Хĕн-хур айĕнче :: Çирĕм çултан


Пăлханнă Текей шарт! çупать алла,

Итрен патнелле чакать каялла.

Кăшт тăнă хыççăн, тем вăрçса илсен,

Чĕнеççĕ вĕсем Илюша хуллен.

— Ну, кайăр эсир... Эпĕ — тарçă мар! —

Теейрĕ Илюш. Сасси ун хаяр.

Шăртланнă çынсем, Текейпе Итрен,

Тем мăкăртатса утрĕç ерипен...

 

* * *

Каллех акă шăпăрт.

Вăхăтран вăхăт

Чакка çеç вăрах ăнтрашса ярать.

Йĕри-таврана сĕм-тĕттĕм хуплать.

 

Ирпе...

Хаяр çиллĕ кун.

Çанталăк йĕпе.

Шавлать аслă Атăл, сикет шывĕ ун.

Çил май, кăнтăртан, хула çыранне

Хум хыççăн хумсем çапаççĕ пырса.

Тĕнче тӳпипе таçта, сив енне,

Хура пĕлĕтсем иртеççĕ шуса.

Ак çак сехетре

Хула çумĕнчи тӳрем çеремре,

Çăва хĕрринче —

Тăрать ак Илюш... Илюш умĕнче

Ун ашшĕ тăпри — виле тĕмески.

Ăна ĕнер çеç пытарнă кунта.

Пытарнă ăна бурлаксен пулкки.

Илюш пит ирех çитнĕ çакăнта.

Чечек пуçтарса çерем çийĕнчен —

Унпа илемлет вăл юман хĕресе;

Тупать шурă чул çыран хĕрринчен, —

Хурать тĕмеске çине çэклеее.

Тинех ак Илюш ларсаччĕ канма —

Масар çумĕнчи çеремлĕх çине;

Кӳтсе килекен ăш-чикне уçма

Пăхатчĕ шенкер тĕнче хĕррине.

Ак çак самантрах анлă улăхран

Хăпарчĕ вĕçсе бурлаксен юрри.

Шикленчĕ Илюш. ...Каяççĕ паян

Атте тусĕсем... Каять мĕнпурри...

Халех ман унта çитмелле-çке-мĕн!

Каякансене ыр çул сунмалла.

«Тăван аттене хисепленĕшĕн

Чунтан, чĕререн халь тав тумалла...» —

Шутларĕ Илюш. Тăрать çĕкленсе.

Ашра ун вăй-хал килет вĕресе.

Вăл пăхрĕ ашшĕ тăпри çинелле.

Пуç тайрĕ, каларĕ: — Ну, каçар, атте!

Эс вĕрентнине, эс панă пиле

Нихçан та манмăп хамăн ĕмĕрте,

Сан паттăр ĕçӳ ӳстĕр малалла...

Тăпру çăмăл пултăр!..— Илюш ярăнса

Сикет ту çинчен чăнкă çыралла.

Чупать вăл Атăл тăрăх ыткăнса,

Ашшĕн тусĕсем патне — тав тума,

Пурне те телей, ырă çул сунма.

 

Тавралăх шăпах... Чаккан çĕн тăпри,

Шур чуллă тăпра, юлать хурланса.

Таçта, аякра, кĕрлет аслати.

Умрах аслă Атăл выртать шавласа.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6