Юманлăхра çапла пулнă :: 18-мĕш сыпăк
Виç-тăват кун хушши Матроспа Артист таçта çухалса пурăнчĕç. Вĕсем ăçта кайни çинчен Малани нимĕн те шарламарĕ, Илюк хăй те ыйтса пĕлме шутламарĕ. Уншăн пулсан вăрăсем урăх нихçан пырса курăнмасан авантарах пулатчĕ ĕнтĕ, вара ăна хăй кĕтмен çĕртен килсе çакланнă танатаран хăтăлса тухма та май пулатчĕ-и тен. Анчах лешсем пуçĕпех çухалмарĕç çав. Пĕр ирхине вăрансан Илюк хăйĕн тăшманĕсем каллех кил хуçи арăмĕ вырăнĕ çинче çывăрнине курчĕ.
«Çаврăнса çитнĕ... — тӳрех хуçăлчĕ Илюк кăмăлĕ. — Тата ăçта çаратса çӳрерĕç-ши, эсрелсем!..»
Вăл кун иртенпех пĕтĕм тӳпене çăра пĕлĕтсем хупласа илчĕç. Кĕç чашлаттарса çумăр çуса иртет, унтан пĕр хушă уяртнă пек пулать те, кăшт тăрсан каллех вĕтĕ ала витĕр шыв юхтарнă пек сапма тытăнать. Çанталăкĕ ăшă пулман пулсан кĕркунне пуçланнă пекех туйăнмалла.
Темшĕн-çке Малани кунĕпех килте пулмарĕ, каçалла сулăнсан тин хăйĕн юлташĕпе, хайхи Катюк ятлă пуклак хĕрарăмпа, таврăнчĕ те, вĕсем Матроспă тата Артистпа пĕрле çенĕкре чылай хушă пăшăлтатса ларчĕç. Сăмах мĕн çинчен пынине илтмен пулин те Илюк чĕрипех туйрĕ: каллех темле хăрушă ĕç тума шутлаççĕ кусем...
Унтан Маланипе Катюк васкасах тухса кайрĕç.
Илюк чĕри тĕрĕссинех сиснĕ-мĕн. Матроспа Артист кĕçĕр хулари пĕр паллă артистка хваттерне çаратса тухма хатĕрленнĕ. Тĕллеттерекенни, малтан кайса «разведка» тăваканни, Малани тусĕ Катюк пулнă. Вăл çав артисткăран пĕр икĕ кил урлă кăна пурăннă та çак кунсенче артистка çуллахи гастроле тухса кайнине, унăн килĕнче ватă амăшĕпе пĕр вун ик-вун виç çулхи хĕр ачи çеç юлнине пĕлнĕ. Вăрăсене Катюк малтанах илсе кайса паллаштарнă: артистка хваттерĕ — икĕ хутлă йывăç çуртăн çӳлти хутĕнче, аялта пурăнакан старикпе карчăк яла кайнă, çурчĕ патне Атăл хĕрринелле тухакан пахча витĕр пымалла, пахча енче икĕ чӳрече пур, пĕр чӳречин форточки яланах уçă, ун витĕр алă чиксе ярсан чӳречине уçма питĕ çăмăл иккен. Иртнĕ хĕлле, çав артистка чирленĕ чух, Катюк ик-виçĕ хутчен те ăна кĕпесем çуса панă та унăн япалисем ăçта упраннине лайăх астуса юлнă. Паян вăл Маланипе пĕр артистка хваттерĕ таврашĕнче каллех чылайччен сăнаса çӳренĕ те унта нимĕнле хăрушлăх та çукки çинчен Матроспа Артиста пырса пĕлтернĕ.
— Шанчăклă, питĕ шанчăклă...
Хĕрарăмсем хăпăл-хапăлах таçта тухса кайсан Матроспа Артист вăрахчен ним чĕнмесĕр чĕлĕм мăкăрлантарса выртрĕç, унтан, тулта тĕттĕмленсе çитсен, пĕр вун пĕр сехетсем çитеспе, Матрос тăрук сиксе тăчĕ те кăмака хыçнелле пырса Илюка уринчен тĕртсе илчĕ:
— Эй, эсĕ çывăрса та кайрăн-и?
— Çук-ха, — терĕ Илюк. — Мĕн вара?
— Тăр тавай. Кайса килмелли пур.
— Ăçта? — Тем ырă мар япала пуласса сиснĕ пекех, арçын ача чĕри пăлхануллăн тапма пуçларĕ.
— Ухутана каятпăр.
— Мĕнле ухутана? Халь çĕрле-иç?
— Ăна санăн халех пĕлме те кирлĕ мар. Тăр часрах, ан йăраланса вырт!
«Пĕтрĕ пуç, татах вăрра илсе каясшăн пулмалла кусем мана... Аплах пулсан тĕттĕмрех çĕрте аяккалла тапса сикетĕп, ним тусан та хутшăнмастăп!..» — шухăш вĕçсе илчĕ Илюк пуçĕнче.
Вăл кăмака хыçĕнчен тухрĕ те Артист сĕтел умĕнче пистолет обоймине патронсем тултарса тăнине курчĕ.
Вĕсен пăшал та пуррине ку таранччен Илюк пĕлменччĕ-ха. Эппин, ку вăрăсем çын вĕлермелли хатĕр те тытаççĕ, вĕлерме те пултараççĕ!
Ача çав тери хăраса кайрĕ, унăн чĕри сӳ! турĕ. «Ăçта, мĕн çаратма шутлаççĕ-ши? Ах, каяс марччĕ-çке вĕсемпе пĕрле, çыхăнас марччĕ!..» Анчах пĕр сăмах та калаймарĕ, хирĕçсе тăма та пултараймарĕ.
— Ну, кайрăмăр! — приказ панă пекех каларĕ Матрос ача çине сиввĕн пăхса илсе. — Кĕçĕр санăн хăюллă пулас пулать, асту, сăмсуна ан юхтарнă пултăр!
— Мĕн тумалла вара манăн? — аран ыйтрĕ Илюк.
— Манпа пĕрле пĕр хваттере кĕретĕн. Хуçисен япалисем ытлашши нумайланса кайнă, çавсене кăштах йăкăртас пулать. Ăнлантăн-и?
— Каллех вăр... вăрламалла-и? — сасси тӳрех пӳлĕнсе ларчĕ Илюкăн.
— Вăрламалла мар, илсе тухмалла кăна! Ут!
Вĕсем Малани килĕнчен тухрĕç. Тӳпене тăхлан пек пĕлĕтсем хупласа илнипе урамра тăпсакайĕнчи пекех тĕттĕм иккен, ик-виç утăмри те курăнмасть. Кун пек çанталăк вăрăсемшĕн пулсан ырлăх ĕнтĕ!
Тепĕр пилĕк минутран виçĕ мĕлке Атăл хĕрринчи бульвара тухса анаталла кайрĕç, унтан перевоз тĕлĕпе иртсе Чебоксарка шывĕ урлă каçрĕç те ансăр тăкăрлăкалла пăрăнчĕç. Вĕсене пĕр чĕр чун та тĕл пулмарĕ. Хула пурнăçĕ шăпланнă ĕнтĕ, Хĕрлĕ площадьри паркран кăна радио юрлани илтĕнет...
Хӳме çумнелле йăпшăнса малта Матрос утса пычĕ, ун хыççăн — Илюк, чăн юлашкинчен — Артист. Акă пĕр ватă иăмра тĕлне çитсен Матрос чарăнса тăчĕ, унăн-кунăн пăхса илчĕ те:
— Çакăнтан каçса кĕрес пулать, — терĕ шăппăн. Çав самантрах хăй чус карта урлă сикрĕ. Илюк тытăнса тăчĕ, анчах ăна Артист хыçалтан тĕртрĕ:
— Каç часрах!
Вĕсем пахча çимĕç йăранĕсем хушшипе утрĕç. Мĕн пулать-ши халь, мĕн пулса тухать?! Ытла та хăрамалла вĕт-ха!,.
Часах темле сарай хыçне пырса тухрĕç. Ун çумне чылай вăрăм пусма тайăнтарса хунă. Вăрăсем ăна та малтанах асăрхаса юлнă иккен! Матрос çав пусмана пĕр вĕçĕнчен, Артист тепĕр вĕçĕнчен йăтрĕç те малалла утрĕç. Илюк вырăнтах тăрса юлчĕ. Акă ĕнтĕ тинех меллĕ самант çитрĕ пулас! Пĕррех аяккалла тапса сикмелле те, вара...
Анчах вăл нимĕн те тăваймарĕ. Ача хыçалта тăрса юлнине Артист тӳрех асăрхарĕ те аллинчи пусма вĕçне пăрахса пĕррех каялла, Илюк патнелле, сикрĕ.
— Эсĕ мĕн хăтланатăн? Вĕлеретĕп! — чашкăрса илчĕ те вăл ачана хулĕнчен хыпчăкпа хĕстернĕ пек пăчăртаса лартрĕ. — Тарас шуту пур-и-мĕн? Асту эп сана!
— Çук... манăн тула каяс килчĕ, —суйрĕ Илюк.
— Ут малалла!
Пулаймарĕ Илюкăн хăтăласси...
Артистпа Матрос пусмана икĕ хутлă иывăç çурт чӳречи тĕлне питĕ шăппăн илсе пырса тăратрĕç. Илюк ним тума пĕлмесĕр юпа пек хытса тăчĕ, унăн шăлĕсем шаккама тытăнчĕç.
— Малтан эп хăпарса чӳречине уçатăп, ман хыççăн эсĕ улăхатăн, — васкавлăн пăшăлтатса калама тытăнчĕ Матрос Илюка. — Шалта никам та çук унта, ан чĕтре! Ăна-кăна илетпĕр те шăппăн тухса каятпăр. Ăнлантăн-и?
Илюк ăна хирĕç нимĕн те калаймарĕ.
Унччен те пулмарĕ Матрос пусма тăрăх çӳлелле хăпарса кайрĕ. Темиçе самантранах вăл чӳречене уçса шала кĕчĕ, вара Артист Илюка çурăмĕнчен тĕртсе илчĕ:
— Ну, улăхса кай хăвăртрах!
Анчах ачан вăл хушнине ниепле те тăвас килмерĕ, вара Артист ăна айăкĕнчен ыраттармаллах чышрĕ.
— Часрах!
Илюк ирĕксĕрех пусмапа хăпарма тытăнчĕ. Унăн пĕр хушă ăсĕ-тăнĕ пăтранса кайнă пек пулчĕ, анчах хăй пурпĕрех çӳлелле хăпарса пычĕ... Акă вăл чӳрече патне çитрĕ, чӳрече ани урлă ярса пусрĕ... Çав самантрах, сасартăк, шалта темле хĕрарăм çав тери хыттăн кăшкăрса яни илтĕнчĕ:
— Кам унта? А-а-а!
Кĕç малти пӳлĕм ăш-чикки ялт! çуталса кайрĕ. Уçă алăк витĕр Илюк диван çинче 12—13 çулхи хĕр ача пĕр аялти кĕпепе кăна ларнине, ун умĕнче вăрăм çĕçĕ тытнă Матрос тăнине курчĕ.
— Шăп ларнă пултăр! — терĕ вăл çĕççине хĕр ача пичĕ патнех илсе пырса. — Халех чиксе пăрахатăп!
Матрос ăна чăнах чиксе пăрахасран вилес пек хăраса кайса Илюк малти пӳлĕме чупса кĕчĕ. Çак самантра вăл ăнран тухса кайнă мĕскĕн хĕр ачана хăйĕн кĕлеткипе хӳтĕлеме та хатĕр пулчĕ çав! Ытла та хĕрхенмелле-çке-ха ăна! Анчах пӳлĕмре хĕр ача пĕччен мар-мĕн, тепĕр стена çумĕнчи сарлака кравать çинче ватă хĕрарăм ларать, унăн та хăранипе куçĕ-пуçĕ чарăлса кайнă, тăруках чĕлхесĕр пулнă пулмалла вăл...
— Пĕрре çăвар уçсанах леш тĕнчене ăсанатăр! — терĕ те Матрос хĕр ачапа ватă хĕрарăма тепĕр хут аллинчи çĕççипе юнарĕ, унтан вара алăк патĕнчи тĕкĕрлĕ шкаф алăкне пĕррех туртса уçрĕ. Кунта костюмсем, çуллахи пальтосем, хĕрарăм кĕписем магазинри пекех йĕркипе çакăнса тăраççĕ. Матрос вĕсене пĕрин хыççăн теприне кăлара-кăлара ывăтрĕ те пĕр купа туса утиялпа çыхрĕ.
— Чӳречерен кăларса ывăт! — хушрĕ вăл ни вилĕ, ни чĕрĕ тăракан Илюка. — Часрах! Ну!
Ой, мĕн тери усаллăн çуталса илчĕç Матрос куçĕсем çав самантра, мĕн тери хăрушă пулчĕ унăн сăнĕ-пичĕ! Çын мар çав ĕнтĕ, чăн-чăн тискер кайăк, урнă кашкăр!..
Илюк ăна пĕр сăмахсăрах итлерĕ, япала çыххине çĕклесе кухньăри чӳрече витĕр аялалла пăрахрĕ. Çав вăхăтра Матрос пӳлĕмри тепĕр шкафран хĕллехи тумтирсене кăларса тăкса икĕ çыхă турĕ, вĕсене те Илюка чӳречерен ывăттарчĕ, хăй çавăнтах ватă хĕрарăм патне сиксе пырса ыйтрĕ:
— Укçа! Ăçта укçа? Кала хăвăртрах! — Ун аллинче каллех çĕçĕ çуталса илчĕ.
— Комодра... сумкăра... — кăвакарса кайнă тутине аран хускатса пăшăлтатрĕ хĕрарăм.
Матрос комод ещĕкне уçрĕ, чăн малтан хĕрарăм сумкине ярса тытса унти пур-çук укçана кăларса илчĕ, унтан ещĕкри темле хутсене, вĕт-шак япаласене автан тислĕк купине урисемпе чавса аяккалла сирпĕтнĕ пек ыткăнтарма тытăнчĕ, анчах та урăх нимĕнех те тупăнмарĕ пулас бандит валли. Çаратса тăранманнипе вăл пӳлĕм ăш-чиккине татах куçĕсемпе ухтарма тытăнчĕ. Комод çинче ылтăн эрешлĕ пысăках мар сехет тăрать иккен. Матрос ăна хăвăрт илсе Илюка тыттарчĕ.
— Асту, ан çĕмĕр.
Çав самантра тултан, кухньăри уçă чӳрече витĕр, хуллен кăна шăхăрни илтĕнчĕ. Ку, паллах, аялта кĕтсе тăракан Артист сигналĕ ĕнтĕ:
«Васкас пулать, вăхăт нумая кайрĕ...»
— Тух хăвăртрах, — Илюка тĕртрĕ Матрос, унтан чăн-чăн вилнĕ çын пек ларакан карчăк патнелле икĕ утăм турĕ те ăна каллех çĕççипе юнаса илчĕ: — Астăвăр, лăпкăн ларнă пултăр! Хăвăра чĕррĕн хăварнăшăн спаççипă калăр мана!
Ватă хĕрарăмăн куçĕсем хупăнчĕç. Вăл ним пĕлми пулса минтер çине йăванса кайрĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...