Симĕс ылтăн :: Пролог


Кĕтмен хуйхă вĕсене уяр аçа пек килсе çапрĕ. Хура кĕркунне. Юрлă-юпăнчăклă çанталăка пăхмасăр, ял халăхĕ уйра çĕрулми кăларать. Витерсе вĕрекен сивĕ çил çинче пылчăклă çĕрулмине çара аллăн пухасси — калама кăна канас, çапах та пухмаллах: кашнине уйрăм лаптăк виçсе панă...

Çынсенчен юлас мар тесе, Натали инке те пуç çĕклеми, хыпаланса çĕрулми пухать, тулли витресене урапа патне кайса пушатнă хушăра çеç пилĕкне кашт тӳрлетме ĕлкĕрет. Ăна, утмăлтан иртнĕскере, çак çанталăкра ăшă пӳртрен тухмасан та юрĕччĕ темелле пек, никам та ирĕксĕрлесех ĕçе хăвалас çук. Анчах ĕмĕрне ĕçпе ĕмĕрлен чăваш хĕрарăмĕ пĕтĕм ялйыш ватти-вĕттипе хирте тертленнĕ чух килте епле тӳссе лартăр-ха? Вăхăчĕ тата мĕнле вăхăт! Нимĕçсем Атăл хĕррине çитсе тухнă, теççĕ. Кунта-кунта, тейĕпĕр, лере тата, вăрçă кĕрленĕ çĕрте, çынсем мĕнлерех асап кураççĕ пуль... Натали инкен пĕртен-пĕр ывăлĕ Валентин та çавăнта çапăçать. Акă шăпах виçе уйăх та виçĕ кун унран пĕр хыпар та çук. Эй, мăнтарăн салтак амăшĕ! Вăрçăри ывăлешĕн кам унран хытăрах пăшăрханать-ши, кам ун пекех çĕрлесерен çичшер хут вăранса хыпар кĕтет-ши?..

Натали инке урапа патне пымассерен çĕрулми турттаракан Нина ун аллинчи витресене хăвăрт илет те вăшт-вашт çеç пушатса парать, кашнинчех вара мĕнле те пулин ăшă сăмах хушать. Чĕлхи калаçма çаврăнăçуллă, алли-ури ĕçре вăр-вар. «Эх, хĕр ĕçĕ мар та çав виç-тăват пăтлă çĕрулми миххисене çĕклесси — мĕн тăвас тетĕн?» — хĕрхенет Натали инке. Чĕринче вăл Нинăна питĕ кăмăллать, ăна хăйĕн кинĕ вырăннех хурать. Илтнĕ тăрах, ялйышра та сăмах çӳрекелет: Валентинпа Нина питĕ варлă, теççĕ. «Мĕн тери ырă кин пулĕччĕ те çав!» — ăмсанса шухăшлать карчăк. Нина ăна çынсем пек «Натали инке» тесе чĕнмест, «Валентин амăшĕ» тет. «Валентин амăшĕ, кӳр-ха, пулăшам, кӳр-ха, хам çĕклесе парам, эсĕ кан кăштах», — чĕвĕлтетет вара.

Натали инке, ӳпĕнтернĕ витре çине ларса, кăштах сывлăш çавăрса илнĕ май, чупса ĕçлекен хĕре ăшă куçпа сăнать. Нина хулăн тутăрпа, фуфайкăпа, салтак аттипе пулин те, вăл йăрăс кĕлеткеллĕ пулни палăрăть.

Тимлесе ĕçленипе унăн тулли пичĕсем кĕрхи палан пек хĕрелнĕ; шурă шăлĕсем пирвайхи юр пек йăлтăртатаççĕ. Нина пĕлтĕр, вунă çул вĕренсе пĕтерсен, хулана вĕренме «каясшăнччĕ те — вăрçă пуçланни ун çулне картларĕ. «Мĕн тери хӳхĕм хĕр! Валентин чипер таврăнсан, çавнах кин тăвасчĕ... Ашшĕ-амăшĕ те ырă çынсем», — ĕмĕтленет Натали инке.

Каçа хирĕç яла таврăнакан почтальон çул хĕрринчи çĕрулми ани çине кĕчĕ. Çынсенчен нихăшĕ те ăна ĕлĕк-хилле хаваслăн кĕтсе илмерĕ. Вăрçă пуçланнăранпа почтальон кашни килех тенĕ пек савăнăçлă хыпартан ытларах хурлăхлине илсе килет; вăл ялта килĕрен киле кĕрсе тухнă чух хăшпĕр пӳртре ун хыçĕнчен ӳлесе-йĕрçе юлаççĕ... Хальхинче почтальон çĕрулми кăларакансем патне пымарĕ, тулли лав патĕнче михĕсемпе тăрмашакан Нинăна çыру парса хăварчĕ те хăй çулĕпе кайрĕ. Çывăхра ĕçлекенсем çакна асăрхарĕç: Нина çырăва хăвăрт уçса вуларĕ те çавăнтах питне шурă хут листипе хупларĕ. Чунĕ тем ырă мара сиснĕ Натали инке витрисене тултарса çитермесĕрех ун патне васкарĕ.

— Нина хĕрĕм, мĕн пулчĕ, ара? Хурлăхлă хыпар илтĕн-им? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ карчăк. — Сирĕн хăвăрăн вăрçăра никам та çукчĕ-ха та...

Хĕр шурă хута пичĕ çинчен илсе, карчăк еннелле тăсрĕ, куççулĕпе чыхăна-чыхăна каларĕ:

— Ах, аннеçĕм!.. Валентин... пĕтнĕ Валентин!.. Акă вăл çапăçура пĕтни çинчен пĕлтерекен хут килчĕ...

Çак самантра хĕр ват çынна «анне» тесе чĕннине хăй те сисеймерĕ, карчăк та астуса юлаймарĕ, иккĕшĕ те пач урăххи çинчен — пĕртен-пĕр Валентин çинчен çеç шӳхăшларĕç.

Натали инке малтанлăха, нимĕн ăнланса илеймен пек, шак хытса тăчĕ, унтан ăнланса илчĕ пулмалла, чуна çурса ямалла сасăпа:

— А-а-ах! Ывăлăм! Пĕтерчĕç сана чуниллисем! — тесе кăшкăрса ячĕ те, витрисене пăрахса, пылчăклă ана çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Ахаль те хавшак чĕреллĕскер, вилнĕ пекех, пач хускалми пулса выртрĕ, шуралса кайрĕ...

Нина, чупса çитнĕ хĕрарăмсем пулăшнипе, Натали инкене тулли лав çине вырттарчĕ, унăн пуçĕ айне хăйĕн фуфайкине хывса хучĕ, вара лашине хуллен ялалла уттарчĕ. Шкул урамĕнче вăл иккĕмĕш сменăран вĕренсе тухнă шăллĕне курчĕ те хăй патне чĕнсе илчĕ.

— Толик! Халех лав çине лар та улма складне вĕçтер — пушатакансем пур унта, унтан çула май çак хута Петĕр мучие, Валентин ашшĕне, йĕтем çине кĕртсе пар... Эпĕ Валентин амăшне килне ăсатса яратăп, чирлесе ӳкрĕ вăл... Асту, хутне ан çухат, кирлĕ хут вăл...

Вунă çулхи Толика карчăк чирлесе ӳкни кăшт та пăшăрхантармарĕ; вăл, лашапа çӳреме юратаканскер, йăпăр-япăр урапа çине хăпарса ларчĕ, тилхепене арçынла çирĕп ярса илчĕ, хаваслăн кăшкăрса, пуç çинче çавăрттарма тытăнчĕ.

— Эй, Ваçка-а, яра пар!

Нина вăйран кайнă Натали инкене килне çавăтса çитерчĕ, хывăнтарса, кăмака çине вырттарчĕ.

— Чей вĕретсе парсамччĕ, хĕрĕм... шăннă хыççăн вĕри шыв сиплĕ пулаканччĕ... çавăнта, тĕпелти шкапра, энĕç курăкĕ те, типĕтнĕ çырла та пурччĕ, — йынăшса каларĕ карчăк.

— Халех, аннеçĕм! — каллех сисмесĕр «аннеçĕм» терĕ те Нина шыв ăсма тухса чупрĕ...

...Витнĕ йĕтем çинче паçăрах тĕттĕмленнĕ, çапах çынсем хунар çутипе те пулин авăн çапаççĕ; уяр каçсенче кунта çĕрĕ-çĕрĕпех уйăх çутипе ĕçлеççĕ. Вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пĕтнĕрен пĕтĕм колхоз ĕçне ватă-вĕтĕ те хĕрарăм тăвать.

Петĕр мучи, молотилкăна кĕлте ярса тăраканскер, Толик тем кăшкăрнине илтесшĕн те пулмарĕ, лешĕ аллинчи хут листине сулланине асăрхасан тин молотилка лашисене самантлăха чарма хушрĕ. Ача тыттарнă хăрушă хута старик чĕтрекен аллипе ярса илчĕ, пысăк куçлăхне çамки çине хăпартса, хунар çывăхне пырса вуларĕ. Вуласа ăнланчĕ те, хăйне такам пуçран туяпа туртса çапнă пек, хутланчĕ, пуçне пĕкрĕ. Толик унăн куçĕсенчен темĕн — те хунар çути, те куççулĕ — йăлтăр-татнине курса юлчĕ.

Çынсем шавлама пуçларĕç.

— Канса илер кăштах, Петĕр мучи!

— Çынсене сывлăш çавăрса илме пар, Петр Михалч!

— Киле кайса каçхи апат пĕçермелле! Çимесĕр, лăш курмасăр ĕçлеме военнопленнăйсем мар эпир! — илтĕнчĕ арçын сасси; куна вăрçăран хăрах куçпа таврăннă Митюков Мĕтри каларĕ пулас.

«Военнопленнăйсем мар» тени Петр Михалча шартах сиктерчĕ. Вăл каллех куçлăхне тăхăнчĕ те, никам çине те пăхмасăр, хаяр сасăпа хăрăлтатса, çирĕппĕн каларĕ:

— Пуçланă капана çапса пĕтермесĕр нимле кану та тумастпăр!.. Вăхăчĕ мĕнлине пĕлер!.. Никам та пирĕншĕн килсе çапса парас çук, хамăрăнах çапмалла... Эй, лаша хăвалакансем, пуçларăмăр!..

Çынсем, кăмăлсăррăн мăкартатса, каллех хăйсен вырăнне тăчĕç, молотилка, такама ылханнă евĕр, чыхăна-чыхăна кĕрлерĕ, хĕрсе кайнă шăллă çăварĕнчен каплам-капламăн улăмпа хутăш хывăхлă тырă сурса кăларма тытăнчĕ.

Таттисĕр шăвăнать вăрăм сĕтел тăрăх салтнă кĕлте юхăмĕ. Петĕр мучи çав юхăма молотилка çăварне йĕркеллĕн сапаласа кĕртме ĕлкĕрет; хăйĕн таттисĕр шухăшĕсене çеç çапла йĕркелеме, пĕр йĕр çине, ӳкерме пултараймасть вăл. Хушăран старикĕн вĕри куççулĕ пит пĕркеленчĕкĕсем тăрăх йăпăртатса анса, тулă хăлчăкепе чĕркеленсе пĕтнĕ ĕçчен аллисем çине ӳкет...

«Хыпарсăр çухалнă» тени мĕне пĕлтернине чухлать Петр Михалч, ахальтен мар ăна хăйне ялта «Петĕр-салтак» теççĕ. Вăл пĕрремĕш тĕнче вăрçинчех нимĕçсемпе тăватă çул çапăçрĕ, унтан граждан вăрçинче нумай çӳрерĕ. Киле çитнĕскерех, хĕрлĕ армеец Петр Михалч Актаев, тепĕр хут алла пăшал тытса, шуррисене Чăваш çĕрĕ çинче, Тĕрлемес патенче, аркатрĕ... Ялта Совет влаçне тĕреклетекенсенчен пĕри вăл пулчĕ. Ялта пуçласа колхоз тăваканĕ те вăлах. Тĕн-тĕшмĕш сĕрĕмĕпе минренĕ арăмĕ нимпе те килĕшмен пирки, Петр Михалч колхоза ывăлĕпе кăна кĕчĕ, Натали вара тепĕр çултан тин, пĕр çемьерех уйрăммăн пурăнма çуккине кура, кĕме килĕшрĕ... 1933 çулта Актаев районта мар, пĕтĕм республикипе пулман ĕç пуçарчĕ — к олхозра пĕр гектар çинче çĕнĕ сортлă хăмла ӳстерме пикенчĕ. Унччен пĕр колхозра та хăмла пахчи пулманччĕ. Малтанах Актаев пуçарăвне çынсем шансах та каймастчĕç: «Çаратать эртеле Петĕр-салтак, тырпул ӳстерес, çĕрулми лартас çĕре хăмла картисемпе пĕтерет», — тесе кăшкăрашатчĕç. .. Анчах парăнмарĕ Петĕр-салтак. Çулсерен хăмла тупăшне ӳстернĕ май хăмла плантацийĕсене те ӳстерсех пычĕ. Колхоз хăмла сутса пуйнине курсан, ялйыш та Петĕр-салтак ĕçне ырла пуçларĕ, хăйне те Петр Михалч тесе хисеплеме тытăнчĕç. Вăрçă умĕнхи çул Актаев гектартан вунултă центнер хăмла илсе петĕм Россия Федерацийĕпе рекорд турĕ, Мускавра ялхуçалăх выставкинче грамота илме тивĕçлĕ пулчĕ. Унăн чапĕ инçене-инçене — мĕн унта! — пĕтĕм çĕршывĕпех сарăлчĕ. Чапшăн тăрăшнăччĕ-и Актаев? Мĕне кирлехчĕ пуль ăна чап? Ĕçĕ пултăр, усси пултăр тенĕ. Анчах пĕлетчĕ вăл, лайăх сисетчĕ: çĕнĕ ĕçне наука хушнă пек туса пыма унăн; пĕлӳ сахалтарахчĕ. Мĕн пĕлĕвĕ? Чиркӳ прихучĕн шкулĕнче икĕ çул вĕренме çеç ĕлкĕрнĕ вăл... Çавăнпа Петр Михалч пĕтĕм ĕмĕтне-шанчăкне хăйĕн пултаруллă, çивĕч ăслă ывăлĕпе çыхнăччĕ, ăна хăйĕн ĕçне ачаранпах явăçтарнăччĕ... Ватам шкултан лайăх вĕренсе тухрĕ Валентин, хăмла пахчинче те ашшĕпе пĕрле тимлесе ĕçлерĕ. Ялхуçалăх институтне вĕренме каясшăнччĕ вăл — пĕтерчĕ Гитлер, йăлтах çапса хуçрĕ...

«Ăçта ĕнтĕ халь Актаевсен ырă ячĕ?.. Ăçта халь ывăлăм?.. Ялта ăна пурте мухтатчĕç, «маттур комсомолец» тесе çыратчĕç район хаçатĕнче те... Вăрçăра «хыпарсăр çухални» мене пĕлтернине чухлатăп эпĕ: е ун виллине тупайман, е палласа илеймен, е...» Е тата мĕн пулма пултарни çинчен Петр Михалч шухăшласшăн та, ĕненесшĕн те мар, пултараймасть те вăл ун пек шухăшлама е ĕненме... Вилмен пулсан, вара чи йывăрри çĕр йăтайми йывăрри, хăрушши, киревсĕрри, чыссăрри юлать тыткăн!.. Нивушлĕ çак намăс сăмах та Петĕр Михалчăн шуралнă пуçĕ çине килсе ӳкĕ-ши?.. Мĕн «ӳкĕ-ши» темелли!.. Укрĕ ĕнтĕ... Ыранах пĕтĕм ялйыш пĕлĕ...

Йĕтем çинчи халăх киле кайса пĕтсен тин Петр Михалч пĕр-пĕчченех, çулне-йĕрне, лупашки-тĕмескине пăхмасăр-курмасăр, килнелле хуллен танккарĕ.

Вăл пырса кĕнĕ чух пӳртре тăваттăнччĕ: арăмĕ кăмака çинче ахлатса выртать, кăмака сакки çинче Атлас Çирки хĕрĕ Нина ларать, тĕпелти урлă сак çинче Петр Михалчăн пиччĕшĕпе арăме, Урхи мучипе Урине кинеми, вырнаçнă. Виле çинче ларнă пек, пери те сăмах чĕнмест, хуçа куçĕнчен пăхма та хăяймасть.

Петр Михалч хăлхаллă çĕлĕкне, ватка пиншакне хывса алăк патне çакрĕ, сăран аттисене тĕплĕн шăлса тасатрĕ, кăмака умĕнчи кăмканран шыв ярса алă çурĕ те, çаплах нимĕн шарламасăр, çилĕллĕн мăшлатса, сĕтел умне, лампа çывăхнерех пырса ларчĕ. Васкамасăр гимнастерка кĕсйинчен куçлăх кăларчĕ, ăна тутăрпа шăлса тăхăнчĕ, кăкăр кĕсйинчен хăрушă хута хуллен кăларчĕ, ăна питĕ асăрханса, пуклак пӳрнисемпе саркаларĕ те кашни сăмахне уçăмлăн, ăнланмалла, пурте илтмелле вуласа пачĕ. Вара пурне те пĕрерĕн тинкерсе сăнарĕ.

Пĕри те сăмах чĕнекен пулмарĕ; кăмака хыçĕнче шăрчăк чăрăклатни, татăк тăрăллă лампа тăрпи тавра çапкаланса çаврăнакан шăна сĕрлени çеç илтĕнчĕ.

— Мĕнле-ке, эп ăнланаймăрăм çав. Валентти вара вилмеллипех вилнĕ-и-ке? — питĕ селĕппĕн ыйтрĕ вырăсла пелмен Урине кинеми; ывалĕ фронтра вилнĕренпе хытă хуйхарнăран унăн юлашки шăлĕсем те ӳксе пĕтрĕç, çавăнпа вăл питĕ селĕп калаçать.

— Э-эй, çакă вара, йӳпле хăлха! Вилмен, ара, пер хыпарсăр çухалнă, тенĕ, — пӳлчĕ ăна Урхи мучи. Хăй çавăнтах юри хытă ӳсĕрме, сăмса шăнкарма тытăнчĕ. Хытă пăлханнă чух ялан çапла вăл. — Вилмен теççĕ вĕт сана!

— Вилĕмрен те харушăрах ку, Урине инкем, вилĕмрен те, — терĕ Петр Михалч, никама курмасар, хăй умнелле тӳрĕ пăхса. Нина унăн чĕтрекен кăвак сухалĕ çинче тулă хăлчăкĕсем сиккеленине «курчĕ те, Петр Михалч сăмахĕсем хĕр чĕрине çав хăлчăксем тăрăннă пекех туйăнчĕç...

— Виллине тупман пулсан, паллă: плена лекме çеç тултарнă вăл, фашистсен тыткăнне... Халиччен курман-илтмен намăс пире... пĕтĕм ратнипе!..

— Э-эй, калаçатăн, Петĕр, кирлĕ мара! Чĕлхӳ мĕнле çаврăнчĕ çав сăмаха калама? Актай йăхĕ ĕмĕртен-авалтан салтак парса, вăрçă вăрçса хунанă. Пирĕн йăхри арçынсем пурте салтак пулнă, анчах пĕри те тыткана кайман, каяс та çук! — терĕ те Урхи мучи, çамрăк çын евĕр, яштах сиксе тăчĕ, пӳлĕм тăрăх урай хăмисене чĕвиклеттерсе утма тытăнчĕ, шурă кĕреçе сухалне четретсе, аллисене сулкаласа калаçрĕ. — Валентин пек маттур ача ниçта та пĕтес çук. Шывра та путмасть, вутра та çунмасть ун пекки... Тăхта-ха эсĕ, Петĕр, халех сут тума, кăштах кĕтсе пăхар... Вăрçăра унта темĕн тĕлĕнтермĕшĕ те пулать, вилсе çĕре кĕнĕ салтаксем те, вилнĕ хучĕсем килсен те, кайран хăйсем чипер таврăнни пулкалать, ху пĕлетĕн, ху салтак пулса курнă... Тен, вал унта партизанта çӳрет, тен, ăна особăй заданипе янă — ăçтан пĕлен?

Нумай калаçрĕ Урхи мучи, нумай ӳкĕтлерĕ шăллĕне; тен, ун сăмахĕсем сирсе сирĕлми хуйха кăшт çăмăллатрĕç те пуль, çапах та хăрушă хыпар кашнин чĕри çине чулту евĕр йăванчĕ...

Кантăкран тахăшĕ килсе шаккарĕ.

— Эй! Хуçисем килте пур-и? Йĕтем çине авăн çапма тухмалла! Халех! — янрарĕ хĕрарăм сасси.

— Илтрĕмĕр! — терĕ Урхи мучи хулăн сасăпа.

— Авăн çапма тухасах пулать пурин те, — терĕ Петр

Михалч, пер сехетрех ватăлса кайнă евĕр курăнаканскер. — Кăшт çырткалар та мĕн пуррипе — каяр... Хуйхăрса ларнипе нимĕн те пулмасть. А ыран станцие пирĕн колхозăн утмăл тонна тырă ăсатмалла — районтан приказ çапла...

Тепĕр çур сехетрен вĕсем тăваттăшĕ те йĕтем çине тухса кайрĕç. Пӳртре салтак амăшĕ кăна, чирлĕскер, хăйĕн уççи-хупписĕр хуйхипе выртса юлчĕ.

Кĕçех кĕрхи сивĕ çумăр, салтак амăшĕн типе пĕлмен куççуле евĕр, кантăк çумне таттисĕр шăпăртатса çума пуçларĕ...

...Актаевсен хуйхи çинчен пĕр вахăт калаçрĕç те манчĕç, мĕншĕн тесен эрнесерен тенĕ пек ялйышран кам килне те пулин вăрçă хирĕнчен хурлăхлă хыпар килех тăчĕ, çĕнĕ хуйхă хутшăнсах пычĕ. Хăрушă, хаяр вăрçă кашни киле кĕрсе тухма тытăнчĕ — çын инкекĕ çинчен калаçма-и ун пек чух!

Натали инке самайланчĕ, анчах сивĕ çанталăкра тухсах çӳреймерĕ, килтех колхоз ĕçне турĕ: кăмакара та, — кăмака çинче те колхоз тыррине типĕте-типĕте пачĕ. Петр Михалчпа Урхи мучи валли алă çемми ĕç тупăнчĕ: вĕсем ял çумĕнчи çуна тупанĕ, тукăн авакан артельте çар валли çуна-йĕлтĕр тума пикенчĕç. Фронт заказĕпе ĕçленине пĕлсе тăни стариксене ĕçре хавхалантарчĕ.

Çĕнĕ çул иртсен, Петр Михалча тепĕр пысăк ĕç хушрĕç. Ялти çамрăксен бригадине Нина Атласкина комсорг Çĕмĕрле вăрманне фронт валли йывăç касма ертсе каять — Петĕр мучин, асли пулса, çамрăксене ĕçре кăтартса, вĕрентсе тăмалла иккен. Старик туртăнса тăмарĕ — кайрĕ. Вăрманта уйăха яхăн çеç пурăнчĕ вăл. Пилĕк таран юр ашса çӳренĕ чух самаях шăнчĕ пулас, йĕпеннĕ тăла-çăпатана та баракра типĕтсе çитерме май çукчĕ. Шăннă старик ӳсĕре пуçларĕ. Çитменнине тата, пĕррехинче, шăнман шурлăх урлă каçнă чух, асăрхамасăр урине сĕлкĕшлĕ шыва чиксе кăларчĕ, вара ăна çав каçах вĕрилетсе пăрахрĕ те, унăн киле таврăнмалла пулчĕ.

Петр Михалч баракра чухнех питĕ савăнăçлă хыпар илтнĕччĕ: пирĕн çарсем Сталинград патĕнчи виççĕр пинлĕ нимĕç çарне çапса аркатнă, çĕр пине яхăн фашиста тыткăна илнĕ... «Тен, çавна май Валентин шăпи çинчен мĕнле те пулин çĕнĕ хыпар килмерĕ-ши?» — тесе ĕметленнеччĕ Петр Михалч.

Чăн та, çĕнĕ хыпарĕ килнĕ-мĕн, анчах вăл савăнтарма мар, чирлĕ старике пушшех амантрĕ, тăрайми çапса ӳкерчĕ...

Яла Аюх Варсунĕ таврăннă-мĕн. Вăл Сталинградра Валентинпа пĕрлех алла-аллăн çапăçнă иккен. Иккĕшĕ те бронебойщиксем пулнă. Вĕсен батальонĕнчен пĕр çын та юлман имĕш, йăлтах çурт ишĕлчĕкĕсем айне пулса вилнĕ. Варсунпа Валентин иккĕшех тăрса юлнă, паттăр çапăçнă, нимĕçсене хăйсен çывăхне яман. Анчах иккĕн ротăна хирĕç мĕнле тăрăн? Юлашкинчен Варсуна сулахай аллинчен йывăр амантаççĕ те, вăл тăнне çухатать. Сĕм-çĕрле тăна кĕрсен, Варсун, çурт ишĕлчĕкĕсем хушшинче выртса юлнăскер, хамăрăннисем патне хы-рăмпа шуса каçма ĕлкĕрет. Çавăн чух вăл фашистсем громкоговорительпе «совет сержанчĕ Актаев нимĕçсем енне куçрĕ» тенине «хăй хăлхипе хăй» илтет. («Туршăн та, хĕвелшĕн те, суймастăп! Ĕненместĕр-и мана, ĕненместĕр-и?» — тет вăл тупа туса). Çавна илтнĕ хыççăнах Варсуна контузи пулать — вăл ик-виçĕ уйăхлăха илтеймеçт те, калаçаймасть те. Çавăнпа вăл госпитальтен киле çыру та çырайман иккен...

■ Страницăсем: 1 2