Кушкă ачи :: Юлашки сăмах


Геройсемпе уйрăлма питĕ шел. Эпĕ вĕсене, пуçăмра чĕртсе, хăйсен иртнĕ пурнăçĕсем çинчен каласа партартăм. Ĕçленĕ май туслашрăм та вĕсемпе. Питĕ кăмăллă пулчĕ тусăмсемпе шăкăлтатса калаçма, çав вăхăтрах хурлăхлă та: вĕсенчен нумайăшĕ эпĕ ача чухнех çут тĕнчерен кайрĕç, тĕп геройĕ эпĕ çирĕм çиччĕре чухне вилчĕ.

Ĕçленĕ вăхăтра пуçăмра ӳкĕнӳ шухăшĕсем вылянчĕç: питĕ кая юлса çырма тытăнтăм-çке. Кушкă çинчен ĕлĕкрех пĕлнисем-илтнисем нумайăшĕ тухса та ӳкнĕччĕ пуçран. Маларах, иртнĕ пурăнăçа пĕлекен çынсем сывă чухне, эпĕ писатель пулăп тесе шутламан, писателе тухсан, нумай вăхăт çак ĕçе тытăнма хăяймасăр пурăнтăм: ытла ответлă япала вăл.

Унтан вара çапла шутларăм: манăн Кушкă çинчен, Иван Яковлевич ача чухнехи пурнăçĕ çинчен мĕн пĕлнине каласа хăвармаллах. Эпĕ сахал пĕлмен-çке! Эпĕ — Кушкă çынни, Иван Яковлевичăн ялти тантăшĕсем, тăванĕсем, тусĕсем хушшинче ӳснĕ-çке! Пирĕн ратнери ваттисем — Иван тантăшĕсем, Игнатий Иванов пирĕн йысна пулнă, унăн тăлăха юлнă ывăлĕ Мефодий пирĕн килте ӳснĕ, Яковлев шкулĕнче учитĕле вĕренсе тухнă. Эпĕ Матви Иванне те лайăх пĕлнĕ, унăн мăнукĕ, Санькка, манăн тантăшчĕ, эпир иксĕмĕр вĕсен хуртсен лаççинче Иван Матвеевичăн халапĕсене те итлекеленĕ.

Манăн мăшăрăн ашшĕ Пахомсен йăхĕнчен. Пирвайхи империализм вăрçинче, мăн кукаçей пекех, «полный георгиевский кавалер» пулнă, Яковлев çемйинче çывăх çын шутланнă.

Ачаранпах эпĕ Иван Яковлевича чĕререн хисепленĕ, ваттисем ун çинчен мĕн-мĕн калаçнине тăнланă. Ăна Кушкă çыннисем чун-чĕререн хисепленĕ, юратнă, тав тунă.

Повеçре эпĕ чăн пулса иртнĕ ĕçсем çинчен çырса кăтартма тăрăшрăм. Мана хам курни-илтни, Кушкă çыннисемпе çĕршывне пĕлни питĕ пулăшрĕ, тата архив докуменчĕсем усăллă пулчĕç.

Çакăнпа уйрăлатпăр, юратнă геройсем. Эпĕ сирĕн кунçулăрăн пĕр пайне çынсене кăшт кăтартса панăшăн ан çилленĕр. Эсир пысăк чыса тивĕçлĕ, анчах нимĕн тума та çук, сирĕн çинчен нумай япала кăтартса параймарăм пулĕ. Уншăн каçарăр. Сирĕнпе, хăшĕ-пĕринпе, тепĕр кĕнекере тĕл пулăпăр-ха.