Аххаяс-маххаяс :: 4. Кивçен парăм
Май уявĕ умĕн çанталăк çуллахиллех ăшăтса ячĕ. Пĕр-икĕ кунтах тавралăх ешĕлленчĕ. Юр айĕнчен тухнă çӳп-çапа пуçтарса илсен, асфальта шăлса тасатсан, çул хĕрринчи юпасем çине тĕслĕ-тĕслĕ ялавсем çакса тухсан, кафесемпе ресторансен умне сарă, кăвак шăналăксем кара-кара тухсан хулана уяв сăнĕ çапрĕ. Çын та йышланчĕ урамсенче. Ватă-вĕтĕ хăпса тухрĕ. Тĕрĕслесе пăхмалла, фонтансене уçрĕç те, ача-пăча сасси тавралăха хупласа хучĕ. Хĕлĕпе тунсăхланă хыççăн мăннисем те фонтансем çине пăхса тăма вăхăт тупайрĕç. Кашниех тенĕ пек пĕр самантлăха та пулин чарăна-чарăна тăрать.
Тахçанах асăрханă çакна: çил çине тухсан пăсăлнă кăмăл лайăхланать, çунакан кăвайт çине пăхса тăрсан чун уçăлать. Шавласа сирпĕнекен шыв çине пăхни те çавах иккен. Самантлăха та пулин хуйхă-суйхă манăçать, йывăр шухăш çăмăлланать. Çавăнпах, пĕр çавăнпах васкаканни те чарăнса тăрать, чунне лăплантарать. Ку чухне пурнăç хавасĕ кашнинех тивĕçмест.
Ман çума пысăк сетка çĕкленĕ арçын пырса тăчĕ. Шăппăн, никама та чăрмантарам мар-ха тенĕн. Сеткине çурăм хыçне тытрĕ те пĕр хушă хускалми тăчĕ. Анани Элешкин пулчĕ ку. Милицире ĕçлесе пенсие тухнă çынпа уйрăлми çӳрекенскер паян пĕчченех пулни шухăшлаттарчĕ. Юлташу ăçта тесе ыйтасах килчĕ те, шарламарăм.
Пăрăнса кайма кăна тăнăччĕ, лешĕ килсе те тухрĕ. Килĕнче те çапла сассине шеллемесĕр калаçать-ши? Элешкина курнă-курман кĕрлеттерсе калаçма пуçларĕ.
Элешкин пуçне лăнк усрĕ.
Ĕнтĕ вĕсем маншăн та пач ют çынсемех пек туйăнма пăрахнă, çавăнпах çаксен калаçăвне хăлхана чиксе тăрас килчĕ.
— Ни картишĕнче курмастăп сана, ни урамра тĕл пулмастăп. Пульницара выртман-и?
— Çук-ха, унта лекме Турă ан хуштăрах. Пĕлетне?
— Çук çав, пĕлместĕп. — Ку ĕнтĕ арăмне пытарнă хыççă аптăрасах кайнă пулĕ тесе шутларăм кăна.
— Пĕлетне? — терĕ те Элешкин алăри сеткине çĕре çавăрса çапма хатĕрленчĕ. Сулсах ячĕ, анчах вĕçертмерĕ. Шел пек туйăнчĕ пулас. — Эпĕ те пайхуша тухрăм.
— Мĕн тетĕн? — кăшкăрсах ячĕ милицире ĕçлесе пенсие тухнă çын.
— Виçĕ уйăх ĕнтĕ «Мичуринец» садра хуçи пăрахнă дачăра пурăнатăп. Юрать, буржуйка пур та, хутса ăшăтма пулать.
— Ан калаç-ха.
— Арăмăн качча кайнă хĕрĕ икĕ ачипе каялла амăшĕ патне таврăнчĕ. Пропискăна тăрасшăн. Ун валли пурăнмалли лаптăк çитмест. Арăм калать, атя, эс ниçта та каяс çын мар, сана хураттарар та хĕрĕме çыртарар тет. Эп, ухмаххи, тыт та килĕш. Арăм пурăннă чухне шăпăртах çӳретчĕ. Çĕре кĕчĕ те... Арăмăн хĕрĕх кунĕ те çитменччĕ, тытăнчĕ çак мана хăвалама. Япаласене пуçтарчĕ те алăк урлă кăларса ывăтрĕ. Çав кунах алăк çăрине такама чĕнсе улăштарттарчĕ. Ай чĕлхи, ай чĕлхи. Ĕмĕрне илтмен сăмахсемех илтме тиврĕ.
— Кур-ха эс, — терĕ Элешкин юлташĕ, саккун йĕркине пĕлекенскер пуçне кăна пăркаларĕ.
— Суд та сан хутна кĕмĕ çав. Прописка хураттарнă.
— Малтан шухăшласах турĕç пулĕ тетĕп.
— Аплах мар пулĕ-ха. Арăмупа килĕштерсех пурăнаттăр мар-и?
— Унпа килĕштернĕ-ха. Хăй çуратнă ачапа арçынна суйласа илмелле чухне хĕрарăм яланах ачи майлă пулать. Çавăнпа пулĕ тетĕп, малтанах вăрттăн пăшăлтатса татăлнă пулĕ тетĕп.
— Арçын илсе килесшĕн ĕнтĕ, çавăнпа эсĕ ытлашши пулнă.
— Çапла та пулĕ.
— Сан хăвăн хĕрӳ пур вĕт-ха. Кай та пурăн ун патне. Элешкин тарăхса алă сулчĕ кăна. Шăп çак самантра Элешкин çине пăхса илес килчĕ. Тарăхупа тулнă-ши куçĕсем? Кантăк пек çуталса тăраççĕ. Нихçан хухми, пĕтми хуйхă палли çапла курăнать-ши?
Тăруках чухласа илме пулмарĕ. Упкере сывлăш чĕптĕмĕ юлмиччен хашлатса сывларĕ те Элешкин хăй кăна илтмелле каласа хучĕ:
— Кайрăм. Кĕртмерĕ.
— Каçармасть ĕнтĕ вăл сана, — ун хутне кĕрес терĕ юлташĕ.
— Унпа мар. Темле Элешкин тупăннă. Ывăл ачипе хĕр ачи иккĕн тан пирĕн кукаçи кĕтӳ кĕтет, суйса ан çӳре кунта тесе кăна тăраççĕ. Зоя мана палламасть. Силисса çĕре кĕнĕ. Аçу пулатăп эпĕ терĕм те, ху пек алкашсене кайса суй терĕ.
— Ялта паллакансем пурах ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ юлташĕ.
— Никама та курăнса çӳрес килмерĕ. Тухрăм та утрăм каялла. Аслă çул çине тухиччен те ял еннелле çаврăнса пăхас килмерĕ.
Элешкин юлташĕ çумнерех шуса тăчĕ те пăшăлтатрĕ:
— Пар-ха пĕр вунă тенкĕ. Пĕрре те апат çимен паян.
— Эп сана тахçанах çĕр тенкĕ панăччĕ. Манман-и?
— Паратăп, паратăпах тавăрса. Çитес уйăхран эпĕ те пенси илме тытăнатăп.
— Апат валли мар-ха, «Дина» туянма ыйтатăн.
Элешкин шарламарĕ. Унăн юлташне тавăрса калама сăмахĕ тупăнмарĕ.
Пĕр Элешкин вырăнне тепĕр Элешкин йышăннă чухне Шупашкарта та килсĕр-çуртсăрсен, пайхушсен йышĕ пĕтме кăна мар, чакма та тытăнмĕ тесе шухăшларăм та пăрăнса утрăм.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...