Çил-тăвăл :: Çĕлен тинĕсенче
«Конкорд»1 сигнал парать! «Конкорд» сигнал парать! Итлĕр пире, пăхăр, Марс çине килнĕ совет çыннисем! Хĕрӳллĕ салам сире. Кăтартăр хăвăра. Сиртен инçе мар, Çĕлен тинĕсне анатпăр!»
«Мир» калаçать, «Мир» кăтартать! Итлетпĕр сире, «Конкорда» куратпăр. Эсир Марс çине ăнăçлă çитнипе хĕпĕртетпĕр. Чун-чĕререн салам. Кĕтетпĕр!»
Экран çинче США ученăйĕсен карапĕ. Акă вăл Марс атмосферине кĕчĕ, тормăзланă вăхăтра вут пĕрĕхрĕ, «Мир» урлă каçса, кăнтăр еннелле кайса çухалчĕ.
Икĕ сехетрен экран çинче татах космос карапĕ курăнчĕ. Пушă хирте ларать. Çынасем курăнмаççĕ-ха. Карап йĕри-тавра нăрăсем вĕçсе çӳреççĕ. Американецсем чипер ларни çинчен пĕлтерчĕç, «Мир» экипажне хăнана чĕнеççĕ.
Светлов кĕскен марсиансем çинчен каласа пĕлтерчĕ, вĕсемпе килĕштерме канаш пачĕ. Совет çыннисем американецсене ырă сунаççĕ, вĕсем пулăшма хатĕр, çул хыççăн кансанах, экспедицисем умĕнче тăракан задачăсене пĕрле сутсе явма чĕнеççĕ.
Американецсем килĕшрĕç.
* * *
Талăк иртрĕ. «Конкорд» шарламасть. Тĕлĕнмелли çук: килнĕ çынсен çĕнĕ тĕнчене хăнăхмалла-çке.
Сасартăк сехĕрлентерекен хыпар çитрĕ. Американецсем сигнал параççĕ:
— Пулăшăр! Пулăшăр! Çăлăр! Çăлăр!
Урăх сас-чĕвĕ çук. Мĕн пулнă? Мĕнле пулăшу кирлĕ? «Миршĕн» те хăрамалли çук-ши? Планетăн мĕнле вăрттăнлăхĕ хăй вăйне кăтартать-ши? Авари пулнă-ши, тискер чĕрчунсем çулăхнă-ши, марсиансемпе килĕштереймен-ши е урăхла инкек сиксе тухнă-ши?
Андриановпа Марина карап ăшĕнче юлчĕç. Светловпа Валентин Владимирович машинăпа американецсене пулăшма кайрĕç. Йывăрлăхра çынсене пăрахмалла мар.
Çанталăк аван тăрать. Кăнтăр енчен вăйлă мар çил вĕрет. Унта-кунта шурă пĕлĕт чăмаккисем шăваççĕ.
Аялта вăрмансем, хирсем, татах вăрмансемпе хирсем. Астрономсем ят панă «тинĕссем» вĕсем. Сайра хутра хуласем курăнкалаççĕ. Çакă вăл планетă халăхĕ ытла йышлах маррине кăтартать.
Сывлăшра нăрăсем хирĕç пулкалаççĕ. Аялта тӳрем çулсемпе калтасем çӳреççĕ, вĕсемпе марсиансем темскер турттараççĕ. Марсиансене питĕ шултăра чĕрчунсем пăхăнаççĕ. Те вĕсем те ăслă чĕрчунсем, Çĕр çинчи тинĕссенчи дельфинсем пеккисем? Çĕр çыннисем малтан вĕсене аппаратсем тесе шутланăччĕ.
Çапла, хăйсемле пурăнаççĕ, хăйсемле ĕçлеççĕ марсиансем. Ют планетă çыннисем килни вырăнлă-ши?
Аякра, симĕс вăрмантан инçе мар, хăмăр тавралăхра карап ларни курăнчĕ. Машинă çавăнта анас умĕн ун патĕнчен нăрăсем вĕçсе хăпарчĕç те вăрман еннелле кайрĕç.
Светловпа Валентин Владимирович люксене ярах уçса пăрахнă карап ăшне кĕчĕç. Унта пĕр çын та çук. Шултăра хурт-кăпшанкăсем çеç хуçаланса кĕшĕлтетеççĕ тата çынсем ĕçе янă аппаратсем хăйсем сĕрĕлтетеççĕ.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...