Кушкă ачи :: Татах Пăрăнтăкра
Теçетник Пахумсем патне пырса хыпар пĕлтерчĕ: Ивана шкула таврăнма хушнă.
Баратынский сĕннипе, Ивана Мушкеевсем патне хваттере вырнаçтарчĕç: вырăс çемйинче вырăсла лайăхрах калаçма вĕренĕ. Мушкеевсем Сĕве хĕрринчи касра пурăнаççĕ. Кунта вырăс касси. Чăваш касси Кивĕ Мертле ялне тухса кайнă çĕрте.
Çемье пуçлăхĕ Гаврил Мушкеев патвар кĕлеткеллĕ, нумай калаçма юратман ĕçчен çын. Тĕреклĕ пурăнакан хресченĕн чаплă хурт пахчи те пур. Çемйинче çичĕ çын: хăйĕнчен пуçне — арăмĕ, утмăл пиллĕкри урасăр лăракан амăшĕ, суккăр аккăшĕ, Павел ятлă çитĕннĕ ывăлĕ, тата икĕ хĕрача — Ольгăпа Татьяна. Татьяни Иван тантăшĕ.
Çак вырăс çемйи Ивана ырă кăмăлпа йышăнчĕ, ăна Ванюша тесе чĕнеççĕ. Пахумсем хваттершĕн уйăха икĕ пăт çăнăх тӳлеççĕ. Мушкеевсем хыт кукарсем мар. Гаврил арăмĕ Ивана тутлă апат-çимĕç пĕçерсен нихçан та уйăрса хăвармасть. Хăюсăр Иван ялан ăшă явлăкпа чĕркенсе ларакан чирлĕ карчăкран хăрать те, вăтанать те. Карчăк хăй Ивана нихăçан та сивĕ сăмах каламасть. Вĕçĕмсĕр турра кĕлтăвакан сукăр аккăшĕ, курман пирки пулас, шăрпăклансах тăрать, Ивана «чувашленок» тесе йĕкĕлтесе те илет, анчах нихăçан та усал тумасть. Ырă кăмăллă Павел ачана юратать, ăна иртĕхекен ачасенчен хӳтĕлесех тăрать. Çитĕнме пуçланă Ольга, кăвак куçлă хулăн сарă çӳç туниллĕ хитре хĕр, Иван вырăс сăмахĕсене тĕрĕс мар каланинчен, калаçма юратманнинчен яланах кулкалать. Татьяна ыйтса тĕпчеме юратакан хĕрача, Ивана урока хатĕрленме чăрмантарсах тăрать, çырăва вĕренесшĕн анăратать.
Баратынский ывăлĕсемпе пĕрле Иван час-часах Пушкин юмахĕсемпе сăввисене вулать. Çак самантсенче Иван хăйне чи телейлĕ çын пек туять.
Шкулта вĕренме питĕ хĕн вара. Арифметикăпа унăн ĕçсем лайăх пыраççĕ: шут шутланă чухне нумай калаçма кирлĕ мар, ытларах шухăшламалла. Закон божий урокĕнче Баратынский ăнланма питĕ йывăр сăмахсемпе вĕрентет. Вырăсла пĕлменнипе пушшех йывăр. Ирĕксĕрех вара ăнланма йывăр сăмахсене пăхмасăр калама вĕренетĕн.
Баратынский пур енĕпе те тăрăшса вĕренекен Ивана ăсталăхшăн мухтать, анчах турă кĕнекисене пĕлес тĕлĕшпе пирвайхи вырăна Николай Михайлов ятлă чăваш ачине хурать. Вăл, чăнах та, Ветхий заветпа Евангелине пăхмасăр калама пĕлет, турра та чăтма çук хытă ĕненет.
Пăрăнтăкра утелни çĕрне виçекенĕ Афанасьев хăй çемйипе пурăнать. Вăл тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланакан çын-мĕн, «С.-Петербургские ведомости» ятлă хаçат илсе тăрать. Вăл хăй илсе тăракан хаçата Баратынские те вулама парать. Иван çак икĕ çын юнашар утса çӳресе хĕрӳллĕн калаçнине яланах асăрхать.
Афанасьевăн Владимир ятлă ывăлĕ Чĕмпĕрте вĕренет. Баратынский ывăлĕ — Николай ун çинчен вольнодумец вăл тесе калаçать. Ивана кĕтмен çĕртен Афанасьев мишавайпа паллашма тиврĕ.
Пĕрре çапла вырсарникун Гаврил кăвак çутăпах Ивана вăратса пулла илсе кайрĕ. Ял ыйхăран вăранма тытăннă. Пĕр-пĕрне тăнласа, пĕр-пĕринпе ăмăртса, аврансем сиксе авăтаççĕ. Аякран, Сĕве тепĕр енчен, Чакăлтăм автанĕсем авăтни те илтĕне-илтĕне каять. Тахăш касра кĕтӳçĕ пуши янăрарĕ. Ĕне хăвалакан хĕрарăм сассисем унта-кунта илтĕнеççĕ. Вăраннă хурсем какаласа Сĕве еннелле васкаççĕ. Кĕлтесенчен тасалнă хире каясшăн пулса, ĕнесем макăраççĕ: унта çиме тупма май пур-ха.
Иванпа Гаврил çул çинче Афанасьева тĕл пулчĕç. Мишавай вăлтасем йăтнă. Гаврил тĕллевĕ, ытла нумай вăй хумасăр, часрах та нумайрах пулă тытасси, çавăнпа вăл шыв хĕррине çитнĕ-çитмен маратасемпе аппаланма тытăнчĕ. Афанасьев урăхла çын: ăна Сĕве хĕррине кунти тавралăх илемĕ туртать, пуллине кушакне тăраниччен çимелĕх те тытаймасть, хăйне çиме кирлĕ пулсан, сутăн илет.
Гаврил маратасем лартать. Афанасьевпа Иван арман пĕви хĕрринче вăлтасемпе лараççĕ. Шыв урапи шавлать. Шыв арманĕ çывăхĕнче Ивана пĕчĕккĕ чухне темĕскер хăрататчĕ. «Ĕлĕк-авал, шыв татса каясран сыхлама, пĕве айне ачасене алтса хунă, тет. Асту, ашкăнса ан çӳре, сана та арман айне тытса кайĕç ак!» — çапла каланине астăвать-ха Иван.
Халĕ вăл, мишавай вăлти лаптине сăнаса ларнă май, çак сăмахсене аса илчĕ те йăлл! кулчĕ.
— Мĕнтен кулатăн? — ыйтрĕ ăна сăнаса ларакан Афанасьев. Иван вăтанса кайрĕ, хуравлама та хăю çитереймерĕ.
— Мĕн калаçмастăн?.. Вĕренетĕн-и?
— Вĕренетĕп.
— Пуп пулас тетĕн-и?
— Çук, — хуравларĕ кĕскен, çав вăхăтра хăй ăшĕнче: «Çак мишавай кулмасть-ши манран», — тесе шухăшласа илчĕ.
Хĕвел тухрĕ, ылтăн урисемпе йывăç тăррисене çутатрĕ, арман тăррине хыпаларĕ. Сывлăмлă курăк йăлтăртатать.
— Туссем, епле хитре кунта! — киленет Афанасьев ирхи тавралăхпа.
— Çанталăк аван, хире каймалла пулать, — çанталăк илемĕ çинчен мар, ĕç пиркиех калаçать Гаврил. — Кушкăра пулнă пулсан, эсĕ те пулă тытса ларас çукчĕ, Ваня, шурăмпуçпех утелни хирĕнче пулмаллаччĕ, — терĕ Ивана.
— Утелни йĕркисем час пĕтĕç, — пĕр хăрамасăр каларĕ мишавай.
— Патша пулмасть-и вара? — шикленсе те тĕлĕнсе ыйтрĕ Гаврил.
— Патша халиччен пулнă, малалла та пулĕ, — лăплантарчĕ Афанасьев. — Вăл хăй хура халăха утелнипе улпут йĕркисенчен хăтарма хатĕрленет.
— Кам хăй çĕрне ирĕккĕн парать? — ĕненмерĕ Гаврил. — Улпут хăй çĕрне хресченсене парас çук, ахалех пакăлтатаççĕ.
— Эсĕ бунтарь мар-и? — йăл кулса илчĕ Афанасьев.
— Çемьере çеç! — çаплах шӳт турĕ Гаврил.
— Эсĕ, Ваня, вĕренме тăрăш, мишавайсен шкулне кĕме пулăшăн, — тет Афанасьев, Иван çине пăхса. — Улпутсем хăйсен хресченĕсемпе уйрăлнă чухне ĕç нумай пулать, хресченсене те кирлĕ çын пулатăн. Ăнлантăн-и? Халĕ ăнланаймасан, каярахпа ăнланăн. Эсĕ ан вăтан, ман пата пыркала, кĕнекесем вулама парăп. Сирĕн унта шкулта святойсем çинчен çырнă кĕнекесем çеç пулĕ. Вĕсемпе инçе çула тухаймастăн. Ав, Алексей атте кирлĕ хаçат та çырăнса илмест.
— Сирĕн Владимир вольнодумец, теççĕ, тĕрĕс-и? — сасартăк ыйтрĕ Иван.
Афанасьев ачана тинкерсе пăхрĕ, шавламарĕ, шухăша кайрĕ пулас. Ку чăваш ачи айван мар иккен, анчах вольнодумец сăмаха тĕрĕс ăнланать-ши? Хуравларĕ:
— Кашки çын — вольнодумец. Акă эсĕ кăмака çине улăхатăн та темĕн те пĕр япала çинчен шухăшлатăн. Эсĕ те вольнодумец пулса тăратăн.
Çапла ăнлантарни Ивана ыйтăва уçса памарĕ, анчах мĕн тăвăн, мишавай унтан темĕскер пытарать: те шанмасть, те ăнланмасть тесе шухăшлать. Ан тив, хăйле шухăшлатăр, хăй каларăшле, вольнодумец пултăр. Авă вăл вăлти лапти сиккеленнине те курмасть. «Темĕн те пĕр» çинчен шухăшлать-ши?
Алексей Иванович Баратынскипе çак мишавай хушшинче пĕрпеклĕх çуккине Иван лайăх туйса илчĕ паян.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...