Кĕпер :: Каллех Ревком çулĕпе


Ольăпа Лешеккинче мар, Чулçырмарах, Селĕп Кирилен тăм пӳртĕнче, паллашрĕ Сахар. Лешĕ, халь кăна яла таврăннăскер, тӳрех Чулçырмана чупнă. Тараса тунсăхланипе çеç мар, ун ашшĕпе, Рамаш ашшĕпе, паллашма васканă вăл: ун пирки хуларах Авандеев юлташран пĕлнĕ.

Паллашрĕç те пĕрне-пĕри хытă кăмăлларĕç вĕсем. Анчах калаçасса пулас кинпе хуняçа пек мар, партизанта пулнă çын коммунистпа калаçнă пек калаçрĕç: хула хыпарĕсене сӳтсе яврĕç, ялти ĕçсем пирки пĕрле ларса шухăшларĕç.

— Мансах кайнăччĕ, — хыпăнса ӳкрĕ юлашкинчен Оля. — Тимофей Степанович сире хальтерех хулана пырса кайма хушрĕ.

— Хулана кайма хамăн та пысăк сăлтав пур, — терĕ Сахар. — Унччен çак халь каланă ĕçсене туса ирттермелле-ха.

Ку ĕç пирки Сахар тăван яла килнĕренпе нумай шухăшланă. Тук икĕ енĕпе те Совета юрăхсăр çынсене суйланă. Лешеккинче ял Совечĕ пурриие çукки палăрмасть те. Вырăс чăваш енне çӳреме хăнăхман. Совет членĕсем хăйсем хушшинче пухăнса канашламаççĕ. Ку енче те Чахрунсемпе Мирскисем Совет ĕçне тивĕçлĕ тăвас вырăнне пăссах тăраççĕ, продразверстка ĕçне арпаштарса янă, çынсене вăрçтарса пĕтернĕ. Çĕнĕ суйлав ирттерме Куçминккарисем ирĕк памĕç. Вĕсене ӳкĕте кĕртме сăлтав, çиелтен пăхсан, çителĕклĕ мар пек. Хулана, Тимкка патне каяс пулать. Сăлтав пирки шухăшланă майăн пĕр тĕрлĕ план çирĕпленчĕ Сахар пуçĕнче.

Чулçырмапа Сухоречкăна хут çинчи ял ячĕ çеç (Каменка) пĕрлештерсе тăрать. Ун пек туни патша вăхăтĕнчи йĕркеренех килнĕ пуль. Çĕнĕ йĕркене килĕшмест вăл. Тĕрĕссипе шутласан, икĕ чылай пысăк ял кунта: Чулçырмара виççĕр килĕ, Лешеккинче — икĕ çĕре яхăн. Пĕр ĕçлемен Совет вырăнне икĕ ĕçлекен Совет тăвас. Власть тени халăха çывăх пултăр, кашни хĕрарăмиа тăван чĕлхепе калаçтăр. Çак ĕçе пĕлтĕрех Радаев пуçласа янă-мĕн, анчах вĕçне çитереймен...

Кун пирки хулана каймаллах çав. Унччен икĕ уйрăм пуху ирттерсе хутсем тумалла. Чулçырмара та, Лешеккинче те Сахарăн çĕнĕ юлташĕсем ырларĕç ун шухăшне.

Пухусем чăвашра та, вырăсра та чиперех, пĕр чăрмавсăрах иртрĕç. Чăрмавĕ унччен, пуху пухас пирки пулнăччĕ. Сахар ăнланса та илеймерĕ: те тăшмансем, те тăмсайсем темле кăшт кулăшларах хăтланчĕç.

Сахар чăвашсене пухăва уйрăм пухас пирки Чахрун Мишшипе калаçнă чух Мирски Тимук хăлхине тăратрĕ. Председатель, Сахара хирĕç ним калама аптраса, хăйĕн юлташĕ çине пăхса илчĕ. Лешĕ вара сĕтел патне çывхарчĕ.

— Пуху пухмастпăр! — терĕ вăл хăйĕн кăчăрти сассипе. — Анархи вăхăчĕ пĕтрĕ ĕнтĕ. Халь — законлă Совет влаçĕ, чухăнсемпе батраксен влаçĕ. Кашни иртен-çӳрен пуху пухас тесен, мĕн пулĕ вара? Кам эс пирĕншĕн? Никам та мар. Эс Каменка çьтнни мар, Пасарлăял çынни. Пуху пухсан та, сана унта кĕртместпĕр...

— Вот çапла, çапла! — терĕ вара Чахрун та. — Эпир сана пĕлместпĕр, Захар Матвейчă. Кам эсĕ? Пирĕншĕн никам та мар.

Сахар тута вĕççĕн çеç кулни сухал витĕр çынна палăрмарĕ.

— Чухăнсемпе батраксен влаçĕ пулса, ревкома пăхăнатăр-и эсир? — ыйтрĕ вăл лăпкă сасăпа.

— Пăхăнмасăр вара! Хайкин юлташа пăхăнатпăр эпир — Тимук мĕн каласса кĕтмесĕрех çапла хуравлама хăрамарĕ председатель.

— Уес ревкомне те пăхăнатăр пуль-ха?

— Ытла çӳле кармашатăн, — кăчăртатрĕ Мирски Тимук. — Хулана кайма инçе. Эс Куçминккаран та пулин хут илсе кил, анчах кайма лаша памастнăр. Çуранах кай.

— Эп санпа калаçмастăп-ха, Тимофей... Аçу ятне илтсе курман, каçар уншăн. Хут кирлĕ пулсан, ак сире хут, уес ревкомĕ çырса панă мандат.

Çапла каларĕ те Сахар хут кăларнă чух кĕрĕк аркине сирсе ячĕ. Кĕрĕк айĕнчен Кăяш Тимкки Сахара парнеленĕ сăран пиншак курăнчĕ. Пиншакне кăна мар, тата кĕске пăшалне те курса юлчĕ Чахрун Мишши. Вара вăл хутне вуламасăрах.вĕтеленсе ӳкрĕ:

— Юрĕ, юрĕ, Захар Матвейчă. Пуху пухăпăр. Халех чĕнме ярăп.

Мирски Тимук, Сахар хыçĕнче тăраканскер, унăн сăран пиншакне те, наганне те кураймасăр юлчĕ. Председатель ун сăмахне итлемесĕр «иртен-çӳрене» пăхăннăшăн вăл тарăхса кайрĕ, алăка шанлаттарса хупса хăварчĕ.

...Смоляков патне чупрĕ-ха вăл. Анчах лешĕ килте пулмарĕ. Вара Тимук ирĕксĕрех пуху пирки хăйĕн хуçине систерес терĕ.

Мăрзабай, тарçăпа яланах шӳтлесе калаçаканскер, халĕ Тимука вăрçса тăкрĕ:

— Ухмаха пуççапма хушсан, вăл çамкине çапса çĕмĕрет, теççĕ вырăсла. Ман сăмахран тухса, иртĕнме тытăнтăр. Халь ман патах килтĕн тата? Чăлах хăта патне е Хаяр Макар патне чуп. Совет влаçĕсем!.. Чăн-чăн Совет влаçĕ яла ак хăçан килсе çитрĕ. Çавна та курма пĕлместĕр. Унпа ыррăн калаçса, ун шухăшне пĕлме тăрăшас вырăнне хирĕçме тытăннă. Мана Мăрзабай хуçа çапла хушрĕ, — темеллеччĕ тата. Ас çитерĕн эс. Чахрун Мишши те санран темиçе хут ăслăрах иккен...

Кун пек мăшкăллă сăмах хальччен хуçаран илтсе курманччĕ Тимук.

«Чим-ха, тата кăшт тӳсем. Чăнах батрак пулса, сан çур хуçалăхне туртса илĕп. Е урăхла ташлаттарăп», — вĕчĕрхенчĕ Тимук, анчах халех хуçапа хирĕçме шутламарĕ. Кирлĕ хутсем тунă хыççăн Сахар хулана васкарĕ. Хăйпе пĕрле вăл пулас учительницăна та лартса кайрĕ. Антонина Павловна чăвашра ĕçлеме хавасланса килĕшрĕ.

Хулари икĕ чаплă керменте те пулчĕ Сахар.

Икĕ чаплă çурт пур Пăслăкра: пĕрне чăвашсем Шурă çурт теççĕ, теприне — Ула çурт. Пĕринче ĕлĕк земство пулнă, тепри — Киселев улпут керменĕ. Халь икĕ çурчĕ те халăх аллинче ĕнтĕ. Елĕкрех, хулана килсен, Сахар çав çуртсем умĕнче, пуçне каçăртса, чылайччен киленсе пăхса тăратчĕ. Ула çурт умĕнче вăл хальхинче те вăрах тăчĕ.

Ула çурчĕ чăн та темиçе тĕслĕ. Ана темле ялан çуталса тăракан симĕс кăвак тăваткал кирпĕчрен купаланă. Ун тăрринче темиçе шĕвĕркке башня пекки, чĕнтĕрсем, çамки çинче — виçĕ юланут: вырăс халăхĕн паттăр улăпĕсем — Илья Муромец, Добрыня Никитич, Алеша Попович. Сахаршăн паллакан çынсем пек курăнакан пулнă ĕнтĕ вĕсем. Сăрласа тунă ӳкерчĕк мар, чултан шăратса тунă тейĕн.

Еç пирки мансах, тата тем чул иăхса тăратчĕ пуль Сахар, — такам ăна, хыçалтан пырса, хул айĕнчен тытрĕ.

— Сана тĕп архитектор тумалла пулать пуль, Сахар пичче, — ăшшăн кулса, юри чăвашла, юрнех тата чăваш йăлипе, «пичче» тесе çавăрса хучĕ таçтан килсе тухнă Авандеев.

— Тепре çуралмалла пулсан, вĕренĕттĕм, тен, чăн та архитектор пулăттăм, — терĕ Сахар. — Ан кул, Тимкка, тупата туршăн, пултарăттăм. Юратнă ĕçе вĕренме те, тума та савăнăçлă.

— Кулмастăп. Шанатăп. Халех сана архитектор тăвăпăр. Ашне кĕрсе курман пуль-ха. Атя, кĕрер. Çакăнта ĕнтĕ халь пирĕн штаб.

Çапла каларĕ те Кăяш Тимкки, Сахара алăран тытса, кĕленче алăкран илсе кĕрсе кайрĕ.

— Анчахрах хитре çуртра хитре кабинет туяннăччĕ, ларса пулмарĕ. Паян юлашкп кун кунта ĕçлетĕп. Самара чĕнтереççĕ. Губкома е ревкома та мар, — тӳрех Хĕвелтухăç фронт штабне. Эс паян килсе çитмен пулсан, мана урăх курмасăрах юлаттăнччĕ. Каялла таврăнмалла пулмасть пуль çав, — калаçма пуçларĕ Тимкка, иккĕмĕш хутри пĕр пӳлĕме кĕрсе. Сахара çемçе пукан çине лартрĕ, хăй лармарĕ, пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳре пуçларĕ. — Ĕçсем мĕнле унта сирĕн, кĕскен каласа пар...

Сахар малтан Чулçырмари чухăнсемпе батраксен «влаçĕ» пирки каласа кăтартрĕ. Кун пирки нумай калаçма памарĕ ăна Авандеев, пӳлчĕ.

— Пĕлетĕп, — терĕ вăл. — Çын çуккнпе ялта нихçан пулман юлташа ямалла пулчĕ Куçминкка вулăсне. Халь Хайкин юлташа хăйне майлăрах ĕç тупса патăмăр. Çĕнĕ театр йĕркелеме хушрăмăр ăна.

Вара Сахар хăйĕн ĕçĕ пирки тĕплăн ăнланмалла каласа пачĕ.

— Те архитектор тумалла сана, те пĕр-пĕр наркомнац тумалла, — кулса ячĕ Самлей чăвашĕ. — Ку ыйту черетре-ха. Эс пуринчен малтан пуçласа ятăн пулать. Хăвах пĕлен, уесра чăваш ялĕсем вăтăртан ытла. Кĕпĕрнере вĕсем темиçе çĕр. Нумайăшĕ вырăспа хутăш ялсем. Вĕсем пирки шухăшламалла пулать пуль. Тĕттĕм халăхшăн çĕнĕ власть тăван чĕлхепе калаçни темрен те хаклă ентĕ. Анчах ĕçе тĕплĕн тумалла. Халь губком çумĕнче чăваш секцийĕ уçăлнă... Чим-ха, сана калама мансах кайнăччĕ. Воробьев тупăннă. «Вилĕм пуйăсĕпе» ăсатнă пулнă ăна. Воробьев таçта, Çĕпĕре çитсен, тарма май тупнă, вагон урайне çĕмĕрнĕ те шпалсем çине тухса ӳкнĕ. Вăл, сан Рамашу пекех пĕчĕк те харсăрскер, пуйăс айне те сикме хăраман. Ыттисем хăшĕ хăранă, хăшĕ вырăнтан хускалайми выртнă. Пĕри те чĕрĕ юлман, теççĕ. Темиçешер кун апат та, шыв та памасăр асаплантарнă çынсене. Çитменнине тата, тиф чирĕ те хирнĕ...

— Чĕрчун амăшне асап кăтартса çуралать, — терĕ вăл пăртак чĕмсĕр утса çӳренĕ хыççăн. — Революци те асапсăр пулмасть. Темиçе çула пырĕ-ха халăх асапĕ. Ана пĕлсех тăратпăр эпир, анчах халăха çакăн пек нимсĕрех тискерлĕ асаплантарни ăша вĕчĕрхентерет...

Нумай калаçрĕç наян авалхи туссем. Сахара кунта Авандеев пысăк ĕçпе чĕнтернĕ-мĕн.

— Ялта кулаксем хирĕçнине кура, халăха пĕтĕçтерес шутпа, парти чухăнсен комитечĕсем тума хушрĕ. Ытти çĕрте вĕсем пĕлтĕртенпе ĕçлеççĕ. Самар кĕпĕрнинче çав ĕçе тин тытăнатпăр-ха, — пуçларĕ вăл хăй сăмахне.

Сахарăн Куçминкка вулăсĕнче ревком пуçлăхĕ пулмалла иккен. Кашни ялтах чухăнсен комитечĕ тумалла. Хайкин йĕркелеиĕ ял Совечĕсене те тĕрĕслесе тухмалла, кирлĕ пулсан, çĕнĕрен суйлав ирттермелле. Продразверстка ĕçне те тĕрĕс майлаштармалла. Тата ялти пуянсене контрибуци тӳлеттерме тивет. Камран мĕн чул тырă, мĕн чул контрибуци укçан илмеллине тĕрĕсрех, хуçалăхне-пурлăхне кура палăртмалла. Кулакăн кăмăлне, шухăш-ĕмĕтне асăрхаса тăмалла. Паянхи ялти задачăсем çакăн пек.

Сахар кăшт та пулин çемйишĕн, тăван ялĕшĕн ытларах ĕçлеме шухăшланăччĕ. Анчах кăмака çинче ăшăнма вăхăт çитмен иккен-ха. Çитменнине тата, унăн халь кăмаки те çук.

— Архитектор пуласшăн эс, Захар Матвеевич, — терĕ Авандеев, йĕпхĕм хура куçне ялтăртаттарса. — Юрĕ. Куçминкка вулăсĕнче теп архитектор пулăн. Революци татăклă çĕнтерсен, çĕнĕ пӳрт-çуртсем тума архитекторсем тупăнĕç. Тен, сан ывăлусемех архитектора вĕренĕç. Халь çĕнĕ тĕнче тума пултаракан архитекторсем кирлĕ. Эсĕ çавăн пек çĕнĕ пурăнăç архитекторĕ пулатăн та ĕнтĕ... Чулçырмапа Сухоречкăна халех уйăрма пулать. Вĕсем чăн та уйрăм ялсем. Хутăш ялсенче вăл ĕçе тума тăхтас пулать-ха. Ун пирки Самартан ыйтăпăр, кирлĕ пулсан, Мускава та çырса пăхăнăр.

— Тепĕр ĕç, Тимофей Степанович. Чулçырмара учитель çук. Шкул çурчĕ те кирлĕ. Ялсене уйăрнă чухне чиркӳ çумĕнчи просвирня çуртне чăваш енне куçармалла тăвасчĕ, — ялти ĕçсем пиркиех вĕтеленчĕ Сахар.

— Ку вăл ман ĕç мар ĕнтĕ, — терĕ Авандеев, Сахара пӳлсе. — Шкул ĕçĕсем пирки калаçма хăвăн авалхи тусу патне кай. Халь вăхăтлăха çутĕç комиссарĕ Фрол Тимофеевич Ятросов. Мĕн кирлине майлаштареа парĕ вăл сана...

Сахар Ятрус Хрулккине курмании вунă çул ытла. Çавах вĕсем пĕрне-пĕри куçран пăхичченех палларĕç.

Шурă çуртри пысăк пӳлĕмре — тăват-пилĕк сĕтел. Сылтăм кĕтесре Хрулкка пĕр çамрăк йĕкĕтпе калаçса ларать. Тем мăкăртатса вăрçать вăл йĕкĕте. Сахар çавăнталла пăрăннăччĕ, каялла çаврăнса пăхрĕ те, Тоня ун хыççăн кĕменнине курсан, чарăнса тăчĕ. Çав самантра ăна Хрулкка сасă пачĕ.

— Кунта эпĕ, Захар Матвеевич. Килтĕн-тĕк, ирт тĕпеле, халех тухса ан тар ĕнтĕ.

Сахар чĕннĕ çĕреллех утрĕ.

— Пăх-ха эс çак услапа! — Хрулкка ăна хăйсем ĕнер кăна уйрăлнă пек алă пачĕ те йĕкĕте каллех вăрçа пуçларĕ. — Çамрăк пуçпах пукан çинче йĕм çĕтсе ларасшăн. Делопроизводитель пулма килнĕ кунта! Должность ятне кура, пысăк начальник пулап, тет пуль. Хăй учитель пулмалăх вĕреннĕ-ха, çапах учитель пуласшăн мар. Мĕн тӳрĕпе? Чăваш ялне каяс килмест. Хула çынни пуласшăн. Хулари мещенсен пурнăçне сăхланнă, çавăнпа: «Эп чăвашла калаçма та маннă», — тесе хăйне хăй элек тăвать. Мантарăп эп сана! Эп санран нумай вĕреннĕ, сан пек лапăртатас тесен, ĕлĕкхи пурнăçра столоначальник, статский советник пулма пултарăттăмччĕ. Эп сан аçу, аслаçу темелле. Ман сăмаха итлемесен, йĕплĕ хулăпа тивертĕп е... саботажник тесе, тĕрмене хупса лартăп.

Çапла каларĕ те Хрулкка ват çынла лĕхлетсе ячĕ.

— Хăлхаран пăрасчĕ сан йышшисене, — терĕ вăл каллех, кулма чарăнса. — Ан тар ялтан! Ан пис чăвашран! Ан вăтан чăваш ятĕнчен. Çĕкле ăна, мухтава тивĕçлĕ ту. Халь епле анлă çул уçăлчĕ пур вак халăхшăн та. Чăваша та пĕтĕм тĕнче пĕлекен пулĕ.

Иĕкĕчĕ комиссар çапла пĕрре мар çĕтĕлнине итлесе курнă пулас: пĕр хăрамасăр-аптрамасăрах, йăл кулса итлесе ларать.

— Ĕнерех учитель пулма килĕшрĕм, Фрол Тимофеевич вара паян та виçĕмкунхишĕн вăрçать, — терĕ йĕкĕт, Сахарпа кăна калаçнă пек. Унтаи Хрулкка умне тăрса, ват çынна вăрçтарас тенĕ пек, юри вырăсла сӳпĕлтетрĕ:

— Ĕненĕр мана, Фрол Тимофеевич! Сирĕншĕн çеç, сире атте вырăнне хурса хисепленĕрен кăиа, учитель пулма килĕшмен. Атту пулсан, чăнах де-ло-про-из-во-дитель пулаттăм. Ячĕ мĕн тĕрлĕ! Ге-не-ра-лйс-симус тенĕ пек янрать.

Чăвашсене мар, пӳлĕмри вырăссене те култарса тухса кайрĕ аптраман чăваш ачи.

Сахар мĕн ĕçпе килнине пĕлсен, Хрулкка йĕкĕте васкаса ăсатнăшăн ӳкĕнчĕ.

— Чулçырма пирки мансах кайнă эпĕ. Арланова сирĕн пата ямаллаччĕ. Фиронова валли пĕр-пĕр вырăс ялĕ тупса парăттăмăрччĕ, — терĕ вăл.

— Ачи кăмăла кайрĕ-ха. Кăшт Рамаша аса илтерчĕ вăл мана. Анчах Фироновăна урăх яла яма юрамасть. Амăшĕ унăн ватă та чирлĕ. Пăхакан çук. Тепĕр енчен, вăл пирĕншĕн унта темле чăвашран та хаклă çын пулать. Партие халех кĕме хатĕр вăл. Чăвашла калаçма пирĕн енче ĕçлесе час вĕренĕ. Халăха пĕрлештерес ĕçре вăл пире нумай усă кӳрĕ.

Хрулкка Сахарпа килĕшрĕ. Анчах Чулçырма шкулĕ валли вырăсран çурт куçарас пирки çуркуннеччен тăхтама хушрĕ.

— Вăл ĕçе уес исполкомĕ йĕркелесен майлаштарăпăр.Халь Лешеккисене вăрçтарни кăна пулĕ, — терĕ вăл.

Юлашкинчен Хрулкка Фироновăна чĕнме хушрĕ, хăйĕнпе паллашса, унăн хучĕсене тĕрĕслес терĕ.

Тоньăна чĕнме тухсан, Сахар тĕлĕнсе кайрĕ. Хайхи йĕкĕт хĕре хулран çаклатнă та урам пек сарлака коридорпа уткаласа çӳрет.

— Килес çул сирĕн пата ĕçлеме иыратăп, Захар Матвеевич. Сирĕн пирки мана Антонина Павловна каласа пачĕ, — терĕ йĕкĕт. — Çăмăлттай тесе ан шухăшлăр ман пирки. Фрол Тимофеевич ăс кĕрткелерĕ мана. Ман çăмăлттайланни вăл ытларах чухăн пурнăçран килнĕ. Хулари çынсем умĕнче сăмах чĕнмесĕр хăраса мĕскĕнленсе çӳрес килмест, ак Антонина Павловна пĕлет мана: эпир унпа ĕлĕкех, хулара вĕреннĕ чух, паллашнăччĕ.

— Пыр, пыр! — хĕпĕртерĕ Сахар. — Килес çул, чăн та, пире тепер учитель кирлĕ пулать. Унччен шкул çуртне те тăвăпăр.

Кăнтăрла ĕçсене çапла майлаштаркаларĕ Сахар. Каçпала вокзала Кăяш Тимккине ăсатма кайрĕ. Асатакансем татах та пынă-мĕн. Ревкома ĕлĕк уком секретарĕ пулнă Ильин юлташа хăварать Авандеев. Вăл Сахара çав Ильинпа паллаштарчĕ.

Авандеева ăсатса таврăннă чух Ильин хăй те Сахарпа нумай калаçрĕ. Юлашкинчен:

— Ыран штаба кĕрсе тух, пĕр вунă винтовка илсе кайăн, — терĕ. — Пирĕн уесра та кулаксем халăха пăлхатма тытăнаççĕ. Çав пăлхавсене пусарма хатĕр пулмалла пирĕн.

Ялти ĕçсене Тук икĕ енĕпе те пĕтĕмпех йĕркелесе янă хыççăн Тайман Сахарĕ , çемйине Селĕп Кириле патĕнчен Мулла Анукĕн пӳртне куçарчĕ. Фрол Тимофеевич хăй ăна çапла хушса ячĕ.

— Анăçсăр хĕрĕм шуррисемпе çапăçма кайрĕ, пӳртне- çуртне пăрахса хăварчĕ. Лаши те, ĕни те пур вĕт. Пурăнăр савăнса. Лаша кулаксенчен ыйтса тăмалли пулмĕ. Хăвăн лашуна кӳлнĕ пекех кӳлсе çӳре. Хуçи, тен, таврăнаймĕ те, — терĕ вăл, кăшт хурланса.

Лисук: «Тинех, çынсем пек, уйрăм пӳртре, çемьепе пурăнатпăр ĕнтĕ», — тесе савăннăччĕ. Çук çав, каллех пурăнса пулмарĕ. Сахар кунта куçнă куннех лаша кӳлчĕ те хăйĕн Куçминккана каймалли çинчен пĕлтерчĕ. Хăçан таврăнасси паллă мар, терĕ вăл. Макăрса та, ӳкĕтлесе те пăхрĕ Лисук. Юлашкинчен хӳхле пуçларĕ:

— Икĕ ывăл ача çуратрăм, пурăнмарĕç. Эс салтака кайнă чух йывăр çын пулса юлтăм, сансăр хĕрача çуратрăм, ăна та сансăрах, Тараспа иксĕмĕр макăрса пытартăмăр. Эс килте пулсан, тен, вăл та вилместчĕ-и? Ун чух, выçăллă-тутăллă пурăннипе, сĕт пĕтсе ларчĕ... Санран çамрăккисем килте пурăнаççĕ. Кам килтен хăвалать сана... Ма ман шăпам çав тери мĕскĕн-ши?..

Çилленчĕ те, хурланчĕ те Сахар Лисук çапла хӳхленĕ вăхăтра. Анчах ырă кăмăллă мĕскĕн хĕрарăма ним каласа йăпатма та пĕлеймерĕ.

— Ниçта та каймастăп, кунтах, çывăхрах пулатăп. Киле час-часах килсе çӳрĕп. Куçминкка, мĕн, инçе-им вăл? Çуран çур сехетре чупса çитме пулать, — текелесе, Сахар килкартине тухрĕ.

Кĕçех хапха уçăлчĕ, Мулла Анукĕн ула лаши Тайман Сахарне каллех ревком çулĕпе илсе кайрĕ.

Пӳртре Лисук хӳхлени илтĕнсе юлчĕ.