Юманлăхра çапла пулнă :: 20-мĕш сыпăк
Начальник хута хăй умне хучĕ те çавăнтах сержанта приказ пачĕ:
— Халех кунта Урусовпа Тукмакова чĕнсе килĕр!
— Слушаюсь! — терĕ те сержант тухса кайрĕ. Унтан начальник хăй умĕнчех тăракан Тимуш çине пăхрĕ те:
— Тавтапуç сана, тусăм, эсĕ пирĕншĕн усал хыпар мар, питĕ лайăх хыпар илсе килнĕ! Аслаçуна та тавтапуç, салам кала ăна манран. Халĕ ĕнтĕ коридора тухса кăштах кĕтсе лар та кĕçех пирĕн çынсемпе пĕрле Кувшинкăна таврăнатăн.
— Юрать, начальник юлташ!
Тимуш тухрĕ, Азаматов темскер хăвăрт çырма тытăнчĕ. Пĕр хушă пӳлĕмре шăпах пулчĕ. Стена çинчи сехет шаккать те, начальник аллинчи перо чĕриклетет. Минут иртрĕ, виççĕ, пиллĕк... Унтан альбом пăхса ларакан Рита тăрук пукана кĕмсĕр-р! шутарса сиксе тăчĕ те начальник патнелле туртăнчĕ.
— Çакă! Палларăм! Чăн та çакă çаратрĕ пире!.. — альбомри пĕр сăн ӳкерчĕкĕ çине пӳрнипе тĕллесе кăшкăрсах ячĕ вăл.
Павел Петровичпа Анна Павловна та картах сикрĕç, анчах малалла мĕн пуласса кĕтсе вырăнтах ларчĕç. Азаматов çав сăн ӳкерчĕкĕ çине вăрахчен пăхрĕ...
— Йăнăшмастăн-и, Рита?
— Çук, çук, йăнăшмастăп! Шăп çакă!.. — Пăлханса кайнă хĕр ача сĕтел çине аллипе темиçе хутчен шаплаттарса илчĕ.
— Юрать эппин... — Начальник кăштах шухăша кайнă пек пулса ларчĕ, унтан альбома хупса аяккалла хучĕ те хĕр ачана куçĕнчен пăхрĕ. — Эппин, халĕ эпир санпа пĕчĕк кăна хут çырăпăр та, киле кай вара, ачам, эсĕ тек кирлĕ мар пире. Кукаму та кĕтсе ывăнчĕ пуль. Кала ăна, лăплантăр вăл, ытлашши ан хуйхăртăр. Сирĕн япаласене тупатпăрах эпир. Епле пулсан та тупса тавăрса паратпăр. Вăррисене те тытатпăр.
— Хăçан тупатăр-ши? — ыйтрĕ хĕр ача Азаматов çине çав тери хурлăхлăн пăхса. — Анне гастрольтен таврăниччен тупасчĕ...
— Ăна татăклăн каласа пама пултараймастăп, анчах вăраха ямастпăр пулĕ тетĕп.
Хĕр ача вăрă сăнне палласа илни çинчен хут çырса ун çине ăна хăйне те, пăхса тăнă директора та алă пустарсан вĕсем пурте пӳлĕмрен тухса кайрĕç.
Тепĕр ик минутран начальник патĕнче оперативлă канашлу пуçланчĕ. Вăл нумая пымарĕ, мĕншĕн тесен Михей мучи çырăвĕ пĕтĕмпех уçса панă: вăрланă япаласем — утрав çинче. Тем тесен те вĕсем артистка япалисемех пулма тивĕç!
Çур сехетрен Атăл тăрăх анаталла, Кувшинка еннелле, кĕмĕл тĕслĕ пысăках мар катер ыткăнчĕ. Мотористсăр пуçне ун çинче уголовнăй розыскăн виçĕ сотрудникĕпе Тимуш Кудряшов ларса пычĕç...
Тата тепĕр çур сехетрен Михей мучи вĕсене пурне те утрав çине ертсе кайрĕ те вăрланă япаласем выртнă тĕле кăтартрĕ. Япаласене чавса кăларса катер çине хурсан уголовнăй розыскăн пĕр сотрудникĕ катерпа Шупашкара таврăнчĕ, иккĕшĕ Кувшинкăрах юлчĕç. Çав самантран пуçласа вĕсен çак утрав çинче çĕрĕн-кунĕн засадăра ларса вăрăсене сыхламалла пулнă.
— Паян-и, ыран-и вĕсем хăйсем пытарнă япаласене илме пурпĕр пыраççĕ, çавăнта çаклататпăр та эпир вĕсене! — терĕ милици начальникĕ Азаматов ирхине пулса иртнĕ канашлура...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...