Кĕпер :: Юр çинчи йĕрсем


Кăçал кĕр пĕлтĕрхинчен типĕрех килчĕ. Ват ăшши те, пукрав ăшши те пулчĕ. Хĕл тени вара пĕр каçхине яла шурă акăш пек лăпкăн кăна вĕçсе килсе ларчĕ...

Лешеккинче кашни ир урамра пуринчен малтан Антонина Павловна курăнать. Паян та вăл пӳртрен васкаса тухрĕ. Тухрĕ те — чун киленнипе чарăнса тăчĕ. Пĕтĕм тавралăх шап-шурă... Венчете тăракан хĕр пек шурă тум тăхăннă... Çĕрле вăрттăн тумланнă вăл — çын курман чух, ял çывăрнă чух.

Çӳллĕ кĕлеллĕ, çӳллĕ кунчаллă пушмак тăхăннă учительница малтан юр çине ярса пусма шикленсе тăчĕ. Юрĕ чĕркуççи таран мар-ши? Çук, юр тарăн мар, ура лаппи путмалăх кăна.

Тап-таса шурă юр чуна чечеклĕ улăх пекех савăнтарать иккен. Çамрăк учительница хушлăхпа хĕрача пек чупкаласа та илчĕ, юр чăмакки туса, арçын ача пек персе те пăхрĕ... Çук, халь вăл учительница мар, Антонина Павловна та мар — Тоня вăл, хĕрача...

Çĕркаç ăна Арланов килне çитиех ăсатса хăварчĕ. Ахаль чух кăшт çăмăлттайрах калаçакан йĕкĕт хăйне хăй урăхла тыткаларĕ. Кĕпер çинче сасартăк чарăнса тăчĕ те ытла та кăмăллă сасăпа:

— Тоня, — терĕ, яланхи пек: «Антонина Павловна» темерĕ. — Тоня! Юрату çуркунне килет, теççĕ. Тĕрĕс-и вăл?

— Пĕлместĕп.

Ĕлĕкрех Тоня Арланов сăмах каламассеренех кулатчĕ. Халь кулмарĕ. Пĕр сăмах хирĕç калама та сасси аран тухрĕ ун.

Халь ак тата, те Тоньăна култарас тесе, те ăна хавхалантарасшăн пулса, Арланов, кĕпер урлă каçсан, кĕркунне пирки мухтав юрри пуçласа ячĕ.

— Тĕнчере çуркуннене мухтакансем нумай. Кĕркунне пархатарне пĕр Пушкин çеç лайăх туйма пĕлнĕ. Кĕрхи çанталăка юратнă вăл. Хăйĕн чăн лайăх япалисене кĕркунне çырнă. Пĕр кĕр тăршшĕнче вунă çул çырмаллине çырнă вăл. Кĕркунне! Еçхалăхĕ те лайăх хаклама пĕлет ăна. Кĕркунне савăннă пек нихçан та савăнмасть вăл. Хресченшĕн чи чаплă, чи савăк праçниксĕм кĕркунне пулаççĕ. Халăха чĕртекен, пĕтĕм тĕнчере революци пуçласа яракан кун та кĕркунне çитрĕ. Кăçалхи кĕркунне те халăха савăнăç кӳчĕ: Питĕр таврашĕнче Юденич çарне аркатрăмăр, Деникин çарĕсене каялла хăвала пуçларăмăр, Урал çинчи сĕмсĕр тăшмана та тинĕс енне хĕсме тытăнтăмăр...

Арлановăн çĕркаçхи сăмахне аса илни тĕрлĕ шухăшсем хускатрĕ пирвайхи шурă юр пек таса кăмăллă хĕр пуçĕнче. Мĕн пĕчĕкрен пиччĕшсен çулĕпе утма шухăшланă Тоня. Çапах та, революци пулман пулсан, кĕнеке вуланипех ун куçĕ уçăлса çитместчĕ пуль. Савăнăç çăлкуçне кĕпер леш енче тупма ĕмĕтленменччĕ вăл. Мĕн тесен те, чăваша хисеплеместчĕç ĕнтĕ сухоречкăсем. Ял пуçланса кайнăранпа пĕр вырăс хĕрĕ те чăваша качча кайса курманччĕ. Вырăс каччи чăваш хĕрне илни те пулманччĕ. Халь Оля пĕр иккĕленмесĕр Чулçырмана пурăнмă куçрĕ. Хăйне хăй çавăнта çуралса ӳснĕ пекех тыткалать. Фальшинсем халĕ те чăвашран йĕрĕнеççĕ. Анчах халăх Тук шывĕн икĕ енĕпе те тачăрах пĕтĕçрĕ. Çынсем пĕр-пĕрне «чăваш», «вырăс» тесе ютшăнми пулчĕç: ваттисем пĕрле канашлаççĕ, çамрăккисем пĕрле çуйăхаççĕ. Кĕперĕ те çынсене пĕр-лештерсе тăракан пулчĕ.

Шухăшпа çак тĕле çитсен, Тоня ăшĕнче йăл кулса илчĕ: вĕсене те пĕрлештересшĕн-ха вăл, çав кĕпер. Арланов кашни ир ăна кĕпер çине тухса кĕтсе илекен пулчĕ, кашни каç тата кĕпер урлă ăсатса ярать...

Çапла шухăшласа-ĕмĕтленсе пынă май Тоня Тук патне çывхарчĕ. Юлашки хуралтăсем хыçĕнчен кĕпер курăнсан, ун чĕри тăруках кăрт! сикрĕ: унта, карлăк çине таянса, хура шинеллĕ, хура карттуслă çын тăрать...

Çĕркаç Арланов ăна хăй туйăмĕсем пирки шухăшласа пăхма ыйтнăччĕ. Тоня ним те каламарĕ.

«Тен, каллех çавна пĕлесшĕн пулĕ? Ответне памаллах-шим ĕнтĕ? Çук, сăмахпа ним те каламастăп. Чĕрепе туйтăр, куçран пăхса куртăр», — шухăшларĕ вăл халь.

Тоньăна асăрхасан, Ăрланов тӳрленсе тăчĕ те, çĕрелле пăхса, кĕпер урлă каçа пуçларĕ. Тоня та вар.а ирĕксĕрех çĕрелле тинкерсе иăхрĕ. Такам кунта Тоньăран та маларах килсе тухнă иккен, çемçе шурă юр çине йĕр хăварнă. Иĕрĕ Чулçырманалла ертсе каять. Юнашарах тата лаша йĕрĕ те пур. Иккĕшĕ те кĕпер ку енĕпе сылтăмалла пăрăнаççĕ.

— Чимĕр-ха, Антонина Павловна, çын йĕрне ан таптăр! — кăшкăрчĕ Арланов хăй кĕпер урлă каçса çитичче-нех. — Питĕ интереснă! — терĕ вăл, Тоня патне çывхарсан. — Пăхăр-ха эсир те, çын йĕрĕ тӳрĕ мар, тайкаланчăк. Усĕр çын йĕрĕ...

— Çав ӳсĕр çыншăн сехĕрленсе, мана алă пама та манса кайрăр-и? Аван-и, Евграф Архипович! — тĕксе илчĕ ăна Тоня.

— Каçарăр, Антонина Павловна! — тин хыпăнса ӳксе алă пачĕ Арланов. — Итлĕр-ха малалла, эп каласа пĕтереймерĕм. Усĕр çын е... чирлĕ çын йĕрĕ. Аманнă кайăк йĕрĕ пек. Сакунесем иртнĕ, хĕллехи Микула çитмен-ха. Усĕр пуçпа ялтан яла сĕтĕрĕнме сăлтав çук. Ак, пăхăр-ха. Кунта та çын утти тайкаланчăк пулнă. Кунта вăл чарăнса тăнă. Кĕпер çинче, каллĕ-маллĕ сулăнса, карлăк çине пырса уртăннă. Чылай тăрса, çапла каннă та малалла чипертерех утнă вара. Тата акă лаша йĕрне те асăрхасан...

— Лаша йĕрĕ ӳсĕр мар пуль-ха, — тăрăхлама пăхнăччĕ Тоня, хастарлă йĕрлевçе шансах çитмесĕр.

— Ан кулăр, Антонина Павловна. Юланут йĕрĕ çуран çын йĕрне хирĕç пырать, анчах пăхăр-ха: ниçта та çын йĕрĕ çине кĕрсе каймасть вăл. Çын сулăннă çĕрте лаша йĕрĕ те çав еннелле пăрăнать.

Тоня пурпĕрех Арланов мĕншĕн пăшăрханнине тавçăрса илеймерĕ.

Çав вăхăтра Сухоречкăран тӳрĕ çулпа юланут çывхарчĕ.

— Владимир Наумович, — терĕ Арланов, çыннине палласа. — Темскер пулнах ĕнтĕ...

— Эсир те çав йĕре сăнатăр-и, юлташсем! — терĕ Тимĕркке, лашине çамрăк мăшăр умĕнче чарса. — Кам йĕрне пĕлетĕр-и? Пирĕн ĕлĕкхи председатель киле таврăннă. Çуран. Пĕччен аран йăраланса çитнĕ. Халь тăнсăр выртать, аташса калаçать... Эп, вырăс енче лаша кӳлтерсе, Гревцев ывăлне Весуккана Ятрус патне ятăм. Эс, Евграф Архипович, чуп-ха Микка патне. Тăна кĕрсен, калаçтар ăна. Аташса калаçнине те сăна. Фальшина асăнать. Çавăн пирки мĕн каланине хут çинех çырса ил. Сире кунта тĕл пулни лайăх пулчĕ-ха. Эп малалла кайса йĕрлем. Тен, кашкăр йĕрĕ çине ӳкĕп.

Çамрăксене сăмах чĕнме памасăр, хăвăрт-хăвăрт сăмахларĕ те Тимĕркке анат еннелле кустарчĕ.

Арлановпа Тоня пĕр-пĕрне тин куçран пăхса илчĕç. Кĕркуннепе çуркунне кĕввисем пĕрин куçĕнче те палăрмарĕç халь. Вĕсем вăхăтлăха тĕлĕнтермĕш йĕр айне пулса юлчĕç курăнать.

Мишша-салтак халĕ, яла тепре таврăнмалла пулсан, пиччĕшĕнчен йĕрĕнсе пăрăнмĕччĕ ĕнтĕ. Иăлтах улшăннă Тимĕркке. Халь ăна ял çыннисем те, хисеплесе, «Владимир Наумчă» тесе чĕнеççĕ. «Замана» сăмаха асăнма тата юптарса, шӳт туса, такмакласа калаçас йăлине пачах пăрахмарĕ-ха вăл, çавах ял çинче хăйне петĕмпех урăхла тыткалакан пулчĕ. Еçме пăрахрĕ. Парти ячейки Самана Тимĕрккине Совет ĕçне лартса йăнăш тумарĕ.

Самана сывлăшне Тимĕркке ялта пуринчен малтан туйса илнĕ. Пĕр вăхăтра Тимĕркке халăх ĕçне те хутшăнса пăхнăччĕ. 1917 çулта, Октябрь революцийĕ пуличченех, ăна халăх хресченсен съездне хулана суйласа янăччĕ. Тимĕркке ун чух Самара та çитетчĕ пуль, анчах уесри съездра вăл пăртак чăрсăртарах калаçрĕ. Улпут çĕрĕсем пирки калани пырĕччĕ, вăл тата сасартăк: «Вся власть — Зоветам! Долой министров-гапиталистов!» — тесе кăшкăрчĕ. Эсĕрсем вара ăна кĕпĕрнери съезда яма мар, «тĕрмене лартатпăр», — тесе хăратрĕç.

Çавăн пирки шăпăртланнăччĕ Тимĕркке, ĕçке те ытларах ярăннăччĕ. Пирвайхи «камунсем» ăнланаймарĕç ăна, ютшăнчĕç унран. Тăван пиччĕшĕн ывăлĕ те унран йĕрĕнчĕ. Тайман Сахарĕ, хăй ялта сахал пурăннипе, унпа çывăхрах паллашса ĕлкĕреймерĕ. Ютран килнĕ учитель çеç час ăнланса илчĕ Самана Тимĕрккине.

Вăтам хресченсем хушшинче Тимĕрккен авторитечĕ питех те пысăк пулнă иккен. Вĕсемшĕн мыскараçă пек курăнман вăл. Тимĕркке çĕнĕ влаçран пăрăнса смоляковсемпе çуйăхнă чух ял çыннисем: «Пирĕн Замана самана пирки шарламасть-ха. Вăл Совет влаçне ырласан, эпир те хапăл туса йышăнăттăмăр», — текеленĕ.

Хăй вăл хуçалăх енчен шăпах вăтам хресчен шутне кĕрет ĕнтĕ. Хăйĕн пысăк мар хуçалăхне тирпейлĕ тытса пырать. Кăмăлпа Тимĕркке ырă та тӳрĕ çын. Чухăнсене, тăлăх салтак арăмĕсене сахал мар тырă кивçен паркаланă, анчах, пĕр-пĕр куштан пек, çавăншăн çынна хĕсĕрлемен. Çакна ял çыннисем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, Тимĕркке ял пуçĕ пулса тăни вăтамсене те, чухăнсене те питĕ килĕшрĕ. Хаяр Макарсем, ĕлĕкхине аса илсе, ăна ĕçтерсе хăйсене май çавăрма хăтланса пăхрĕç. Тимĕркке вĕсене тăрăхласа та, юнаса та илчĕ:

— Николашка эрехне ĕçтерсен, ĕçеп. Кăмăшка ĕçтерсен, хупса лартап. Кăмăшка вĕретсе тырă çĕртнĕшĕн тата çĕр пат продразверстка хурап сан çине.

Пĕр Мирски Тимук çеç ял пуçлăхне йышăнасшăн пулмарĕ. Тимĕркке ялта çук чух вăл вырăсран пĕр Совет членне ертсе килнĕ те Ĕлĕм-Чĕлĕм кинне, кăмăшка вĕретнĕ чух тытса, хулана ăсатнă, уншăн Мăрзабай тарçине айăплама май çук: кăмăшка вĕретекенсене тытса, Совет влаçне пулăшрĕ пулать вăл. Анчах Тимĕркке Мирски Тимукăн хура ăшчикне тахçанах ăнланса илнĕ. Çавăн пирки вăл ăна пĕррехинче сăрт çинче пĕччен тĕл пулсан, тӳррĕнех каларĕ:

— Эс ял ĕсне тепре хутшăнсан, хăвна тепĕр хут тĕрмене ăсатап. Праски вĕретнĕ кăмăшкине вара Хаяр Макарпа эсĕ ĕçнĕ. Ма Чахрун патне ертсе каймарăн?

Тимук, шурă куçне çавăркаласа, йĕплĕ чĕлхипе питлеме пăхрĕ:

— Сана шеллерĕм. Сан тăвану вăл...

— Урлă вăрман кашкăрĕпе Чӳккукри чакакĕ ун тăванĕсем. Иксĕре те Чӳккукринче йĕрлесе тытап. Анланатăн-и?

— Батракпа чухăна хĕсĕрлеме право çук сан. Эпир Совет влаçĕн тĕрекĕсем, — шăртланма пăхрĕ Тимук.

Тимĕркке Тимука куçран тӳррĕнех тăрăхласа пăхрĕ те сасартăк сехĕрлентерсе пăрахрĕ:

— Ыран Хăмăшлана каятăп. Мăрзабая туя чĕнес-и е туйне унсăрах тăватăр-и?

Çапла каларĕ те хăй çулĕпе малалла утрĕ. Тимĕркке юрă кĕвви шăхăрса ячĕ. Тимук ун хыççăн вĕтĕртетсе чупрĕ.

— Владимир Наумчă, мĕскĕн тăлăх-турата шӳтлĕ сăмахпа та пулин хур ан ту ĕнтĕ. Киревсĕр çын сăмахĕ вăл...

Тимĕркке мĕскĕнленсе ӳкнĕ сасса илтмĕш пулчĕ, тата хытăрах шăхăрса, анаталла ярăнчĕ.

Мирски Тимукĕ мĕн ăмсаннине Самана Тимĕркки тахçанах сиснĕ. Каярахпа çак «тăлăх-турат», Мăрзабайăн пĕтĕм пурлăхне ярса илсе, хуçа пулса тăни ăна питех тĕлĕнтермерĕ.

Тимĕркке халăхшăн ĕçлеме тытăннăранпа ик-виçĕ уйăх иртсен, ял çыннисемшĕн Совет тени Самана Тимĕркки тенине пĕрех пулчĕ. Çав сăлтавпа пĕрисем ăна юратса пăрахрĕç, теприсем хытă курайми пулчĕç. Пуринчен ытла Тимĕрккене Мирски Тимукпа Лешеккинчи Фалынин кураймаççĕ. Фалыпинĕ халь питĕ асăрханса, вăрттăн хăтланакан пулнă.

Çавăнпа, анрашса выртакан Микка Фальшин ятне асăнсанах, Тимĕркке хăлхине тăратрĕ. Ак уççăнах каларĕ-ха аташакан çын: «Хут манра çук, Никон Иванчă. Хутне Тарас усрать. -Хăех персе вĕлерет вăл сана...» Ревком хучĕ халь Тимĕркке кĕсйинче. Çавна Фальшин пĕлмест ĕнтĕ, анчах кам та пулин çав хут паракан ирĕкпе хăйне персе вĕлересрен хăрать иккен.

Ма тата Апраш Варне пĕрмай асăнать Микка? Аташма пуçличчен те: «Апраш Варĕнчен аран çитрĕм», — тенĕ. Çуран киле таврăнакан çынна Фальшин çавăнта тĕл пулса усал туман-ши? Суран тавраш палăрмасть. Ним те ăнланма çук.

Шухăшлама вăрах шухăшлать, ĕçне хăвăрт тăвать Тимĕркке. Микка патĕнчен килне те чупмарĕ, Мулла Анукĕн ула лашине утланчĕ те Микка йĕрне йĕрлеме тухса кайрĕ. Лешеккинче вăл, Весуккана çын ăсатнă май, Фальшин патне кĕрсе те тĕрĕслерĕ. Хăй килте çук. Хулана кай нă теççĕ.

Кĕпер патне таврăнса Арлановсемпе калаçнă хыççăн Тимĕркке часах Апраш Варне çитрĕ. Тахçан-тахçан кунта варĕ пулнă та пуль. Халь ку тĕлте сĕвекрех лупашка кăна. Тĕлĕнмелле! Иĕр Тук çыранĕ айĕнчен тухнă. Çыран патне ертсе килекен йĕр çук. Микка хăех кунта çитнĕ-ши е такам ăна юр çăвиччен çыран айне сĕтĕрсе килсе пăрахнă-ши? Малалла Владимир Наумович следователь пекех шухăшла пуçларĕ:

«Юр хăш вăхăтра, миçе сехетре çума пуçланине пĕлес пулать..»

Куракхăвинче Тимĕркке малтаи вырăс ялĕ тăрăх йĕрлесе çӳрекелерĕ. Чи малтан Çимун патне кĕрсе тухрĕ. Лешĕ Миккана та, Фальшина та курман. Çук, мĕне те пулин тĕрĕслес тесен, ĕçе хĕрарăмран пуçлас пулать...

Мулла Анукĕ Фальшина çĕркаç курман, анчах виçĕмкун вăл Фальшин пĕр чикан сăнлă хура çынпа хулана кайнине асăрханă. Куракхăвинче Сухоречка вырăсĕ хăш килте чарăнса тăнине те пĕлет. Çавăнта та çитсе тĕпчерĕ вара Тимĕркке. Кунта вăл, чăн та, кашкăр йĕрĕ çине ӳкрĕ. Фальшин çĕркаç хуларан пĕр шатра сăнлă пĕчĕк çынна лартса килнĕ. Çынни чирлĕ çын пек курăиман, Вăл пӳрте кĕмесĕрех, тĕттĕмччен килне çитес тесе, çуран тухса кайнă. Фалынин кунта çĕр выртнă. Каçхине лаша утланса, таçта кайса çӳренĕ, хваттере çĕрле таврăннă. Ир енне вăл, юр ларнине курсан, хуçа çунине кӳлсе, таçта тухса кайнă, паян-ыран каялла таврăнап, тенĕ. Вара Тимĕркке, çуна йĕрне йĕрлесе, çӳллĕ кĕпер патне çитрĕ те, каялла таврăнса, Радаев патне кĕчĕ.

Радаев Тимĕркке пекех çивĕч ăслă çын. йĕрлевçе нумай калаçтармарĕ вăл.

— Ĕçне хăвах туса çитерес тетĕн-и е...

— Хамах! — касса татрĕ Тимĕркке, Радаева пӳлсе. — Пулăшу та кирлĕ пулать пуль.

— Юрĕ. Халех çула тухсан, каçчен ăна тытса килме пултаратăр.

Тимĕркке пăртак мĕшĕлтеткелерĕ те, кĕсйинчен хут кăларса, ăна Радаев умне сарса хучĕ.

— Тен, ăна тытма та кирлĕ мар пуль? — ыйтрĕ вăл, куçне хĕссе.

Николай Васильевич малтан ним ăиланмасăр çуркунне хăй алă пуснă хута тĕлĕнсе вуларĕ. Унтан чӳрече кĕленчине чĕтрентерсе ахăрса илчĕ те:

— Çук, Владимир Наумович, халь ревком вăхăчĕ мар, — терĕ. — Çирĕп Совет влаçĕн вăхăчĕ çитрĕ ĕнтĕ. Суд тăвăпăр. Законлă йĕркепе, халăх умĕнче, Федерациллĕ Совет Республики ячĕпе...

Тата çур сехетрен Тимĕрккепе цкĕ милиционер, çӳллĕ кĕпер урлă каçса, çуна йĕрĕпе сулахаялла пăрăнчĕç. Юр сасартăк ӳкнипе лаша кӳлсе çӳрекен çук паян — пурте тин çуна хатĕрлеме тытăннă пуль. Юр урăх çумарĕ. Ирхи йĕр пăсăлман. Вăл виçĕ юланута таçти яла ертсе кайрĕ ĕнтĕ...

Тимĕркке шухăша путрĕ:

«Çавах вĕлернĕ вĕт Çăпата Михалине те. Мăрзабая та Суда чĕнтермелле пулать пуль, Фальшин пирки хăй мĕн пĕлнине каласа патăр. Тата леш чикан сăнлă лаша вăррине те тытасчĕ. Микка тăна кĕмесĕр вилсе кайсан, — Фальшин хăй тунать ĕнтĕ, — свидетельсем кирлĕ пулаççĕ. Эп, айван, ӳсĕр пуçпа Фальшина тĕпчесе те пăхнă теççĕ те, хам астумастăп... Хваттер хуçи хура çын пирки асăнмарĕха тата. Пытарчĕ-ши? Тен, çынни хулара юлнă? Çапах та ку йĕр çав хура çын ялне ертсе каять пуль-ха. Йĕр çухатма çавăнта кайса килес тенĕ ĕнтĕ Фальшин. Эс, усал, Çăпата Михалин ула лашине туртса илсе, хăйне вĕлертĕн. Паян эп сана хăвна ула лашапа йĕрлеме тухрăм. Замана!»

«Заманине» те асăнса илчĕ Тимĕркке. Халь вăл хăйĕн чаплă сăмахне сасăпа калама асăрханать, ăшĕнче çеç асăнса илет.