Кушкă ачи :: Картишĕнче
— Аслă турă! Сана паян пăтăпа, пуçламан çăкăрпа, тирĕклĕ пашалупа асăнатпăр, витĕнетпĕр, килем-тăванпа, ачам-пăчампа лайăх усра. Çĕр çине çичĕ тĕслĕ тырă сапса салататăп, тырра-пулла лайăх ăнтар, пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ илме пар, хăмăлне хăмăш пек, тăррине чакан пек пар, тĕпне питлĕх пар, тăррине тутăлăх пар, тĕшне пăрçа пек ту, акнă тырра пухса илме пар, сутмалăх, памалăх, илмелĕх пар, выçса килекенсене тăрантармалăх пар, çилĕнчен, пăрĕнчен, тăвăлĕнчен, шăшисенчен, шăрчăксенчен сыхла. Чӳк çырлах! Айванкĕллине хапăл ил. Малтан каласси кайран ан пултăр, виçĕ сăмахран хапăл ил. Эпĕ астивиччен эсĕ астив, чӳк çырлах. Аминь!
— Аминь! — терĕç пурте. Çиме тытăнчĕç. Юсманпа хупланă пăтă çав тери тутлă, анчах ăна чипер тыткаламалла: юсманĕ уçăлсанах пăтти тăккаланать. Тусĕ енне пăхнă Иван çавна сисмерĕ те, ăна амăшĕн сăмахĕ шартах сиктерчĕ. «Чипер çи, ан тăккала!» — терĕ вăл.
— Çăкăр тĕпренчĕкне, тăвара çĕре тăксан, çылăх, эрешмен çавăнтах турра каласа парать! — терĕ Кĕркури.
Çавна илтсен, Иван ӳкернĕ тĕпренчĕксене пуха пуçларĕ.
— Эрешмен калаçа пĕлмест вăл, асатте, — терĕ хăй Наçтаç аяккинелле пăхса кулса ячĕ, ашшĕ ăна çавăнтах кашăкпа шаклаттарчĕ. Хĕрача çиме пăрахрĕ, тутине тăсрĕ. Ывăлĕ çапла хăтланни Алтатти кăмăлне каймăрĕ, тăрăхласа пăхса илчĕ, Наçтаçа тек ларса çиме ӳкĕтлерĕ. Кĕркури карчăкĕ майлă пулчĕ: турра кĕлтунă хыççăн ырă кăмăлпа лармалла.
— Вăрçни, çапни — пысăк вăй мар, алă çĕкленнине ăслăлăх тесе шутламаççĕ, — терĕ вăл Энтрие.
— Чĕппи чăххине итлетĕр! — Наçтаç еннелле пăхрĕ Энтри. — Пире калаçмашкăн пĕр çăвар панă, итлеме — икĕ хăлха.
— Ăсла çын сăмахпа ӳкĕтлет, ухмаххи чăмăрпа, — тĕртсе хучĕ ашшĕ ывăлне.
— Çи-çи, Наçтаç, качча кайиччен çамку тӳрленĕ-ха, — терĕ шутлесе Алтатти. Пурте ахăлтатса кулса ячĕç. Наçтаçăн кăмăлĕ уçăлчĕ.
— Çамка ыратма чарăнчĕ, асанне, — терĕ вăл, кашăкпа çапнă тĕле хыпаласа.
— Сан çамку ăслă çамка, ыратсан та ыратмасть, тет, — мухтарĕ Алтатти.
Кĕçĕн хапхаран Пăркка кĕчĕ, икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă, шурă пиртен çĕленĕ саппун çакнă, сурпан çинчен сап-сарă явлăк çыхнă, хăнана кайма тумланнă, тейĕн.
— Аван пурăнаççĕ-и? — ыйтрĕ вал, çак картишне паян килсе кайман пек.
— Чиперех-ха, ирт, Пăркка, çиме лар, — терĕ Алтатти, вырăн хатĕрлесе. Ыттисенчен чĕнекен пулмарĕ. Пăркка вĕсем çине пăхса илчĕ те юриех сассине шӳтлесе кăларса çапла каларĕ:
— Çиме ларасси — шăлламан çурлапа тыра вырасси мар.
Унтан ларчĕ те сăпайлăн çиме тытăнчĕ.
— Кĕркури, эсĕ кăшт та пулин куратăн-и? — тесе ыйтрĕ вăл, юсманне çисе ярсан.
Иван аслашшĕ еннелле пăхрĕ. Ăна вăл куракан тăвасшăн, паллах, кашни кун «куракан пултăм» тесе калассине кĕтет. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ мĕн-мĕн кăна тумĕччĕç-ши?! Чи малтан, хурт пахчине çĕнĕ вĕллесем лартмалла, вĕсен утарĕ ялта пуринчен тĕ чапли пултăр. Эх, çавăнта пӳрт пулсан, çăвĕпех пурăнăччĕç хуртсем патĕнче. Унтан Хулашри çĕр айĕнчен тухакан çула тасатсан?! Тата çĕр айĕнче пӳлĕм тупсан?! Унта тахçан авал пурăннă çынсен япалисем сыхланса выртаççĕ пулсан?! Мĕн-мĕн çинчен пĕлмĕç-ши вара?!
Кĕркури Пăрккана нумайччен хуравламарĕ, унтан, ларакан тăванĕсем кĕтнине туйса, ассăн сывларĕ, шап-шурă тĕтре витĕр мĕлкесем çеç мĕкĕлтетни çинчен пĕлтерчĕ.
— Эсĕ, Пăркка, эмеллеме пултаракан çын, теççĕ, — юмăç кăмăлне тупасшăн пулчĕ Алтатти. — Пулăшаймăн-ши?
— Манран килмест, хăвăртан, — хуравларĕ Пăркка.
Алтатти хавасланчĕ.
— Ӳпкелемелле пулмĕ, пире пĕлетĕн ĕнтĕ эсĕ, — терĕ вăл.
Пăркка шăкăлтатса калаçать, сăмахĕсем çăл пек юхаççĕ.
— Кĕркурие куçлă тумаллах, — тет вăл. — Унсăрăн юрамасть. Меслетсене пĕлекен çыншăн çав йывăрлăх йывăрах мар, çăмăлах та мар. Çапла вăл, — тĕртсе калать Пăркка, — ырă çын яланах кирлĕ пулать. «Пусса ан сур, шывне ĕçме тивĕ», — тесе ахаль каламаççĕ çав çынсем.
Кĕркури чĕнмест, нăш-нăш сывласа ларать. Карчăкĕ çавна килĕшӳ вырăнне йышăнчĕ пулĕ, килйышне васкатма тытăнчĕ.
— Çисе тăрантăр-и? — ыйтрĕ вăл ларакансенчен. — Тăраннă пулсан, пире ан чăрмантарăр-ха.
Сĕтел хушшинче Кĕркури, Алтатти, Пăркка юлчĕç. Энтрипе Униç пӳрте кĕчĕç. Ачасем урама тухрĕç. Алтатти Пăрккана сăйлать, васкамасăрах, тăраничченех çиме йăлăнать.
Пăркка сурат кутĕнче пĕсехине тултарнă хур ами пекех хăтланать. Акă вăл юлашки чăмлакне çăтрĕ, саппунĕпе тутисене сăтăрса тасатрĕ, унтан куçне тутăрĕ вĕçĕпе шăлса илчĕ те юмăç пăхма тытăнчĕ. Сĕтел çине икĕ кăр татăкĕ хучĕ вăл, тутăрĕ çумĕнчен çип тирнĕ йĕппине илчĕ, çăкăр татăкĕ тирсе, суллантарма пуçларĕ. Ăшĕнче темĕскер пăшăлтатать.
Юмăç пăхма тытăннă хĕрарăмсем урамран таврăнса лапчăнса итлесе тăракан Ивана асăрхамарĕç. Ивана питĕ кăсăклă: аслашшĕне мĕнле эмеллĕç-ши? Çав Пăрккан чăнахах суккăра куçлă тăвакан эмел пур-ши вара? Çав карчăкăн чире хăваласа кăларакан сăмахсем пур, тенĕччĕ пĕрре асламăшĕ. Мĕнле сăмах-ши? Ырăсем мар-ши? Халĕ сĕтел тавра ларакан çынсем çинче вĕçсе çӳремеççĕ-ши вĕсем? Аякран та пулин курасчĕ...
— Тухатнă сана, Кĕркури, курайман çын тухатнă! — хатарлăх кĕтнине пĕлтерекен сасăпа каларĕ Пăркка. Хăй пӳрленнĕ куçне тутрипе тасатса илчĕ: курăр, юмăç пăхса куçĕ вăйсăрланнă, çапах çынна ырă тăвасшăн хăйне хĕрхенмест.
Алтатти Пăркка сăмахне илтсенех хăраса ӳкрĕ:
— Çаплах-ши? Кай-кай, аçа çаптăр, мĕнле тухатнă-ши?
Тухатмăшран питĕ хăрать çав чăваш хĕрарăмĕ. Хăрамасăр тата?! Тухатмăш вăл пурне те пултарать: çын на пăсать, вĕлерет, хĕре каччинчен сивĕтет, упăшкине арăмне курайми тăвать, туссене пĕр-пĕринпе хирĕçтерет, ял çине, выльăх-чĕрлĕх çине чир-чĕр ярать. Хăйне тытма çук. Тухатнă чухне çынла çӳремест вăл, пĕр-пĕр кайăк тĕсне илет, пуринчен ытла кушак пулса çӳреме юратать. Калăм каç кушаксем макăраççĕ пулсан, тӳрех кала — тухатмăшсем.
Тухатмăшĕнчен хăраман çынсем те пур. Кушак пулса тăнă тухатмăша тытса хӳрине пуртăпа касса яни çинчен калаçкалаççĕ. Авă, Пăрккан та вăта пӳрни кукăрăлнă. Пĕлтĕр, калăм каç, Тиек хура кушака тытса аванах вĕтнĕ, терĕç. Тепĕр куннех Пăркка вăта пӳрнине сурпан варри татăкĕпе çыхса янине куракан пулнă.
Тухатмăша палласа илсе тытма питĕ хĕн çав, тухатса пăрахнине те тӳрлетме питĕ хĕн тенине тахçанах илтнĕ Алтатти. Тата пăснине тӳрлетме тухатаканнинчен вăйлăрах çын кирлĕ, теççĕ. Пăркка вăйлă юмăç, Кĕркури патне чĕнни лайăх пулчĕ-ха.
Çапла чупаççĕ Алтатти пуçĕнче шухăшсем. Вăл Кĕркурие куçлă тăвас пулсан, Пăрккашăн нимĕн те шеллемелле мар. Чун-чĕререн ĕненет Алтатти çав карчăк пултарулăхне.
Суккăр Кĕркури тĕнчере тухатмăшсем пуррине ĕненет, анчах Пăрккана чĕрне вĕçĕ чухлĕ те хисеплемест. Ача чухне пĕрле выляса ӳснĕ. Тăмсик пулнă вăл хĕрача чухне, виçĕ пуса пилĕк пусран уйăрайман. Авăрлама та вунна кайсан çеç вĕреннĕ. Ӳссе хĕр пулсан та пĕр тутăр пуçĕ те тĕртсе кăларайман, тетчĕç. Халĕ юмăç хисепĕнче çӳрет. Кĕркурие кураймасть вăл, Иван пирки. Тăван хисепленсе, Ивана туртса илесшĕн. Кăкăр ачине амăшĕ вилсен çăлма шухăшламан. Халĕ, ача ĕçе çыпçăнса çитсен, туртса илесшĕн. Хăрушă хĕрарăм. Ĕненмест ăна Кĕркури, çав вăхăтрах шикленет. Вăл «тухатса пăснă» тенĕ хыççăн Кĕркури нумайччен чĕнмесĕр ларчĕ.
Хăраса ӳкнĕ Алтатти епле тухатса пăснине пĕлесшĕн пулчĕ.
— Çĕлен наркăмăшĕ ĕçтернĕ! — пĕлтерчĕ юмăç.
Кĕркури чăтаймарĕ, хĕрарăмсене ятласа тăкрĕ. Çĕлен наркăмăшĕ çынна куçсăр хăварма пултарать-и, çук-и, ăна пĕлмест, хăй мĕн пирки суккăрланнине пĕлет вăл: вăрçăра суранланни пĕтернĕ.
Ăна Алтатти тăрăхласа пăрахрĕ. Пăх-ха, ватă пуç пурăннăçемĕн айванланса пырать. Пăрккана хирĕç шавламалли çук, асамçă мĕн тумаллине пĕлет, айванăн пуçĕ çеç нимĕн те пĕлмест, ĕненмест те. Алтатти Пăрккана ĕненет, упăшкине тӳрлетме чун-чĕререн тархаслать. Чирлĕ çыннăн чĕнмесĕрех лармалла.
Пăркка хирĕç мар. Вăл ырă кăмăллă çын, клава пулнă çыншăн мĕн кирлине пурне те тăвĕ, хăй çине сиввĕн пăхнине те асра тытмĕ, Кĕркурие мар, хăйне усал тăвакансене те тавăрма шут тытмасть.
Кама тĕртсе каланине Кĕркури ăнланчĕ, анчах нимĕн те чĕнмерĕ.
Иван пысăккисем тавлашнине лайăх илтет, анчах кам майлă пулмалла? Аслашшĕ сăмахĕсене лайăх астăвать-ха. Граната саланса амантнă хыççăн тухтăр ăна сыхланма хушнă.
Алтатти йăваш сассипе Пăрккана тархаслать, çĕлен наркăмăшне епле кăлармалли меслетсем пурри çинчен ыйтса пĕлесшĕн.
Пăркка эмеллеме васкамасть-ха, хакĕ пирки калаçса татăлмалла. Çĕлен наркăмăшне тасатса кăларасси çăмăл мар, тата чирлĕ çын хăй ĕненменни йывăрлатать ĕçе, çавăнпа уншăн пĕр кемĕл тенкĕпе пĕр тăрăх йĕтĕн пирĕ кирлех пулать.
Кĕркури сăмаха хутшăнмасăр чăтаймарĕ: «Юмăç сăмахĕ — çилпе çĕкленнĕ ăвăс мамăкĕ, куçа кĕрет, усси çук!» — тесе хучĕ вăл.
— Çăвартине чăмласа çăт, сăмахне шухăшласа кала, — вĕрентрĕ ăна юмăç кутăнланасран хăранă арăмĕ. — Пăркка, ан пăх ăна, — йăлăнса каларĕ çавăнтах Алтатти. — Чирлĕ çын, тарăхса çитсен, хăй мĕн каланине хăй пĕлмест. Эмелле, Пăркка, эмелле, тархасшăн. Старике куçлă тăвасчĕ. Татах клавана чĕнеççĕ ăна.
— И, пĕсмĕлле! — пуçларĕ юмăç, куркари шыва шăтарас пек пăхса. — Пĕр турă, ан пăрах! Тьху! Турăран çырлаху килтĕр, патшаран ырлăх килтĕр, юмăçран, вĕрӳçĕрен сиплĕх тивтĕр. Тьху! Тух, çĕлен сăнни! Сана хуса кăларма пухăнтăмăр: çĕлен патши, çĕлен ашшĕ, çĕлен амăшĕ, ашапатман карчăкĕ, юмăççи, вĕрӳçи килнĕ. Вĕретĕп, суратăп! Тьху!... — Пăркка шыв çине темиçе хут вĕрчĕ, аяккипелле темиçе хут сурчĕ, малалла мăкăртатать: — Тухан çĕлен сăнни, хура çĕлен сăнни, туй çĕлен сăнни, шурă çĕлен сăнни, сарă çĕлен сăнни, чăпар çĕлен сăнни, хурăн пуçлă çĕлен сăнни, хăмăр çĕлен сăнни. Тух! Тьху! Тинĕс урлă ашапатман карчăк килнĕ, çав вĕрет, çав сурать сан çине. Тух, çĕлен сăнни, Кĕркурирен: ӳтĕнчен, тирĕнчен, шăмми-шаккинчен, пĕвĕ-сийĕнчен, пуçĕ-куçĕнчен. Тьху! Тух, çĕлен сăнни! Патша ларать, тӳпе ларать, хĕвел ларать, уйăх, лар вырăнна. Сурансăр пултăр çак Кĕркури, куçĕ уçăлтăр, куракан пултăр! Тьху, тьху, тьху!
Иван аслашшĕ куракан пуласса кĕтет. Ан тив, пытанса тăракана куртăр та çапла калатăр: «Иван, вăрттăн пăхса тăма юрамасть!» Паллă ĕнтĕ, намăс пулĕччĕ, анчах чăтма пултармалла. Çук, аслашшĕ нимĕн те курмасть, эмеллени пулăшмарĕ.
Пăркка шыв куркине Кĕркури пуçĕ йĕри-тавра темиçе хут çавăрчĕ, сыпса пĕрĕхрĕ те ĕçсе пăхма хушрĕ. Леш тутанса пăхма шухăшламарĕ, çапла хуравларĕ:
— Лазаретра выртнă чухне мана тухтăр асăрханма канашларĕ, суккăрланма пултаратăн, терĕ. Тĕрĕс каларĕ. Эпĕ сана, Пăркка, чĕрне вĕçĕ чухлĕ те ĕненместĕн. Витĕрех пĕлетĕп: ултавçă эсĕ!
Ырă чĕреллĕ Алтатти чăтаймарĕ, упăшкине ятласа пăрахрĕ, эмелленĕшĕн юмăçпа татăлма укçа ыйтрĕ. Кĕркури хăлхине те чикмерĕ. Вара Пăркка урсах кайрĕ:
— Лар суккăр. Хĕвеле ан кур! Виличчен патакпа çавăтса çӳреччĕр сана. Тьху! Çавăтса çӳрекен ан пултăр! — çак сăмахсене сурчăкĕсене сирпĕте-сирпĕте каларĕ Пăркка.
— Пăркка, Пăркка, тархасшăн, ан ылхан-ха, — хăраса ӳкрĕ Алтатти. — Кĕркури — патша çынни.
— Эпир пурсăмăр та патша çыннисем! — парăнмарĕ Пăркка.
— Ун кăкăрĕ çинче тăватă хĕреспе медальсем!
— Маншăн пĕрех! — сурчĕ Пăркка. — Пĕр хĕрес-и, тăватă хĕрес-и — пĕрех! Масар çинче пурте пĕр тан, унта кашнине пĕрер хĕрес лартаççĕ.
Çилленнĕ Кĕркури Алтаттие юмăçа хăваласа яма хушрĕ, хăй те темĕн те пĕр каласа пăрахрĕ. Сехрине хăпартнă Алтатти Пăркка кăмăлне тупасшăн, каçарма тархаслать: старик сывă çын мар çав, нуши калаттарать ăна!
Пăркка чĕрине çемçетме хĕн, тархаслани, йăлăнни уншăн нимĕн те мар, çӳпĕ çеç, вĕретĕн те — ыткăнать. Ун кăмăлне тупма урăх япала, пӳрнисемпе хыпаласа нпхмалли кирлĕ ун çинчен илтмен-ха вăл, çавăнпа хирĕç тăраканене хăратса пăрахма та пултарать.
— Эсĕ, Кĕркури, суккăр пул çеç мар, кĕвенте пек авăнса ӳк! — сурчĕ Пăркка. — Э-э, чĕнместĕн-и? Чĕлхӳ çаврăнмасть, ав, тăмланса ларнă. Çапла кирлĕ! Асăнăн-ха мана, упаленсе пырăн! Тьху!
Кĕркури ура çине тăчĕ, хапха юпи пек тӳрленчĕ. Пăркка хăш тĕлте кăшкăрса тăнине уйăрса илчĕ те çав енне туйипе яра пачĕ. Тивертеймерĕ, патакки çатана пырса тирĕнчĕ.
Алтатти юмăç патне чупса пычĕ, айккинелле ертсе кайрĕ, пăшăлтатса тархасла пуçларĕ. «Пăркка, Пăркка, ан тухат, тархасшăн. Тĕттĕм пулсан, вăрттăн кил, икĕ тăрăх пир хатĕрлĕп».
— Хăмач кĕпӳне ан ман, — хушрĕ юмăç.
— Иван, Иван! — чĕнет аслашшĕ мăнукне.
Иван аслашшĕ патне чупса пычĕ. Епле кураймасть вăл Пăрккана, аслашшĕне кӳрентернĕ тухатмăша! Хăрушă карчăк!
— Иван, Иван, ăçта туя? Тупса пар-ха! — кăшкăрать аслашшĕ.
Иван аслашшĕне туйине тыттарчĕ, мĕн пуласса кĕтет: сасартăк çав туяна Пăркка çĕлен туса ярсан!
— Халĕ тивертетĕпех! — хĕпĕртенĕ сасăпа кăшкăрать Кĕркури, хĕрарăмсем ăçта тăнине пĕлесшĕн тăнласа. — Халĕ лектеретĕпех! Иван, çавăт-ха! — аллине тăсрĕ.
Пăркка хăраса хапха патнелле чакать, Кĕркури çинчен пĕлмест, сывлăшне пытарнă, калинкке патне çитрĕ. Халĕ хăрамасть ентĕ вăл, çĕленле шăхăрать.
— Эсĕ мана мĕн пиркерен курайманнине пĕлетĕп, çынсем те пĕлеççĕ. Ят кирлĕ пулнă сана, çавăнпа çын туртса илтĕн. Час ăна çухатăн. Тăвассине тунă.
Кĕркури, туйине çĕклесе, сасă еннелле утать.
— Ăçта çав тухатмăш?
— Пурпĕрех тавăратăп! — хăратать Пăркка. — Ха-ха-ха, хăвах чĕнĕн-ха, упаленсе пырăн, куççульпех макăрăн! Кайран хăвах ӳкĕнĕн!
Сиссе те ĕлкĕреймерĕ Пăркка — кĕçĕн хапха уçăлчĕ те, чикан майри кĕрсе тăчĕ, çӳлтен чăх чĕппи çине хăлат аннă пекех туйăнса кайрĕ. Çăхан тĕкĕ тĕслĕ çӳçĕ капан пек, хура куçĕ вут кăларать, шап-шурă шăлĕсемпе куç шуррисем хĕвелпе йăлтăртатаççĕ, çурăмĕ çине уртса янă явлăк яраписем пилĕкне витнĕ, çунат вĕçĕсем тейĕн.
— Салам, чăвашсем! — терĕ вăл, малалла иртсе, унтан лăпчăнса чакакан Пăрккана куçĕсемпе тĕллерĕ. — Эсĕ мĕн тăватăн кунта, Пăркка? — шăтарса пăхать чикан майри.
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн мана, чикан майри? — ыйтрĕ хăраса ӳкнĕ Пăркка.
— Пĕлетĕп, Пăркка, лайăх пĕлетĕп, — шăтарас пек пăхрĕ чикан майри. — Эсĕ çынсене хăратса тăпăлтарнине те пĕлетĕп. Витĕр куратăп сана! Пăсас мар-ши сана, Пăркка?
Пăркка чикан майринчен хăрать: темĕн курăн, вĕсен темĕнле пăсакан япаласем те пур-тăр.
— Мана ан пăс, чикан майри, тархасшăн, ан пăс! — чĕркуçленсе пуççапма хатĕр Пăркка.
Чикан майри юмăçа часрах тухса кайма хушрĕ, апла тумасан вăл такăнтарса ӳкерме пултарать, тата сăмсине ӳстерĕ, чукмар пек тăвĕ.
Чĕтрекен Пăркка, сăмсине хупласа, сура-сура тухса тарчĕ. «Ху пуçна пултăр, ху пуçна пултăр!» — илтĕнетун сасси.
— Салам сана, Севастополь геройĕ Григорий Пахомыч! — çывхарчĕ чикан майри. Хăй сĕтел çинчен юсман çавăрса илсе тăпăлтара пуçларĕ, чĕлхи пакăлтатма чарăнмасть. Клава пулса ĕçленĕ çынна чикансем тахçантанпах пĕлеççĕ иккен, ырă çынна вĕсем нихăçан та манмаççĕ. Кĕркури чикансен тапăрне аван йышăннă пулнă. Чикан майри юмăç пăхма та хатĕр.
— Давай погадаю, Григорий Пахомыч! — терĕ вăл, Кĕркури аллине ярса илсе.
Кĕркури нимĕн каласа та ĕлкĕреймерĕ, аллине те каялла туртса илеймерĕ.
— Телейлĕ, паттăр çын пулнă эсĕ! — терĕ чикан майри.
— Телейлĕ çын суккăр пулас çукчĕ, — хуравларĕ Кĕркури.
— Кашни çыннăн хăйĕн шăпи! — нумай пĕлекен çын пек каларĕ чикан майри. — Суккăр çын куçлинчен хисеплĕрех хăш чухне. Пысăк çын пулассин вăрлăхне акнă эсĕ килĕнте! Акă вăл пуласлăх! — кăтартрĕ чикан майри Иван çине, Кĕркури ăнланса çитейменнине туйса.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...