Çил-тăвăл :: Аппаратсен пӳлĕмĕнче
Çамрăк хурăн пек яштак пӳллĕ, хура куçлă хĕр аппаратсене ĕçлеме чарчĕ. Сигнал парса тăракан çутăсем сӳнчĕç.
Хĕр чӳрече патне пычĕ, шухăша кайрĕ.
Тулта тĕтре, ним те курăнмасть.
Алăк сасси илтĕнчĕ. Хĕр çаврăнса пăхрĕ, куçĕ çиçсе илчĕ: ун патне çамрăк каччă кĕрсе тăчĕ. Сăрă костюм тăхăннă вăл. Утюгпа лайăх якатнă брюки вĕçĕ айĕнчен чăпар носки курăнать. Вăл лайăх тумтир тăхăнма юратни сисĕнет. Каччăн çӳçĕ кăтра, сăнĕ-пичĕ чипер, куçĕ кăвак.
— Салам, Марина! — Каччă малалла иртрĕ.
— Салам! — Хĕр ун аллине хавассăн чăмăртарĕ.
— Ют çĕршывран наукă çыннисем килеççĕ пирĕн пата, — терĕ каччă савăнăçлă сасăпа.
— Çӳреççĕ чăрмантарса, — терĕ хĕр. — Килнинчен килменни аван. Мĕн усси пур?
— Йăнăшатăн, Марина, — килĕшмерĕ каччă. — Кама чăрмантараççĕ вĕсем? Аттене-и, пире-и? Ха-ха-ха! Кичемлĕхрен кăна çăлĕç. Ученăйсем-çке-ха, вĕренсе юлма та пулать вĕсенчен. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашăпăр. Çак тĕнче хĕрринче çĕнĕ çынсене курасси — савăнăç.
— Ан лапăртат, Вадим. Ман шутпа, шăршлама килеççĕ вĕсем, урăх ним тума та мар.
— Мĕншĕн çьшсене шанмастăн эсĕ, Марина? Саншăн пулсан, ют çĕршывран килнĕ кашни çын тăшман. Ман шутпа, хальхи саманара çын çынна ĕненмелле, пуринчен ытла ученăя хисеплемелле. Тĕнчере нумай проблемăсемпе ученăйсем пĕрле ĕçлеççĕ. Кунта икĕ çул пурăнса, пĕтĕмпех çынсенчен хăракан пулса тăнă эсĕ!
— Эх, Вадим, Вадим, — пуçне сулкаласа тавăрчĕ Марина. — Ырă чĕре пур вăхăтра та ырă пулмалла мар çав.
— Философи!
— Диалектикă!
— Ну, юрĕ, юрĕ, Марина. Итле-ха, мĕн пĕлме пултарĕç вĕсем кунта? Тинĕс шывĕн тутине-и? Сехрӳне ан хăпарт, Марина. Пĕрремĕш зонăна никам та кĕртмест вĕсене.
— Çав зонă пуррине пĕлсен вара?
— Сан шухăшупа, ют çĕршывран килекенсем пурте тăшмансем апла? Йăнăшатăн, тусăм... Итле-ха, — каччă, сасартăк тем аса илнĕ пек, хĕрпе юнашар ларчĕ, — атя Пысăк Çĕр çине куçар! Кунта пурăнса йăлăхтарчĕ ĕнтĕ.
— Чăтăмлăх çитеймест сан, — тăрăхларĕ хĕр.
— Чăтăмлăх... — вăл тăрăхланине асăрхамăш пулчĕ каччă.
— Диссертаци мĕнле вара?
— Диссертацие Пысăк Çĕр çинче те çырса пĕтерме пулĕ, сăнавсем çителĕклĕ.
Хĕр салхуланчĕ. Ура çине тăчĕ те каччă çине çӳлтен пăхрĕ.
— Вадим! Итлес килмест кун çинчен, — терĕ вăл. —
Йăлăхтарчĕ. Тĕнчене тĕлĕнтерекен ĕçрен тарма намăс!
Питӳ хĕрелмест пулсан, тар эппин... Эх, мĕн чарса тăрать иксĕмĕр хушăмăрти çыхăнăва татса пăрахма? Мĕнле вăй çыхса тăнă пире ку таранччен? Пĕрле вĕренни-и?
— Çав кăна-и? — салхуланчĕ каччă.
— Тен... Эсĕ тӳрленессине шанни?
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...