Кушкă ачи :: Тăри юрри йыхăрать
Хĕл епле тĕреклĕ тăчĕ пулсан та, çуркунне çитрĕ. Юр кайрĕ. Хура кураксем, шăнкăрчсем вĕçсе килчĕç. Тӳпе ешере пуçларĕ. Кашни çулхи пекех çырмасем шавлаççĕ, Кăнна тулчĕ.
— Эй, пăр каять, пăр каять, Ахтапана тĕкĕрлет! — кăшкăраççĕ кушкăсем кашни çулхи пекех.
Шавларĕ çурхи шыв, хăвăрт иртсе кайрĕ, çĕр пăсĕ тухрĕ. Арçынсем утелни хирне тухрĕç, хĕлле кăларса тăкнă тислĕк куписене салата-салата çӳерĕç, çураки пуçланчĕ.
Кăçал Ивана сухалаттармаççĕ, анчах вăл килне юлмасть, ашшĕпе пĕрле хире çӳрет. Сăхманне сарса пăрахать вăл унта, месерле выртса тăрисем юрланине итлет.
Аслă кайăксем çынсене пурăнма вĕрентеççĕ пек. Хитре тăрри юрри, ăнланмалла та! Ăçта йыхăрать вăл?
Иваншăн пĕтĕм тĕнче юрлать, пĕтĕм тĕнче вăрттăнлăх çинчен пăшăлтатать. Хăй вуланă юмах йĕркисем аса килеççĕ ăна:
В синем небе звезды блещут,
В синем море волны хлещут:
Туча по небу ндет,
Бочка по морю плывет.
Епле хитре. Юрĕ пекех! Тата ытти юмахĕсене вуласчĕ! Пăхмасăр калама вĕренесчĕ! Часрах кĕркунне çитинччĕ, часрах шкула таврăнасчĕ!
Йăкăнат вĕренӳ çулĕ пĕтсенех Кушка таврăнчĕ. Утелни ведомстви хушнипе вăл канмалла, хăй ирĕкĕпе ĕçлемелле, ĕлĕкхи пекех, ял çинче килтен киле куçса тăранса пурăнмалла: тăлăха пĕтĕм ял пăхса ӳстерет, халăх йăли тăлăх-турата хĕсĕрлеме хушмасть. Çакăн пек йĕрке Кушкăра кĕтӳçĕсемшĕн те. Вĕсене чи лайăх çимĕçпе пăхмалла, кӳрентермелле мар: хресчен выльăх-чĕрлĕхĕ çавсен аллинче-çке.
Хăшпĕр кун Йăкăнат кĕтӳçĕсемпе кĕтӳ кĕтет, вĕсемпе пĕрлех ĕçсе çиет, хăшпĕр кун ачасемпе вылять, каçсенче кашни кунах Пахумсем патĕнче. Иван суранланнă хыççăн мĕн вĕреннине вăл пĕр уйăх хушшинче пĕтĕмпех каласа пачĕ. Сывалса çитекен тусĕ çăмăллăн астуса пырать. Юлташне ыйтусем пара-пара анăратать, хăшне-пĕрне леш хуравлаймасть те. Иван юлташĕсене хăвăрт хуса çитме пултарать, анчах икĕ çул ăнăçсăр иртнĕ хыççăн аслашшĕ ăна шкула ярасшăн мар.
Иван мĕнле меслетпе шкула таврăнмалли çинчен пуçне çавăрма тытăнчĕ. Шухăшлать: ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне тархасламалла, ĕç тухмасан — тармалла. Матви Иванĕ çăва тухнăранпа сахал пыркалать, ăна та пысăккисене хăваланă пекех, утелни хирне хăвалаççĕ. Вăл та тарма канаш парать. Иван, паллă, вĕренме пăрахас çук, тармалла пулсан, тарса та кайĕ.
Пĕррехинче Иванпа Матви Иванĕ ларнă çĕре Тиек пычĕ. Вăл ачасемпе калаçма юратать, пуринчен ытла çак икĕ ăслă ачапа. Вĕсенчен вăл хăй тĕрлĕ хыпарсем илткелет.
— Мĕн çинчен сăмах пырать, туссем? — кăсăкланчĕ Тиек, кукленсе ларса.
— Авă, Иван вĕренме пăрахасшăн, — хуравларĕ Матви Иванĕ юриех.
— Вĕренме пăрахасшăн? — шартах сиксе тăчĕ Тиек. — Çук, çук, вĕрен, вĕрен, Иван. Эх, хама вĕренме телей тивнĕ пулсан! Генерал пулаттăмах! Эсĕ, Иван генерала тухмаллах, чăваш генералĕ пулмаллах! Тăрăш, Иван!
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...