Çил-тăвăл :: Катер пурне те йышăнмасть
Светлов патĕнчен Чолон питĕ çилленсе тухрĕ: визит ăнăçлă пулмарĕ. «Инженерпа тĕплĕн калаçма биолог чарчĕ. Кил хуçи хăйне ăсатма тухсан, сăмах тапратма васкамалла марччĕ. Юлса, икĕ ученăй калаçнине итлесе ларнă пулсан, питĕ аванччĕ ĕнтĕ. Вăрттăн калаçма урăх вăхăт пулатчех», — шухăшларĕ американец.
Кĕске те васкаварлă калаçура вăл ученăя хăйĕн танатине лектереймерĕ. Утрав çинчи вăрттăнлăхсене те сисеймерĕ-ха. Совет çыннисене ăнланма питĕ хĕн.
Чолон, тарăн шухăша путнăскер, кĕтмен çĕртен Вадима курчĕ те савăнсах кайрĕ. Вăл çаплах, çамрăк каччăпа çывăхрах паллашса, унран усă курма пултарасса шанать-ха. Халĕ çывхаракан çумар пĕлĕтĕнчен шикленни те иртсе кайрĕ унăн.
— О, çамрăк тус, çамрăк тус, сана тĕл пулнишĕн чĕререн савăнатăп! — хĕпĕртерĕ вăл. — Аçта каятăн, тусăм?
— Шыв хĕррине. Ĕç, — кĕскен хуравларĕ Вадим. Унăн халĕ çак çынпа темшĕн пĕрре те калаçас килмест.
— О, тинĕсре мĕнле пысăк вăй ахăрать! Тĕлĕнмелле вăй! Юрататăп тинĕс ахăрнине курма! Санпа пĕрле утсан, чăрмантармăп-ши? — йăлăннăн пăхрĕ Вадим çине американец.
— Хăвăрăн ирĕк, — терĕ Вадим.
Ун шухăшĕпе, хирĕçлеме аван мар, хисеплĕ ученăй-çке, кӳрентерме пулать. Усал ан шухăшлатăр, ан тив, пытăр, ан тив, çумăра лектĕр, хăйĕн ирĕкĕ.
Чолон тав турĕ, Вадим хулĕнчен ярса тытрĕ, харăс утма тытăнчĕ.
Утма йывăр. Хирĕç вĕрекен çил ураран йăвантарас пекех тулашать. Тӳпере йывăр пĕлĕт явăнать. Çил-тăвăл вăхăтĕнчи тинĕс шывĕ тĕслĕ вăл. Çиçĕм çиçет. Ун хыçĕнчен çĕре чĕтретекен аслати кĕмсĕртетет. Тинĕсре шурă кăпăклă мăн хумсем шавлаççĕ, çыран хĕррине йăвана-йăвана тухаççĕ.
— О, тĕлĕнмелле тавралăх! — тĕлĕнет те, хĕпĕртет те Чолон. — Сирĕн чаплă Горький çил-тăвăл çинчен мĕнле сăвă çырнăччĕ-ха? Ниепле те аса илейместĕп.
— «Тăвăл хыпарçи çинчен хывнă юрă», — пулăшрĕ Вадим.
— Çапла, çапла, «Тăвăл хыпарçи çинчен...»—пушшех хĕпĕртесе ӳкрĕ Чолон. — Тинĕсе, тинĕс хĕррине, çамрăк тус! «Ан тив, вăйлăрах килтĕр çил-тăвăл!» ...Чăнах тĕлĕнмелле: Арктикăри Утравра ăшă енчи пек çанталăк пуçланса кайнă. Çиçĕм! Аслати!
Чолон сăмахĕсем, хăй кăшкăрса калаçать пулин те, ахăракан çил-тăвăл витĕр аран-аран илтĕнеççĕ.
Вадим метеорологи станцинчи приборсене сăнарĕ. Американец унтан утăм та юлмасть. Çумăр кашласа çитрĕ, пĕтĕм тавралăх курăнмасть. Вадимпа Чолон хӳтлĕхе пытанчĕç.
Çумăр, пуçланнă пекех, хăвăрт шавласа иртсе кайрĕ. Ерĕхсе кайнă аслати аякра кĕмсĕртетет. Анчах тинĕс шывĕ çаплах хумханать-ха. Причалта, хӳтлĕхре, катер силленсе тăрать.
— Ку станци начальникĕн катерĕ мар-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Чолон. — Питĕ лайăх. Атя-ха çавăнта.
— Мĕн тума кирлĕ пире катер? — ыйтрĕ Вадим.
— Аçу çăкăн пек çанталăкра станцие кайса пăхма шут тытнăччĕ. Мана ăсатнă чухне каларĕ. Ан чăрман-тăр ĕнтĕ вăл, хамăрах кайса пăхăпăр. Ав, тепĕр касă пĕлĕт килет, çумăра лексен, чирлеме те пултарать, çамрăк мар. Ун сывлăхне сыхламалла. Питĕ кирлĕ çын! Пире, вăй питти çынсене, нимĕн те мар! — хăвăрт-хăвăрт калаçрĕ американец. — Килнĕ-килнех, станцие те курмасăр каяс марччĕ ĕнтĕ.
Катер çине ларчĕç. Чолон мотор патне хăй пычĕ, анчах ниепле те хускатса яраймарĕ.
— Çамрăк тус, — терĕ вăл тарăхнă сасăпа, —моторăн темле вăрттăнлăхĕ пур пулмала. Эсĕ ăна пĕлмелле ĕнтĕ.
Вадим çак катер çинче час-часах çӳрекеленĕ. Ашшĕ ăна мĕнле хускатса янине куркаланă вăл, анчах рульне нихăçан та аллине тытса пăхман.
Сасартăк катер çинче ларакансем сывлăшалла пӳске пек сирпĕнчĕç те шыва тăрăнса анчĕç. Катер çинче пĕр вăрттăн кнопкă пур. Çав кнопкăна пуссан, сак çине ларнă ют çынсем тинĕселле вăркăнаççĕ. Вадим шăпах çав кнопкăна пусрĕ те ĕнтĕ. Ан тив, щыва кĕтĕр американец. Анратса çитерчĕ.
Шыв сивĕ мар, ишме çăмăл. Каччăн кăмăлĕ уçăлчĕ. Анчах ăçта çухалчĕ-ха Чолон? Начар ишет иккен. Еç ăнсăртран та сасартăк пулнипе тăнран каймарĕ-ши? Путса ан вилтĕр тата, пулăшмалла пулĕ.
Вадим Чолона типĕ çĕре тухма пулăшрĕ.
— О, пысăк тав сана, пысăк тав, çамрăк тус. Чутах
шыва каяттăм вĕт. Мĕнле катер вара вăл сирĕн? Минă
хунă пулнă-ши? Взрыв пулчĕ-и вара? Сиссе те ĕлкĕреймерĕм.
— Ун вăрттăнлăхĕ пур— ăнлантарчĕ Вадим. — Хуçи приборне хăйне май лартса хăварать, çавăнпа, мелне тупаймасан, катер пурне те йышăнмасть.
Хăй вара ăшĕнче çапла шухăшларĕ: «Кĕтсех тăр, сана пирвайхи зонăна илсе кайма ухмах мар-ха эпĕ».
Американецăн ĕненмеллех пулчĕ. Ара, камăн хăй ирĕкĕпе шывра çапла асапланас килтĕр? Путса вилме те пулать-çке-ха...
Шыв юхтарса таврăнакан çынсем кулса пăхса тăракан Светловпа Валентин Владимировича асăрхамарĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...