Чи пĕчĕк патшалăх :: Чи пĕчĕк патшалăх


Вăрçăрах тăхăнса çӳренĕ гимнастеркине каска çине хывса хунă та тăрăшсах суха пуç юсать этем. Ĕçшĕн тунсăхласа-тĕмсĕлсе çитнĕ пулас вăл; аллисем ытла вăр-вар, ĕçе тĕплĕ тăвас тесе тăрăшни, шутсăрах хыпкаланни сисĕнет. Ĕçленĕ май, илтĕни-илтĕнми сасăпа юрă та ĕнĕрет хăй: «Пирĕн урам анаталла, шуса анать пĕр çуна-а...» Суха пуçĕн хăрах туртине, çĕршĕннипе хуçăлнăскерне, улăштарать малтан, купташкасене пуртăпа çапа-çапа пĕлтĕрхи тăпраран тасатать, хĕрарăмсем тем тĕрлĕ муталаса çыхса пĕтернĕ пăркăч-пăявсемпе вуншар тĕвĕллĕ кантрасене каса-каса перет те тин çеç хăй явнине çыхса пăрать, вара тăрă тӳпери хĕвел çине пăхса илсе суха пуçĕн кĕленче пек çуталса, якалса кайнă шĕшкĕ авринчен ярса тытать. Кăмăлĕ тулса çитнипе тем каласшăн пулса çăварне те уçать кил хуçи, кивĕ хапха хăлтăр-халтăр тунине илтсе суха пуçне çĕр çине васкамасăр тайăлтарса хурать, вара тин хапха енне çаврăнса пăхать. Çурри уçă хапхаран кӳршĕри Кĕнатисен амăшĕ, хăрах аллине куçĕ тĕлне тытса пăхаканскер, курăнса каять. Алăка уçнă та ни малалла иртме хăяймасть, ни каялла чакма аптăрать. Кĕнатисен амăшне Вихтĕр ашшĕпе амăшĕ Хĕветут арăм кин тесе чĕнеççĕ ялан. Хĕветут тете, ялти ытти кĕреш арçынсем пекех, çĕршыва тăшманран хӳтĕлеме тухса кайнă пулнă, анчах каялла таврăнман. Хыпарсăр çухалнă имĕш.

— Кĕр, кĕр, Хĕветут арăм кин, ирт кунталла, — хӳме çумĕнчи каска çине пырса ларать кил хуçи.

Çав вăхăтра, иртетни-и, иртместн-и-и тенĕн, пач кĕтмен чух ки-ки-рикик! тесе вăрăммăн авăтса ярать автан, вара Вихтĕрсен икĕ чăххипе картишĕнче курнăçланса, пуçне мăн кăмăллăн каçăртса çӳреме пуçлать.

— Эй, ку чăх упăшки шартах сиктерчĕ. Кăш, эсремет! — хăлаçланать кӳршĕ арăмĕ. — Вăн, кайăр лерелле... Ха, икĕ хăлха ян туса каймаллах çухăрать... Мĕн, умма лартма хатĕрленесшĕн-им-ха? — шăн-шăн юсаса хунă суха пуçне ăмсанса пăхать кӳршĕ арăмĕ. Сӳс пăяв таврашне еплерех туртса карăнтарнине тытса пăхма та именмест вăл. — Тĕрĕс каланă, арçын çинчи кантра çĕрмест тенĕ. Муталаса çыхса тултаратпăр эпир, хĕрарăмсем. Хамăр килти суха пуçнех илес. Арçын аллине çур сехетлĕхе лексенех чун кĕмелле те-ха ăна, выртать халь пăявсемпе апла-капла çыхса пĕтернĕ тĕвĕ купи. Унтан çатлатать тытсан, кунтан патлатать...

Кĕнатисен амăшĕ каска вĕçне пырса ларать, аллисене саппунĕ айне пытарать.

— Чуракассинче пĕри тупăннă тет. Хыпарсăр çухалнăскер, пирĕн Хĕветут пекскер. Кĕркури, пĕлместĕн-и эс, калаймастăн-и?.. — авăтас шутпа çунатне çĕклеме пуçланă автана тăпра катăккипе персе айккинелле хăваланă май сăпайлăн ыйтать Кĕнатисен амăшĕ. — Калаймастăн-и, хыпарсăр çухалнисем унта... тыткăнра пулнисем-мĕнсем епле йĕркепе таврăнаççĕ киле? Ăçтан ыйтса пăхмалла-ши ун пирки? Шыраттарса пăхмалла мар-ши Хĕветута? Хут çырса ямалла мар-ши пĕр-пĕр çĕре?..

Ăнлантарать Вихтĕр ашшĕ хăй пĕлнĕ пек. Пуплекелесе ларсан-ларсан кӳршĕ арăмĕ тăрса суха пуç умне тепĕр хут пырса пăхать.

— Çапла, — тет сарă çӳç пайăркисене тутăрĕ айнелле шăлса майласа, — çур сехет кăна кирлĕ те çав суха пуçне чун кĕртме.

«Пырса юсаса параймастăн-ши?» — тесе ыйтма тӳрех хăяймасть пулас хăй, çапах та сăмахне арçын çинчи кантра çĕрменни пирки ытлашши аякках пăрмасть-ха.

— Паянах пырса юсама алă çитмест ман, — хуравлать Вихтĕр ашшĕ. — Каярахпа тимлетпĕрех. Хальлĕхе пирĕннипе лартса хăварма та пултаратăр эсир.

— Апла юрать-ха, — текелесе, куçне саппун хĕррипе шăлкаласа тухса каять тăлăх хĕрарăм. — Апла лартмалăх умма касса хурас-ха...

Кӳршĕ çынни кайсан çĕнĕ хавхаланупа тытса пăхать этем хăйĕн суха пуçне.

— Эх! — хĕпĕртет вăл алли çине суранçи туса. — Алла суха пуç тытманни хăçа-а-ан!

Ашшĕ çывăхне пырса тăрать ывăлĕ:

— Атте!

— Мĕн?

— Этем ăçтан пулса кайнă?

— Мĕн япала?

— Этем мĕнле пулса кайнă?

— Этем?! — гимнастеркине каска çинчен илсе тарланă çамкине шăлать ашшĕ. — Хм-м... Ун пек сăмаха эс, ачам, эпĕ ахаль ларнă чух ыйт. Халь вăхăт çукрах. Юрать-и?

— Юрать... Атте!

— Мĕн?

— Этем ăçтан пулса кайнă?

Ашшĕ икĕ аллине шарт! çапса ывăлĕ умне пырса тăрать.

— Каласа парсан та пурпĕр ăнланмастăн эсĕ ăна, Вихтĕрĕм. Ак тыт, — кĕсьерен сухари кăларса парать вăл. — Катăртаттар, сан шăл çивĕч. Мана халь ан чăрмантар тулĕк.

— Чăрмантармастăп, — килĕшет ывăлĕ сухарие шатăрт çыртса катнă май. — Атте!

— Мĕн?

Çапах та этем мĕнле пулса кайнă вăл?

Пуçне чикет ашшĕ. Тăрать çапла пĕр хушă.

— Атте, кала-ха. Ма чĕнместĕн?

— Куршанак эс, çум çакки, — мăкăртатать вăл чылайран тин, вара, ачи илтесрен шикленнĕн, аран илтĕнмелле хушса хурать. — Эпĕ хам та атте çумне çатах çыпçăнаттăм... Мана та аслаçу ялан: «Сухăр эс, — тетчĕ. — Çум çакки».

— Этем ăçтан пулса кайнине эс, атте, асаттерен ыйтса пĕлмен-им?

— Çук, ыйтман.

— Апла этем мĕнле пулса кайнине пĕлместĕи-и?

— Пĕлетĕп. Кишĕр хушшинче тупăнаççĕ ачасем.

— Эх-хе-хей, ытла чее эс, атте, — шĕвĕр пӳрнине çӳлелле кăнтарса юнанçи тăвать ачи. — Анне мана купăста хушшинче тупса кĕтĕм тет... Кашши кунах тухатăп эп пахчана, унта нимĕнле ача та курмастăп. Кам хурса хăварать вĕсене?

— Ача-пăча таврашне хурса хăваракансем вĕсем кăнтăрла курăнмаççĕ çав. Çĕрле, çын çук чухне, килеççĕ те хурса хăвараççĕ.

— Кашнинчех çын сисмелле мар хурса хăвараççĕ-и?

— Кашнинчех.

— Эх-хе-хей, чее! — каллех шĕвĕр пӳрнипе тӳпенелле тĕллет Вихтĕр. — Ун пек хурса хăваракансене, курма çукскерсене, вара кам курнă?

Ашшĕ кĕсйинчен хут кăларса чĕлĕм чĕркет.

— Эпир санпа ĕçсĕр аптăрама пуçларăмăр. Ĕç тĕлне пĕлмен çын час пăсăлать, этемккене куçать. Индире пулнă унашкалли, çын халăхран уйрăлса кайни, вăрманти чĕр чунсем хушшинче тăрса юлни. Маугли теççĕ ун пеккисене.

— Индире пулнине эс ăçтан пĕлетĕн? Вăрçăра чух кайса куртăн-им?

— Çук, ачам, вăрçă пачах урăх енчеччĕ. Инди вăл кунтан инçетре. Кăнтăр енче. Хĕл пулман çĕрте. Маугли çинчен çырнă кĕнеке алла лекнĕччĕ тахçан. Вăрçăчченех. Хам кайса курман. Кĕнеке тăрăх çеç пĕлетĕп.

— Сĕтел сунтăхĕнче пĕр кĕнеке выртать. Çавă-и?

— Сĕтел сунтăхĕнчи вăл Сталин кĕнеки.

— Атте, Сталин мауглисене хăй кайса курнă-им?

— Эй, ытла ан çухăр-ха эсĕ пĕтĕм яла янăратмаллах, — ашшĕ, картишĕнче урăх никам та çук пулин те, ун-кун пăхкалать, — «Сталин» сăмаха «маугли» сăмахпа юнашар каласа тем курса тăрасси пулĕ тата.

— Ма?

— Сталинпа шӳтлеме юрамасть, ачам, вăл...

— Ма юрамасть, атте? — хăпмасть ывăлĕ. — Шӳтлеме юратакан çын мар-им Сталин?

Ашшĕ шарламасть. Çамкине картлантарсах тем шутлать, ĕнсине хыçкалать те пуç тӳпине хыпалать, хăйне вĕлле хурчĕсем тапăннă чухнехи пек, аллисемпе сулкалашса илет.

— Фу, санпа, — мăкăртатать вăл, — таçта та илсе çитеретĕн пуль эс... Мĕнле калас... Сталинĕ те этемех, чип-чиперех шӳтлеме пĕлет пулĕ-ха. Анчах та унпа таçта аякра пурăннă чух шӳтлеме юрамасть.

— Ма?

— Эпир мĕн калаçни, мĕн пуплени ун патне, ламран лама кайса çын сăмаххи урлă çеç çитет. Пĕр çын сăмахне вара урăх çын тĕрлĕ калама пултарать. Пĕр сăмахах урăхла ăнланмалла. Сăмахран: «Çалла, Вихтĕр — лайăх ача» — тесе тӳрремĕн те хăвăрттăн каласан, Вихтĕр чăнахах та лайăх ача иккенне ăнланатăн. Çав сăмахсене тăсарах та юрларах, куларах кала: «Çапла-а, Вихтĕр ла-айăх ача!» — те, Вихтĕр лайăх маррине ыттисем çийĕнчех тавçăрса илеççĕ. Сăмахсене юри çапла юрласа парса çӳрекенсем вара çук мар-ха... Сталин вăл, ачам, мауглисемпе аппаланакан çын мар. Унăн тĕп ĕçĕ — тĕнчери чи пысăк çĕршыва тытса пырасси. Пирĕн Тăван çĕршывăн çул пуçĕ вăл. Ăнланатна халь? Мауглисем вара калаçма та, ĕçлеме те вĕренеймеççĕ. Апла тăк, этемрен ниме тăман чĕр чуна куçас килмесен, ялан ĕçлемелле, халăхла пурăнмалла, ун сăмахне тăнламалла. Чим, эпир чăнласах ĕçсĕр аптăрама тытăнтăмăр-иç... Йĕвен ил те, Вихтĕр, касăва чуп, лаша тытса кил. Унта паян лашасене Ĕлĕксантăр пиччӳ пăхатчĕ пулас... Тăхта. Эсĕ паçăр манран мĕн ыйтнăччĕ çак?

— Этем ăçтан пулса кайнă тенĕччĕ.

— Пит вăхăтра ыйтнă эс ăна. Атя чуптар, эп сана паянтан этем епле пулса кайнине куллен вĕрентме тытăнатăп...

Лаша касăвĕ çӳрекен вырăнта икĕ тĕс çеç курăнать: çурхи сенкер тӳпе те сип-симĕс курăк. Çурăм хыçĕнче йĕвен сĕтĕрĕнсе, çутă çăварлăхĕпе тĕнкĕл-тĕнкĕл юрласа пырать. Кăтра çилхеллĕ, кĕске хӳреллĕ вĕçкĕн тихасем, хăмăт мĕнне пĕлменскерсем, амăшĕсем çумĕнче тапăртаттарса çӳреççĕ: пĕрре тĕпĕртти-тепĕртти сикеççĕ, тепре, амăшĕсем айне кукленсех, çиллийĕсенчи пур-çук сĕте лачкама тытăнаççĕ. Йывăр ĕçре куллен тертленекен кĕсресен ачисем çине пăхма та вăхăт çук: кавир пек çăра тапса тухнă кĕске курăка хырмаллипех хыраççĕ вĕсем çивĕч шăлĕсемпе. Чĕрхăва çырми тăрăх, чĕпписем вилсе пĕтнĕ чухнехи майлах хурланса, текерлĕксем каллĕ-маллĕ эрленсе веçеççĕ. Вĕсен сассине илтсен пĕчĕк Вихтĕрĕн ялан чун хурланса каять, пыра тем капланса килет. Текерлĕк вăл, асламăшĕ каласа панă тăрăх, шыв армань хуçин хĕрĕ иккен. Çапла, Чĕрхăва çырминче тахçан шыв арманĕ пулнă. Унăн хуçи, Сармантей Çеççийĕ, арăмĕ сарăмсăр вилсен тепре авланнă имĕш. Тăлăха юлнă хĕрне, Чĕкеçе, урăх хĕрарăм пăхса ӳстерессе шаннă арçын, анчах та ун иккĕмĕш арăмĕ ытла кăра кăмăллă этем пулнă тет. Тăлăх хĕре лăпка-лăпка ӳстерес вырăнне хайхи-майхискер пуçланă хĕр ачана пĕчĕклех нушалантарма: арлаттарать, тĕрттерет, пĕçерттерет, çутарать, вăрман йăттарать... Çурхи шывсем кĕрлеме тапраннă, Сармантей Çеççийĕ ăнсăртран авăра лексе сивĕ шыва чул пекех путса анса кайнă тет. Ашшĕпе пурăннă чух та çутă кун курайман пĕчĕк Чĕкеçĕн пурнăçĕ чĕр тамăках куçнă. Чăтайман вăл, килтен тухса тарма шутланă. Куç курнă çĕрелле. Ама çури амăшĕ çакна сиснĕ те: «Пуçна çиеп! Тирне сĕвеп!» — тесе хыçран хăвалама пуçланă тет.

Хăваласан-хăваласан, Чĕкеçе кĕç-вĕçех хуп-хура çӳçĕнчен ярса илес чух, лешĕ сывлăша яр çĕкленнĕ тет те малалла текерлĕк пулса вĕçсе кайнă тет. Çавăнтанпа, ытти тантăшĕсемпе пĕрле, Чĕкеç текерлĕк çулсеренех ку енне вĕçсе килет иккен. Шырать вăл, шырать ашшĕне, ниепле те шыраса тупаймасть апăрша...

Вихтĕре Ĕлĕксантăр пиччĕшĕ, ĕнесен типĕ каяшĕнчен купаласа тивертсе янă кăвайт умĕнче хăяккăн выртаканскер, аякранах асăрхатъ. Иӳçĕ тĕтĕм куçа кĕрет.

— Пичче, Ĕлĕксантăр пичче, — тет Вихтĕр пырса çитнĕ-çитмен. — Мана лаша кирлĕ. Чи лайăххи. Атте умма лартатпăр тет.

— Лаша? — тĕлĕнет лешĕ. — Чăнласах лаша патне килтĕн-и эс?

Çерем çинче ларнă конюх ура çине тăрать те Вихтĕр тавра майĕпен утса çаврăнать, ăна малтанхи хут курнă евĕр шăтарасла пăхать.

— Лаша мĕнне пĕлетĕн-и эс? Лаша патне пыма ĕмĕтлениччен малтан ак çакăнти ӳте, — аллине хуçлатса мăкăльлентерсе кăтартать хайхи, — хытармалла, ак çакăнта вăй хушмалла. Тепĕр тесен, — ачана хулпуççинчен çат тутарать вăл, — илсе кайса пăх-ха эппин. Илсе çитеретĕн — маттур пулатăн...

Арçын ачапа кăмăллăн пупленĕ май, конюх касури урхамаха тытса йĕвен тăхăнтартать.

— Лар утланса, — вăшт çĕклесе хăпартать вăл Вихтĕре. — Эп сана ав çав вар урлă каçарса яратăп.

Малалла лаши хăех каять...

— Мĕншĕн хăех каять?

— Ĕçе тытăниччен малтан аçу ăна мĕнпе те пулин хăналать, çурăмран лăпкама та манмасть. Хăйне çын юратнине кирек епле чĕр чун та аван туять. Çавăнпа хăех каять...

Çиçĕм ятлă лаша пуçне ухса, малти урипе канăçсăррăн кукалесе тăн-тăн суха пуç хушшинче тăрать. Хăй, тем кĕтнĕн, пӳрт алăкĕ еннелле пăха-пăха илет. Пӳртрен Вихтĕр ашшĕ тухать. Сулахай аллинче самай пысăк çăкăр чĕлли ун, сылтăммипе чĕлĕ çине сапнă шултра пĕрчĕллĕ тăвара пуса-пуса пырать. Ĕнер пĕçернĕ ыраш çăкăрĕн тутлă шăрши лашана каçăхтарсах ярать пулас та тӳсеймест, çăкăрлă çын енне вăрт çаврăнать, сăмса шăтăкне сарса пăрахать. «Ăхă-хă, — тет кĕскен. — Ăхă-хă...»

— Ĕçе пуçăнас умĕн, — тет ашшĕ ывăлне, — кăшт çисе пăхар-ха çĕнĕ çăкăр сăмсине. Ĕç ăнтăр тесе. Ак ку сана, — Вихтĕре кăштах хуçса парать вăл. — Ку — хама, кăна — варрине — Çиçĕме парăпăр.

Тути патне илсе пынă çăкăр татăкне лаша хăвăртах çисе ярать, унтан çын ал тупанĕ çинчи тĕпренчĕксене те тутипе хăвăрттăн мăкăльтеттерсе тасатать.

— Татах пар тет пулас ку Çиçĕм, — ачипе юнашар ларать Çтаппан Кĕркурийĕ. — Çи, çи, — ывăлне пуçĕнчен лăп-лăп тутарать. — Лашапа пĕрле пайласа çинĕ çăкăр сыппа пыраканччĕ-ха... Çăкăра лашапа пайласа çиекен этемми те ĕçрен хăракан йышши пулакан марччĕ...

— Амăшĕ! — кăшкăрать вăл часах.

— Мĕн? — лаçран сас парать лешĕ.

— Çынсене чĕнтĕн-и эс?

— Чĕнеймен-ха.

— Чупса çаврăн. Эпир Вихтĕрккепе хатĕр ĕнтĕ.

— Вихтĕрккепе? — лаçран тухса ыйтать амăшĕ. — Мĕн тăваканни вара вăл сан?

— Лаша çавăтаканни.

— Чипер калаç! Ан мĕн ту-ха эс, Кĕркури. Çак шĕвĕре лаша çывăхне яма-и?.. Саккăр-тăххăрти ачасăр çын тупаймастпăр пулать-им-ха?

— Ара пулмасăр.

Çтаппай Кĕркурийĕ майĕпен тăрса Çиçĕм умне пырса хăмăт пăявĕсемпе урхалăх-хырăмайлăхсене турткаласа пăхать.

— Ял хĕсĕр мар, — мăкăртатать вăл. — Çын тупма пулать... Этем мĕнле пулса кайнине мĕнле те пулин ăнлантармаллах-çке-ха ман ачана. Аттуш çат çыпçăнса ларчĕ паçăр ман çума: «Этем ăçтан пулса кайнă? Этем епле пулса кайнă?..» Ну, ачам, анкарти алăкне уç-ха... Вăт, маттур! Халь лаша çавăт та анкартинелле çул тыт... Амăшĕ! Эпир кайрăмăр. Часрах унта!..

Тытăнаççĕ ĕçлеме. Тем тĕрлĕ те нушаланса пĕтет ача. Мăран утсан — лаша ура çине пусать, малалла чупса каяс — айккинелле пăрăнать. Тăрмашсан-тăрмашсан, танкăшсан-танкăшсан чĕлпĕре алăран вĕçертет те ашшĕ енне çаврăнатъ ывăлĕ.

— Ура çине пусать ку, атте.

— Эсĕ йĕркеллĕ ут, вара пусмасть. Атя, атя, нуша икерчĕ çиме вĕрентет.

Утать ача лаша умĕнче. Лешĕ, талпăнса туртнă май пуçне çӳлелле вăшт та вашт ухса пыраканскер, Вихтĕр хулне карт-карт турттарать, хăш чух çĕклесе çĕр çине çавăрса çапассăнах туйăнать. Ура айĕнчи çĕр тумхахлă. Сухаласа çемçетнĕскер, пĕрре ура тупанне канăçлантарма пăхать, тепре муклашкасем лексе ыраттарнипе каçăхтарсах ярать; анчах канăçланма-рехетленме те, ыраттарнине тӳсеймесĕр айлатма та вăхăт çук: лаша малалла талпăнать, суха пуç касă хыççăн касă хăварать. Ырла-малла чух ырлать пĕчĕк ĕçчене ашшĕ: «Çапла, çапла, маттур, маттур», кăлтăк сиксе тухсан, кăшкăрса тăкма та именмест: «Эй, шĕшлĕ, ăçталла юрттаратăн? Тăр-р! Каялла чакарха кăшт — кунта шăйрăк юлчĕ!» Шăпăр-шăпăр тар юхать. Тусанпа хутшăнса пулнă тар ку. Вăл куçа лексе çатăртаттарать, тута хĕррине тăварлантарса ярать. Исленсе кайнă кĕпе çил вĕрнипе хăмпăланать те кайран çурăм çине сиввĕн çатах çыпçăнать. Тепре çил вĕрсе карăнтариччен.

Малтан сухалаççĕ анкартине, унтан çĕр улми лартаççĕ. Çĕр улми лартса пĕтернĕ хыççăн пӳрте кĕнине астăвать ача, кайран хăш вăхăтра сак çине улăхса выртса çывăрса кайнă — пĕлмест.

— Каплах тăрмашсан, — ырлать тепĕр ирхине ашшĕ, — санран та çын пулма пултарать.

Килте лартаççĕ, кӳршĕсенне — Кĕнатисенне, асламăшĕсенне... Вăçĕ те, хĕрри те çук çĕр ĕçĕн. Ак тата кĕçех шăтса тухсан сӳрелемелле пулать имĕш, унтан касă хушшисене купаламалла. Эй, нуша та иккен хресчене! Ир пулать те, каç пулать — ялан хирте те анкартинче Вихтĕр.

Тепĕр кунхине, кӳршĕсенне çĕр улми лартса пĕтерсен, Вихтĕр, самантлăха ирĕкленнипе усă курса, урамалла тухса вĕçтернĕччĕ. Ашшĕ-амăшĕ куçĕ тĕлне лекесрен шикленсе килтен аяккарах тарать вăл. Кил çывăхĕнче ытлашши выляма çук-çке-ха: «Эй, Вихтĕр, çавна ту... Эй, Вихтĕр, сысна çури ăçталла кайрĕ-ши? Тупса кил-ха. Эй, Вихтĕр!..»

■ Страницăсем: 1 2 3