Юманлăхра çапла пулнă :: 26-мĕш сыпăк
...Магазин çаратма тăнă каç, хăйсем лекме пултарассине вăхăтра сиссе мачча çинчен анса тарсан, Артист тӳрех хӳме урлă сикрĕ. Тем сăлтавпа-çке, Матрос унран чылай кая юлчĕ, çавăнпа та Мамаев капитан ăна пĕрре пенипех лектерчĕ.
Хăйсен пистолечĕ çав каçхине Артист аллинче пулнă. Çырма тăрăх тарма тытăнсанах Артист милицисене хирĕç виçĕ хут персе ячĕ те малалла ыткăнчĕ. Сăрт çине хăпарса çитеспе вăл каллех самантлăха чарăнса тăрса хăйсене хăвалакансем еннелле ним тĕллемесĕр-тумасăр тата икĕ хут персе пĕр милиционера амантрĕ, хăй вара çырмаран сиксе тухрĕ те умра курăнакан пахча еннелле чупрĕ. Çӳллех мар решетке урлă вăл вăшт кăна ывтăнса каçрĕ, унтан çатрака йывăç тĕмисем ăшне чăмрĕ, каллех темле çырмана йăванса анчĕ, ун тăрăх кăштах чупсан татах хӳме çине пырса тăрăнчĕ, ун урлă та ним мар сиксе каçрĕ, унтан вăрă çулне каллех тепĕр пахча пӳлчĕ, каллех хӳме, татах сăрт, çырма...
Артист пуçĕнче çак вăхăтра нимĕнле шухăш та пулмарĕ, ăна пĕртен-пĕр туйăм — милицисен аллине чĕррĕн лекесрен хăрани çеç малалла хăваларĕ. Унăн пиншакĕ-шăлаварĕ çуркаланса-çĕтĕлсе пĕтрĕ, карттусĕ таçта çухалса юлчĕ, туратсем, саваламан хăмасем, пăтасем чĕркеленипе аллисенчен, пичĕ-куçĕнчен юн сăрхăнчĕ, анчах та вăл çакна ним чухлĕ те туймарĕ, малаллах, малаллах вăркăнчĕ. Кам пĕлет, тен, сунарçăсемпе хаяр йытăсем хупăрласа илме пуçланă кашкăр çавăн пек ним çине пăхмасăр, хăранисĕр пуçне урăх нимĕн те туймасăр ыткăнать-и! Тискер кайăкăн та пурăнасси килет çав...
Юлашкинчен вăл, çав тери ывăнса, сывлайми пулса çитнĕскер, тӳрех хире чупса тухса, нӳрĕ курăк çине касса янă йывăç пек ластлатса, месерле тăсăлса выртрĕ. Унăн чĕри мăлатук пек шаккарĕ, тăнлавĕсенчен те юн сиксе тăчĕ, алли-ури чарусăр чĕтрерĕ, ăшĕ пиçнипе, тӳсме çук шыв ĕçес килнипе чĕлхи çăвар маччи çумне çыпăçа-çыпăçа ларчĕ. Таврара шăпах, ниçта пĕр сас та илтĕнмест. Тĕпсĕр тӳпере пин-пин çут çăлтăр йăлтăртатать.
«Хăтăлтăм пулас!.. Тытаймарĕç! — ассăн сывласа ярса шухăшларĕ Артист. Çав самантрах хăйĕн тусĕ çинчен аса илчĕ: — Матрос мĕнле-ши? Ăна çулсах илчĕç-ши вара? Шел... шанчăклă юлташчĕ, ун пеккине часах тупас çук...»
Йăпăртлăха вăл Илюка та аса илчĕ, анчах çав «шĕпĕн» çинчен шухăшлас та килмерĕ унăн. Хăйсене тарса хăтăлма кансĕрлесрен ăна вĕсем юри магазинра хăварчĕç вĕт-ха, урам енчен милици машини пырса тăрсанах вĕрен пусмана ятарласа татса ячĕç: халь тин вăл мĕн тума кирлĕ вĕсене? Чăрмав кăна! Хăйсен вăрă пурнăçĕнче вĕсем çамрăксене пĕрре кăна мар çавăн пек пăраха-пăраха хăварнă ĕнтĕ, нихçан та шеллесе тăман.
Пĕр çур сехет пек выртсан, çан-çурăмри тар типсен вăл шăна пуçларĕ, чĕтреме тытăнчĕ. Тĕрĕссипе, ку шăннă пирки те мар, нервсем «вылянипе» пулчĕ… Артист тăрса ларса йĕри-тавралла, çăлтăрсем пекех пин-пин çутăпа ялкăшакан хула çине пăхса илчĕ те майĕпе ура çине тăрса Атăл еннелле утрĕ. Çулсăр-мĕнсĕр, тӳрĕрен тӳрĕ кайрĕ вăл, эшкертен татăлса юлнă пĕччен кашкăр пек.
— Нивушлĕ Матрос лекрех пулĕ? Апла пулсан пĕр пилĕк-ултă çул кураймастпăр ĕнтĕ пĕрне-пĕри...
Унăн ытларах та ытларах шыв ĕçесси килчĕ. Çавăнпа та вăл кирпĕч сарайĕсенчен чылай аякран пăрăнса, чăнкă çыранри йывăç тураттисенчен çăтăр-çатăр тыткаласа Атăл хĕррине анчĕ те, пĕчĕк ача пек кукленсе ларса шыва йĕкĕр ывçипе ăса-ăса тем таранччен ĕçрĕ. Пуçĕнче унăн нимĕнле татăклă шухăш та пулмарĕ-ха: хăш еннелле каймалла халь, ăçта çĕр каçмалла, малашне мĕн тумалла?.. Çак самантра Малани патне кайма мар, хулана пырса кĕме те шикленмелле — мур пĕлет, тем пулса тухма пултарать унта! Нимĕн те паллă мар вĕт-ха...
Вăл шыв хĕррипе кăшт кăна анаталла утрĕ те сасартăк умра пĕр пысăках мар кимĕ тăнине курах кайрĕ.
Ярăнтарас леш енне! Унта — вăрман, пĕр-икĕ кун пурăнас çавăнта, кайран-малтан мĕн тумалли курăнĕ.
Сулăмлă чулпа икĕ-виç хут çапсанах кимĕпе унăн кĕсменĕсене питĕрнĕ çăраççи ванса кайрĕ, Артист кимме шывалла çăмăллăнах тĕксе антарчĕ. Тепĕр икĕ минутран вăл çыранран чылай аякра пулчĕ.
— Ара, мĕн хăтланатăп-ха эпĕ, ухмах! — хăйне хăй вăрçса илчĕ вăл кăшт тăхтасан. — Тул та çутăлса килет ĕнтĕ, часах йăлтăрах курăнакан пулать, пĕр-пĕччен çын кимĕпе пынине асăрхасан мана шăкăрт кăна çаклатма пултараççĕ-иç! Вĕсен вĕшлисем мана халь чĕлхисене кăларса ярсах шыраççĕ пуль-ха!
Шăпах çав вăхăтра лăпкă Атăл варрипе пĕр çур километр тăршшĕ сулă юхса анни курăнчĕ, ăна икĕ пĕчĕк пăрахут — буксирсем — анаталла туртаççĕ. Артист васкасах хăй киммипе çав сулă вĕçне ишсе тухрĕ те ун çумне вырнаçрĕ.
— Капла шанчăклăрах пулать...
Атăл леш енне каяс шухăша та пăрахрĕ вара вăл, сулăпа пĕрле Рыбацкая слобода тĕлне çити юхса анчĕ те унта, сулăран уйрăлса, çырана тухрĕ. Анчах киммине мĕн çумне те пулин кăкарас вырăнне вăл ăна каялла тĕртсе ячĕ — юхса кайтăр çăва шăтăкне, урăх кирлĕ мар ăна çак çурăк валашка! Хăй сăрт çумне усал кăмпа пек çыпăçса ларнă пĕчĕкçеç пӳрт патне хăпарса çĕрпе танах тăракан чӳречинчен хуллен кăна шаккарĕ, — çак лапчăк пӳртре вĕсем артистка хваттерĕнчен вăрласа тухнă япаласене утрав çине пытарса таврăннă хыççăн икĕ кун пурăннăччĕ...
Кил хуçи — çӳçĕ-пуçĕ арпашса кайнă, кантăк пек куçлă, кукăр ураллă лăпăр-лапăр хĕрарăм — чӳречерен пĕрре пăхсанах Артиста палласа илчĕ те пĕр сăмахсăрах уçса кĕртрĕ, анчах хăй çапах та çав тери хăраса, пăшăлтатса ыитрĕ:
— Мĕн пулчĕ капла? Çын сăнĕ çук-çке санăн...
— Уншăн эсĕ питĕ хитре, — тарăхнă сасăпа мăшкăлласа илчĕ унран Артист.
— Пĕчченех-и? Ăçтан килсе тухрăн?
— Нимĕн те ан ыйт, — ал сулчĕ вăрă çенĕкрен пӳртелле кĕрсе. — Çăвар чӳхемелли пур-и сан мĕн те пулин?
— Таçта тĕпĕнче кăштах юлнăччĕ пулас...
— Ярса пар-ха часрах...
Хăйсемпе кĕçĕр мĕн-мĕн пулса иртни çинчен Артист çак хĕрарăма пĕр сăмах та каламарĕ, хĕвел тухсан Малание чĕнсе пыма хушрĕ çеç.
— Анчах асту, питĕ сыхланса çӳре. Усал куçсем нумай ку чухне, куçăхтарма пултараççĕ! — асăрхаттарчĕ вăл хăйне çав тери кăмăла кайман хĕрарăм çине йĕрĕнерех пăхса.
— Чухлатăп ара, чухлатăп, — пуçне тайрĕ лешĕ. Унтан Артист çенĕке тухса выртрĕ те çур минутра нах вилнĕ пек çывăрса кайрĕ. Хĕвел Атăл леш енчи вăрмантан çӳлерех хăпарсан алăка тул енчен мăн çăрапа питĕрсе кил хуçи Малани патне тухса йăкăртатрĕ.
Уголовнăй розыскра ĕçлекен Урусовпа Тукмаков хăйсен пуçлăхĕсем хушнипе Кувшинка тĕлĕнчи улăх утрав çинче виçĕ кун та виçĕ каç пытанса ларчĕç, анчах усси нимĕн чухлĕ те пулмарĕ — утрав çине никам та пымарĕ. Ватă пулăç Михей мучи ирсерен вĕсем валли ĕçмелли-çимелли илсе пырсан кашнинчех пăшăрханса ыйтрĕ:
— Ну, тăванăмсем, сунар мĕнлерех пырать? Кашкăрсем халĕ те килсе тухмарĕç-и ха?
— Кашкăрсем кăна мар, йытă çури те курăнмарĕ-ха, никам та килмест, сисрĕç пулмалла эпир вĕсене кĕтсе ларнине, — терĕç ăна хирĕç Урусовпа Тукмаков кăмăлсăрланса.
— Капла эпир кунта хĕле кĕричченех хĕвел çинче пиçсе выртма пултаратпăр, анчах усси...
Чăнах та çав, çынсăр утрав çинчи тĕмĕсем ăшĕнче ним тĕлсĕр ларса пурăнни такама та йăлăхтарма пултарать. Çамрăк çыншăн вăл пушшех йывăр ĕнтĕ. Уголовнăй розыск çыннисенчен пĕри — Тукмаков — шăпах çамрăк, пĕлтĕр кăна çартан таврăннăскер пулнă, хулара ăна çураçнă хĕрĕ кĕтет-мĕн, çавăнпа та вăл иккĕмĕш кунĕнчех ăшталанма тытăнчĕ:
— Ним усси те пулмасть кунта ларса пурăннипе! Систернĕ вĕсене кам та пулин... Начальника кайса каласа пăхас...
Анчах розыск органĕсенче çирĕм çул ытла ĕçленĕ Урусов ăна хирĕç кула-кула илчĕ çеç:
— Туй ачи эсĕ, шăллăм, шăп та шай туй ачи! Тăпăрт-тăпăрт сиксе илнипех ĕç пулать тетĕн пулĕ. Çук, шăллăм, пирĕн ĕçре çав тери пысăк тӳсĕм кирлĕ... Кун пек çеç пулать-и тепĕр чух! Вăтăрмĕш çулта, колхозсем тума тытăнсан, эпир кулаксен пĕр бандине тытма тăрăшса Сăр вăрманĕнче вун икĕ кун лартăмăр! Çимелли те, туртмалли те пĕтсе çитрĕ, пырса паракан та çук, чут выçса вилеттĕмĕр, çапах та лартăмăр...
— Тытрăр-и вара хуть?
— Тытмасăр тата! Виççĕшне, чăнах та, персе ӳкермелле пулчĕ, анчах тăваттăшне пурпĕрех чĕррĕн тытса çыхрăмăр. Хаçата та çырса кăларчĕç кайран пирĕн çинчен.
— Камсем пулнă вара вĕсем?
— Каларăм-çке, кулаксен банди! Утаманĕ — çĕрме пуян ывăлĕ, шурă гвардеец пулнăскер, тăванĕсене раскулачит тунăшăн коммунистсемпе комсомолецсене, активистсене вĕлерсе çӳренĕ. Хăйсене кăна мар, вĕсен çемйисене те — ватти-вĕтти-мĕнĕпех — тиркемен... Пĕтĕм тавралăх хăракан пулса çитнĕччĕ çак бандăран, ялĕ-ялĕпе колхозран каялла тухма тытăнчĕç, мĕншĕн тесен кусем колхоза кĕрекенсене пурне те çунтарса яратпăр тесе сăмах сарнă. Тытрăмăр вара çавсене, икĕ кун сыхларăмăр, çапах та — лектертĕмĕр. Питĕ мухтарĕç пире уншăн...
— Ну, эпир сыхлаканнисем — вĕт-шаксем кăна-ха вĕсем, — терĕ Тукмаков парăнасшăн мар пулса. — Ун пек çăрттансемех мар...
— Тĕрĕс мар калаçатăн, шăллăм, — ун куçĕнчен кăмăлсăр пăхрĕ Урусов. — Вăрăсем пурте халăхшăн сиенлĕ, çавна ан ман эсĕ. Паян вăл хваттер çаратса тухнă тейĕпĕр, анчах кайран, вăхăтра тытса чармасан, вăл патшалăх банкне те кĕрсе кайма пикенет. Çавăнпа та кашнинех тытас пулать, пĕр преступлени те ахаль, айăплисене тупса ответ тыттармасăр юлмалла мар.
Засадăра ларни тăваттăмĕш талăк çине кайсан Урусов çапах та ăна начальник патне ячĕ:
— Пĕлсе кил, малашне мĕн тума шутлаççĕ вĕсем? Анчах асту, ниçта та тытăнса ан тăр...
Тукмаков хуларан çав кунах, хĕвел аннă тĕле таврăнчĕ.
— Ну, мĕнле? Мĕн калаççĕ пуçлăхсем? — тӳрех ыйтрĕ Урусов.
— Ларăр, кирлĕ пулсан çулталăкĕпех лартатпăр терĕç...
— Тукмаков ассăн сывласа илчĕ. — Пĕр сăмахпа каласан, эпир санпа халь чăн-чăн Робинзонсемех пулатпăр курăнать. Вуланă-и эсĕ хăçан та пулсан çавăн пек кĕнеке?
— Ăна эпĕ эс катăк йĕмпе чупнă чухнех вуланă, — терĕ Урусов.
— Ну, вот... Эсĕ Робинзон, эпĕ — Пятница. Килĕшетĕн-и çавăн пек? Сухал ӳстерсе яратпăр, кайăк-кĕшĕк, пулă тытса çиетпĕр. Хăш чух пĕçерсе, хăш чух — чĕрĕллех...
— Çитĕ камитленме, тулкăллă калаç! — çилленме пуçларĕ Урусов. — Сана эпĕ ĕçпе янă пуль?
Тукмаков вара ăна иртнĕ каçхине хулара мĕн пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпех каласа пачĕ.
— Пирĕн пуçлăхсен шучĕпе, пур çĕрте те пĕр шайкках пулнă, магазина та леш артистка хваттерне тасатса тухакансемех кĕнĕ, — терĕ вăл юлашкинчен. — Ирĕкре юлнисем çав-çавах утрав çине пыраççĕ, çавăнпа та ним те ан шарлăр, лăпланса пурăнăр хăвăрăн курортăрта тесе ячĕç...
— Мĕнех вара, — терĕ Урусов килĕшӳллĕн, — пирĕн ĕç — пуçлăхсем мĕн хушнине тăвасси. Ларăпăр. Кĕтĕпĕр.
— Анчах мĕн чухлĕ кĕтмелле пулĕ-ши? — ыйтрĕ Тукмаков хăйĕн çак çынсăр утрав çинче пурăнас килменнине пытармасăрах.
— А хуть те мĕн чухлĕ пултăр. Эрне тĕк — эрне, уйăх тăк — уйăх, пирĕншĕн пурĕ пĕр мар-им? Служба!
— Сана калама лайăх, эс ват çын... — мăкăртатса илчĕ Тукмаков. — Мана вăт Нина кашни каç кĕтет, эпĕ кун пек пытанса пурăнсан вăл хăй валли урăххине те тупма пултарать...
— Ан пăлхан, ан пăлхан, шăллăм, юрататех пулсан пăрахмĕ, — кулса илчĕ Урусов. — Тен, сан телее, çак кунсенче таврăнăпăр-и-ха?
— Тем пекчĕ!
— Тӳс, шăллăм, чăт!
Чăнах та çак калаçу хыççăн вĕсен нумаях та кĕтмелле пулмарĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...