Симĕс ылтăн :: XVIII пай
Актаев хăйсен тĕлне çитсен килне кĕмерĕ, лаç умĕнчи сирень тĕмĕсем айне тунă пĕчĕк сак çине ларса, пирус чĕртрĕ. Ĕлĕк вăл, çуллахи каçсенче, çакăнта тухса ларатчĕ те баянне туртса яратчĕ, пĕтĕм ял çамрăкне хăй тавра пухатчĕ. Халь ку сака мăк пуса пуçланă, ун тавра армутипе вĕлтĕрен ашкăрса ӳсеççĕ. Çывăхра çын пуррине сиснĕ кӳршĕ йытти хамлатса вĕрни Валентина шухăшлама чăрмантарчĕ, йăлăхтарса çитерчĕ — вăл вара тăчĕ те çырмана анчĕ, Антун пĕви пуçĕнчи йăмрасем айне, пĕр тунката çине, пырса ларчĕ. Кунта лăпкă, улах. Каçхи шăплăха валакран шăнкăртатса юхакан шыв сасси е ăнсăртран вăраннă пĕр-пĕр шапа тĕрлеттерсе юрлани, юнашар садра шăпчăк каçăхса кайса çепĕç кĕвĕ шăрантарни çеç хускатать; тата хирте трактор кĕрлени вĕçĕ-хĕррисĕр илтĕнсе тăрать, унта çĕрле те çураки хĕрсе пырать...
Валентин, хăйĕн чĕринчи тарăхăвне, кӳренĕвне манас тесе, иртнине аса илме тăрăшрĕ. Ача чухнех вăл пĕрре çак пĕве хĕррине çĕрле пĕччен аннăччĕ: кăвакалсем киле таврăнманччĕ. Ун чухне вăл асламăшĕн юмахĕсенчи аçтахасем, арçурисем, вупăр карчăксем чăн пулнине, вилнĕ çынсем çĕрле шăтăкран тухнине те ĕненетчĕ-ха. Çакăнта пытарнă Антун та çуллахи каçсенче пĕве пуç не тухса уткаласа çӳрет, хăйĕн савнă Эрпикине шырать, тетчĕç. Шăп çур çĕр тĕлĕнче Эрпике ун патне шап-шурă тумпа килсе тухать, анчах çав вăхăтра автан авăтса ярать те леш тĕнчерен килнĕ мĕлкесем çухалаççĕ пулать. Кăвакал шырама аннă Валентин çавăн чухне хăй патне шурă мĕлке çывхарнине курса калама çук хăраса ӳкрĕ, чĕтрене ерчĕ. Анчах çав малтан питĕ пысăк пек курăннă шурă мĕлке пĕчĕк Нина, тури касра пурăнакан Атлас Çерки хĕрачи, пулчĕ тăчĕ. Ачаллах питĕ хăюллăскер, вăл куккăшĕсем патĕнчен киле кайма çĕрле пĕчченех тухнă-мĕн. Еплерех кулчĕ вăл кайран, Валентин унран хăранине пĕлсен!.. Ашшĕ лесник пулнă май, вăрманта ӳснĕ хĕрача шкулта та, ялта та чи хăюлличчĕ. Тен, хĕр пулса çитсен кăшт пусăрăнчĕ пуль вăл, анчах хастарлăхĕ-хăюлăхĕ халĕ те чĕринче тапса тăни сисĕнет унăн...
Шухăша кайнă Актаев шартах сикрĕ: пĕве пуçĕнче шап-шурă вăрăм кĕпеллĕ мĕлке курăнчĕ. Вăл умах çывхарчĕ те Нина Атласкина пулчĕ тăчĕ. Валентин, пирусне пăрахса, ура çине тăчĕ.
— Нина?!
— Валентин, эпĕ ку. Ача чухнехилле ан хăра манран, халĕ саккăрти ача мар ĕнтĕ эсĕ, — терĕ хĕр шӳтлесе. Унăн çемçе сасси каччă чĕрине ачашласа илчĕ, пу-сăрăнчăк кăмăлне çĕклентерсе ячĕ.
— Каçарăр, Кузнецовсем патне каяттăрччĕ-и эсир?
Нина шăппăн кулса илчĕ.
— Çакăн пек çĕрле — çын патне-и?.. Çук, Валентин, эпĕ сан патнах килтĕм... Ман çинчен япăх ан шутла... Эпĕ хамăнне лайăх пĕлетĕп... Эпĕ магазинта вĕсем мĕн калаçнине илтрĕм, эсĕ мĕншĕн тухса кайнине лайăх ăнлантăм, çавăнпа кунта килмесĕр тӳсеймерĕм.
— Тавтапуç, Нина... Лар, тархасшăн, — терĕ Валентин, хытă савăннипе урăх нимĕн калама пĕлмесĕр. Чĕри сиксе тухасла вăйлă тапрĕ, тĕттĕм каç çуталса кайнăн туйăнчĕ ăна.
— Кунта пĕве пуçĕпе çынсем иртсе çӳреççĕ. Часах вĕсем клубран тухĕç. Эпĕ шурă платьепе аякранах курăнатăп, палласа илĕç. Килĕшмĕ мана хĕр пуçăн сĕм- çĕрле çырмасем тăрăх çӳрени. Атя урама хăпарса ларар...
Хĕр малтан утрĕ, сукмак çинчи пĕчĕк канавсем урлă çăмăллăн сике-сике каçрĕ, каччă ун хыççăн аран ĕлкĕрсе пычĕ.
— Халĕ те спортпа аппаланатăр-и? — ытахальтен ыйтрĕ вăл.
— Турник çинче кашни ирех вылятăп. Хĕлле йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çӳретĕп. Ялан ĕçре — акă ман тĕп спортăм. Вăрçă хыççăн районти ăмăртусенче чупас, ишес енĕпе хĕрсенчен мала тухрăм, — терĕ Нина ним мухтанмасăр.
Вĕсем лаç умне çитсен, кӳршĕ йытти каллех хамлатса вĕрме пуçланăччĕ — хĕр ăна сас парса лăплантарчĕ, анчах хăй сак çине лармарĕ, ура çинчех тăчĕ.
— Валентин, мана платье вĕççĕн сулхăнрах, тата клубран таврăнакансем те курĕç... пĕркенме шинель илсе тух эсĕ. Каллех калатăп, ман пирки темĕн ан шутла. Эпĕ хамăнне хам çирĕп пĕлетĕп... Пирĕн кĕçĕр калаçмалли нумай, сакăр çул калаçайманнипе пĕр каçра калаçса пĕтермелле, — шӳтлесе хушрĕ вăл.
Телейлĕ каччă самантрах пӳрте кĕрсе шинель илсе тухрĕ, унпа хĕре пĕркесе сак çине лартрĕ. Хаваслă хĕр хулпуççийĕпе ун анлă кăкăрĕ çумие тĕршĕнчĕ.
— Махорка шăрши витĕрех çапнă ку шинеле. Ма ун чухлĕ туртатăр эсир, арçынсем?.. Сирень шăршине хуплать.
— Махорка шăрши çеç мар унта. Тар шăрши те, юн шăрши те — йăлтах... Санран, ак, хаклă духи... çук, çурхи çаран шăрши кĕрет.
Валентин, духи çинчен асăнса, хăй йăнăш тунине сисрĕ: Аристарх та çак духиех сапнăччĕ, апла пулсан Нинăна вăл парнеленĕ... Валентин именнипе хĕр те сисрĕ пулас, унран кăшт аяккарах сиксе ларчĕ, куçран тӳрĕ пăхрĕ; кăкăртан тухакан сасси кăшт чĕтренĕ пекрех илтĕнчĕ.
— Эсĕ халĕ мана ĕлĕкхи чухлĕ шанмастăн-им, Валентин? Ĕненместĕн-им?
— Варсун пек ан ыйт-ха, Нина, — шӳтлеме пăхрĕ каччă.
Хĕр ăна итлемерĕ, малтанхиллех, куçран чăр-чăр пăхса, кăшт салхуллăрах, çапах çирĕппĕн каларĕ.
— Эпĕ сана сакăр çул ним улшăнми кĕтрĕм. Никампа та улăштарас темен сана, улăштарман та. Сан умăнта таса эпĕ... Акă, çĕнĕ уйăх умĕнче калатăп, — терĕ вăл çав вăхăтра пĕлĕт хушшинчен карăнтарнă кĕмĕл ухă евĕр курăннă уйăх çинелле кăтартса.
Каçар мана, Нина, телее пула ăсран кайнипе персе ятăм, — теме çеç пултарчĕ Валентин. Хĕр ăна каллех итлемерĕ.
— Эпĕ саншăн сакăр çул мĕнле асапланнине никам та пĕлмест. Хуйхăма çынна кăтартман... Варсун элекне ĕненмен эпĕ. Ыттисем пурте ĕненчĕç пулас. Аннӳпе иксĕмĕр кăна чун пек кĕтрĕмĕр сана, эс таврăнасса ĕнен сех пурăнтăмăр... Анчах вăрçă та пĕтрĕ, кĕтмелли пур сроксем те иртрĕç, тек нимĕн кĕтмелли те юлмарĕ темеллеччĕ... Эпĕ те çынах, манăн та çынсем пекех пурнас килет, çирĕм пиллĕкрех манашкă пулса юлмалла мар... Мана илес текенсем сахал пулман, чăн калатăп, ман пата евчĕсем ярса йăлăхтаратчĕç... Эсĕ вăл вăхăтра пĕр хыпар та памарăн. Мĕн тумалли юлнăччĕ-ха вара манăн? — Нина татах калама чарăнса, тем шухăшласа илчĕ, вара чунне хытарса каларĕ: — Аристарх мана ыттисем пек евчĕсем ярса та, хăй çыпăçса та йăлăхтарман. Вăл манпа ялан питĕ кăмăллăччĕ, тепĕр чухне вăл мана юлашки юлташăм пек туйăнатчĕ. Мĕнле пулсан та, эпир унпа ачаран пĕрле ӳснĕ-çке. Тата вăл хамăр ӳсĕмри туссенчен пĕчченех тăрса юлчĕ темелле. Эпĕ ăна хам çума явăçтарман та, çумран тĕртсе те яман. Çынсем пире ялан пĕрле курма хăнăхрĕç, пулас мăшăр вырăннех хума пуçларĕç. Халăх çăварĕ хапха мар, хупса хураймăн. Юлашкинчен, хам та çав шухăшпа килĕшме пуçларăм. Çул çитнĕ хĕре çавăрма нумаях кирлĕ терĕн-им? Тата хам унпа телейлĕ пулма пултарасса та ĕненме тăрăшрăм... Анчах шăп çавнашкал иккĕленӳллĕ вăхăтра эс килсе тухрăн. Çакна эпĕ эс килни çинчен пĕлсенех ăнлантăм, анчах кĕçĕр эс клубра та, лавккара та мĕнле асапланнине курсан, ĕмĕрлĕхех ăнлантăм: ман телейĕм пĕр санпа çеç, урăх никампа та пулас çук. Эс айăпсăррине, ман умра та, çĕршыв умĕнче те айăпсăррине, пĕтĕм чунтан ĕнентĕм эпĕ. Эс халь тĕнче хĕррине каяс пулсан та, эпĕ сан хыççăн пыма хатĕр!.. Пĕр сана çеç юратнă, юрататăп та. Акă сана пĕтĕмпех каларăм, чунăма йăлт уçса патăм. Каçар мана, эпĕ те хĕрарăмах, çав чустаранах тунă мана та... Эпĕ, çын умĕнче тем пек паттăрлансан та, çемçе чунлă... пĕлесчĕ эс çак çулсенче эп мĕнле асапланнине, — терĕ Нина, нăшăклатса, пуçне Валеитин кăкăрĕ çине хучĕ, ун çумне пĕчĕк ача пек пăчăртанчĕ.
Валентин, сывлăшĕ пӳлĕннипе пĕр сăмах та чĕнеймесĕр, хăй телейĕ çинчен пĕлтерме сăмах тупаймасăр, чăмăр кăкăрĕсемпе, хулпуççийĕсемпе чĕтрекен хĕре ыталарĕ те унăн куççульпе йĕпеннĕ вĕри питĕнчен, куçĕсенчен, тутинчен чуптурĕ.
— Кĕçĕртен эсĕ — ялйышăм умĕнче те, тĕнче умĕнче те — манăн мăшăрăм! — терĕ сывлăш çавăрса илсен.
Вĕсем каллех пĕр-пĕрне ыталарĕç...
Кӳршĕ йытти такама туртса çурас пек вĕрсе ячĕ. Хĕрпе каччă, шарт сиксе, йытă вĕрнĕ еннелле çаврăнса пăхрĕç: пĕр çын урамри кĕлет хыçĕнчен тухрĕ те тă-кăрлăкпа çырманалла анса кайрĕ. Юри камне пĕлесшĕн пек, пĕлĕтсем хушшинчен самантлăха пăхса илнĕ уйăх çутинче çыннăн хулпуççийĕсем çинчи пакунĕсем ялкăшса илчĕç.
Кӳршĕ сарайĕнчен автан пĕрремĕш хут шарлаттарса авăтса ячĕ, ăна хирĕç ял автанĕсем сасă пачĕç...
Çырмана аннă çын Антун пĕви пуçĕпе леш енне каçрĕ те паçăр Валентин ларнă тӳнката çине ларcа пирус чĕртсе ячĕ, пуçне кăкăрĕ çине усрĕ.
Вĕсен ролĕсем улшăнчĕç.
Мĕншĕн çĕр çинче телейсĕр юрату та пур-ши?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...