Паскаль виçкĕтеслĕхĕ :: 6 пай
Леша умне таса тетрадь уçса хучĕ.
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен çырмашкăн уйрăм таса тетрадь пуçлатăп, — терĕ Леша, — мĕншĕн тесен унпа эпир математика кружокĕнче çеç аппаланма тытăнатпăр.
Мĕнпе вĕçлерĕмĕр шкулти калаçăва? Эсĕ, Эртиван, пинмĕш рет урлă каçнă чухне сукмаксем хĕресленнĕ тĕле миçе çын çитме пултарнине задачăна виççĕмĕш меслетпе те шутласа тупма пулать терĕн. Анчах ку «шутлани» тесе мĕнлерех ăнланнинчен килет. Çапла вĕт? Манман-и эпĕ?
— Манман.
— Кирек темĕнле К çумĕнче те 0-тен пуçласа 1000-е çитиччен çавна Н1000 шутласа çеç мар, хăш-пĕр стандартлă операцисемпе усă курса та палăртма пулать терĕн эсĕ. Кун пек чухне хăш операцисем стандартлă пуласси малалла мĕнле шутласа, мĕнле ăнлантарса панинчен килет терĕмĕр.
Пирĕн тӳрремĕнех Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен калаçма тытăнмаллаччĕ, анчах ку ыйтăва ырана хăвартăмăр. Паскаль кам пулнине те ыран калатăп терĕн. Мĕншĕн тесен малашне пĕрмай Паскаль асăнма тивет иккен.
— Санăн ăна та паянах пĕлес килет-и?
— Çавăнпа ак таса тетрадь уçса лартăм, — терĕ Леша.
— Эппин, итле е кĕскен çырса та хур. Паскаль Францин аслă ученăйĕ пулнă. Вăл, сăмахран, числосенчен йĕркеленĕ виç кĕтеслĕ таблицăн паллă енĕсене тĕпченĕ. Çав таблицăн кашни йĕрки шайлашусенчен йĕркеленекен закон тăрăх, умĕнхи йĕркинчен çуралса пырать. Шăпах çав таблицăна каярахпа «Паскаль виçкĕтеслĕхе» теме тытăннă. Çавăнпа халь çеç асăннă таблицăн никĕсне хывнă закона эпир Паскаль законĕ, виç кĕтеслĕ таблица йĕркисене вара — Паскаль йĕркисем тетпĕр...
— Авă еплерех!
— Виçкĕтеслĕх йĕркисене те халех пĕлес килет-и?
— Паллах!
— Малалла, Леша, питĕ тимлĕ итле, мĕншĕн тесен санăн Паскаль виçкĕтеслĕхне ӳкерме тивет. Мĕнле май-па? Акă çапларах. Паскаль йĕркисене, нульлĕринчен пуçласа, пĕр-пĕрин айне çыратпăр. Анчах та кашни йĕркери кашни число умĕнхи йĕркери числосен сумми пулакан числосен хушшине лектĕр. Çак меслетпе эпир нихçан вĕçленмен таблица çырса пыратпăр. Çав таблицăна ĕнтĕ шăпах Паскалĕн арифметикăллă виçкĕтеслĕхĕ е арифметикăялă виçкĕтеслĕх, е тата кĕскенрех Паскаль виçкĕтеслĕхĕ теççĕ. Таблица пĕр тан енлĕ виçкĕтеслĕхе аса илтерет. Санăн, Леша, малтанласа Паскаль виçкĕтеслĕхĕн пуçламăшне, малтанхи 15 йĕркипе, нульлĕ йĕркерен пуçласа вун тăваттăмĕш таран усă курса тумалла. Паскаль йĕркисем симметриллĕ пулнă пирки Паскаль виçкĕтеслĕхĕ хăйĕн биссектрисипе симметриллĕ, — Эртиван Леша тетрадьне тытса пăхрĕ. — Тăваткал клеткăллă, ӳкерме меллĕ. Çакна шута ил: Паскалĕн кашни йĕркине сулахайĕнчен сылтăм еннелле нультен пуçласа номерлеççĕ. Асăрха унта, тĕслĕхрен, пиллĕкмĕш йĕркере иккĕмĕш вырăна 10 йышăнать.
Ачасем Паскаль виçкĕтеслĕхĕпе аппаланнă май пӳртре тĕттĕмленнине те сисмен. Кĕтмен çĕртен алăк сасси илтĕнсен кăна вĕсем пуçĕсене сĕтел çинчен çĕклерĕç. Амăшĕ фермăран таврăннă иккен.
— Суккăр пулатăр вĕт, мĕншĕн çутăсăр ларатăр?
— Краççын перекетлетпĕр, анне.
— Апат та çимен пулĕ-ха?
— Çирĕмĕр. Салма яшкишĕн пысăк тав, — терĕ Эртиван, вăл та киле кайма вăхăт çитнине тинех курчĕ, сĕтел хушшинчен хыпаланса тухрĕ.
Леша амăшĕ ăна каçхи апата та хăварасшăнччĕ, анчах Эртиван килĕшмерĕ:
— Аннене асăрхаттараймарăм, пăшăрханать вăл.
— Эпир, амăшĕсем, сирĕн çинчен шутламасăр пурăнаймастпăр çав, — терĕ Таюк инке. — Таçта пулсан та пуçран тухма пĕлместĕр.
Эртивана ăсатма Леша та тухрĕ. Таврара хăвăрт тĕттĕмленет. Кĕр пуçламăшĕ типĕ, çавăнпа тӳпере пин-пин çăлтăр выляни те ачасене илĕртет. Вĕсем алăк патĕнче кăштах чарăнса тăчĕç.
— Пурнăç пур-ши, Леша, çав çăлтăрсем çинче?
— Темиçе миллиард çăлтăртан пĕринче те пулин пурах пулĕ тетĕп.
— Каясчĕ вĕçсе çавăнта, паллашасчĕ унти çынсемпе!
— Мĕн чухлĕ çĕннине пĕлĕттĕмĕр!
— Тен, унти çынсемпе пĕрле Çĕр çинчи пурнăçа та лайăхлатма май пур?
2-мĕш ӳкерчĕк |
— Паллах, пур!
— Май пулсан эсĕ вĕçсе кайăттăн-и, Леша?
— Кайăттăм.
— Каялла таврăнма çук пулсан?
— Вĕçсе кайма май пулсан каялла таврăнмалли май тупăнатех!
— Эсĕ те, Леша, ман пекех шутлатăн иккен.
— Ĕмĕтĕмĕрсем пĕрешкел, çавăнпа.
Эртиван пĕр çутă çăлтăра ыттисенчен уйăрса пăхрĕ-пăхрĕ те сасартăк ассăн сывласа ячĕ:
— Кашни этемĕн тӳпере хăйĕн çăлтăрĕ пур теççĕ. Хăшĕ-ши çавсенчен Петрова Улькан?
— Хăвпа пĕрле унта вĕçсе кайма юлташ хĕр ача тупма ыйтсан кама суйласа илĕттĕн, Эртиван?
— Улькана...
— Вăл килĕшмесен?
— Урăх никам та кирлĕ мар.
— Çав териех килĕшет-çке вăл сана! Çак вăхăтра, эсĕ ăна хăвпа пĕрле çăлтăр çине вĕçсе кайма илесси çинчен калаçнă чухне, мĕн тăвать-ши килĕнче Улька? — унпа пĕрле Наталие те асăнас килет Лешăн, анчах именет, çапах та темĕншĕн унăн ятне те пулин илтес килет. Эртиван асăнмĕ-ши?
— Эпĕ Улькана чĕнсен, санăн та кама та пулин чĕнесех пулать. Улькана эпĕ мар, хĕр ача тус кирлĕ пулĕ.
— Чĕнме хирĕç мар-ха эпĕ, анчах кама?
— Кам патне çыру çырас терĕн, çавна.
— Наталие-и? — тинех хĕр ача ятне асăнма май килчĕ унăн, çавăншăнах чунне лайăх пулса кайрĕ.
— Вĕсем Улькапа иккĕшĕ шкулта пĕрле лараççĕ халĕ, Натали пек чипер хĕр ачана хăварма юрамасть хамăртан, Леша. Ăна курсан çăлтăр çинчисем те тĕлĕнччĕр: епле хитре çынсем пурăнаççĕ иккен инçетри Çĕр ятлă планета çинче теччĕр.
— Юрамасть пулĕ-ха та, темĕнле майпа çураçтармалла-ха ăна?
— Çураçтаратпăр! — терĕ татăклăн Эртиван.
— Эсĕ, Эртиван, çăлтăр çине ыранах вĕçсе каяс пек калаçатăн. Наталийĕ çак вăхăтра килĕнче мĕн тăвать-ши? — хĕр ача ятне тепĕр хут асăнма май тупăннăшăн чунтанах савăнчĕ Леша.
— Калас-и?
— Эсĕ мĕн, тĕттĕм витĕрех куратăн-им?
— Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен шухăшлать вăл. Асăрхарăм, унпа сан пекех хытă кăсăкланса кайрĕ вăл. Математикăна лайăх пĕлни те сисĕнчĕ Наталийӳ.
— Мĕнле «Наталийӳ»? Ăçтан ман пултăр вăл? Унашкал сăмахсем калаçма иртерех-ха пире — ачасем çеç вĕт эпир, — Эртивана хирĕçле каларĕ пулин те ăшĕнче юлташĕ «Наталийӳ» тени килĕшрĕ Лешăна. Татах мĕн те пулин илтес килет çав хĕр ача çинчен...
— Миçе сехет-ши халĕ? Тухнă чухне стена еннелле пăхма та маннă.
— Саккăр иртнĕччĕ.
— Питĕ лайăх! Ыран эсĕ Улькаран сакăр сехетре мĕн тунине ыйтса пĕл-ха эппин.
— Ыйтатăп! — тӳрех килĕшрĕ Эртиван. — Анчах пĕччен мар... Эсĕ çав ыйтăвах Наталие паратăн. Апла Улькана та меллĕрех. Ну, алă çупатпăр-и? — ачасем пĕр-пĕрне ал лаппипе çапса илчĕç те хăвăрт уйрăлчĕç.
Киле таврăнсан Леша амăшне çĕнĕ вĕренӳ çулĕн çĕнĕ хыпарĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Таюк инке ывăлĕпе пĕрле шкулти пушара ачасем хăвăрт сӳнтернĕшĕн тата кӳрши, Семен Андрейч, ачасене мунча çĕнетсе кĕртнĕшĕн чĕреренех савăнчĕ. Лешăпа пĕрле Эртиван та «Нарспи» поэмăна пĕтĕмпе пăхмасăр пĕлнĕшĕн те хавасланчĕ вăл. Тĕлĕнмелли вара уншăн та ыттисемшĕн мĕн пулниех — Эртиван, ку таранччен амăшĕпе пĕрле сахал мар пуян ялсенче ыйткаласа тата кĕтӳре çӳренĕскер, Паскаль виçкĕтеслĕхне питĕ лайăх пĕлни. Эртивана мĕншĕн çиччĕмĕш класа куçарманнине илтсен Таюк инке роно инспекторне Кашкăр Карачăмĕпе танлаштарчĕ. Ун пек хăтланнăшăн, Эртиван вырăнĕнче Леша пулас тăк, Таюк инке район центрне çеç мар, Шупашкара та çитнĕ пулĕччĕ. Эртиван амăшне, Литюка, пĕлет вăл: халиччен никампа хирĕçсе курман, хăйне сăпайлăн çеç те мар, мĕскĕннĕн тытакан хĕрарăм вăл. Ăна Эртиван ашшĕне Çавал патĕнчи Старак ялĕнчи чухăн хресчен çемйинчен тупса панă. Упăшки сарăмсăр вилсен Литюка хăйне те пĕчĕк ачипе иккĕшне ялтан хăваласа ярас тесе кăшкăракансем пулнă. Анчах ăçта кайтăр мĕскĕн çын? Ашшĕ патне таврăнас — вăл вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех хаяр çапăçура пуçне хунă, амăшĕ сасартăк чирлесе çутă тĕнчерен уйрăлнă. Никам та пулман урăх тăвансем Литюкăн, çавăнпа витерен çурт евĕрлĕ тунăскерĕнче пурăнма ирĕк панăшăн та çăмăллăн сывласа янă вăл, ывăлĕпе иккĕшĕн асапĕсем çинчен никама каласа кăтартма та хăйман. Пĕрре вăл фермăра ĕçлеме пуçланăччĕ, анчах унта юриех сиен тума пултарать тесе фермăран та кăларттарчĕ ăна Кашкăр Карачăмĕ. Çавăн хыççăн Литюк пачах чĕмсĕрленчĕ, кӳршисемпе те хутшăнма чарăнчĕ. Таюк инке пĕррехинче унпа пĕр чĕлхе тупма патнех çитнĕччĕ, анчах пĕчĕк ачипе иккĕшĕ каллех ыйткалама тухса кайрĕç. Ывăлне те, Эртивана, йывăр тивнĕ, паллах, класран класа куçаймасăр юлаканскерне пурте тенĕ пекех япăх вĕренет тесе шутланă. Çурла уйăхĕнче вăл улттăмĕш класрах тепĕр çул лармаллине пĕлнĕ те хăюлăх çитерсе вĕсем патне Лешăпа калаçма кĕчĕ. Йĕркеллĕ ача пекех туйăнчĕ ăна ун чухне Эртиван: хăйне сăпайлă тытать, ăслă калаçать, шухăшĕсем тарăн. Паскаль виçкĕтеслĕхĕ çинчен сӳтсе-явма пултарайман ĕнтĕ вăл çав ачапа, Таюк инке ăна хăй те пĕлмест. Шкулта ав пĕрремĕш кунах пурне те тĕлĕнтерсе янă. Леша ахальтен туслашасшăн мар пулĕ-ха унпа — кĕтӳçре çӳренĕ пулин те вĕренмелли те сахал мар ĕнтĕ Эртивантан. Семен Андрейч та паян кунччен пĕлмен ăна — паллашнă та тӳрех пулăшнă.
Таюк инке ывăлĕ сĕтел хушшине кĕрсе ларнине пăртак тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Каçа юлмарăн-и уроксемпе аппаланма?
— Уроксене эпир паçăрах турăмăр.
— Халь мĕн хăтланасшăн?
— Пур-ха пĕр-ик задача геометрипе, çавсене шутласа хамăн вăя тĕрĕслес килет.
Çак хушăра амăшĕ ывăлĕн çĕнĕ тетрадьне асăрхарĕ.
— Ай-яй хитре почеркпа çырнă ку тетраде! Кам çырса пачĕ? Эртиван мар пулĕ-çке?
— Хам çыртăм ăна, анне.
— Эсĕ? Почерку урăхларахчĕ-çке санăн.
— Почерка улăштаратăп, анне!
— Чăнах-и?
— Паçăр ăна çĕнетме тунă упражненисем ку тетрадьре. Аттуш темĕнле Улькасемпе Наталисем хитре çырнине учительсем мухтанине итлесе хăлхасем ывăнчĕç. Шутларăм та, анне, манăн, отличникăн, япăх çырма юрамасть.
— Питĕ тĕрĕс шут тытнă эсĕ, ывăлăм. Ырлатăп. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те пире эсĕ асăннă Натали тетрачĕсене кăтартаççĕ. Чĕрĕк вĕçленет, унăн тетрадьне пăхатăн та — ĕнер пуçланă пек туйăнать: таптаса, ниçта чернил тумламĕ, варалани курăнмасть. Почеркĕ еплерех тата! Юри шăрçаласа çырать тейĕн. Унтан, танлаштарма, Микул е Хысайкинсен хĕр ачин тетрачĕсене кăтартаççĕ. Иккĕшĕн те почеркĕсем пĕрешкелех: тетрачĕсем çийĕн е чăх чĕпписем, е ӳсĕр таракансем тайкаланса утса каçса кайнă тейĕн... Малтан, Леша, сан тетрадьсене те кăтартатчĕç. Таса, хитре çыраттăн эсĕ! Эпĕ пухура хам тĕллĕн ăшра мухтанса лараттăм: епле хитре çырать ман ача! Хĕр ачасенчен пĕртте кая мар! Халĕ пĕр-ик çул кăтартмаççĕ, Леша, сан тетрадьсене. «Пиллĕксемпе» кăна вĕренет тесе мухтаççĕ-ха, анчах почерку çинчен тахçанах илтмен...
— Япăхрах çырма тытăнтăм, анне...
— Япăхрах çав...
— Васкатăп.
— Эсĕ ан васка.
— Малашне Эртиванăнне те кăтартма тытăнаççĕ.
— Вăл хĕр ачасенчен те тасарах çырать-им?
— Эсĕ асăннă хĕр ачаран та хитререх çырать! — Натали ятне асăннă чухне хăлхисем пĕçере-пĕçере каяççĕ Лешăн, çавăнпа юлашкинчен вăл унăн ятне юри каламарĕ. — Упражненисене япăх почеркпа çырнăшăн «пиллĕкрен» пĕр балл чакарма та пултараççĕ, анне. Вулама та йывăр ун пек тетраде. Нушăланать ĕнтĕ учитель вулас тесе — мĕн çырнине тĕрĕслемелле-çке.
— Ку тĕрĕсех. Çав Натали ятлă хĕр ача тетрадьне тытатăн та — вулас килнĕçемĕн вулас килет. Ун пек хĕр ача ӳссен те тирпейлĕ, хăйне йĕркеллĕ тытакан хĕр пулать, — ывăлĕн пичĕ хытăрах та хытăрах хĕрелнине курмасăр çаплах Наталие мухтать Таюк инке.
— Эртивантан вĕренетĕп, анне, таса çырма. Паянах пуçларăмăр. Ик-виçĕ уйăхран сана ман тетрадьсене те кăтартма пуçлаççĕ.
— Тем пекехчĕ, ывăлăм! Почерку пирки сана хам та каласшăнччĕ-ха, анчах вăхăт тупаймарăм. Халь ав хăвах шухăш тытнă, маттур! Класс старостине те хăварчĕç-и?
— Манах хăварчĕç.
— Старостăн япăх çырма юрамасть.
— Ăнланатăп...
— Кӳршĕ ял хĕр ачинчен япăх çырмалла мар ĕнтĕ.
— Тăрăшатăп, — пичĕ те хĕрелме пуçланине амăшĕ ан асăрхатăр тесе аяларах та аяларах пĕкрĕ пуçне Леша, ăшĕнче çапах та çав хĕр ача çинченех шутларĕ: «Кунта эпир аннепе иксĕмĕр ăна асăнатпăр, вăл амăшĕ-пе кам çинчен калаçать-ши?»
Леша амăшĕ кăмака умĕнче кăштăртатма тытăнчĕ, ывăлĕ тетрадьне паçăр пăнчăсем лартса паллă тунă тĕле уçрĕ. Çакăнта çитсен: «Чим, Эртиван, ыттисене мĕнле тупмаллине халĕ ан кала-ха, эпĕ хам тĕллĕн шутласа пăхатăп», — тенĕччĕ Леша. Шутлайĕ-ши? Икĕ асăрхаттару çинчен асăннăччĕ-ха Эртиван. Малтан çавсене ăнланмалла. Мĕне пĕлтереççĕ вĕсем? Мĕн çинчен асăрхаттараççĕ? Геометри — шӳтлемелли япала мар. Кашни сас паллин, кашни цифрăн хăйĕн вырăнĕ пур унта. Пĕр пăнчă, пĕр хӳреллĕ пăнчă сиктерсе хăвартăн е ăна урăх вырăна лартрăн — çав задачăна нихçан та шутлаймастăн.
Вăхăт çинчен мансах нумайччен тăрмашрĕ Леша. Юлашкинчен хăйĕн куçĕсене ĕненмесĕр хăй мĕн тунине çĕнĕрен пăхса тишкерсе тухрĕ. Тĕрĕслерĕ. Пĕр хут мар, темиçе те тĕрĕслерĕ.
Урăх шырама кĕçĕр вăхăчĕ те юлмарĕ, стена çинчи сехетĕн кĕске йĕппи вун иккĕ урлах каçса кайнă.
— Çур Çĕр иртрĕ, Леша, çывăрма выртмалла, — терĕ амăшĕ ыйхă тĕлĕшĕпе.
— Выртатăп, анне. Вăхăтра тăраймасан вăрат мана, — терĕ ачи, сĕтел çинчи кĕнекесемпе тетрадьсене, ыран кирлисене, пуçтарса сумкине чиксе хучĕ. Ирхине васкаса шырамалла ан пултăр тесе кашнинчех çапла тăвать вăл. Вăрансанах стена çине çыпăçтарнă расписани тăрăх сумкине тĕрĕслесе пăхать: пурте хăйсен вырăнĕнче, шкулалла лăпкăн тухса ут. Уроксене хатĕрленнĕ, киле панă упражненисене пурнăçланă, учительсен ыйтăвĕсене хуравлама хатĕр. Шкул еннелле утмашкăн та çăмăл, хаваслă!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...