Çил-тăвăл :: Сигналсем
Марина Çĕр çинчен килекен радиохумсене йышăнать. Ыйтусем, ялан тенĕ пекех, пĕрешкел: «Сывлăхăрсем мĕнле?» «Аппаратсем епле ĕçлеççĕ?..» «Мĕн тăватăр?..»
Ответсем панă хыççăн Марина Çĕр çинчи çĕнĕ хыпарсене итлет. Мĕнле-мĕнле хыпар çук пулĕ унта! Пĕтĕм тĕнче Марс пирки шавлать.
Совет Союзĕнче «Мир» çинчен хыпарсем парса тăраççĕ, СШАра Марса çавăрса илме экспедици хатерленни çинчен шавлаççĕ. Уята Марс акцийĕсен хакĕ ӳссех пырать. Пĕр миллионер, çемйинчен уйрăлса, Марс çине пурăнма куçасшан...
Пур чĕлхепе парса тăракан хыпарсенче те «Марс!..» «Марс!..» «Марс!..»
Пĕррехинче çапла приемнике сасартăк палламан сигнал килсе вăрăнчĕ. Ăçтан ку? Çăлтăрсенчен-и? Галактикăсенчен-и? Ученăйсем нумайранпа ытти цивилизацисемпе çыхăну шыраççĕ. Цивилизаци Çĕр çинче çеç пулмалла мар. Хисепсĕр нумай çăлтăрсен хăйсен планетисем пур. Ытти тĕнчери пĕр-пĕр планетă çинче цивилизаци пулмаллах, унти ăçлă чĕрчунсем, ытти тĕнчесемпе çыхăну тытмашкăн, радиохумсем ямаллах. Халĕ çавăн пек хумсем ăçтан та пулин çитмеççĕ-ши Çĕр çине?
Марина радиохăлхана Андромедă тĕтрелĕхĕ енне çавăрчĕ. Ку чи çывăх галактикă. Ун çути пирĕн пата миллион çурă çултанах çитет. Анчах Андромедăн сасси хăйне евĕрлĕ — сигнал унтан мар. Радиохăлхана тĕрлĕ енне çавăркала пуçларĕ Марина.
Тĕлĕнмелле! Сигнал Марс енчен иккен — нихăçан илтменни. Кам шухăшлама пултарнă? Çавăнпа малтан Марина ăна итлеме те шухăшламанччĕ.
«Пиик, пиик-пиик, пиик-пиик...» Пĕр сигнал, иккĕллĕ сигнал, виççĕллĕ... вунна çитиччен. Чарăнса тăчĕç. Тепĕр хут тытăнчĕç. Марина хăй те çакăн пек сигналсем пачĕ — ку вăл «ăнлантăм» тени пулчĕ.
Ун хыçăнчен хисепсĕр «пиик-пиик-пиик...» текен сигнал килме тытăнчĕ. Ăнланма çук. Кĕçех сигналсем пĕтрĕç. Марина çĕнĕ хыпара Андрианова пĕлтерчĕ.
— Охо, пире хăнана кĕтеççĕ иккен! — кĕрĕлтетрĕ Андрианов уçă сассипе. — Сергей Петрович! — чĕнчĕ вăл Светлова ĕçĕнчен татса. — Канашлама кил-ха... пилĕк минута...
Экспедици çыннисем çыхăну пӳлĕмне пухăнчĕç. Пуçа çавăрса яракан хыпар! Ку кунччен Марс нихçан та шавламан. Ун çине ученăйсем мĕн чухлĕ сигнал яман-ши? Сассине паман Марс. Нивушлĕ халĕ марсиансен цивилизацийĕ Çĕрĕнне хăваласа çитет?
Татах «пиик-пиик» текен сигналсем илтĕне пуçла-рĕç.
— Пăнчăсем! — терĕ Андрианов. — Хирĕçле яр, Марина! Аван! Çĕрпе Марс хушшинче маршрут уçăлсан, эп сана хам карап çине ĕçлеме чĕнĕп.
Марина кулса илчĕ, капитан сăмахĕсене шӳт вырăнне йышăнчĕ.
Татах сигналсем илтĕнчĕç. Пăнчă ушкăнĕсене параççĕ. Марина çыракан аппарата ĕçе ячĕ, Пăнчăсем йышланаççĕ, темскерле мĕлке тухать... Хир... Хир... Тикĕс хир... Калта...
Çак ӳкерчĕк темиçе минут хушши тăчĕ. Марина çын мĕлкине пачĕ. Хирĕç кушак хӳри евĕрлĕ мĕлке тухрĕ. Тинкерсе пăхрĕç. Курнă япала пек. Чи малтан Андрианов ăнланса илчĕ. Капитан куçĕ чăнах та çивĕчех çав, тăн-пуçĕ тавçăруллă.
— Пысăк Сырт! — терĕ вăл, аллипе чĕркуççине çапса илсе.
Светлов та, килĕшсе, пуçне сĕлтрĕ; Марс карттине кунта пурте лайăх пĕлеççĕ.
— Ку Марс çинче пуринчен те тĕттĕмрех вырăн! — терĕ вăл.
— Çапла, çапла, — сăмах хушрĕ ыттисенчен аяккарах ларакан Валентин Владимирович. — Пысăк Сырт çынсене нумайранпа интереслентерет. 1858 çулта, Секки сăнанă тăрăх, вăл сенкер курăннă, 1888 çулта Гюльдинар ăна симĕс тенĕ. 1899 çулта Меловорот ун тĕсне сарăрах сенкер тенĕ, 1909 çулта вăл Антониадине те çаплах туйăннă, 1926 çулта вăл симĕссĕн курăннă, 1928 çулта татах сарăрах сенкер пулнă...
Валентин Владимирович, пĕр такăнмасăр, малалла та каланă пулĕччĕ — ăна Светлов пӳлчĕ.
Пирĕн чаплă астроном Тихов шухăшĕпе, Марс «тинĕсĕсем» йывăç-курăкран тăраççĕ, — терĕ вăл.
— Çапла, çапла, — килĕшрĕ Валентин Владимирович, хăйне пӳлнĕшĕн çилленмесĕр. — Юлашки вăхăтра Марс çинче çĕнĕ «тинĕссем» пулса тăчĕç. Тотпа Непонтес ятлă каналсем ӳссе сарăлнă, «Лаоккоон тĕвви» ятлă «тинĕс» пулса тăнă. Халĕ нумайăшĕ ют планетă çинче ӳсен-тăран пуррине шанаççĕ...
— Вĕсен шутĕнче — пирĕн хисеплĕ биолог та! — кулчĕ Андрианов.
— Тĕрĕс, эпĕ вĕсен шутĕнче, — килĕшрĕ биолог. — Шанмасан, Çĕртен те хăпас çукчĕ. Планетă çинче ӳсен-тăран пулмасан, биологшăн унта ĕç те çук. Çаплах тата унта асла чĕрчунсемпе паллашасса та шанатăп!
— Фантазерсем эсир! — кулса ячĕ Андрианов. — Сирĕн мăнукăрсем валли халап ярса çеç лармалла!
— Çитсен курăпăр, — терĕ Валентин Владимирович. — Пĕр-пĕр гигант хăвна çăтма пикенсен пулăшассăм çук сана.
Андрианов шӳте йышăнмарĕ, тăчĕ те хăй вырăнне утрĕ.
Марина юлташĕсем кăшт тавлашса илнине чĕри патне илчĕ, ăна экспедици çыннисем хушшинче çирĕп килĕшӳлĕх çук пек туйăнчĕ. Те çиеле тухас тесе, Валентин Владимирович хăй шухăшне малалла каласа кайрĕ:
— Электронлă приборсем Марс çинче ӳсен-тăран пуррине кăтартаççĕ, юлашки вăхăтра шыв тупнă, кислород та пур, теççĕ...
Пурте хăйсен вырăнĕсене саланчĕç. Марина иллюминатор витĕр Марс çине пĕчĕк телескоппа пăхрĕ.
Кунта урăх тĕнче, Çĕр çынни пулса курман тĕнче! Тăпри те, сывлăшĕ те, пурнăçĕ те ют. Планетă пичĕ хĕвелпе çуталнă. Сарă та хĕрлĕ хирсенче тĕттĕм лаптăксем, йĕрсем. Тĕл-тĕл симĕс, тĕл-тĕл сенкертерех курăнаççĕ вĕсем. Йĕкĕр йĕрсем те пур. Питĕ йышлă. Чăнах та каналсем-ши? Çитсен паллă пулĕ. Ав «тинĕссем»: Вăхăт тинĕсĕ, Кăнтăр тинĕсĕ, Кимерий тинĕсĕ, Теренск тинĕсĕ, Харен урапи... Мĕн пуррине каласа та пĕтерес çук...
Марс спутникĕсем те лайăх курăнаççĕ. Кăсăк япаласем. Фобос диаметрĕ 8 километр, Деймосăн — 16 километр. Ученăйсен хушшинче çакăн пек гипотезă пур: Фобоспа Деймос ăслă чĕрчунсем туса янă спутниксем имĕш. Пурнăç условийĕсем юрăхсăрланса çитнипе, марсиансем хăйсен питĕ аталаннă техникипе ытти планетăсем çине куçмашкăн икĕ спутник туса янă имĕш. Анчах мĕншĕн спутниксем планетăна ытла та çывăх çӳреççĕ-ха? Тата вĕсен масси хăвăл япаласенни пек туйăнать. Çакă шухăшлаттарать.
Ăçта куçнă-ши тата марсиансем? Венерă çине-ши? Унта пурнăç условийĕсем йывăр. Тен, Çĕр çине? Эпир Марс çинчен куçнă чĕрчунсен йăхĕнчен мар-ши? Тĕлĕнмелле. Апла пулсан, Çĕр çинче этемлĕхшĕн ăçтан тискерлĕх тапхăрĕ пулса тăнă? Пурнăç пĕр-пĕр катастрофă хыççăн каялла чакнă-ши вара?
Тепĕр тесен тата, планетăна çутатма туса яман-ши çав спутниксене?.. Апла та, капла та Марс çинче çав тери чаплă техникă пулни курăнать. Мĕншĕн халиччен Çĕр çине сигнал паман марсиансем? Паянхи сигналсем тата мĕне пĕлтереççĕ? Кам пачĕ вĕсене?
Марина Çĕрпе çыхăнчĕ. Асăрхаттарчĕç, сыхă тăма каларĕç. Çĕр патне те çитнĕ иккен хумсем. Унта та аптранă.
Марина планетă çинчен куçне илмест. Çĕрпе танлаштарсан, Марс пĕчĕк планетă, ун диаметрĕ икĕ хут кĕскерех. Хамăр Çĕр пекех, хăй тĕнĕлĕ тавра çаврăнать, талăкĕ 24 сехет те 37 минут, çулталăкĕнче 687 талăк. Унта çусем-хĕлсем пулса иртеççĕ. Пĕчĕккĕрех планетă пичĕ маларах пулса тăма пултарнă, çавăнпа унта пурнăç та маларах пуçланса кайман-ши? Пуçланнă пурнăç, паллах, пĕр вырăнта хытса тăманах ĕнтĕ...
Татах сигналсем килчĕç. Пысăк Сырт мĕлки тухрĕ. Экспедици çыннисем канашларĕç. Тепĕр хут Çĕрпе çыхăнчĕç. Сигналсем кăтартнă вырăна чĕнеççĕ. Программă тăрăх карапăн Элладă çывăхне лармаллаччĕ. Аллă сехетрен Çĕр çинчен вĕсене Пысăк Сырт хĕррине лартма килĕшрĕç: чи малтан сигнал паракан вырăнпа интересленмелле.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...