Çил-тăвăл :: Марс
Акă вăл ют тĕнче çын ури айĕнче пулман тăпра! Кăнтăрла. Хĕвел тӳпере ытла пĕчĕкçĕ, Çĕр çинчен курăнаканни пек мар. Тĕлĕнмелли çук, Марс Хĕвелтен, Çĕрпе танлаштарсан, 70 миллион километр аяккарах. Экспедици çыннисем карап ăшĕнчен тухма васкамарĕç. Сăнамалла-ха. Иллюминатор витĕр планетă талккăшĕ курăнать. Çывăхра япаласем тиенĕ ракетăсем ларнă. Ку питĕ лайăх: кирлĕ материалсем алă айĕнчех. Карап йĕри-тавра сарă тăм. Курăк пĕрчи курăнмасть. Вĕрекен çил сарă тусана ярăмăн-ярăмăн тапратса кустарать, вĕтĕ хумсем евĕрлĕ кĕртсем хĕвет, çавăнпа хир пичĕ чăп-чăпар. Çывăхра урăх ним те çук. Пушă хир. Сывлăшра пĕр япала та палăрмасть: вĕçен кайăксем вĕçмеççĕ, шăнасем, лĕпĕшсем, хуртсем, пăвансем, тĕкĕл турасем сĕрлемеççĕ. Питĕ çӳлте, ытла та çӳлте, тĕксĕм шурă пĕлĕтсем юхаççĕ. Кунта атмосферă хулăнăшĕ Çĕр çинчи пекех. Экспедици çыннисем ăна карап планетă çине аннă чухнех сăнарĕç.
Аякра, кăнтăр енче, пĕлĕтпе планетă пичĕ пĕрлешнĕ тĕлте, хура йĕр. Те вăрман хĕрри ĕнтĕ вăл? Урăх ним те курăнмасть. Ăслă чĕрчунсем пурăнаççĕ пулсан, карап планетă çине аннине курнах ĕнтĕ вĕсем. Карап Марс йĕри-тавра темиçе хут çаврăнчĕ, тормозланă чух вут пĕрĕхрĕ, хӳреллĕ çăлтăр пулса тăчĕ. Планетă çинче марсиансем чăн-чăнах пурăнаççĕ пулсан, мĕншĕн сиксе тухмарĕç-ха апла вĕсем? Пытанчĕç-ши е хатĕрленеççĕ-ши? Вăрмантан çар тухсан вара? Пĕлме çук, сăнаççĕ те пулĕ. Вĕтĕ чĕрчунсем пулсан, вĕсене тикĕс мар тавралăхра ăçтан тишкерсе илĕн?
Карапри çынсем калаçмаççĕ. Кашнин пуçĕнче чĕрене пăлхатакан шухăш пăтранать.
— Ну, юлташсем, чипер çитнĕ ятпа саламлатăп! — терĕ кăшт тăрсан Андрианов, Çĕр çинчи космодрома аннă пек. — Сергей Петрович! Программăра ĕçе кĕртме васкăр. Паллă туса хунă вăхăтра каялла тапранмасан, тепĕр ăнăçлă саманта пайтах кĕтмелле пулать вара. — Унтан сехечĕ çине пăхрĕ те çапла хушрĕ: — Марина,
Çĕрпе çыхăн!
Кам ĕненме пултарнă капитан пăлханма пултарать тесе? Хурçă ӳтре хурçă чĕре. Мĕн-мĕн кăна курман пулĕ вăл? Вилĕм те темиçе хут хăраса тарнă унран. Пĕр-пĕр хĕре юратса курнăши хуть? Кам курнă çак этемĕн куççульне? Халĕ акă вăл пăлханни палăрать. Сасси улшăнчĕ. Вăл пырне ӳсĕрсе тасатрĕ те çирĕп сасăпа калама тытăнчĕ:
— Çĕр. СССР. Мускав. Партипе Правительствăна. Марс çине лартăмăр. Анăçлă. Пурте сывă. Техникă лайăх ĕçлерĕ. Программăна пурнăçлама тытăнатпăр. «Мир-1» капитанĕ Василий Андрианов. Экспедици пуçлăхĕ Сергей Светлов.
Çынсем çăмăллăн сывласа ячĕç. Çĕнĕ тĕнчере çĕнĕ пурăнăç пуçланчĕ. Çĕр çинче пĕлеççĕ. Çĕр çинче шанаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери прогрессивлă халăх ырлăх та ăнăçлăх сунать вĕсене.
Капитан, çеккунт сая ямасăр, приборсене, аппаратсене тĕрĕслеме тытăнчĕ. Карапа каялла тапранма хатĕрлесси çăмăл ĕç мăр, унта вăхăт та, ăсталăх та кирлĕ. Андрианов сасартăк хуллен, аран илтĕнмелле юрласа ячĕ. Ыттисем илтмĕш пулчĕç.
— Вутра хурçă та шăранать, — терĕ шăппăн Валентин Владимирович, Марина енне пăхса.
Сергей Петрович пулас станци ӳкерчĕкне пăхать. Ют планетă атмосфери çынна юрăхлă пулмасан, пурнăçа юрăхлă микроклиматлă пĕчĕк тĕнче тумалла. Ракетăсем çĕр çинчен илсе çитернĕ материалсем çителĕклĕ.
Марина Çĕрпе çыхăннă, хыпарсем кĕтет. Валентин Владимирович барометр хуппине уçрĕ. Йĕппи тапранчĕ, çӳлелле хăпарчĕ те Çĕр çинче уяр тăнă вăхăтра чи çӳллĕ ту тăрринчи атмосферă пусăмне кăтартакан паллă çине çитсе чарăнчĕ. Валентин Владимирович ĕненмерĕ, сăмса тутăрĕ кăларса куçне шăлкаларĕ, çамки çинчи тарне типĕтрĕ: çук, барометр йĕппи урăх шумасть. Ку барометр пăсăлнă пулĕ тесе, теприне уçрĕ. Çак прибор та малтанхи пекех кăтартать.
Биолог савăннине пытармарĕ, вăрăм урисемпе кĕçех ташласа ямарĕ, хĕпĕртенĕ сасăпа юлташĕсене чĕнчĕ.
— Пăхăр-ха, хамăр Тянь-Шаньри пусăм!
Пурте барометр патне чупса пычĕç. Кунта тĕлĕнмелли çук. Ученăйсем Марс атмосферин пусăмĕ пысăк марри çинчен тĕрĕс каланă. Планетă масси, Çĕр массипе танлаштарсан, вунă хут каярах, япаласен йывăрăшĕ унта икĕ хут ытла сахалтарах, çавăнпа атмосферă тĕреклĕ тытăнса тăрайман, çăмăл газсем космоса тарнипе, майĕпен-майĕпен сайраланса пынă.
Планетă çинче 5—7 километр тарăнăш лапам вырăнсем пур-ши? — пĕлесшĕн пулчĕ Вадим.
Ун пек лапамсем пулсан, питĕ лайăхчĕ! — терĕ Валентин Владимирович. — Унта сывлăш пусăм тĕлĕшпе тата юрăхлăрах пулма кирлĕ.
— Сывлăш пусăмĕ пире аптăратсах каймĕ, — шухăшне пĕлтерчĕ Светлов. — Мĕнле газсенчен тăрать-ши вăл, кислород пур-ши?..
— Вăхăта вăраха ямасăр, халех анализ тăвăпăр! — терĕ Валентин Владимирович.
Кирлĕ приборĕсем ал айĕнче. Вăл, асăнтармасан та, çав ĕçе тытăнмаллаччĕ ĕнтĕ.
Анализ кăтартнă тăрăх, планетă атмосферинче йывăр газсем нумай: ксенон, крептон, аргон, углекислăй газ. Азот Çĕр çинчинчен сахалтарах. Кислород çителĕклĕ мар. Çӳллĕ сăрт çинче пулнăран-ши ку? Карап тӳрем çĕрте ларать пек. Ытти вырăнсемпе танлаштарса пăхсан, ăçта вĕсем — сăрт тӳремĕнче-ши е лапам тӳремлĕхĕнче-ши? Юрĕ, кайран пĕлĕç.
Светлов кислород хатĕрлекен аппарата йĕркелеме тытăнчĕ. Приборсем кирлĕ газа икĕ меслетпе тăваççĕ: шыв пулсан — шывран, углекислăй газ пулсан — çавăнтан. Ăна ытти «чĕр тавар» çине те куçарма çăмăл. Карап ăшĕнче çак приборсем сайра ĕçлетчĕç: унта сывлăша оранжерейă тасатса тăратчĕ.
— Çĕр çинчен радиограммă! — пĕлтерчĕ çав самантра Марина. — Итлĕр.
Пурте хĕре сырса илчĕç.
Хумханнипе хăвăрт сывласа, Марина вула пуçларĕ:
«Марс. «Мир-1». Карап капитанне В. Андрианова, С. Светлова — экспедици пуçлăхне, В. Владимирова — биолог-врача, М.Григорьевăна — çыхăну инженерне, В. Светлова — геолога.
Саламлатпăр. Анăçлăх сунатпăр. Сирĕнпе пĕрле савăнатпăр. Пĕлтеретпĕр: СШАран сирĕн хыççăн ракетă янă. Америкă экспедицийĕпе килĕштерсе ĕçлеме сĕнетпĕр.
Çĕр. СССР. Мускав. Политбюро, Правительства, совет халăхĕ».
Шăп. Сывламасăр итлерĕç çынсем çак хаклă радиограммăна, унтан карап ăшĕнче ура! янăраса кайрĕ.
Капитан пневматикă витĕр тулти тĕнчене хĕрлĕ ракетă кăларса ячĕ.
Экспедици çыннисем апатланчĕç те, пурте иллюминатор патне пырса, планетă питне тĕплĕн сăнама тытăнчĕç.
Хир çийĕ чăп-чăпар. Пĕр енче, инçе мар, 150—200 метрта, васан. Çыранĕ хĕрлĕ тăм тĕслĕ япаларан.
— Ура йĕрĕсем! Ура йĕрĕсем! — кăтартрĕ çивĕч куçлă Вадим. Ку сăмахсем «Пушар!» тесе кăшкăрнă пекех пулса тăчĕç. Пурте хумханса кайрĕç, ура йĕрĕсене тинкерсе шыраççĕ.
— Тăватă ураллă чĕрчун! — пĕлтерчĕ Валентин Владимирович. — Кӳлепин тăршшĕ виçĕ метртан кая пулмалла мар. Урисем пилĕк пӳрнеллĕ, чĕрнисем вăрăм та çивĕч.
— Ихтиозавр? — асăрхамасăр тенĕ пек персе ячĕ Марина.
— Çук. Ăçта ăна çитме! —тавăрчĕ Валентин Владимирович. — Калта евĕрлĕ ящер.
Хĕрсе калаçмалли сăлтав тупăнчĕ. Чăнах та, мĕнле чĕрчун иртнĕ? Хăçан? Кунтан инçе кайнă-ши вăл? Аçта та пулсан пытанса выртмасть-ши?
Çил лăпланчĕ. Тăр-кăнтăрла тĕлĕ. Вăтăр градус ăшă тăрать. Тĕлĕнмелли çук, çу пуçланнă, тата экватор çывăхĕнче.
Карап планетă çине ларнăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Экспедици çыннисем канашларĕç-канашларĕç те çакăн пек шут тытрĕç: Марс çине малтан геолог тухса пăхать. Пур-и чир-чĕр микробĕсем — паллă мар, приборсем хăвăрт пĕлтереймеççĕ, çавăнпа тухакан çыннăн çăмăл скафандр тăхăнмалла, кислород баллонĕ илмелле.
Вадим хатĕрленчĕ, пурин çине те пăхса илчĕ. Ун пуçĕнче лăтранакан шухăшсене кам туйса илме пултарĕ вара? Марина куçĕсемпе тĕл пулчĕ. Хĕрĕн сăнĕ-пичĕ сехри хăпнă çыннăнни пек шуралса кайнă, пăшăрхан-ни паллă.
Пурте скафандрсем тăхăнчĕç. Юлташĕ инкеке лекес пулсан, вĕсен çавăнтах, ниме пăхмасăр, пулăшма тухмалла.
Вадим тула илсе тухакан пӳлĕме пĕчченех тухса хупăнчĕ. Тул енчи люка уçакан тӳмене пусрĕ. Хумханнипе чĕри сиксе тапать хăйĕн: Марс тăприне пусакан пирвайхи этем-çке вăл!
Люка уçакан механизм кĕрĕлтетрĕ, хурçă алăк шалалла кĕрсе çухалчĕ. Вадим анмалли пусма кăларчĕ. Васкамарĕ. Сăнаса тăчĕ. «Çичĕ хут пăх — пĕрре ярса пус!»— аса килчĕç Валентин Владимирович канашĕ-сем. Вăл хăй мĕн тунине радиофонпа караприсене каласа пырать. Аялта мĕн-ши? Тăм-ши, хăйăр-ши е тăмлă чул-ши?
Вадим анчĕ, нумайччен ури айне тинкерсе пăхса тăчĕ, унтан планетă тăприне ывăçласа илчĕ те пакета ярса, сумкине чикрĕ.
Вадим ерипен утать. Унăн малтанлăха карап йĕри-тавра 200 метр таран çеç тĕрĕслемелле. Тапраннă çил гермошлем питне пыра-пыра сапăнать. Пĕлĕт хĕрринчи хура йĕр чĕтресе тăрать. Çĕр çинче çуллахи уяр кунсенче сывлăш куçнипе аякран япаласем çапла курăнаççĕ. Ăрша вылять, тетпĕр çакна. Вадима та Çĕр çинчи
пекех туйăнса кайрĕ, анчах тавралăх унтинчен сахал-тарах курăнать.
Савăнăç ярса илчĕ Вадим чĕрине. Унăн, кăкăрне уçса, Марс çилĕпе уçăлас килчĕ. Тăпра, тусан, хăйăр. Утма çемçе те çăмăл. Чул муклашкисем тĕл пулкалаççĕ.
Вадим караппа çыхăну тытсах пырать, çаврăна-çаврăна пăхса, иллюминаторсем патĕнче тăракансене паллăсем парать: «Ĕçсем лайăх пыраççĕ!» Çак сăмахсене ăшĕнче уйрăмах Маринăшăн калать вăл, иллюминатор патĕнчен хăпмасăр тăракан хура куçлă хĕре.
Пушă хир. Хурт-кăпшанкă та курăнмасть. Çĕр çинчи пек шăши те чупса иртмест, шăтăкне шыраса тупса тарса пытанмасть, тăри те, ура айĕнчен хăпарса, пуç тăрринче юррине шăратмасть.
Сасартăк... Татах йĕрсем! Çĕр çинче çакăн пек йĕрсем нихăçан та курмăн Вадим. Вăйлă çил чул катăкĕсене кустарнă йĕр мар-ши ку?
Вадим карапран курăнакан васана çитрĕ. Тĕпĕнче пĕшкĕнмесĕрех кĕмĕлли шăтăк пур. Кĕçех карапран таврăнма хущрĕç. Анчах Вадима каялла çаврăнма шăтăкран курăнакан çутă пăнчăсем чарса тăратрĕç. Сиссе те ĕлкĕреймерĕ вăл — шăтăкран нихçан курман тискер кайăк йăраланса тухрĕ. Сакăр ураллă. Акă вăл хыçалти тăватă ури çине ларчĕ, малтисене çĕклерĕ те тăн-тăн кăкăрне кăтартрĕ. Кăкăрĕ хурçă щитпа хупланă пек. Çăмлă хырăмĕ йăлтăртатать. Çăварĕ кĕтессинчи икĕ çекĕлĕ сĕлеке юхтарать. Вадим ăнланчĕ: наркăмăшлă сĕлеке, çекĕлĕсемпе çаклатсанах... Тапранма юрамасть, сиксе ларассăнах туйăнать. Эх, лазер пăшалĕ пулсан! Илсе тухма юрамарĕ. Инструкци тăрăх, чĕрчунсене вĕлерме хушман. Ку тискер кайăк ăслă марсиан мар-ши?
Кампа тĕл пулнине Вадим çавăнтах караприсене пĕлтерчĕ, ерипен каялла чакма шухăшларĕ, анчах утăм та тăваймарĕ — тискер кайăк вĕрен ывăтрĕ те çыхлантарса пăрахрĕ. Вĕренĕ лăймакаллă, тĕреклĕ, тапалансан та татма çук. Тискер кайăк Вадим патне çывхарчĕ, урисемпе хыпаласа пăхрĕ. Куçĕ хăйĕн выçăхнă кайăкăнни пек.
«Шăтăкра çутатаканнисем» — тавçăрса илчĕ Вадим.
Çăлăнăç кĕтнĕ чухне вăхăт ерипен шăвать. Тĕрĕссипе каласан, кунти ĕçсем çеккунт хушшинче пулса иртрĕç. Çак васанри шăтăкран тата виçĕ чĕрчун тухрĕ. Иккĕшĕ çын евĕрлĕрех, виççĕмĕшĕ слон пысăкăш нăрă. Çын евĕрлисем Вадима çĕклерĕç те нăрă çине лартрĕç. Нăрă шăмă çуначĕсене сарчĕ, çемçе çуначĕсемпе сăрăлтаттарса çĕкленчĕ те Вадима таçта илсе кайрĕ.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...