутпа шкул картишĕнче пĕчченех çӳрерĕ вăл. Шкул столовăйĕ патне çитрĕ те каялла çаврăнчĕ. Пăхать, Натали картишĕнчен коридора кĕмелли пусма карлăкĕ çине таяннă та пĕчченех темĕн çинчен шухăшласа тăрать. Леша хăй патнелле çывхарнине асăрхаймарĕ те пулас вăл.
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çаплах канăç памасть-и? — Наталие пĕччен тĕл пулнăшăн пĕрре хĕпĕртерĕ вăл, тепре канăçсăрланчĕ.
— Вăл мар-ха... — хĕр ача тата темĕн каласшăнччĕ, анчах сасартăк шухăшне улăштарса урăх шарламарĕ.
— Петровăна ăçта çухатрăн? Е юлмарĕ-и?
— Юлчĕ, анчах Ерофеевпа тавлашса пĕтереймерĕ те халĕ Эртивановпа тавлашать-ха...
— Эпĕ те Микул хушнипе шкул столовăйне кĕрсе куртăм, вăл паçăр эсĕ мана мĕн хушнине илтнĕ те вăйпах хăваласа ячĕ...
— Ерофеева пăхăнатăн-и вара эсĕ? — Натали ирхи калаçăва тинех аса илчĕ-ши, Лешăна кăшт куларах пăхма тытăнчĕ.
— Тепĕр чухне пăхăнма та тивет.
— Эй, паçăр култарсах вĕлеретчĕ вăл! Хушăран питĕ кулăшла тытать хăйне...
— Ерофеев пултара-ать! Анчах вăл хăваланин усси пулмарĕ-ха...
— Мĕн тата?
— Столовăйĕнче пĕр хуран та çуманни юлман, эсĕ сĕннине пурнăçлаймарăм!
— Эсĕ, мĕн, чăнласах хуран тĕпне тасатма кайрăн-и?
— Хушнине пурнăçлама хăнăхнă эпĕ.
— Мĕн хушни? Шӳтлесе каларăм. Хуран тĕпне чăнласах епле тасаттарам-ха эп сана?! Те кулмалла, те макăрмалла пулса тухать капла?
— Çилленместĕн-и?
Мĕншĕн çилленес-ха? Кашни сăмахшăн çилленсен ĕç пулать-и вара?
— Атя, паçăрхи пек тепре кулар та, пĕтĕмпех иртсе кайтăр!
— Атя!
Кулкаласах кĕчĕç иккĕшĕ шалалла. Кăмăлĕ юсаннă чухне çыру çырма юрать-ши тесе те ыйтасшăнччĕ Леша, анчах ун пек ыйтма хăюлăхĕ çитеймерĕ. Çапах та çитереетчĕ те-и, анчах çăварне çав тĕллевпе уçнă-уçманах таçтан Улькапа Эртиван сиксе тухрĕç те, урăх калаçма та май килмерĕ. Коридор тепĕр пуçĕнчен Мария Ивановна килни те курăнчĕ.
Кружока çур класс майлах юлнă.
— Кун чухлĕн эпир Паскаль виçкĕтеслĕхне шутласшăн-и е мĕнле шутланине курасшăн-и? — ыйтрĕ учитель.
— Эп, тĕслĕхрен, курасшăн, — терĕ Микуд.
— Курни те усăллă вĕт, — хушса хучĕ Хысайкина Света.
— Паллах, усăллă, — унпа килĕшсе пуçне сĕлтрĕ Мария Ивановна.
Вăл Лешăпа Наталирен килте мĕнле ĕçлени çинчен ыйтса пĕлчĕ. Иккĕшне те мухтарĕ. Леша сисет, чунтанах ырлать вĕсене учитель. Ара, геометрипе мĕн чухлĕн интересленеççĕ иккен те. Интересленеççĕ çеç те мар, хăйсем тĕллĕн вуласа Паскаль виçкĕтеслĕхне шутлаççĕ.
— Апла пулсан малалла каятпăр, — терĕ Мария Ивановна шăпланнă ачасене сăнаса. Хăй те ăшĕнче хавхаланса шутларĕ: «Эртиван Эртивановăн пĕр ыйтăвĕ класа мĕнле улăштарчĕ?! Хăйсем геометрипе паллашма çеç тытăнаççĕ, çапах та саккăрмĕш класс программи патне туртăнаççĕ. Тепĕр чухне задачăпа чунтанах кăсăкланни ăна интересленмесĕр шутланинчен те усăллăрах». — Паскалĕн кашни йĕркинче числосене нультен пуçласа сулахайран сылтăмалла номерлеççĕ. Çапла вара, тĕслĕхрен, пилĕкмĕш йĕркери иккĕмĕш вырăна 10 йышăнать.
Çак самантра Петрова Улька аллине çĕклерĕ:
— Мĕн каласшăнччĕ? Ыйту пур-и? — интересленчĕ Мария Ивановна.
— Паскаль йĕркисен икĕ пахалăхне Эртиван Эртиванов çырса кăтартаять-ши?
— Мĕнле? — Эртиванов еннелле пăхрĕ учитель.
— Çыратăп, — терĕ Эртиванов.
— Ыйтатпăр, — терĕ Хысайкина Света.
Учитель те малти парта хушшинчи пушаннă вырăна ларчĕ те Эртиванов мĕн çырнине тата мĕнле ăнлантарнине ачасемпе пĕрле пăхма тата тимлесе итлеме тытăнчĕ.
Кружок занятийĕ вĕçленсен шăп ларакан ачасенчен вăл çапла ыйтрĕ:
— Ăнлантăр-и?
— Йывăртарах, çапах та ăнланма пулать, — терĕ Леша.
— Ăнланма пулать, — терĕ Натали.
— Манăн лайăхрах ăнланма геометрин малти пайĕсене тĕплĕрех вĕренмелле. Эртиванов пулăшать, — терĕ Улька.
— Йывăр, — терĕ Микул, — анчах эпĕ староста пулăшасса шанатăп.
— Эпĕ те Алмазовăран пулăшу ыйтасшăн, — терĕ Хысайкина Света.
— Вăй çитсен хирĕç мар, — хуравларĕ Натали. Вăл сасартăк паçăр Петрова Улькапа Ерофеев Микул Хысаăкина пирки мĕнле тавлашнине аса илчĕ пулас та кулса ярасран аран чăтрĕ пулмалла, çавăнпа Улька ăна çурăмĕнчен çапа-çапа илчĕ.
— Хытă ан çап, — терĕ Леша.
— Ан хăра, саншăн вăл ун пек мар çапнине чăтма хатĕр! — староста илтмелле çеç шăппăн, çав хушăрах хĕрӳллĕн каларĕ Улька.
Кружокăн тепĕр занятине çитес эрнере ирттерме йышăнчĕç. Мария Ивановна унччен килте нульсенчен тăракан Паскаль виçкĕтеслĕхне шахмат йĕркипе вырнаçтарса ӳкерсе пăхма сĕнчĕ.
— Куна эпĕ те ӳкеретĕп, — терĕ кĕтмен çĕртен Павлов Илья.
— Мĕншĕн апла шутлатăн? — ыйтрĕ Улька. — Халĕ те эсĕ сăмсупа чутах партăна çапăнаттăн вĕт.
— Шахматла вылянă чухне эпĕ нихçан та çывăрмастăп. Миçемĕш разряд илме хатĕрленетĕп кăçал, пĕлетĕн-и? — Павлов шахмат çинчен калаçнă чухне яланах хăюлланса каять.
— Эпĕ шахматла вылямастăп! — терĕ Улька.
— Вĕрентетĕп!
— Мана Эртиван вĕрентет.
— Çапах пĕл: виççĕмĕш разряд илме районти ăмăртăва хутшăнма хатĕрленетĕп. Анăçлă пулсан, тен, сан Эртиванупа пĕрлех кайăпăр-ха унта...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...