Юманлăхра çапла пулнă :: 31-мĕш сыпăк
...Ун чухне хула урамĕсен ик енĕпе те салтаксем пек йĕркеллĕн тăрса тухнă пĕр евĕр хитре çăкасен çулçисем те пăч-пач саралма тытăннăччĕ — ку ĕнтĕ ылтăн кĕркунне пуçламăшĕ пулчĕ — çав тери юратмалла, илемлĕ, чуна савăнтаракан вăхăт!
Илюка хула варринчи хĕрлĕ çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи пысăк пӳлĕме — суд тăвакан зала илсе кĕнĕ чух унта халăх лăках тулнăччĕ. Милиционер Илюка пӳлĕм варринчи уçă вырăнпа уттарчĕ, хăй ун хыççăн пычĕ. Пĕтĕм халăх: арçынсем, хĕрарăмсем, ваттисем, çамрăкраххисем — пурте карах ун çине çаврăнса пăхрĕç, хăйсем хушшинче тем пăшăлтатрĕç, анчах Илюк никама та курмарĕ, милиционер хушнипе аллисене каялла тытса, ниçталла пăрăнкаламасăр, çĕрелле пăхса утса пычĕ.
Пукан речĕсенчен иртсен ăна сылтăмалла пăрăнма хушрĕç, унтан вăл пĕтĕм пӳлĕмрен карлăкпа картланă çӳллĕрех вырăна хăпарчĕ. Кунта стена çумнерех пухăнса хайхи «капăр каччăсем» — Жора, Макс тата Сержик лараççĕ иккен. Малтан вĕсене хăйсене уйрăм суд тунă пулин те халĕ, вĕсем паян судпа айăпланакан преступниксемпе çыхăнни паллă пулнă май, — ун çинчен Илюк та следователе каласа панăччĕ-ха, — вĕсене çĕнĕрен суд тума илсе пынă-мĕн. «Капăр каччăсем» пурте Илюк çине сивĕ куçĕсемпе пăха-пăха илчĕç, анчах нихăшĕ те нимĕн те чĕнмерĕ.
Илюк вĕсенчен аяккарах ларчĕ те тинех залри çынсем çинелле пăхрĕ. Мĕн тума пухăннă кун чухлĕ халăх? Нивушлĕ курма килнĕ? Анчах суд тунă çĕрте мĕн интересĕ пур-ха? Спектакль мар вăл, кино та мар...
Илюк куçĕ пӳлĕмри ретсем тăрăх шума пуçларĕ. Вăл хăйĕн амăшне шырарĕ. Килнĕ-ши, килмен-ши?.. Суд хыççăн хăйне таçта инçете илсе кайиччен тепре курса юласчĕ хуть ăна! Çак юлашки эрнесенче, решетке хыçĕнче ларнă вăхăтра, амăшĕ уншăн нихçанхинчен те хаклăрах пулса кайрĕ çав, Илюк пуринчен ытларах хăй çинчен мар, амăшĕ çинчен шухăшларĕ, ăна хĕрхенсе пурăнчĕ.
Амăшĕ курăнмарĕ. Килмен-ши вара вăл? Тен, паян суд тăвасси çинчен пĕлтермен ăна? Тен, сасартăк чирлесе ӳкнĕ?..
Тепĕр енчи стена çумĕнче те, Илюк ларакан вырăн пекех, урайĕнчен чылай çӳллĕ вырăн пур иккен, ăна та карлăкпа картланă. Анчах унта кăштах кукшаланма пуçланă, сухалне яп-яка хырнă, туллирех питлĕ, пысăк хура куçлăхлă çын пĕччен ларать. Ун умĕнчи сĕтел çинче кĕнекесем, хутсем выртаççĕ, вĕсене вăл тек уçа-уçа пăхкалать. Суд пуçлансан тин пĕлчĕ Илюк çак çын кам иккенне: вăл прокурор пулнă-мĕн, преступниксене патшалăх ячĕпе пуринчен те хытăрах айăплаканни.
Мĕн калĕ-ши вăл Илюк пирки?..
Çав прокурор умĕнчех, аялта, ыттисем пек пӳлĕме урлă мар, пӳлĕме тăрăх лартнă пукансен речĕ тăрать. Вĕсем çине те çынсем шăкăриех вырнаçса ларнă. Çавсем хушшинче вара Илюк хăйĕн амăшне асăрхарĕ. Вăл та Илюк çине куç илмесĕр пăхать. Халĕ вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç те амăшĕ темиçе хутчен пуçĕпе сулса илчĕ, унтан çавăнтах сарă тутрин вĕçĕпе куçне шăлма тытăнчĕ, — каллех хурланса кайрĕ пулмалла ĕнтĕ, каллех куççульне чараймасть, мăнтарăн...
Анчах амăшĕ хальхинче те пĕччен килмен иккен — унпа юнашар Нина Васильевна. Вăл та Илюк çинчен куç илмерĕ, ăна аллипе никам сисмелле мар сулчĕ.
Çакăнта, хăйне кĕç-вĕç суд тума тытăнмалли мăн пӳлĕмре, амăшĕпе Нина Васильевна пурри Илюка тăруках вăй кĕртсе янă пек пулчĕ. Темĕн чухлĕ ют çын, ним палламан, пĕлмен, ăна вăрă-хурах вырăнне çеç шутлакан çынсем хушшинче пĕр-пĕччен мар вăл! Чăнах та ĕнтĕ, амăшĕ те, Нина Васильевна те ăна хӳтĕлесе нимĕн тума та пултарас çук, çапах та уншăн темле шанчăк пур пек туйăнать.
Залри халăх сасартăк хускатнă хурт вĕлли пек кĕрлесе кайрĕ, чылайăшĕ вырăнĕсенчен сике-сике тăчĕ. Илюк алăк еннелле пăхрĕ те икĕ милиционер хушшинче (пĕри малта, тепри кайра) Артист утса пынине курчĕ. Ах, хăйне мăннăн тытать-çке вăл, пуçне каçăртнă, никам çине те пăхмасть, хăй кăштах кулнă пек те тăвать пулмалла! Ахальтен мар унăн хушамачĕ Баринов иккен, халăх хушшипе çакăнти пур çынсем те йĕрĕнсе, кураймасăр пăхакан вăрă-хурах мар, пĕр-пĕр улпут утса пырать тейĕн!.. Вăл картлашкасем тăрăх çăмăллăн чупса хăпарчĕ те карлăк хыçне кĕрсен çывăхри пукана пĕррех урипе шутарчĕ, ларнă-ларман пирус кăларса çăварне хыпрĕ. Унтан пĕр милиционер еннелле çаврăнчĕ те пуçĕпе сцена çинче вылянă пек пулса илчĕ:
— Пардон, гражданин начальник! Тиверттер-ха, эпĕ хамăн зажигалкăна килте рояль çинче манса хăварнă, — терĕ.
Милиционер ăна спичка çутса парсан Артист пĕр урине тепĕр ури çине хурса çăварĕнчи çăра тĕтĕме юриех халăх еннелле ункăн-ункăн кăларса яма тытăнчĕ. Вăл çакăн пек хăтланнă пирки суд итлеме пынă çынсем çилĕпе пăшăлтатма тытăнчĕç:
— Пăх-ха ăна, епле герой ларать... Пуринчен те аслă пек! Йытă ĕнтĕ, чăн-чăн йытă, намăссăр!
Унтан зала пĕр харăсах виçĕ хĕрарăма илсе кĕчĕç те халăх шавласа кайрĕ. Илюк вĕсене тӳрех палласа илчĕ — милиционерсем хушшинче Малани, ун патне пĕрмай çӳрекен пуклак Катюк тата утрав çине япаласем пытарса килнĕ каç кĕрсе выртнă Рыбацкая слободари хваттер хуçи.
«Пурне те пухнă...» — шухăшларĕ Илюк.
Карлăк хыçне пырса ларсан Малани йăпăрт кăна Артиста ал пачĕ, унтан Илюка куçĕпе çунтарса илчĕ те Артистпа пĕрле пирус мăкăрлантарма тытăнчĕ.
Илюк каллех амăшĕпе Нина Васильевна еннелле пăхрĕ. Вĕсем ларакан ретре Илюк паллакан çынсем татах пур иккен... Илюк амăшĕнчен икĕ çын урлă вĕсем Матроспа иккĕшĕ кĕрсе çаратса тухнă хваттерти сар çӳçлĕ хĕрача, кайран милицие пырсан Илюка палласа илни, ларать-мĕн. Следователь ун чухне ăна темиçе хутчен те Рита терĕ. Унпа юнашар пĕтĕмпех хура тум тăхăннă кăн-кăвак çӳçлĕ карчăк ларать. Ку çав хĕрачан кукамăшĕ пулмалла. Вĕсене кунта, судра, хăйсене мĕнле çаратни çинчен калама илсе килнĕ ĕнтĕ!
Çапла çав, прокурор умĕнчи ретре пĕтĕмпех свидетельсем. Илюк вуçех палламаннисем те пур вĕсем хушшинче — вăрăсем хула хĕрринчи урамри магазина çаратма тытăннине никамран малтан сиссе милицие пĕлтернĕ комсомолец-бригадмилец Калаков та, Кувшинкăри ватă пулăç Михей мучи те, ыттисем те.
Урайĕнчен чылай çӳллĕ сцена çинче симĕс пуставпа витнĕ сĕтел, ун çинче хулăн кĕнекесем выртаççĕ, анчах сĕтелĕ хушшинче хальлĕхе никамах та курăнмарĕ-ха, унăн пĕр пуçĕнче кăна кăтра çӳçлĕ хитре хĕрарăм хутсем пăхкаласа ларчĕ.
— Ма пуçламаççĕ-ха тата? Пурне те илсе килчĕç пулас ĕнтĕ...
— Темме-çке! — Илюкран инçе те мар калаçса илчĕç икĕ арçын. Вĕсем çинелле çаврăнса пăхсан Илюк хăй патне темиçе хут та пырса калаçса кайнă хĕрарăм адвоката палласа илчĕ. Вăл куçĕпе аллинчи тетрачĕ çине тăрăннă та тимлесех вулать...
Чăнах та, судпа айăпланмаллисене пурне те илсе пыман-мĕн. Тепĕр вунă минутран милиционерсем зала çӳллĕ, тĕреклĕ, лаша пек пит-куçлă, шăрт пек хĕрлĕ сухаллă арçынна илсе кĕртрĕç.
«Ку кам тата?» — тĕлĕнчĕ Илюк ун çине пăхса. Анчах ăна çывăхрах илсе пырсан — палласа илчĕ: ку вăл Илюксем хваттер çаратнă каçхине япаласене утрав çине леçсе паракан кимĕ хуçи, Мăн Иван текенни, иккен. Милицисем ăна та çавăрса илнĕ!
Сасартăк шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ. Пурте сцена çинелле пăхрĕç, шавлама та чарăнчĕç.
— Суд идет! Прошу встать! — терĕ сĕтел хушшинчи кăтра майра, вара пурте — залра лараканнисем те, карлăк хыçĕнчисем те пĕр сăмахсăрах кĕшĕл-л... ура çине тăчĕç. Çав вăхăтрах сцена хыçĕнчи алăкран виççĕн — икĕ вăйпитти арçынпа пĕр хĕрĕх çулсенчи тулли питлĕ хĕрарăм тухса сĕтел патнелле пычĕç. Хĕрарăмĕ варрине ларчĕ, арçынĕсем — унăн ик енне. Вĕсем вырнаçсан вара залри çынсем те, айăпланаканнисем те каллех ларчĕç. Пĕр-икĕ минут шăпах пулчĕ, сĕтел хушшинчисем пĕр-пĕринпе тем калаçса илчĕç, унтан варринче ларакан хĕрарăм ура çине тăчĕ.
— Судебное заседание считаю открытым. Слушается уголовное дело по обвинению...
Çапла суд пуçланчĕ.
Ку таранччен Илюк судра нихçан та пулса курман, суд йĕркисене те пĕлмен, çавăнпа та ăна халь пĕр енчен интереслĕ пек те туйăнчĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вăл хăй çак судра айăпланаканнисенчен пĕри пулнине те мансах кайрĕ. Тĕлĕнмеллисем те нумай пулчĕç, анчах суд малалла пынă май ытларах та ытларах кӳренме тиврĕ...
Следователь патĕнче пĕр-пĕринпе тĕл пултарнă чух Малани, плахая персе, Илюка вуçех палламан пек пулчĕ, анчах кайран, участокри милиционер Илюка Малани патĕнче курнине каласа парсан, тата больницăри ватă сестра та Илюк чирлĕ чух Малани ун патне «амăшĕ» тесе çӳренине ĕнентерсе каласан, Маланин текех тунса тăма май килмен. Халĕ вара вăл Илюка çав тери варалама, пĕтĕм айăпа ун çине тиесе ăна путарса лартма тăрăшрĕ. Илюк хăйсем çинчен следствире пĕтĕмпех тӳррипе, ним пытармасăр каласа панăшăн, вĕсене «сутнăшăн» тавăрчĕ ĕнтĕ вăл... Малани калани тăрăх, Илюка вăрлама никам та вĕрентмен, ирĕксĕрлемен, вăл Маланипе тĕл пуличченех «чисти шăпана» пулнă иккен, Атăл хĕрринче, пристаньте çын кĕсйисене ухтарса çӳренĕ, вăрланă пиншаксем сутнă, Малани ăна хăй патне чăнах та ытлашши пăсăлма парас мар, тĕрĕс çул çине тăратса çын тăвас шутпа илсе пынă, анчах Илюк вăрлама пăрахман, пĕррехинче темле ӳсĕр çын костюмне хывса илсе пынă, анчах Малани çав костюма каялла кайса пама хушнă имĕш...
Çаксене итлесе Илюкăн пĕтĕм çӳç-пуçĕ тăрса кайрĕ. Мĕн тери суйма, мĕн тери хăрушла элеклесе калама пултарать иккен намăсне пуçĕпех çухатнă çын!..
Нумай пăтратрĕç, темĕн те пĕр шухăшласа кăларчĕç вăрăсем хăйсене епле те пулсан тӳрре кăларма тăрăшса, пулманнине пулнă пек турĕç, пулнисене пытарма пикенчĕç е пачах урăхла, тӳнтерле çавăрса хучĕç. Анчах темле тăрăшсан та усси пулмарĕ! Судьяпа заседательсем, унтан тата прокурор çине-çинех хĕреслĕ-пирлĕ ыйтусем парса, преступниксен ирсĕр ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларакан фактсем, документсем кăларса хурса, вĕсен суйисене пĕр вĕçĕм палăртса хĕснĕçемĕн хĕссе пычĕç. Паллах ĕнтĕ, вĕсене свидетельсем те нумай пулăшрĕç. Юлашки вăхăтра тунă преступленисене уçса панă чух вара пуринчен ытларах Илюк каласа кăтартнисем усăллă пулчĕç. Илюк пурин çинчен те питĕ тĕплĕн, ним пытармасăр каларĕ çав, вăл каланă чух итлекенсем тĕлĕнсе кăна ларчĕç, хĕрарăмсенчен нумайăшĕ ăна хĕрхенсе хурланса та илчĕ...
Суд ултă куна пычĕ, ултă кун хушши пысăк залра ларма-тăма вырăн пулмарĕ, шала кĕрейменнисем коридорта кĕпĕрленсе, пĕр-пĕрин урлă карăнса тăчĕç, — вăрăсене калама çук тарăхнă халăх вĕсен тискер ĕçĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулнă мар-и!
Малтанхи кунсенче Илюк судра çынсем мĕн-мĕн калаçнисене йĕркеллех итлесе, пĕтĕмпех астуса пычĕ, унтан ывăнса çитрĕ те унăн пуçĕнче пĕтĕмпех пăтрашса кайрĕ. Залри çынсен сăнĕсем те вăхăчĕ-вăхăчĕпе темле пĕрлешсе пĕр çын сăнĕ пек курăнакан пулчĕç, преступ-никсемпе свидетельсен сăмахĕсем те хутăшса кайрĕç, судăн уйрăм-уйрăм сыпăкĕсем çеç уçăмлăн аса кĕрсе юлчĕç.
Сăмахран, акă судăн виççĕмĕш кунĕнче кивĕрех сăран пиншак тăхăннă, пуçĕ пĕтĕмпех çаралса юлнă пысăк кăвак уссиллĕ çынна астурĕ вăл. Çав старик Илюксем вăрланă япаласене утрав çине илсе пырса пытарнине курнă та хăйĕн мăнукĕ урлă часрах милицие пĕлтернĕ иккен. Çавăн çинчен каласа панă хыççăн вăл калама та çук хĕрсе кайрĕ те вăрăсене чи хаяр сăмахсемпе çунтарса намăслантарма тытăнчĕ...
— Мĕн çитмест вĕсене? Мĕншĕн вăрлаççĕ, халăх пурлăхне мĕншĕн çаратаççĕ? Выçă лараççĕ-и вĕсем, ĕç çук-и вĕсем валли, ĕçлесе тăранма пултараймаççĕ-и? Çук, пĕртте уншăн мар! Вĕсем иртĕнсе кайнипе, мăнтăрпа, ĕçлес килменнипе, çĕр çинчи аçа хуртла, сăвăсла, харам пырла кăна пурăнасшăн пулнипе çавăн пек хăтланаççĕ! Эпир, ваттисем, хальхи çамрăксене чăн-чăн телейлĕ те савăнăçлă пурнăç туса патăмăр, — çав пурнăçшăн эпир кĕрешнĕ, патша тĕрмисенче ларнă, каторгăна кайнă, мăшкăлне те тӳснĕ, юн та сахал мар тăкнă, выççине те, сиввине те курнă, анчах парăнман, çĕнтернĕ, хамăрăн телее шăлпа кăшласа илнĕ!.. Шуррисем ман аттене персе пăрахни çинчен пĕлсен эпĕ, вунултă çулхи ача, аннерен вăрттăн килтен тухса кайрăм — анчах вăрласа-çаратса çӳреме мар, фронта, хамăра пусмăрласа пурăнакансене хирĕç çапăçма! Эпĕ çирĕм çула çитиччен мана ултă хут амантрĕç, эпĕ вутра та çуннă, шыва та путнă, анчах çăлăнса тухнă та каллех çапăçăва кĕнĕ. Вăл çапăçусенче манăн çĕршер те пиншер туссем пуçĕсене хучĕç, — ĕмĕр-ĕмĕр çăмăл пултăр вĕсен тăпри, — вĕсем халĕ те манăн куçăм умĕнче... Анчах çаксем çине пăхăр-ха эсир, вĕсем мĕн хăтланаççĕ? — Старик аллине вăшт! тăсса Илюксем ларнă еннелле кăтартрĕ. — Курăр, епле ăйăрсем лараççĕ пирĕн умра! Пит çăмартисенчен пӳрнепе пуссан юн пĕрхĕнсе тухать вĕт! Мĕн чухлĕ вăй вĕсенче! Кашнине уйрăм плуга кӳлсен те ним мар çерем çĕтме пултараççĕ. Анчах ăçта хураççĕ вĕсем хăйсен вăйне? Хамăрăн совет çыннисене, хамăрăн тăвансене, вĕсен ĕçлесе тупнă пурлăхне çаратма, пусмăрласа туртса илме! Ват карчăксемпе пĕчĕк хĕрачасене çыхса пăрахма, хĕрсен аллисене пăрса сехетсем туртса илме! Çынсене çĕçĕпе яшлаттарма! Шухăшласан тĕлĕнсе хытса каймалла, юлташсем!.. Ăçта вĕсен намăс, ăçта чыс, совеç? Çавăн пек хăтланса çӳренĕ хыççăн çынсем çине мĕнле куçпа пăхма пултараççĕ вĕсем?..
— Çук вĕсен нимĕн те — намăс та, чыс та!
— Этем сăнне çухатнă вĕсем! — кăшкăрма тытăнчĕç старик сăмахне итлесе пăлханса кайнă çынсем унтан та кунтан.
— Нимле каçару та, нимле хĕрхенӳ те пулма пултараймасть вĕсемшĕн! — терĕ старик тата хытăрах. — Эпĕ вĕсене çав тери хытă айăпласа чи пысăк наказани пама ыйтатăп!
— Тĕрĕс!
— Хăшне-пĕрне персе пăрахас пулать! — каллех кăшкăрма тытăнчĕç залра ларакансем хушшинчен.
Судья вĕсене аран лăплантарчĕ...
Унтан тата çакă нихçан та манмалла мар асра юлчĕ: свидетельсем хушшинче хайхи «капăр каччăсенчен» пĕрин, Жора тенин, амăшĕ те пулнă. Шап-шур çӳçлĕ лутрарах пӳллĕ хĕрарăм профессор судья унран хăйĕн ывăлĕ пирки ыйтма пуçласан нумай та калаçса тăраймарĕ, сулахай аллипе чĕри тĕлĕнчен ярса тытрĕ те пукан çине лап! ларчĕ, унтан сулăнса кайса урайне ӳкрĕ. Ăна çавăнтах виççĕн-тăваттăн тытса залран çĕклесе тухса кайрĕç.
Илюк амăшĕ те, малтанах пĕрмай куççульне шăла-шăла ларнăскер, суд умне тухса тăрсанах макăрма тытăнса нимех те йĕркеллĕн калаймарĕ.
— Хамах айăплă пултăм пуль çав... Усаллине вĕрентменччĕ те, пăхсах çитереймерĕм. Киле ют çынна илсе пырса йăнăш турăм, пĕтĕмпех çавăн пирки пулса тухрĕ...
Анчах Нина Васильевна, хăй тĕллĕн çине тăрсах свидетеле çырăннăскер, çав тери лайăх каларĕ. Илюк шкулта мĕн тери сăпайлă ача пулни çинчен те, вăл яланах тăрăшса вĕренни, ыттисемшĕн тĕслĕх пулни çинчен, юлташĕсене пулăшни, обществăлла ĕçре яланах малта пулни çинчен те нумай каласа кăтартрĕ ватă учительница.
— Эпĕ ĕнтĕ ватă педагог, хама ачасен психологине пĕлекен çын тесе шутлатăп, — терĕ вăл. — Ивуков — нимĕн чухлĕ те пăсăлнă ача мар, унăн чунĕ таса-ха, унăн ăш-чикки вараланман, унран малашне питĕ лайăх, халăхшăн усăллă çын пулма пултарать. Эпĕ çакна çирĕп ĕненсе, шанса тăратăп, судьясене ман шухăшсене шута илме ыйтатăп.
Хĕрарăм адвокат та çавăн майлах каларĕ. Илюк тунă преступленисемшĕн вăл пĕтĕмпех Маланипе Артиста айăпларĕ, вĕсене хытăрах ответ тыттарса Илюка каçарма ыйтрĕ. Унăн çыпăçуллă та ĕнентерӳллĕ сăмахне итленĕ хыççăн Илюк чĕринче пĕчĕк кăна шанчăк та çуралчĕ: тен, чăнах та нимех те тумĕç ăна, тен, каçарĕç?.. Ах, вара...
Судьяпа заседательсем хыçалти пӳлĕме кĕрсе приговор çырса тухичченех, пĕр виçĕ сехет хушши, çапла шухăшларĕ Илюк. Анчах приговор вуласа парсан вара шанчăк сӳнчĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...