Симĕс ылтăн :: XX пай
— Мĕнле майпа? Мĕн сăлтавпа? Сан çумра мĕн ĕç пур унăн? — çаплах йĕкĕлтесе калаçрĕ хĕрĕнкĕ Савиров. Хăйĕн хуйхи çумĕнче Аюхинăн темле пăшăрханăвĕ ăна кулăшла, йĕп çăрти тĕшне те тăман пек туйăнчĕ. Çак самантра унăн Варсуна кăшт та хĕрхенес килмерĕ, тĕрĕссипе, мĕншĕн те пулин хĕрхенме мар, Актаев пек, ăна тепĕр енчен çапса ярас килчĕ, çапах та Валентин çинчен ытларах пĕлес тени çиеле тухрĕ.
— Актаев усал çын икенне ĕненместĕп. Уçă чунлă вăл.
— Ĕненместĕн-и, шанмастăн-и мана? — яланхи сăмахне каларĕ Аюхин. — Ак халь кăна Кузнецовпа курса калаçрăм. Вĕсем, Актаевпа иккĕшĕ, ман ревизи комиссийĕ мĕнле ĕçленине темиçе çулшăн тĕрĕслесшĕн. Вопше снабжени енĕпе командировкăсене мĕнле кайса çӳренине тĕпчесе тухасшăн. Уйгрăмах çакна тума Актаев çине тăрать. Вăл кунта ман çинчен çынсенчен ыйта-ыйта пĕлнĕ, мана айăпласшăн тапаçланать.
— Мĕншĕн тĕрĕслесрен хăратăн-ха эсĕ? Хутусем йĕркеллех мар-им?
— Ман йăлтах наять, йăлт йĕркеллĕ. Анчах сана та ят тивме пултарать.
Савиров ахăлтатса кулса ячĕ.
— Ну, эсĕ пурне те пĕр миххе чиксе шыва ан путар, кушак çури мар вĕт! Мана мĕнле ят тивтĕр-ха?
— Финансовăй документсене йăлтах эсĕ алă пуснă, ытлашши тăкаксем тунă теме пултараççĕ. Тата эпĕр ытти организацисене наличными тӳлесе янă, проводкăсем туман... Ну, тĕплĕрех тĕрĕслесен, придираться тумалли тупăнатех унта...
— Ав мĕн шиклентерет иккен сана! Апла, тен, ку костюмшăн панă пăрçана та колхоза каялла тавăрма лекĕ, — ытарлăн каларĕ Савиров.
Аюхинăн çутă пуçĕ тарласа кайрĕ. Куçĕсенче: «Ĕненместĕн-им, шанмастăн-им мана?» тени палăрчĕ.
— Эпĕр хамăр анкартинче пăрçа акнине кӳршĕсем пĕлеççĕ, — терĕ Варсун, пуçне шурă тутăрпа майĕпен шăлса.
— Кӳршĕсем сан çинчен урăххине те пĕлеççĕ пулас-ха.
— Мĕн пĕлеççĕ? — куçне чарса пăрахрĕ Варсун.
— «Колхоз хамăр анкарти хыçне мĕн акать, эсĕ те анкартинче çавна ак», — тесе каланă, тет, эс аннӳне вăрçă чух. Çапла-и?
— Кле-ве-та! Куграймасăр элеклеççĕ, Паххунккă пек каласан... Тултагр-ха эппин, пĕрре, ĕçем пĕрех хут! — чун уçăлтăр. Ман никамран хăрамалли те çук. Акă сан положени йывăгртарах. Мана мĕн? Наше дело хот копăс, теççĕ туй ачисем, — паттăрланса каларĕ Аюхин.
Вĕсем тепрер тултарса ĕçрĕç. Савиров ӳсĕрĕлнĕçем салхуланса пычĕ, китель тӳмисене вĕçертсе ячĕ, пуçне усрĕ. Сарă кăтра çӳçĕ пичĕ çине сапаланса анчĕ.
— Да-а, ман положени чăннипех аховски, тĕрĕс калатăн, тусăм. Ак çакăнта çуна-ать, тĕтĕм тухни çеç курăнмасть, — вăл çара. кăкăрне чышрĕ. — Пĕтĕм ĕмĕтĕм арканса кайрĕ ман, Варсонофий! Иăлт арканчĕ! А-а, тепĕр тесен, йăлт пăрахатăп та хулана тухса таратăп. Çурхи ĕçсене пĕтерер ак — пичете Кузнецов умне шаплаттарса хуратăп та — и все! Все! Эп партийнăй мар, мана нимĕн те тăваймаççĕ. Пичете шаплаттарса хуратăп та — ауф видер зеен! Курса юлăр ун чух Аристарх Савирова! Давай ĕçер пĕрре, Варсонофий... Çĕр çинче тем çĕр çул пурă-нас пек, тапаçланатпăр, пĕр-пĕринпе хирĕçетпĕр, пĕр-пĕрин телейне ăмсанатпăр, хапсăнатпăр...
— А Актаевне пугрпĕрех тăн кĕртетĕп эп! Ман медицински спгравка пур! Тата ытти те пур-ха унта.
— Тата мĕн пур? Хăрушă çын эсĕ, Варсун, — терĕ Савиров, тантăшĕ çине йĕрĕнсе пăхса.
— Актаев хăмлаçăсем хушшинче те, шкул ачисем хушшинче те Европăри пурнăçа ыгрланă... антисоветски агитаци, вопшĕм...
— Ухмах! Эс палка та, анчах виçине пĕл, мĕн палканине кăшт пуç тавра шухăшласа пăх. Ним çукран халăх тăшманĕ тăватăн вĕт çынна!
— Кугрăн-ха, акă, калагрĕ, тейĕн, — хăрлатрĕ Варсун. — Çавна-и? Все равно покажу!.. Шăла хирĕç — шăл!..
— Кутăн чăваш иккен эс, хăрамалла санран, — терĕ те Аристарх сĕтел хушшинчен тухрĕ.
Варсун, ăна ырă каç сунмасăр, Актаева ылханса тухса кайрĕ.
Хăйĕн пуçĕ çинче каллех хура пĕлĕтсем капланнине сисмен Валентин çав çĕре Нинăсен крыльцинче савнийĕпе юнашар ларса ирттерчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...