Кушкă ачи :: Раштав
Энтри Пăрăнтăка Ивана илме пычĕ, ачасене раштава яраççĕ. Мушкеевсем кăнтăрлахи апата хатĕрленеççĕ. Гаврил, ăна çиме лартасшăн пулчĕ. Çын çинче хăюсăр чăваш тĕпелелле иртесшĕн мар, тутă имĕш, кунта тухас умĕн тăраничченех çинĕ, хырăмĕ выçса ĕлкĕреймен-ха, ахаль те кашни килмессерен хăна пулать.
Хăюллă Таня сĕтел хушшинчен тухса Энтри аллинчен калпакне илчĕ, тĕве çăмĕпе тата хăнтăр тирĕпе хитрелетнĕ кĕрĕкĕн йĕс тӳмисене ячĕ (çакăн пек кĕрĕксене праçникре е хăнана тăхăнаççĕ), салтăнтарчĕ те çапла каларĕ: «Дядя Андрей, пойдем обедать!»
Энтри, хăюсăр ача пекех, хĕрелсе кайрĕ, алă тӳрчĕпе сăмсипе тутисене шăлса илчĕ те сĕтел хушшине ларса кашăк тытрĕ.
— Именсе ан лар, Андрей, çи, — терĕ ăна Гаврил. Пирĕн, вырăссен, апат вăхăтне лекнĕ çынсене пурне те сĕтел хушшине лартас йăла пур. Сирĕн те, чăвашсен, çаван пек йăла пур, эпир ăна лайăх пĕлетпĕр: ялта чăвашсемпе пĕрле пурăнатпăр-çке, анчах вырăссем йăлăнтарса тăмаççĕ, чăвашсем темĕншĕн вăтанаççĕ вара, хăвăр çине хăвăр темĕн те пĕр каласа тăкатăр, кунĕпе выçă пулсан та, эсир мăй таранах çисе тултарнă пулать. Вырăнсăр сăпайлăх. Григорий Пахомыч апла мар.
Энтри лăпланчĕ, вырăссен тутлă купăста яшкине çиме тытăнчĕ. Кунта калаçмасăр, васкамасăр çиеççĕ. Яшкине пысăк чарапа лартнă: йышлă çемье. Кашăкĕсене асăрхарĕ Энтри, тĕлĕнмелле хитре вĕсем: хăшĕн аври вĕçĕнче автан пуçĕ, хăшĕн — пулă хӳри, хăшĕн — вăкăр мăйраки, тилĕ пуçĕ те пур. Гаврил хăй тунă кашăкĕсене: ăста маçтăр.
Пĕр чара яшкине хăвăртах çисе ячĕç. Хуçи арăмĕ тепĕр чара антарчĕ, сĕтел варрине пĕр тăм тирĕкпе вакланă аш лартрĕ.
Энтри Мушкеевсем патĕнче апатланнине пĕрре çеç курман, хăйте пĕрре анчах çиме ларман, анчах ăна ялан çак çемьен пĕр йăли кăсăклантарать: хуçи паллă париччен никам та аш татăкĕсене тытмасть, итлеменнине аллинчен кашăкпа шаклаттараççĕ. Кушкă чăвашĕсен ун пек йăла çук вара, вĕсем ашне каскаласа валеçеççĕ.
Яшка хыççăн Гаврил арăмĕ пĕр тирĕк вир пăтти лартрĕ, Кушкăра тата ăна шурă пăтă теççĕ.
Пахумсен килĕнче, ытти чăвашсен çемйинчи пекех, пĕр тĕслĕ апат анчах пĕçереççĕ, праçниксенче, туйсенче. хăнасем килсен çеç иккĕмĕшне хатĕрлеççĕ. Мушкеевсен кирек хăçан та икĕ тĕслĕ апат, яшка-шӳрпе хыççăн е пăтă, е шаркку çиеççĕ. Кĕркури службăран таврăнсан, клавара ĕçленĕ вăхăтра, çав йăлана пурнăçа кĕртесшĕнччĕ, анчах Алтатти пĕчĕкçĕн çиеле тухрĕ, пĕр япала çеç пĕçерет: вучахри хуранта ăçтан икĕ тĕслĕ апат пĕçерĕн, çулла пысăк кăмакине ялан хутмаççĕ. Тĕрĕссине каласан, екки кайнă чух, Алтатти пĕр хурантах икĕ тĕслĕ апат пĕçерет, шӳрпине сыпса яриччен пăтти ĕлкĕрет.
«Кавриле тĕреклĕ пуранăть, — шухăшлать Энтри, — аш нумай вĕсен, кашни кăмăлĕ ыйтнă таран çиет, пирĕн Кушкăра ун пек пурнăçа курас çук. Выльăх-чĕрлĕх нумайтарах ĕрчетме пăрăнтăксен Сĕве çаранĕ пур, кушкăсен çырма-чăрмасăр пуçне урăх мĕн пур?..»
Иван шкултан таврăнчĕ, ашшĕне курсан, хĕпĕртерĕ, çавăнтах киле кайма хатĕрлене пуçларĕ, анчах Гаврил ăна малтан çиме ларма хушрĕ.
Мушкеевсен пурнăçĕ Энтри кăмăлне каять: аслă, çутă, шурă пӳрт, пурлăхлă çынсем. Хăйсен пурнăçне çавнашкал улăштарасчĕ, анчах нимĕн тума çук, хĕрарăмсем хирĕç, хăнăхнă йăла хăйĕн аллинче тĕреклĕ тытать...
Пăрăнтăкран таврăннă çĕре Пахумсен килĕнче мунча хутса хунă: шăматкун, тата раштав умĕн, епле çăвăнса тасалмăн?! Хĕллехи мунча ытти енĕпе те кĕтнĕ мунча. Сивĕ-хаяр çил уйрăммăнах витĕр касать. Хĕвел пĕрре те ăшăтмасть. Çакăн пек çанталăкра, çул çинче аллу-уру шăнса кӳтнĕ хыççăн, мунча чуна пырса тивекен киленӳ, чир-чĕре хăвалакан вăй.
Чăваш мунчи кăмăллă, тараватлă мунча. Хăш чухне ик-виç кил пĕрле хутаççĕ ăна: вутă сахалтарах каять. Хăш чухне икĕ кил хутать, пилĕк килĕ кĕрет. Ăшши пултăр та милĕк пултăр, çăвăнмашкăн — сĕлтĕпе вĕри шыв. Супăньпе хĕрупраç çеç питне çукалать. Пуç çума йӳçĕ турăх е çăмарта илсе пыраççĕ мунчана. Ĕç çыннине чи лайăххи, чи кирли — çапăнни: тасатать те чир-чĕре хăвалать, вăй-хал парать. Ахаль мар кушкăсем икĕ милĕкпе çапăнаççĕ, юман милĕкĕсемпе...
Пахумсен мунчи ыттисенни пекех: хура, пăлтăрĕ сивĕ, çапах лайăх шутра. Нумайăшĕн мунчисен пăлтăрĕсем те çук, тултах салтăнаççĕ, тумтирĕсене е мунча маччи çине хураççĕ, е пĕренене çапнă сӳре шăлĕсенчен çакаççĕ ура айне çинĕ улăм пăрахаççĕ, ăна та пур килте те мар.
Ивансен мунчин пăлтăрне çил тавраш кĕмест вара мăкланă, алăкĕ лайăх хупăнать, урайне ыраш улăмĕ сарнă, ăна çĕнетсех тăраççĕ.
Иванпа Йăкăнат Кĕркурине мунчана çавăтса кайрĕç. Вĕсем — пирвайхисем. Ашшĕ лаша валли апат пăтратма юлчĕ. Салтăннă вăхăтра, кăшт ăшăрах пултăр тесе, мунча алăкне уçрĕç. Шалтан тĕтĕмпе пĕçернĕ милĕк шăрши тухрĕ: кăмăла каякан шăршă. Хывса пăрахнă кĕпи-йĕмĕсене чул тĕлĕнчи кашта çине çакрĕç: ун пек-кун пеккисем пулсан, пиçсе тăкăнччăр.
— Иван, ашшине пар-ха, — хушрĕ аслашшĕ, шайккаран пĕçернĕ милĕкеене кăларса.
Иван ăшшине мĕнле памаллине пĕлет. Мунча алăкне яр уçса пăрахаççĕ, чул çине алтăрпа шыв сапса çапла калаççĕ: «Ăшши — шала, йӳççи — тула!» Чăнах, ун хыççăн сĕрĕм тавраш юлмасть, мунча ăшши тутлă пулать.
— Ăшши шала, йӳççи тула! — терĕ Иван çăмăллăн, алтăрĕпех шывне хĕрнĕ чул çине сапса.
Чаш! турĕч шывĕ, вĕри сывлăш ачасене хупăрласа илчĕ, маччана пырса çапрĕ вăл, унтан, йăр-яр алăк янаххи айĕнчен сивĕ пăлтăра тухса, шап-шурă пăс пулчĕ те мунча витти витĕр тула тарчĕ.
— Ну, Иван, халĕ алăкне хуп, сĕрĕм тухса тарчĕ, — терĕ аслашшĕ мăнукне, шайккинчен пĕçернĕ милĕкĕсене туртса кăларса. — Тата пĕр курка шыв сирпĕт-ха чул çине!
Кĕркури малтан лапкине шыв сапрĕ, милĕкĕсемпе лапка çийĕн çатлаттарса илчĕ, унтан, ĕхлете-ĕхлете, çапăнма тытăнчĕ.
Иван ĕнтĕ темиçе хут ăшши пачĕ, аслашшĕн вăрçăра темиçе хут аманнă ӳт-тирĕ çавна ыйтать пулĕ, сурансем сурни çак эмелпе чарăнать пулĕ.
— Эх, чуна кайса тивет, райра та кун пек киленӳллĕ пулас çук, — шӳт тăвать старик. Милĕкĕсем хăйĕн мĕнле-мĕнле кăна çапăлтатмаççĕ-ши? — Ак, çак кĕвĕпе салтаксене ыйхăран вăратаççĕ, — тет вăл, апла-капла чаплаттарса. — Акă салтаксене апата чĕнеççĕ. Акă тревога!..
Иванпа Йăкăнат кукленсе ларчĕç: ура çине тăма çук, сак çинче те çав тери вĕри. Малтан урайĕнче сивĕрехче, халĕ, аслашшĕ çапăннă май, ăшши анчĕ, питĕ лайăх. Ачасем пуçĕсене турăхпа çурĕç, çӳçĕсем çеп-çемçе пулса тăчĕç.
— Эй, ĕçсем мĕнле сирĕн? — сасартăк илтĕнчĕ тахăш вăхăтра пырса салтăннă Тиек сасси. — Ну, Кĕркури Пахомчă, тавай-ха милĕксене! — терĕ вăл, мунчана кĕрсенех, Кĕркури аллинчен милĕкĕсене ирĕксĕрех тенĕ пек тăпăлтарса илсе. Акă вăл, милĕк пĕçернĕ шывпа ăшши парса, ватă салтака сăтăра-сăтăра çапа пуçларĕ.
— Эх, улпутсем, улпутсем, — тăрăхларĕ Тиек çамрăксене, — аслаçăра çапăнтараймастăр. Вĕреннĕ çынсем!
Кĕркури киленсе, çамрăк ача пек, лапка çинче çаврăнкалать, эхлете-эхлете пĕрре çурăмне çаптарать, тепре — кăкăрне, хырăмне, аяккисене, уйрăммăнах пилĕкне.
— Пилĕке, пилĕке, Тиек, тепре сăтăрса ил-ха, чăпăлтаттарса, чăпăлтаттарса, аха, çапла, хытăрах, хытăрах, — ăхлатать Кĕркури. — Ыратать вăл, каяннăй, хăш чухне çывăрма памасть. Ах, аван та, эх, аван та!
Тиек аллинче милĕксем выляса тăраççĕ. «Чăп-чап — çапăлтăк, чăп-чап — çапăлтăк!» — ташлаççĕ вĕсем.
Мунчара çав тери вĕри пулнипе ачасем чăтаймарĕç, пăлтăра тарчĕç. Вĕсен хыçĕнчен Кĕркури вут пек çунса тухрĕ, сак çине ларчĕ, уçă сывлăшпа киленет, шавламасть, хăйĕн шухăшне путнă.
Шалта анăш та тăвăш. Тиек çапăнать, ăшши чашласа çеç тăрать.
— Тиек çапах маттур, — мухтать ăна Кĕркури, — тĕрĕссине каласан, пуçĕнче пушă ĕнтĕ, çапăнма пултарать вара, çынна ырă тума та пĕлет, ун пек çынсен ĕмĕрĕ вăрăм пулать.
Тиек, тупă снарячĕ пек, персе тухрĕ те улăм çине тăсăлса выртрĕ.
— Эх, çут тĕнчере епле пурăнма аван! — ахлатать вăл, çăварĕнчен тĕнĕрен тĕтĕм тухнă евĕрлĕ пăс кăларса. — Турă вырăнĕнче пулсан, мунчапа милĕкĕсене шухăшласа кăларакана тӳрех рая йышăнăттăм эпĕ. Çын сăмахĕ тăрăх, улпутсем те мунча кĕме юратаççĕ, анчах çапăнма пĕлмеççĕ. Эсĕ, Иван, улпута тухсан, чи малтан шурăлла мунча ларт, Чĕмпĕрти мунчасем пекки. Эпĕ унта пулкаланă, мунча та кĕркеленĕ, хурăн милĕкĕсемпе те çапăнкаланă, сăра та ĕçкеленĕ.
Иванпа йăкăнат пĕр-пĕрин çине пăхса кулкаласа лараççĕ: Тиек куçне мăч тутармасăрах лартать пек туйăнать вĕсене. Чĕмпĕрте пуласса пулкалать ĕнтĕ вăл, анчах мунча та кĕрсех çӳренĕ-ши, сăрине те тутанса пăхнă-ши?
Тиек шӳт тумарĕ пулас, суймарĕ-тĕр, ассăн сывларĕ те (хула çыннисем валли вутă çурса çӳрени асне килчĕ пулмалла) ачасене мунчана хуса кĕртсе питĕ лайăх çапăнтарчĕ. Ун хыççăн вĕсем мунча пăлтăрĕнче нумайччен, çӳçĕсем пăрланса кайичченех ларса, сивĕнчĕç.
— Эсĕ, Иван, кăçал хытă ӳснĕ! — терĕ Тиек Ивана, çурăмĕнчен çат-çат тутарса. — Час пире паллами пулăн.
— Эсĕ, Тиек тете, ялан хăвла шухăшлатăн, — кăмăлсăрланчĕ Иван. Чăнах, епле вăл ялйышне манма пултарать? Ухмах мар.
— Вĕреннĕ çыннăн сухапуçне тытасси килес çук, ялти нушаран тухса тарасси килĕ.
— Эпĕ ялтан тухса каяс çук, Тиек тете.
— Вăл пирĕншĕн аван та-ха, пĕр пуçлăх ырă чĕрелли пулĕччĕ. Авă, тырă пăхакансем мĕн кăтартаççĕ, — ассăн сывларĕ Тиек, — анчах эпĕ сана яла таврăнма канашламастăп.
Тиек хăйĕн шухăшне уçма тытăнчĕ. «Мĕн вăл çын? Çавраçил çавăрса илнĕ çӳпĕ. Çил ăçта хăвалать, çавăнта вĕçет. Хирĕç тăр-ха. Халу çитейĕ-и? Акă эпĕ ĕмĕрте çав çавраçиле лекрĕм те çĕнтерсе тухаймастăп, Иван. Ĕçлетĕп-ĕçлетĕп, тăраниччен çиейместĕп. Çапла вăл ялта, Иван. Çавăнпа яла ан таврăн, ачам. Вăт, Чĕмпĕрте улпутсем пурăнаççĕ, вăт пурăнаççĕ. Пĕрин патĕнче вутă çуртăм. Юлашки яшкине çитерсе тăчĕ. Яшка-тăк яшка! Чĕлхӳне çăтса ярăн! Вĕсем çапах кăларса тăкаççĕ. Кушакĕ те çимест. Эх тĕнче, тĕнче! Пурăнаççĕ çынсем!»
— Хулара пурте улпутсем-и? — ыйтрĕ Иван.
— Пурте мар, Иван. Унта чухăнсем, йышлă. Вĕсем паранкă та лартмаççĕ, кĕрепенккешер пасартан илеççĕ.
— Пасартан паранкă та кĕрепенккепе сутăн илсе çисе пурăниччен, эпĕ луччă ялтах тăраниччен хамăр паранка çийĕп, — терĕ Иван.
— Эсĕ ăнланмастăн, Иван. Вĕреннĕ çыннăн урăхла пурăнăç. Эсĕ, Иван, Чĕмпĕре вĕренме кай. Тен, пирĕн хута, чухăн хресченсен хутне кĕрекен пысăк çын пулăн.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...