Симĕс ылтăн :: XXII пай


Халăх тырă вырма тухрĕ. Ял хушши пушанса юлчĕ. Пулса çитнĕ ыраша жнейкăсемпе те, çурлапа та выраççĕ. Хăмлаçăсене те вырмана илсе тухрĕç, плантацисенче виç-тăват çын кăна юлчĕ.

Çынсем кăнтăрлахи апата кайнăччĕ, хăмла пахчинче Нина пĕчченех çилпе ӳкнĕ пултранкăсене çакса çӳретчĕ. Пахчана Савиров пырса кĕчĕ. Вăл кĕске çанăллă шурă кĕпепе, шурă шăлаварпа, çара пуçăн, планшетсăр, уçăлса çӳреме тухнă пек.

— Здравия желаю! — терĕ вăл хĕре. Те шӳтлесшĕн пулса çапла каларĕ, те çарти йăлине манайманнипе пулчĕ ку.

— Салам, Аристарх, — терĕ лăпкăн Нина.

— Çынсем апата кайрĕç-и?

— Апата.

Аристарх сăмах тупăнмарĕ.

— Мĕнле, гектартан нупшар центнер илетпĕр-и, çук-и?

— Çанталăк чипер тăрсан, çил-тăвăл е пăр çапмасан, ытларах та илетпĕр Хăмла лайăх пулать кăçал, шăварни пулăшрĕ, хурт-капшанкăсене те вăхăтра пĕтертĕмĕр, — терĕ хĕр.

Вăл пусма çинче тăрать. Шурă çӳхе платье витĕр унăн тăпăлкка кĕлетки, йăрăс урисем хитре курăнаççĕ. Хĕр хăй çине каччă хытă тинкерсе пăхнине сисрĕ те пусма çинчен анчĕ, касса пăрахнă хăмла аврисене пухма тытăнчĕ. Пуçне çĕклсмесĕр каларĕ:

— Хăмла вăйлă пулать кăçал. Пирĕн ăна типĕтме сушилка хатĕр мар, юсаттарас пулать. Платниксем, кăмака купалакансем кирлĕ.

— Тупатпăр.

— Хăмла татма карçинккасем пит сахал, çĕнĕрен çыхтарас пулать. Карçинкка ăстисем кирлĕ.

— Тупатпăр.

Нина, тек кун пек калаçнипех ĕç татăлас çуккине сиссе, Савиров умне пырса тăчĕ, ăна куçран тӳрĕ пăхрĕ.

— Чăннипе кала, Аристарх, эсĕ хăмла пирки пĕлме килмен вĕт кунта?

Каччă, хурлăхлă куçпа пăхса, хуллен каларĕ: — Хăвах пĕлетĕн — хăмла пирки мар. Эпĕ санпа курса калаçма килтĕм... Урăх чăтаймарăм, йăлт асапланса çитрĕм... Нина, пурăнаймастăп эп сансăр... урăх никам та, ним.Те кирлĕ мар, эсĕ çеç, — терĕ те каччă, хĕр аллисене ярса тытрĕ. — Мĕншĕн çав териех мана? Ни-вушлĕ эп çав териех хăрушă?

Каччă сасси чĕтрет, аллисем те чĕтреççĕ. Нина аллисене вăраххăн, карт туртса илмесĕр, çапах та вăйпа вĕçерчĕ. Савиров тытса чарма хăяймарĕ.

— Çук, хăрушă мар эсĕ, Аристарх, тиркеместĕп те сана... Анчах эпĕ Валентина юрататăп, ăна ĕмĕр юратма тупа турăм. Хам сăмаха улăштармастăп эпĕ. Мана чĕресĕр тесе ан шутла эсĕ. Çапах та ман икĕ чĕре мар, пĕрре çеç. Вăл пĕр çынна çеç савма пултарать...

Аристарх куçĕсенче шанчăк хĕлхемĕ çиçсе илчĕ.

— Анчах çук-çке вăл? Хăçанччен кĕтмелле ăна?

— Кун чухлĕ кĕтнине татах кĕтетĕп. Кĕтесси нумай юлмарĕ пуль ĕнтĕ.

— Вăл таврăнасси икĕ телейлĕ...

— Таврăнать вăл, пĕлетĕп. Нимле айăп та çук унăн. Çын элекĕпе хур пулчĕ вăл. Маншăн такамран та таса вăл. Тата ыйтам-ха санран, Аристарх: мĕнле пурнăç сунасшăнччĕ эс мана? Эпĕ хамăр ялах, хамăр çĕрех юрататăп, эсĕ — тăван ялтан тахçанах писнĕ... Эпĕ тăван ялта, çак плантацире Валентинпа пĕрле ĕçлесе ĕмĕр ирттерме ĕмĕтленетĕп. Эсĕ кунтан каясшăн.

— Эп сана, хулана илсе кайса, чаплă пурнăç туса панă пулăттăм. Кашни çуллахяла канма килнĕ пулăттăмăр. Сана пĕр йывăр ĕç те тутарман пулăттăм...

— Хресчен хĕрĕ вĕт эпĕ, Ăристарх, нимле ĕçрен те хальччен ютшăнман... Çук, Аристарх, эпир иксĕмĕр икĕ тĕрлĕ çын, кашни расна шухăш-ĕмĕтлĕ. Пурпĕр телей-лĕ пурнăçпа пурăнайман пулăттăмăр иксĕмĕр... Эсĕ япăх каччă мар, хӳхĕм те, тен, кăшт çемçе чунлăрах пуль... Хăвна килĕшекен хĕрсем нумай курăн-ха пурнăçра. Сана та хытă юратакан тупăнĕ. Эпĕ сана телей çеç сунатăп.

— Ку юлашки татăклă сăмах-и, Нина?

— Юлашки, — терĕ те Нина аяккалла пăрăнса утрĕ, Ырă кăмăллă хĕрарăм чĕрипе çак самантра телейсĕр качча хĕрхенчĕ вăл.

Савиров каялла çаврăнчĕ те, пуçне усса, вăрманалла, утар еннелле, çул тытрĕ.

Утар пӳрчĕн алăкне яри уçса пăрахнă, шалта арçынсем кулса калаçни илтĕнет. Савиров тăпах чарăнса тăчĕ, шăв-шав кăшт шăплансан, Валентин Актаевăн уçă сассине палласа илчĕ вăл.

«Таврăннă! Тинех мана ялпа çыхса тăракан кăвапам татăлчĕ... Ыранах — хулана!» — терĕ Савиров, хулпуççн çннчи йывăр çĕклеме пăрахнă пек, çăмăллăн сывласа.