Юманлăхра çапла пулнă :: 39-мĕш сыпăк
Ку таранччен те Илюкăн кӳренмеллисем нумай пулнă ĕнтĕ, усал çынсем ун чĕрине сахал мар ыраттарнă, тепĕр чух тӳсме çуккипе вĕри куççулĕпех макăрма та тӳр килнĕ, анчах кĕçĕрхи каç урамра пулса иртнĕ шăв-шав ăна нихçанхинчен те хытăрах пырса тиврĕ. Мĕн кăна каласа намăслантармарĕ, епле кăна хăртмарĕ, кӳрентермерĕ ăна Натали амăшĕ! Ытла та ним вырăнне хумасăр, çĕр çинчи чи ирсĕр чĕр чунсемпе тан-лаштарса вăрçрĕ вĕт-ха... Мĕншĕн?
Нимĕншĕн те мар, ним айăпсăрах.
«Вăрă, бандит, ристан... Ма таврăнтăн пуль эсĕ, лерех пĕтмеллеччĕ санăн...»
Ой, йывăр-çке пĕр сăлтавсăр сăмах илтме, çав тери йывăр! Вĕсем çынна сывлайми туса лартаççĕ, пĕтĕм ăш-чике вут-çулăмпа çунтараççĕ, кăмăла çапса хуçаççĕ вĕт!..
Çĕрĕпех, ирчченех асапланчĕ Илюк, ниепле те çывăрса каяймарĕ. Аптранă енне çенĕкре темиçе çул хушши çакăнса тăнă табак çулçине лутăркаса чикарккă чĕркесе чĕртрĕ. Колонири мастерскойĕнче ĕçленĕ чух вăл Куприян Иванчпа пĕрле кăшт турткаланăччĕ, анчах киле таврăннăранпа çăвара чĕлĕм таврашĕ пĕрре те хыпман. Халĕ ак ăшĕ çуннипе ирĕксĕрех туртса ячĕ. Хаяр тĕтĕм тӳрех пуçа пырса çапрĕ, ӳсĕртнĕ пек турĕ, Илюк кăмăлĕ пушшех пăтранса кайрĕ те, вара пушшех çывăрасси пулмарĕ.
«Вăрă, баидит, ристан...»
Натали амăшĕ пĕтĕм урам илтмелле кăшкăрнă çак сăмахсем Илюк хăлхинчен тухма пĕлмерĕç.
Ывăлĕ мĕн тери асапланнине амăшĕ пĕтĕмпех сиссе выртрĕ, ăна лăплантарма тăрăшрĕ, çав йĕксĕк сăмахĕсене хăлхана чикме те кирлĕ мар терĕ, анчах ывăлне ним айăпсăр кӳрентернĕшĕн хурланса, ăна хĕрхенсе хăй те татăлсах макăрчĕ.
Ирхине, çăлтан ăсса кĕнĕ сивĕ шывпа пит çунă хыççăн, Илюк сасартăк амăшне хăй хулана кайма шут тытни çинчен каларĕ.
— Мĕн тума? — тĕлĕнчĕ амăшĕ.
— Тен, ăçта та пулин ĕçе вырнаçма пулĕ, — терĕ Илюк. — Çакăн пек намăслантарса пĕтернĕ хыççăн ялта пурăнаймастăп эпĕ...
— Ах, ан калаç-ха ун пек! — хăрасах кайрĕ амăшĕ.— Ахаль те икĕ çул уйрăм пурăнтăмăр, киле килни виç эрне те çук. Ямастăп эп сана ниçта та...
— Ан чар, анне. — Илюк сĕтел пуçне ларчĕ те лăпкăн калаçма пуçларĕ: — Е пĕр-пĕр завода, е стройкăна ĕçлеме кĕретĕп те каçхине шкулта вĕренетĕп. Çын пулас пулать манăн!
— Каллех... мĕн те пулин пулса тухмĕ-ши? Çавăнтан хăратăп тата эпĕ, ывăлăм... — çав тери хурлăхлăн пăхрĕ ун çине амăшĕ.
— Кун пирки ан та шухăшла, халь тин эпĕ пĕчĕк ача мар, мĕнрен мĕн пулассине чухлатăп, текех ĕмĕрне те йăнăшассăм çук, — лăплантарчĕ Илюк.
Чылай калаçса ларчĕç вĕсем, Илюк хăй мĕн-мĕн шухăшлани çинчен мăн çын пекех ĕнентермелле калаçрĕ те, амăшĕ нумаях хирĕçлесе тăмарĕ, килĕшрĕ:
— Кайса пăх эппин, анчах, тархасшăн, нумай ан çӳре, атту эп каллех пăшăрханма пултаратăп...
Илюк вара çав кунах Шупашкара кайрĕ. Хытă кӳреннĕскер, çынсен куçĕ умне курăнас килменнипе вăл урампа мар, ял хыçĕпе кайма шут турĕ, анчах хăйсен хапхинчен тухнă-тухман, пачах та кĕтмен çĕртен, Наталие тĕл пулчĕ, — вăл çырма енчен пăру хăваласа килет-мĕн. Пĕрне-пĕри курсан вĕсем иккĕшĕ те хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç.
— Ăçта кайма тухрăн капла? — хуллен кăна ыйтрĕ Натали Илюк умĕнче чарăнса.
— Тупăнчĕ-ха каймалли, — терĕ Илюк.
Вĕсем хире-хирĕç пăхса тăчĕç, анчах калаçма сăмах тупăнмарĕ. Каçхине мĕн пулса иртнине астуни вĕсене иккĕшне те иментерчĕ пулмалла çав.
— Эс мана тем пекех çилленетĕн пуль ĕнтĕ... Каçар, — терĕ унтан Натали.
— Сана мĕншĕн çилленес? Эс айăплă мар вĕт, сан аннӳ темшĕн çав териех урса кайрĕ...
— Эп ăна паян уншăн питĕ хытă вăрçрăм.
— Вăрçнинчен мĕн усси? Акă халь эсĕ манпа тăнине курсан та каллех сиксе ӳкет-ха сан çине.
— Хăрамастăп эп унран. Атте ман майлă. Вăл та паян аннене ятларĕ.
Илюк чĕнмерĕ, Натали çинчен куç илмесĕр пăхса тăчĕ. Чăнах та, хĕр пулсах кайнă иккен Натали. Ытарма çук чипер... Çавăнпах амăшĕ унăн кашни утăмнех сыхласа çӳрет пулмалла.
— Нумайлăха каятăн-и? — ыйтрĕ Натали.
— Çук, пĕр-ик куна çеç.
— Эс мана хăв çинчен пĕтĕмпех каласа памарăн вĕт-ха, асту, çавна ан ман. Пурпĕрех калаттаратăп...
Натали хăйĕн пиçсе çитнĕ хăмла çырли тĕслĕ çӳхе тутипе йăл кулса илчĕ те пăрушне хăваласа пралукалла кĕрсе кайрĕ, Илюк ун çине тата пĕр-икĕ хутчен те çаврăнса пăхса анаталла утрĕ. Çырма урлă каçса ял вĕçне тухсан вăл ялпо лавккин алăкĕ уççине курчĕ те ун еннелле пăрăнчĕ.
«Çул çине пĕр-пĕр йӳнĕрех пирус илсе чикес-ха...»
Лавккара унăн заведующийĕ Прокопий Васильевич Зайкинсăр пуçне урăх никам та çук, прилавок хыçĕнче пĕчченех тăрса вăл хăй умĕнчи хутсем çине пăха-пăха шут шăрçисене шутарать — темле отчет хатĕрлет пулмалла. Алăкран кĕрсенех Илюк ăна сывлăх сунчĕ, Зайкин ун çине куçлăхĕ урлă пăхса: «Килех», — терĕ те каллех хăйĕн ĕçне тума тытăнчĕ. Пĕлтĕр çеç туса лартнă пысăк лавккара тавар нумай иккен, вĕсене пурне те йĕркеллĕ, тирпейлĕн вырнаçтарса тухнă — пĕтĕмпех куç умĕнче, кама мĕн кăмăла каять — çавна туян. Ялти лавккара лайăх япаласем çакăн пек нумай пулнине Илюк пĕрре те курманччĕ-ха, çавăнпа та вăл хăй сисмесĕрех прилавок çуммипе хуллен утса кантăк хупăллă ещĕксенче выртаканнисене те, сентресем çинчисене те йĕрки-пех пăхса пычĕ. Чăнах та тем те пур — йĕпрен пуçласа ылтăн сехет, сăмса тутринчен пуçласа хаклă пальтосем, ачасем вылямалли теттесенчен пуçласа моторлă велосипед таранах илме пулать иккен тăван Юманлăхра! Илюка кирлĕ япаласем те нумай, анчах вĕсене илме хальлĕхе унăн укçи çук-ха çав, малтан укçине ĕçлесе тупас пулать...
Илюк çапла тавар курса çӳренĕ хушăра Прокопий Зайкин ун çине темиçе хут та пăха-пăха илчĕ. Илюк камне, вăл нумай пулмасть ăçтан таврăнса килнине лавкка хуçи лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та ăна питех шанмасть — кам пĕлет, тен, вăл хуçи сисиччен мĕн те пулин хĕстерсе чикме шутлать? Анчах хăй нимĕн те шарламарĕ. Юлашкинчен Илюк ун патнелле çаврăнса пырса тăчĕ те:
— Лайăх лавкка туса лартнă эсир, — терĕ. — Хулари пекех...
— Аптрамасть, — ун çине каллех куçлăхĕ урлă пăхса илчĕ Зайкин.
— Таварĕсем те нумай...
— Кӳренместпĕр.
— Мана пĕр виç çĕр грамм премĕк пар-ха. Тата пĕр пачка «Прибой».
— Туртма вĕрентĕн те-им?
— Ыт ахальтен çеç. Хулана кайма тухрăм та, çул çинче кичем пуласран мăкăрлантарма кирлĕ пулать.
Зайкин ăна малтан «Прибой» пирус илсе пачĕ, унтан пĕремĕк виçме тытăнчĕ. Çав вăхăтра лавккана Илюк палламан икĕ арçын пырса кĕчĕç. Иккĕшĕ те кивĕрех костюм тăхăннă, пĕри улăм шлепкепе, хура куçлăхпа, тепри пуçне шап-шакла хыртарнă та лĕпки тĕлне кăвак тӳпеттей лартса янă, аллинче сулăмлă тимĕр туя.
— Ыр кун пултăр ыр çынсене! — терĕ çав шакла пуçли лавккана кĕнĕ-кĕмен.
— Килĕрех, — пуçĕпе сулса илчĕ Зайкин.
— Хăна тумăн-ши пире, хуçа? Иртенпех утатпăр та, тем урасем ыратакан пулчĕç, пыршăсем те самаях пĕрĕнчĕç курăнать...
— Тархасшăн, суйлăр мĕн кирлине, — аллипе сентресем еннелле сулчĕ Зайкин.
— Пĕр чĕрĕкне пар-ха эс пире. Ну, çыртмалли те кирлĕ мĕн те пулин.
— Акă лайăх консервăсем пур. Шпрот, кильки.
— Тавай килькине. Çăкăр таврашĕ çук ĕнтĕ санăн?
— Сутмалăх çук, анчах хам валли килтен илсе килнинчен пĕр татăк юлнă акă, тиркеместĕр пулсан...
Тухса каймаллискерех, Илюк çак çынсене курнипе тытăнса тăчĕ. Темле ырă шухăшпа çӳрекен шанчăклă çынсем пек туйăнмарĕç ăна вĕсем. Вăл прилавок çумне тайăнчĕ те ĕçлĕ пулас тесе кĕсйинчен пĕр пĕремĕкне кăларса ерипен чăмлама тытăнчĕ. Тӳпеттейлĕ çынни эрех кĕленчине уçса чӳрече умне лартрĕ, унтан консерв банкине тытрĕ.
— Уçмалли тупăнать-и санăн? Çĕçĕ-и, мĕн-и...
— Ун пек струмент çук вара, тытмастпăр, — терĕ Зайкин.
— Эккей, мĕнпе уçас-ха эппин? — Тӳпеттей çавăнтах Илюк çинелле пăхрĕ. — Тен, санăн пур, çамрăк юлташ?
Илюк пĕр сăмахсăрах хăй киле таврăнсан тунă çутă авăрлă хуçмалла çĕççине кăларса пачĕ.
— Э-э, пите капăр япала-çке ку санăн! — çĕççе аллинче çавăркаласа пăхрĕ леш çынни. — Мĕнле маçтăр туса пачĕ кун пекех?
— Хам турăм, — терĕ Илюк.
Тӳпеттейли консерв банкине лăтăр-лăтăр касса уçрĕ те çĕççе йĕм çумне шăлса илсе Илюка каялла пама тăчĕ, анчах çав вăхăтра прилавок хыçĕнчен Зайкин аллине тăсрĕ:
— Кӳр-ха, эп те курам...
Çĕçĕ ăна та килĕшрĕ.
— Хитре струмент! Чăнах та хăвах турăн-и? — шанмасăртарах ыйтрĕ вăл Илюкран.
— Эпĕ слесаре вĕреннĕ вĕт, — терĕ Илюк.
— Мĕн... лере-и?
— Ийя. Разряд та пур манăн.
— Эппин, эсĕ пĕр-пĕр мастерскойĕнче ним мар ĕçлеме пултаратăн? Çапла-и?
— Хулана çавăн пирки каятăп-ха...
— Пит аван ку. Тĕрĕс шут тытнă. Кашни çыннăн хăйĕн ĕçлесе тăранас пулать, ыттисем ĕçлесе туни çине шанса сăр хуртла пурăнма юрамасть.
Ку ĕнтĕ Илюка шак хурса калани пулчĕ, анчах Илюк ăна сисмен пек турĕ. Леш çыннисем ĕçме-çиме тытăнчĕç. Илюк хăйĕн çĕççине хуçлатса чикрĕ те лавккаран тухса утрĕ.
«Нумайччен çавăн пек куçран тĕкĕç-ха мана... — ассăн сывласа илчĕ вăл. — Анчах та эпĕ хама тӳрре кăларатăпах. Пăрахтаратăп хам çинчен çавăн пек калаçма...»
Тепĕр сехетрен Илюк шоссе патне çитрĕ те пĕр тĕмеске çине ларчĕ. Çак вырăна вăл икĕ çул каялла килтен тухса тарнă сĕм тĕттĕм каç килнĕччĕ. Ун чухне хăйне кĕç-вĕç хуса çитсе тытаççĕ пуль тесе питĕ хăранăччĕ. Анчах халь акă нимрен хăрамалли те çук. Унăн чĕри таса, кăмăлĕ лăпкă, вăл никамран та тармасть, пытанмасть, хулара хăйне валли майлă ĕç тупса ĕçленĕ хушăрах шкулта та вĕренес ĕмĕтпе каять...
Шупашкар еннелле машинăсем пĕрин хыççăн тепри ыткăнса иртрĕç, анчах çак ял тĕлĕнче пĕри те чарăнса тăмарĕ — пурте туллипе каяççĕ. Илюк ларнă çĕре темиçе хĕрарăм пырса тăчĕç — хăшĕ панулми, хăшĕ çу, çăмарта йăтнă, хула пасарне сутма каяççĕ курăнать.
— Грузовиксем халь çынсене питех лартасшăн мар çав, — терĕ пĕри иртсе каякан машинăсем çине пăхса. — Кĕçех акă Советскипе Етĕрне автобусĕсем пулаççĕ пуль-ха.
Анчах автобуса чылай кĕтме тиврĕ. Ахаль ларма кичеммипе Илюк çĕрте выртакан пĕр чĕрĕ патака тытрĕ те çĕççине кăларса ăна тикĕслеме, шуратма, якатса туя тума тытăнчĕ. Хĕрарăмсем типĕ курăк çине выртса тĕлĕрсе кайрĕç, вăл вара пĕчченех хутран-ситрен шоссе çине пăха-пăха вăрахчен аппаланса ларчĕ.
— Вăй патăр! — сасартăк такамăн хулăн сасси илтĕнсе кайрĕ ун пуçĕ çийĕнче.
Илюк картах сиксе çӳлелле пăхрĕ те çав тери тĕлĕнчĕ: ун умĕнче паçăр хăйсен ялĕнчи лавккара курнă икĕ çын тăраççĕ. Вĕсем ăна тӳрех палласа илчĕç пулмалла.
— Мĕн ĕçлетĕн? — ыйтрĕ тӳпеттейли ун патне кукленсе.
— Автобус кĕтетĕп, — терĕ Илюк.
— Сут-ха çĕççӳне, вăл мана ытла та кăмăла каять! — аллине тăсрĕ лешĕ.
— Хама кирлĕ, сутмастăп, — пуçне пăркаларĕ Илюк.
— Эсĕ хăвна валли татах тума пултаратăн! Ахаль илместĕп вĕт санран, укçалла. Мĕн чухлĕ парас?
— Ним чухлĕ те кирлĕ мар. Сутмастăп.
— Ан кутăнлан ĕнтĕ, ачам, ме сана халех çирĕм пилĕк тенкĕ! — Тӳпеттейли çавăнтах кĕсйинчен вăрăм кăвак хут туртса кăларчĕ.
— Ытла нумай паратăн, пасарта ун пек çĕçĕ пилĕк тенкĕ те тăмасть, — кăмăлсăр пулнă пек асăрхаттарчĕ шлепкелли.
— Пултăрах, мана япали килĕшет пулсан эпĕ хакĕшĕн нихçан та тăмастăп, Ну? Килĕшрĕмĕр-и? Асту, кайран ӳкĕнетĕн акă, кун пек хак сана мансăр пуçне пĕр ухмах та памасть!
— Тĕрĕс сăмах, — терĕ шлепкелли, — сут часрах, май килнĕ чух.
Илюк кăштах шухăша кайнă пек пулчĕ те — килĕшрĕ: укçине лайăх параççĕ, киле таврăнсан вăл кун пек çĕçĕ иккĕ-виççĕ те тума пултарать, шеллесе тăрас мар!
Часах вĕсем кĕтсе ларнă тĕле таçтан таврăнакан грузотакси çитсе чарăнчĕ, ытти çынсемпе пĕрле ун çине Илюкăн çĕнĕ «тусĕсем» те ларчĕç, анчах Хыркассине çитсенех иккĕшĕ те анчĕç.
— Чипер кай, ачам, çĕççӳшĕн тавтапуç! — аллипе сулса хăварчĕ тӳпеттейли.
Шофер çул хĕрринчи чайнăя апат çиме кĕнĕ пирки пассажирсен Хыркассинче пĕр хушă кĕтмелле пулчĕ. Пурте тенĕ пекех машинăран тухрĕç те — пĕрисем каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕç, теприсем чайнăйне те кĕрсе тухрĕç. Шыв ĕçес килнипе Илюк та йăпăрт чупса кĕчĕ, буфетран васкасах пĕр бутылка лимонад илсе стена çумĕнчи сĕтел патне пырса тăчĕ. Унтан тутлă шыва стакана ярса ĕçнĕ чух ăнсăртран пӳлĕм кĕтессинелле пăхрĕ те унти сĕтел хушшинче хăй халь кăна пĕрле килнĕ шлепкеллĕ тата тӳпеттейлĕ çынсемпе юнашар леш Шатрипе Чалăшши ларнине курах кайрĕ.
Çăтма тăнă шыв та чутах пыра ларатчĕ пулас. Илюк чыхăнса кайрĕ, лимонадри газ сăмсана пырса çапрĕ. Ак япала, каллех тĕл пулма тӳр килчĕ вĕт çав шуйттансемпе!.. Мĕн туса çӳреççĕ-ши вĕсем кунта? Çитменнине, Шатрипе Чалăшши леш улăм шлепкеллипе тӳпеттейлине лайăхах паллаççĕ пулмалла — питĕ туслăн калаçса лараççĕ вĕсемпе. Акă тем калаçнă май тӳпеттейли йĕм кĕсйинчен Илюк çĕççине кăларса Шатрипе Чалăшшине кăтартрĕ, çав самантрах Шатри ăна хăй аллине илсе пăхма тытăнчĕ...
Тăрук çилĕ килнипе Илюк тарласах кайрĕ. Вăл çав тери тăрăшса тунă хитре япала хăй çак самантра никамран та ытларах курайман ирсĕр çын аллине лекрĕ! Кăна пĕлнĕ пулсан Илюк хăйĕн çĕççине çĕр тенкĕпе те сутас çукчĕ çав.
«Ма ухмахлантăм пуль!..» — хăйне хăй вăрçса илчĕ вăл.
— Кам манпа пырать — тухăр! — кăшкăрчĕ çав вăхăтрах апат çисе тăраннă шофер. Илюк кĕтесре ларакансем çине тата тепĕр хут шăтарас пек, çилĕпе пăхса илчĕ те урамалла тухрĕ. Машина тапранса кайсан та çавсен сăнĕсем куç умĕнчен кайма пĕлмерĕç. Мĕн Шупашкара çитичченех шухăшласа пычĕ вăл вĕсем çинчен.
«Пурте пĕр йышшискерсем, тахçанхи туссем пулмалла... Шатрипе Чалăшши — вăрăсем, эппин, кусем те таса çынсемех мар. Кам пĕлет, тен, вĕсем халĕ пĕр-пĕр çĕрте çаратасси çинчен калаçса татăлма тĕл пулчĕç?..»
Вăл каллех хăйĕн çĕççине çав тӳпеттейлĕ çынна сутса янăшăн ӳкĕнсе илчĕ.
Киле Илюк виçĕ кунтан таврăнчĕ.
Кăнтăрла пулин те амăшĕ темшĕн фермăра мар, килтех. Илюк ун çине пĕрре пăхсанах вăл тем пирки хытă пăшăрханнине сисрĕ. Макăрса та илнĕ пулмалла — куç хупаххисем хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе тăртаннă.
— Мĕн эсĕ ытла пит салху сăнлă, чирлемерĕн пулĕ-çке? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Илюк. — Е мĕн те пулин пулнă-и?
— Пулнă çав, шутсăр хăрушă ĕç пулнă! — ассăн, хурлăхлăн сывласа илчĕ амăшĕ.
— Мĕскер тата апла?
— Ĕнер каç темле вăрă-хурахсем пирĕн ялти лавккана çаратса тухнă, ним те хăварман, таварĕсене машинăпах тиесе кайнă теççĕ. Халăх кунĕпе шавларĕ. Милицисем килсе тулнă, шышчăк йытă та илсе килнĕ терĕç...
— Хурал пулман-им вара лавкки патĕнче? — тĕлĕнерех ыйтрĕ Илюк.
— Хуралĕ пулнă, Улатимĕрĕ алăк умĕнчех ларнă, анчах вăррисем ăна пуçран çапса тăнсăр тунă та Вăкăр варĕнчи кĕпер айне кайса пăрахнă тет.
Илюка çав самантрах хăйсем Шупашкарти магазина шăтарса кĕрес умĕн Матрос унти хĕрарăм хуралçăна çапса ӳкерни аса килсе кайрĕ. Мĕн тери тискер вăл çавăн пек ним айăпсăр, ним пĕлмен-сисмен çынна тăрук хыçалтан пырса çапса тăнсăр туса ӳкересси! Урнă кашкăр йышши çын кăна тума пултарать çав ун пек!..
Амăшĕ çав вăхăтра ун çинчен куç илмесĕр, ăшĕнче калама çук пăлханса пăхса ларчĕ.
— Илюк, — терĕ вăл унтан хуллен. — Эп сан пирки питĕ хăратăп-çке, ачам...
— Ман пирки? — картах сикрĕ Илюк. — Мĕн хăрамалли пултăр ман пирки?
— Ара... темшĕн-çке ял Совет секретарĕ Микки ик-виç хут та килсе кайрĕ. Халь те таврăнман-и Илюк, питĕ кирлĕччĕ тет.
— Мĕн-ха вара уншăн?
— Ара, сан пирки тем усал шутламаççĕ-ши тетĕп-çке. Анчахрах тĕрмерен таврăннă, лавккине çаратнă каç шăпах килте пулман...
— Ну, ку пустуй сăмах вара, ахалех пăшăрханатăн, анне! — хăй те пăлханнă пулсан та амăшне лăплантарма пикенчĕ Илюк. — Эпĕ вăл каç ăçта пулни паллă, Шупашкарти Хресчен çуртĕнче çывăрнă. Манăн çĕр выртнăшăн укçа тӳлени çинчен квитанци те пур.
— Ăна та шута илмĕç вĕсем. Тытĕç те — айăпласах хурĕç...
— Ун пекки пулма пултараймасть вăл, анне!
Шăп çав самантра урам хапхин пĕчĕк алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнчĕ. Илюкпа амăшĕ пĕр харăсах чӳрече витĕр пăхрĕç те хăйсен кил хушшине ял Советĕнчи ватă сторож Илтемен мучипе пĕр милиционер кĕрсе крыльца еннелле утнине курчĕç.
— Ак!.. Каларăм вĕт сана... — пăшăлтатса илчĕ те Илюк амăшĕ кăвакарсах пыракан тутипе, тăрук касса кайнă чĕрине аллипе тытса сак çине ларчĕ. — Ахальтен мар, сана тытмах килеççĕ... Каллех пуçланчĕ пирĕн хурлăх... Пĕтрĕмĕр!
Чăнах та, лешсем Илюка илсе кайма пынă иккен.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...