Юманлăхра çапла пулнă :: 40-мĕш сыпăк


— Хăйсене тытман-и? — ыйтрĕ Квасов.

— Çук-ха. Шыраççĕ. Тупаççех ĕнтĕ!

Çакăн хыççăн Светлов майор Илюка чĕнсе кĕртме хушрĕ те унпа хăй калаçма тытăнчĕ. Квасов васкасах таçта тухса кайрĕ. Çав калаçу вăрахчен тăсăлчĕ, анчах пĕртте допрос пек мар, аслă пиччĕшĕпе шăллĕ тăванла калаçнă пек çеç пулчĕ. Илюк милици уйрăмĕн начальникне хăй ялти лавккара ăнсăртран тӳпеттейлĕ тата хура куçлăхлă çынсене тĕл пулни, унтан вĕсем мăн çул çинче ун çĕççине илесшĕн тапăнни, кайран вĕсем Хыркассинчи чайнăйра Шатрипе тата Чалăшшипе ларса юлни, Илюк хăй лешсене епле майпа паллани çинчен тĕпĕ-йĕрепе каласа кăтартрĕ. Хăй Шупашкара мĕншĕн кайни, унта ăçта-ăçта пулни çинчен те каларĕ...

Майор ăна пĕрре пӳлмесĕр, лăпкăн, шухăша кайнă пек итлесе ларчĕ.

— Ĕненĕр мана, эп нихăш енчен те, нимĕн чухлĕ те айăплă мар... — терĕ Илюк юлашкинчен.

— Эпир сана айăплă тесе шутламастпăр та, — ун çине кăмăллăн та херхенерех пăхса илчĕ майор. — Анчах та санăн халĕ манпа пĕрле Шупашкара кайса килмелле пулать.

— Мĕн тума?

— Сана унта эпе пĕр япала кăтартасшăн.

— Мĕнле япала?

Илюк каллех пăлханма пуçларĕ. Çавна сиссе майор ăна хулпуççинчен лăпкаса илчĕ:

— Ан пăшăрхан, хăрамалли нимĕн те çук. Санăн пире кăшт кăна пулăшас пулать...

Çав самантра пӳлĕме Квасов лейтенант кĕчĕ.

— Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, тĕрĕс, — терĕ вăл. — Çĕр процентлă алиби.

Илюк, паллах, вăл мĕн çинчен каланине ăнланмарĕ, анчах майор тӳрех ăнланчĕ курăнать те — пуçĕпе сулса илчĕ. Квасова вăл Шупашкара, Хресчен çуртне, шăнкăравласа пĕлме хушнă-мĕн: Илья Ивуков çак кунсенче унта çĕр выртнă-и, çук-и? Лерисем ун пек çын пирĕн патра чăнах та икĕ каç выртнă тесе пĕлтернĕ...

Шупашкара милици «Победи» пĕр хĕрĕх минут кайрĕ.

Начальник малта шоферпа юнашар ларса пычĕ, Илюк — хыçалта пĕчченех. Çул тăршшĕпех нихăшĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Ун пек чух кирек кам та хăй сисмесĕрех питĕ нумай шухăшлать, ун пуçне тем те пырса кĕрет. Илюк та шухăшларĕ...

Чăнах та, мĕн тума илсе каять-ха ăна милици начальникĕ Шупашкара? «Санăн пире кăшт кăна пулăшмалла...» — терĕ вăл. Мĕнпе, мĕн енчен пулăшма пултарать-ши Илюк милици çыннисене? Хăй мĕн пĕлнине, мĕн курнине вăл пĕтĕмпех каланă ĕнтĕ. Вăрăсем пирки вăл урăх нимĕн те пĕлмест. Тĕлĕнмелле... Анчах начальникĕ питĕ лайăх çын иккен. Питĕ кăмăллăскер. Илюкпа калаçнă чух сассине хăпартма мар, ăна çурăмĕнчен лăпкаса та илчĕ. Лейтенанчĕ ав Илюка хăратма хăтланчĕ, кăшкăра-кăшкăра тĕпчерĕ, ак ку вара пачах урăхла пуплерĕ унпа. Шутласан милицире ун пек ырă кăмăллă çынсем пулма та пултарас çук, мĕншĕн тесессĕн вĕсен яланах путсĕр çынсемпе — тĕрлĕ преступниксемпе, вăрăсемпе, ултавçăсемпе, хулигансемпе кĕрешме тивет-çке-ха, вĕсенчен пĕри те тĕрĕссине каламасть, пурте тем тĕрлĕ суйса, улталаса хăтăлса тухасшăн. Вĕсене чăннине калаттарма тăрăшса такам та урса кайĕ!..

Начальникĕ — Светлов майор — чăнах ырламалли çын пулнă çав. Вăтăр çул ĕлĕкрех милицире ĕçлеме вăл комсомол хушнипе кайнă, малтан, паллах, ахаль милиционер кăна пулнă, анчах хăй службине питĕ йĕркеллĕ, чунтан тăрăшса туса пынăшăн ăна пĕрмай ӳстернĕ. Çав вăтăр çул хушшинче Светлов преступниксене сахал мар тытнă, оперативлă заданисене пурнăçа кĕртнĕ чух вăрă-хурахсем ăна виçĕ хутчен пăшалпа персе амантнă, çавăн хыççăн хăшĕсем — çав шутрах арăмĕ те — милицире ĕçлеме пăрахма сĕннĕ, анчах Светлов вĕсене хирĕç ал сулнă çеç:

— Эп пăрахсан, тепри пăрахсан — мĕн пулса тухать-ха ун пек? Преступниксемпе, пур ирсĕр-путсĕрсемпе кам кĕрешет? Вара вĕсем пирĕн пуç çинех хăпарса лараççĕ-иç? Çук, хаклă тусăмсем, ал-урара вăй пур чух милицирен ниçта та каймастăп эпĕ, ан та калаçăр манпа ун пирки! — тенĕ вăл.

Светлова юратнă. Хăйĕнчен аслăрах начальниксем те, хăйне пăхăнса ĕçлекенсем те, халăх та, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ĕçĕсене пур чух та тĕп-тĕрĕс туса пынă. Айăплисене нимĕн чухлĕ те каçарман, вĕсене епле пулсан та тытса ответ тыттарнă, кӳрентернĕ çынсене пулăшнă, айăпсăррисене тӳрре кăларнă. Çын айăплипе айăплă маррине вăл темле шалти туйăмпа сисме пĕлнĕ. Ку енĕпе вăл пĕрре те йăнăшман. Ĕçри опычĕ пысăк пулнă çав, çынсене пăхса витĕрех курма пĕлекен пулса çитнĕ...

Ак халĕ те вăл Юманлăхри лавккана çаратнăшăн Илюк пĕртте айăплă маррине тӳрех туйса илчĕ. Унăн малтанхи «ĕçĕпе», колонирен ярса панă хучĕсемпе паллашсан (вăл хутсем Илюк хăй колонирен таврăннă хыççăнах çитсе выртнă) Светлов хăй тĕрĕс шутланине тата ытларах ĕненчĕ. Çавăнпа кăмăллăн калаçрĕ те вăл унпа. Квасов лейтенант допроса тĕрĕс мар меслетсемпе тунăшăн ăна асăрхаттарса та илчĕ:

— Юрамасть çамрăксене ытлашши турткалама, ун пек тусан вĕсем пире шанми, милици таврашне курайми пулаççĕ те тата ытларах пăсăлма пултараççĕ. Эсĕ Феликс Эдмундович Дзержинский çула çитмен правонарушительсемпе мĕнле ĕçленине асаил! Мĕн чухлĕ çамрăк чуна пăсăлса каясран çăлса хăварнă вăл!..

— Малашне шута илĕп, — терĕ ăна хирĕç Квасов. Светлов майора вăл та хисепленĕ, ун сăмахĕсене яланах итленĕ, ĕçре унран вĕренсе пыма тăрăшнă...

...Шупашкара çитсенех майор Илюка министерствăна илсе кĕртрĕ. Анчах кунта вĕсем нумай тытăнса тăмарĕç, пĕр пӳлĕмре Илюка темиçе сăнӳкерчĕкĕ кăтартрĕç те: «Хăшне паллатăн?» — тесе ыйтрĕç. Илюк вĕсене нумай та пăхса тăмарĕ, пăрахут çинче пĕрле килнĕ Шатрипе Чалăшнине тата хăйсен ялĕнчи лавккара тĕл пулнă тӳпеттейлипе хура куçлăхлине часах палласа илчĕ.

— Çаксем, шăп та шай çаксем! — терĕ вăл çирĕппĕн. — Кусем акă манпа пĕрле колонирен килнисем, кусем — манран çĕçĕ илекеннисем... Нимĕн чухлĕ те йăнăшмастăп!

— Тавтапуç сана, Ивуков, — терĕ майор, — халь ĕнтĕ кайма та юрать. Анчах малтан эпир санпа иксĕмĕр пĕр-пĕр столовăя кĕрсе апат çисе тухăпăр. Иртенпех çимен эпĕ, санăн та хырăму выçрĕ пуль?

— Юрать ара, çийĕпĕр, — терĕ Илюк. — Киле час таврăнаймастăп пуль тесе укçа чикнĕччĕ-ха эпĕ...

— Халь ан пăшăрхан ĕнтĕ, кĕçĕрех килте пулатăн, — терĕ майор кабина алăкне уçса. — Кайрăмăр!

...Çурçĕр çитеспе вăйлă фарисемпе çутатса Юманлăха «Победа» вăркăнса кĕчĕ. Мăн урампа анса вăл çырма урлă каçрĕ те Илюксен тĕлĕнче чарăнса икĕ хутчен кăшкăртрĕ.

Çак сасса илтсен тин çеç тĕлĕрсе кайнă Анюк инке, Илюк амăшĕ, шартах вăранса вырăн çинчен сиксе тăчĕ те урамалла тухакан чӳрече патне чупса пычĕ. Тăрук пăлханса, хăраса кайнипе унăн чĕри ниçта кайса кĕрейми тапма тытăнчĕ.

«Тур çырлахтăрах, ку тата мĕне пĕлтерет? Мана хама та тытса кайма килмерĕç пуль те?..» — пĕтĕм ăс-тăна пăтратса ямалла шухăш вĕçсе илчĕ унăн пуçĕнче.

Анчах пĕр-ик самантранах пӳрте Илюк чупса кĕчĕ те ялт! электричество çутса ячĕ.

— Акă эп персе те çитрĕм, анне! — терĕ вăл хавассăн.

— Ячĕç-и? Пуçĕпех-и?.. — ун патнелле ыткăнчĕ амăшĕ.

— Айăпсăр çынна мĕн тума тытса усраччăр вĕсем? Ăна-кăна ыйткаласа пĕлчĕç те машинăпах ăсатса ячĕç, генерал пек килтĕм!

Хуйхăрса пĕтнĕ амăшĕн кăмăлне хăпартасшăн пулса Илюк юри шӳтлĕрех калаçма тăрăшрĕ.

— Выçса вилетĕн пуль паян, кӳр-ха чăкăтпа çăмарта та пулин ăшаласа парам сана! — чăланалла васкарĕ амăшĕ.

— Кирлĕ мар, анне, — ал сулчĕ Илюк, — эп тутă, мана хулара милици начальникĕ хăна турĕ, виçĕ тĕслĕ апат çитерчĕ.

— Ан тĕлĕнтер?

— Чăнах ара, ма суяс ман?

Вĕсем лăпкăн кăна çывăрма выртрĕç. Ирхине Илюк ятарласах ял Советне хăйне милицире нихăш енчен те айăпламанни çинчен «евит тума» кайрĕ.

Ăна курсан ял Совет председателĕ Кумков самаях тĕлĕнчĕ (епле пит час кăларса янă куна терĕ пулмалла), анчах Илюкпа кăшт калаçсанах лăпланчĕ.

— Мана хама та эсĕ тепĕр хут айăплă пулас пек туйăнмарĕ çав, — терĕ вăл. — Ну, халь ĕнтĕ пурнăç çинчен шухăшлас пулать, шăллăм. Ĕçлеме тытăнатăн-и, вĕренес тетĕн-и...

— Вĕренетĕп малтан, — терĕ Илюк.

■ Страницăсем: 1 2